Ыйтман çĕре сăмсуна ан чик
Иванпа Миша — хĕрĕхрен иртсе алла хăвалакан вăйпитти арçынсем. Пĕр-пĕринпе ачаранах туслă пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те, çак Хĕветĕркке ялĕнче çуралса ӳсс, çемье çавăрнăскерсем, пĕрне-пĕри ĕçре те, пурнăçра та пулăшма ӳркенмеççĕ. Акă, хальхинче те, Иван ĕне кĕтӳне кĕтме черет çитес умĕн Миша тусне курчĕ.
— Кĕтӳ черетне кĕтсе ирттерме пулăшаймăн-ши? — ыйтрĕ вăл Мишăран.
— Мĕн калаçмлли? — хулĕсене сиктеркелесе илчĕ лутра пӳллĕ Миша. — Паллах пулăшатăп! Кĕтӳ кĕтнĕ çĕре хăвăнпа пĕрле пĕр кĕленче çуттине çеç илме ан ман. Хăçан кĕтӳ кĕтетĕн?
— Ыран.
Тепĕр кун туссем ĕне кĕтӳне ирех хире хăваласа тухрĕç. Халĕ, акă, ăна вăрман çумĕпе илсе пыраççĕ. Кĕрхи кунхи типĕ курăка çеç çиес килменрен, ĕнесем вăрман енне туртăнаççĕ. Вăрманти çаралнă йывăçсем айĕнче вĕсен çулçисем чăштăртатса выртаççĕ çав, выльăха хăйсене çиме илĕртеççĕ. Шарт! та шарт! тутаркалать пушшипе Миша.
— А-ну, чарăнăр! — кăшкăрать вăл ĕнесене, вăрман хĕрринчен хирелле хăваланă май.
Ĕнесенчен чылайăшĕ хăваланă еннелле пăрăнчĕç пулсан та, темиçĕшĕ пурпĕрех вăрманалла кĕрсе кайрĕç-кайрĕçех. Кĕтӳç те, питне йывăç турачĕсемпе çаптара-çаптара, вĕсен хыççăн чупрĕ.
— Ах, амуткесем! — мăркать вăл чупнăçем. — Эпĕ сире…
Вăл, сисмесĕрех, ĕнесем хыççăн пĕчĕк уçланка сиксе тухрĕ те ун хĕрринче тăракан «Жигули» машинăна çапăннипе чарăнса тăчĕ.
— Ку мĕн? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ мухмăрлă Миша, моторĕ ĕçлемесен те лăчăр-лăчăр! чĕриклетсе айккинчен-айккинелле лăканса тăракан машина умĕнче.
Кĕтӳçĕ «Жигулин» кайри ларкăчĕ çинче... темле хĕрарăмăн çӳлелле çĕкленнĕ çара пĕççине курах кайрĕ. Çак самантрах машина чĕриклетме чарăнчĕ те салонĕн алăкĕ уçăлчĕ. Унтан ... пĕр арçыннăн хĕрлĕ пичĕ кĕтмен хăна çине куçĕсене ялкăштарса пăхрĕ.
— Ме! — тыттарчĕ арçын кĕтӳçе пĕр аллипе эрех кĕленчине, тепĕр аллипе хĕрарăмăн пĕççине ларкăч çумнелле пусарса хунă май. — Курмастăн-им: çынсене чарса çӳретĕн! Кай! Ĕнӳсене кайран хамах кунтан хăваласа ярăп!
Мухмăрпа аптранă Миша, те савăннипе, те тĕлĕннипе, ним те калама пултараймарĕ, эрех кĕленчине шăппăн илчĕ те машина патĕнчен вăрман хĕррине лĕпĕстетрĕ. Кĕленчери йӳçĕ шĕвеке пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сыпкаласа пычĕ вăл. Иван тусĕ патне çитнĕ вăхăта Миша аванах ӳсĕрĕлме те ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ.
— Эсĕ, Миша, вăрманта та эрех тупма пĕлетĕн мар-и? — тĕлĕнчĕ тусĕ ăна курсан. — Епле майпа ӳсĕрĕлме пĕлтĕн? Ăçта?
Лешĕ Иван çине чеен пăхса илчĕ те пуçне вăрман енне çавăрчĕ:
— Çавăнпа! Унта… пĕ-пĕр машинăра эрех па-параççĕ.
— Епле машинăра? — тăруках кăсăкланса кайрĕ Иван. Хăйĕн пырĕ те ярăнса кайнипе сурчăкне лăчăрт! çăтса ячĕ. — Эп те каям-ха унта.
Мишан тусĕ çавăнтах вăрмана кĕрсе çухалчĕ. Анчах каялла таврăнассине вăрах та кĕттермерĕ вăл: пĕр-ик минутранах вăрмантан вĕри мунчаран сиксе тухнă пекех сиксе тухрĕ. Сулахай куçĕн айĕ... кăвакарса тухнă хăйĕн.
— Ăçта ятăн эсĕ мана? — çухăрса ыйтать Иван Мишăран. — Эрех вырăнне ĕнсе чикки парса ячĕç мана машинăрисем! Ай-уй!
Кĕтӳçĕ хăрах аллипе ыратакан мăйне шăлса илчĕ.
— Чĕнмен çĕре сăмсуна ан чик! — тени пулчĕ ĕнтĕ ку! — ахăлтатса кулса ячĕ Миша…
Кĕтӳ майĕпен вăрман çумĕнчен хирелле куçрĕ. Ăна вăрмантан тухнă ĕнесем хăйсемех хăваласа çитрĕç, ытти ĕнесемпе пăтрашăнса кайрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...