Кам «йывăрлă»?
Район сыватăшĕнчи медсестрасем час-часах поликлиникăри кабинетсем тăрăх тăванĕсен-пĕлĕшĕсен докуменчĕсем-справкисем çине медосмотр иртни çинчен врачсенчен алă пустарса çӳреççĕ. Тăван-пĕлĕшсен кабинетсем умĕнче черетре тăрас килменрен ĕнтĕ çакă. Пĕррехинче шурă халат тăхăннă Валя медсестра та Васильев неврологăн кабинетне кĕрсе тăчĕ те йывăрлă хĕрарăмсен картине врач умне хучĕ:
— «Сывă» тесе час кăна алă пусăр-ха!
Васильев сестра çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ те картă çине алă пусрĕ.
— Çурататăн, апла? — шӳтлесе илчĕ вăл. — Матур! Мату-ур!
Сестра хихиклетсе илчĕ те кабинетран тухса çухалчĕ.
Икĕ кунран Васильевăн çĕрлехи дежурствăра Вальăпа пĕрле пулмалла пулчĕ. Тата Нина медсестра та пурччĕ кунта. Икĕ сестра та коридорти пост сĕтелĕ хушшинче хутсемпе ĕçлесе ларатчĕç.
— Анализсем хыççăн кусенчен хăшне лабораторие чуптарас-ши? — шухăшларĕ врач, сестрасем патне çывхарнă май.
Кĕç Нина ятли врач хушнипе лабораторие вăр-варрăн утса кайрĕ.
— Ма эсир лабораторие мана мар — Нинăна ятăр? — ыйтрĕ сĕтел хушшинче ларса юлнă медсестра врачран.
— Эсĕ йывăрлă-çке! — йăл! кулчĕ врач. — Сана упрамалла.
— Эпĕ марччĕ йывăрли! — хĕрелсе кайрĕ Валя вăтаннипе. — Эпĕ сиртен хамăн тантăшăн карти çинче алă пустартăм ун чухне — кабинетăрта.
— Çапла-им? — каллех йăл! кулчĕ врач. — Эпĕ эсĕ йывăрлă тесе… Çавăнпа Нинăна лабораторие ĕçпе чуптартăм.
Тĕрлĕ пулать тĕнчере!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...