Чĕпасси
Çурхи сарă хĕвел алкум вĕçне çап-çутă ӳкет. Çичĕ çулхи Санюк кĕпе вĕççĕн, çара пуçăн кунта выляма тухнă. Вăл шурă кĕпеллĕ, сарă çӳçлĕ пуканене тетте автомашина çине лартса кустарать.
— Кĕр-кĕрр! Эпир те аннепе иксĕмĕр машинăпа кĕрлеттерсе каятпăр акă Шупашкара... Ах, аван пулать-çке-е-е, — кăмăллă пакăлтатать хĕрача; хăй çаврака сенкер куçĕпе савăнăçлă пăхкалать.
Санюк амăшне фермăра пăрусене аван пăхса ӳстернĕшĕн орден параççĕ. Ун çинчен радиопа пĕлтернĕ. Шупашкара орден илме кайнă чух амăшĕ хăйпе пĕрле Санюка та илсе кайма пулчĕ. Çакăншăн Санюк калама çук хĕпĕртет, Шупашкара хăçан кайăпăр-ши тесе кĕтсе тăрать.
Хĕрача выляса ларнă хушăра амăшĕ калинккерен кĕчĕ. Вăл хăмăр халат аркипе темĕн чĕркенĕ; хăй çумне тытса пырать.
Санюк амăшĕ патне чупса пычĕ.
— Мĕн чĕркесе килтĕн эсĕ, анне? — ыйтрĕ Санюк. Вăл чĕвен тăрса амăшĕн халат аркине сирсе пăхасшăн пулчĕ.
— Сысна çури вăл.
Амăшĕ халат аркине сирчĕ те сысна çурине картлашка çине ячĕ. Лешĕ, пĕчĕкскер, имшерккескер, тăватă урине пĕр çĕре туса чĕтрекелесе тăчĕ те картлашка кĕтесне хĕсĕнсе выртрĕ.
— Ай-уй, питĕ пĕчĕккĕ-çке ку, анне, — терĕ Санюк, çурана пăхкаласа, — кушак çури пек çеç.
Халат аркине силлекелесе илсе, амăшĕ картлашка çине ларчĕ.
— Пĕчĕк çав. Вера пăхакан сысна ами вунвиçĕ çура тунă. Вуниккĕшĕ тĕреклĕ, парка. Кăна вара, вунвиççĕмĕшне, тем чĕмере пулнă, ура çине те тăраймасть, ĕмкĕч те хыпмасть, тет.
— Амăшĕ ĕмĕртмест-и ăна?
— Амăшĕн чĕччисем вуниккĕ çеç. Ытти çурисем амăшне ĕмнĕ чух ку чĕпассине хăйсем хушшинчен хирсе çеç кăларса пăрахаççĕ, ку çура валли амăшĕн чĕччи те çук.
— Ай-ай, мĕскĕн, — хĕрхенчĕ Санюк.
— Вера ку çурана пăхасшăн мар, пурпĕр вилет вăл тет. Ферма заведующийĕ хăй çук. Ветсанитар çурана виçсе пăхрĕ те, пĕр кило та туртаймасть тет, унашкал çурасем час вилеççĕ терĕ.
— Эсĕ мĕншĕн илсе килтĕн ăна, анне?
— Хĕрхенсе илсе килтĕм. Ĕмкĕчпе сĕт ĕçме хăнăхсан, пурăнса кайĕ-и, тен, тетĕп.
Санюк чĕтрекелесе выртакан çурана пăхса чун-чĕререн шеллерĕ.
— Анне, унăн та пурăнас килет вĕт. Пурăнтăрччĕ вăл, анне. Эпĕ ăна хам ĕмкĕчпе сĕт ĕçтерĕттĕм.
Çапла каланă хыççăн Санюк пукане утиялне тетте автомашина çинчен илчĕ те çурана витсе хучĕ.
— Кашни чĕрчуна çутă кун паха. Усраса пăхар-ха.
Амăшĕ халат кĕсйинчен ĕмкĕч тăхăнтарнă пĕчĕк кĕленче кăларчĕ. Витререн шыв ăсса кĕленчепе ĕмкĕче çурĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Амăшĕ кĕленчене сĕтпе тултарса тухнă çĕре Санюк çурана арки çинче тытса ларчĕ.
— Ах, мĕскĕнĕм, ан вил эсĕ, пурăн... Урамра симĕс курăк шăтма тытăннă, ырă пулать, — пакăлтатать хĕрача, çурана ачашласа.
— Çитерсе пăхар-ха сĕтне, — терĕ амăшĕ. Санюк çурана арки çинчен илсе ĕмкĕч хыптарма тытăнчĕ, анчах лешĕ ĕмкĕч хыпмасть. Амăшĕ вара ун çăварне аллипе тытса уçрĕ, ĕмкĕче чикрĕ. Çăварне уçма тытăнсанах, вăл тапкаланса çинçе сассипе çухăрма тытăнчĕ.
— У-и-и! У-и-и-ик!
Санюка çура çухăрни «ай, вĕлереççĕ, вĕлереççĕ!» тенĕ пек туйăнчĕ. Вăл ăна тата ытларах хĕрхенсе кайрĕ, чутах йĕрсе яратчĕ. Çăварне икĕ-виçĕ хут ĕмкĕч чикнĕ хыççăн хайхи сĕт тутине сисрĕ пулас: çухăрма пăрахрĕ, ĕмме тытăнчĕ.
Санюк савăннипе кулса ячĕ.
— Кӳр, анне, хам çитеретĕп, — терĕ вăл, ăна илесшĕн аллине тăсса. Амăшĕ çурана Санюка тыттарчĕ. Санюк ăна хăй арки çинче çемçен тытса ларчĕ: вăл ĕмнине, кĕленче çинчи сĕт иксĕлсе пынине пăхать, ăна пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашла-ачашла илет.
— Сĕт ĕçме вĕрентĕн... ĕнтĕ выçăхса вилместĕн... Манăн сана, пĕчĕк Хруççа, пысăк ӳстерес килет, — калаçать хĕрача.
Вăл темĕн Санюк амăшĕ çăвăнса пӳрте кĕме тăнăччĕ, калинкке шăлтăрт! туса уçăлчĕ те, картишне йывăр сăран сумкине йăтса кӳршĕ старик почтальон кĕчĕ. Вăл сывлăх сунса пуç тайрĕ.
— Анук, сан паян Шупашкара каймалла. Телефонпа пĕлтерчĕç. Тепĕр сехетрен машина килет, — терĕ старик. Вăл сумкинчен хаçатсем кăларса Анука тыттарчĕ те карттусне хăпартласа илсе тухса та кайрĕ.
— Машинăпа кĕрлеттерсе каятпăр-çке-е! Шупашкар куратпăр-çке! — терĕ Санюк, калама çук савăнса.
Амăшĕ кăштах шухăшласа тăнă хыççăн:
— Киле кама хăварăпăр-ши? — терĕ.
— Асаннене чĕнес.
— Асламу сывах мар, килеймĕ.
— Кукамай килмĕ-ши?
— Кукаму пушă мар: фермăра хур чĕпписене пăхать. Ирлĕ-каçлă вăл пирĕн пата ĕне сума, ытти вак-тĕвек ĕçсене тума килсе кайĕ, анчах сысна çурине кам пăхĕ? Ана сĕт час-часах ĕçтерес пулать вĕт. Кунне иккĕ кăна апатлантарнипе вăл пурăнаймасть.
— Çурана хамăрпа пĕрле илсе каяс. Эпĕ ăна хам машина çинче тытса пырăп.
Амăшĕ кăшт кулса илчĕ те пуçне сулларĕ:
— Апла ĕç тухмасть, хĕрĕм. Ана пирĕн каялла леçес пулать. Кукамуна чĕнме кайнă чух çурана фермăна кĕртсе хăвар.
Хĕвеллĕ çутă куна хура пĕлĕт килсе хупăрланă пек, хĕрачан савăнăçлă пит-куçĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ.
— Çук, анне, Хруççана ӳстерсен тин фермăна леçетпĕр, халĕ килтех пурăнтăр, — терĕ Санюк.
— Эпир иксĕмĕр Шупашкара кайсан, кам пăхать-ха çав паян çеç çуралнă сысна çурине? — терĕ амăшĕ, хĕрачи çине кăмăлсăррăн пăхса.
Санюкăн çаврака сенкер куçĕ шывланчĕ.
— Эпĕ Шупашкара пымастăп.
— Ну-у, — тĕлĕнчĕ амăшĕ, — манăн пĕчченех каяс-и вара?
— Пĕчченех кай... Кукамай ĕне сусассăн, эпĕ çурана хам сĕт ĕçтерĕп, хăш чух хальхи пек аркă çинче тытса ларăп... Пĕччен мĕнле пурăнтăр...
— Каç пулсан, çурана ăçта çывăрттарăн?
— Витене пĕр кĕтесе улăм çинче вырттарăп.
Амăшĕ татах кăшт шухăшласа тăчĕ те каларĕ:
— Юрĕ, хĕрĕм, киле юл эппин. Кукаму хамăр патăрта çывăрĕ. Ирхине хăй ĕçе кайнă чух сана вăратса вăл апат хатĕрлесе хăварĕ. Чуп кукаму патне, каçхине фермăран тӳрех пирĕн пата килтĕр. Кайса кала хăвăртрах.
Амăшĕ пӳрте тумланма кĕрсе кайрĕ. Санюк сысна çурине ачашла-ачашла картлашка кĕтесне вырттарчĕ те, сарă çӳçне вĕлкĕштерсе, кукамăшĕ патне чупса кайрĕ.
Санюк кукамăшĕ патĕнчен килнĕ çĕре машина çитсе те тăнă. Амăшĕ пӳртĕнчен хура пустав пальто тăхăнса, пуçне шурă чечеклĕ тутăр çыхса тухнă, унăн аллинче — пĕчĕк чемодан.
— Икĕ кунтан килетĕп, сывă пул, хĕрĕм, — терĕ те амăшĕ машина çине ларчĕ.
Санюк амăшне: «Букварь илсе кил», — тесе каласшăнччĕ. Вăл машина патне чупса пынăччĕ. Çав самантрах машина кăшкăртрĕ, кĕрлесе кайрĕ, хăвăртрах çул çинелле пăрăнчĕ те тусан мăкăрлантарса урам тăрăх вĕçтерчĕ. Санюк, кăмăллăн кулкаласа, аллипе сулса юлчĕ.
* * *
Тепĕр икĕ кунтан Санюк амăшĕ Шупашкартан килчĕ. Сысна çури Санюк хыççăн чупса çӳренине курсан, амăшĕ Санюка мухтарĕ.
— Аван пăхнă эсĕ, хĕрĕм, сысна çурине, аван. Ав, мĕнле тӳрленме тытăннă, — терĕ.
Амăшĕ çапла каланăшăн Санюк питĕ хĕпĕртерĕ, ăна вăл тата авантарах пăхма пулчĕ.
Сысна çурине фермăран илсе килни икĕ эрне иртрĕ. Пĕрре Санюк ăна сĕт ĕçтернĕ хыççăн ĕмкĕчлĕ кĕленчине картлашка çинех лартса хăварнă. Хăй пӳрте кĕнĕ. Санюк пӳртрен тухнă çĕре çура ĕмкĕче çыртнă та сĕтĕркелесе çӳре парать. Хĕрача ĕмкĕче çураран вăр-вар туртса илчĕ те чутах йĕрсе яратчĕ: кĕленчи ванчăк, ĕмкĕчне çыртса çурнă.
— Ах, путсĕр Хруççа! Ĕнтĕ мĕнпе сĕт ĕçтерес манăн сана? — терĕ Санюк, тарăхса.
Хĕрача сысна çури инкек туни çинчен амăшне каласа пачĕ.
Амăшĕ аллине сулчĕ:
— Çитĕ ĕнтĕ ĕмкĕчпе çитерме, валашка çинчен çиме хăнăхтăр, авантарах пулать.
Çурана сĕт пама вăхăт çитсен, Санюк сĕте пĕчĕк валашка çине ярса пачĕ. Сĕт шăршине сиссе, çура валашка йĕри-тавра çаврăнкалама пуçларĕ. Санюк ун пуçне валашка çине чикрĕ. Вăл малтан чыхăнчĕ, мăшлатрĕ, тепĕр самантран сĕте чăпăртаттарса ĕçме тытăнчĕ.
Тăватă-пилĕк эрне хушшинче вăл паркаланса, пысăкланса кайрĕ. Хăй чăп-чăмăр, яп-яка, кĕрен ӳтлĕ. Санюк çурана кашни кун хĕвел çинче ăшăннă шывпа шыва кĕртет. Малтанах çура шыва кĕме юратмастчĕ, халĕ хăйне çунă чухне нăрăклатса çеç тăрать, шыва кĕнĕ хыççăн хĕвел ăшшинче выртма юратать.
Санюк калинкке патнелле утса кайма пуçласанах, çура, хӳрине кăлтăрмач пек çавăрса, хĕрача хыççăн чупать, унтан пĕр утăм та юласшăн мар. Санюк урамра юлташĕсемпе вылянă чух çура вĕсен хушшинчех çӳрет. Вăл хутран-ситрен симĕс курăк çырткаласа илет, хĕрачасем хыçĕнчен чупкалать. Лешсем вара каçса кайсах кулаççĕ. Санюк киле кĕрсен, çура урамра пĕр самант та тăмасть: ун хыççăнах киле кĕрет.
Акă Санюк пуканепе выляма картлашка çине ларнă. Çура хĕрача арки çине выртасшăн.
— Кай, мăнтăркка, — аллипе кăшт çемçен çапса калать хĕрача, — аркă çине выртма текех эсĕ пĕчĕккĕ мар вĕт.
Çура, хĕрача каланине итленĕ пекех, картлашка çинчен анать, хĕрача ури патне пырса выртать. Санюк вылять, Хруççа тĕлĕрет.
Санюк амăшĕ ĕне сума ларсан, çура ун патнелле вăркăнать, йĕри-тавра çухăра-çухăра çаврăнать, икĕ уран тăрса, сăмсине чурхата чикесшĕн тăрăшать.
— Санюк, витене хуп-ха çак чăрсăра.
— Тăтăшах сĕт ĕçме пĕчĕккĕ мар вĕт ĕнтĕ эсĕ, Хруççа. Ан чăрсăрлансам сĕтшĕн, — тет те Санюк çурана тытса витене ăсатать. Хруççа, хăйне витене хупнăшăн кăмăлсăрланса, пусма вырттарнă пек çухăрать.
Хĕрачана Хруççа хăш чух кӳрентеркелет те. Кашни ир Санюк чăхсем валли пĕчĕк валашка çине шыв ярса лартать. Çура пырать те валашкана сăмсипе палт! çеç çавăрса хурать, шывĕ чаш! тăкăнать.
— Ах, путсĕр нăрик! Мĕншĕн ӳпĕнтерсе ятăн шыва! — тет Санюк, валашкана татах шыв ярса.
Хăш чух Санюк пахча калинккине çаклатса хăварма манать. Пĕрре, калинкке кăштах уçă пулнипе, Хруççа пахчана тухса кайнă та сухан, кишĕр, чĕкĕнтĕр йăранĕсене сăмсипе сухаласа çӳренĕ. Куншăн Санюк сысна çурине ятламарĕ. «Хамах айăплă, калинккене çаклатса хăвармалла пулнă», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Пĕр кунхине Санюк хитре куçлă пуканене тетте машинăпа туртса çӳрерĕ те алкум вĕçне лартса хăварчĕ, хăй урама тухса кайрĕ. Сысна çури çав вăхăтра вите умĕнче уйран ĕçсе янă хыççăн валашкине çулакаласа тăратчĕ. Санюк урамран кĕнĕ çĕре Хруççа пуканене урлă çыртнă та тухать. Пĕркун ĕмкĕче туртса илнĕ пекех, Санюк çураран пуканене хăвăрт туртса илчĕ. Пăхать: пуканен хăрах куçĕ çук, сылтăм алли татăлсах ӳкме пуçланă, кĕпи çурăлса таткаланса пĕтнĕ. Хĕрача, питĕ хурланса, аманнă пуканене утиялĕпе чĕркесе пӳрте илсе кĕчĕ, хăй вырăнĕ çине çемçен, ачашшăн тыткаласа вырттарчĕ.
Санюк алкум вĕçне тухсан, ун патне çура кăмăллăн нăриклетсе пычĕ, хĕрача урине, чуптуса илнĕ пек, пуклак сăмсипе çемçен тĕртĕнчĕ.
— Путсĕр чĕрчун эсĕ, Хрусçа. Пуканене мĕн турăн? Кай ман патăмран! Ĕнтĕ текех юратмастăп эпĕ сана! — ятларĕ Санюк Хруççана.
Кăшт тăрсан, Санюк çурана апат илсе тухса пачĕ. Çура çинĕ чух вăл ăна пăхса тăчĕ, çурăмĕнчен темиçе хут ачашласа илчĕ, уйранне тепĕр чашăк хушса пачĕ.
* * *
Шăрăх çу иртсе пырать. Çанталăк кĕр еннелле сулăна пуçларĕ. Ир-каç сулхăн тăрать, улăхра тĕтре хупăрланать. Ыраш пусси пушаннă. Колхоз йĕтемĕ çинче авăн çапакан машина кĕрлет.
Пĕрре амăшĕ Санюка:
— Часах акă санăн шкула каймалла, хĕрĕм. Хруççана фермăна кайса парас пулĕ, — терĕ.
Санюкăн Хруççаран уйрăлас килмен, çапах та вăл амăшĕ каланипе килĕшрĕ. Ыран вĕренме каймалла тенĕ чух Санюк сысна çурине юлашки хут уйран çине çăкăр тураса çитерчĕ, çурăмне сăтăркаласа ачашласа тăчĕ, вара хăйпе пĕрле урама илсе тухрĕ. Санюк урам тăрăх ферма патнелле чупса кайрĕ, сысна çури хĕрача хыççăн сиккипе вăркăнма пуçларĕ.
Акă вĕсем фермăна çитрĕç. Санюк хапха уçса ферма картишне кĕчĕ. Сысна çури те хапха айне хунă хăма урлă картишнелле якăлт! сикрĕ. Санюк сысна çурине пуçĕнчен, çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те хăй хапхаран вĕлт! кăна тухса кайрĕ. Çура Санюк хыççăн тухасшăн çухăрма пуçларĕ, хапха айне хирме тытăнчĕ.
— Чух-чух! чух-чух! — илтĕнчĕ картишĕнче хĕрарăм сасси. — Ăçтан тухрĕ ку çура?
Тепĕр самантран Санюк патне шурă халат тăхăннă, пуçне шурă тутăр çыхнă хĕрарăм — ферма ветсанитарĕ тухрĕ.
— Эсĕ кĕртсе ятăн-и сысна çурине? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ.
— Ку аннӳ илсе пынă чĕпасси çури-и?
— Çавă.
— Эпĕ çав çурана пурăнма пултарать тесе шутламан. Ытла ырханччĕ, пĕчĕккĕ те вăйсăрччĕ. Халĕ вăл, ой-ой питĕ пысăк-çке, тĕреклĕ.
— Аван ӳсрĕ... Ман хыççăн килелле пырасшăн.
— Мĕн ятлă вăл?
— Хруççа тесе чĕннĕ эпĕ ăна.
— Пысăк тав сана, Санюк, çурана аван пăхса ӳстернĕшĕн.
— Килес çул тата çавăн пек чĕпасси пулсан, ӳстерсе парăп, — терĕ Санюк.
Вăл темĕн фермăра ĕçлекен хĕрарăмсем Санюкпа ветсанитар патне пухăнчĕç. Сысна çури пысăк та тĕреклĕ пулнинчен пурте тĕлĕнеççĕ. Сысна пăхакан Вера та пырса тăчĕ.
— Куртăн-и, Вера, вилет текен чĕпасси мĕнле пулса кайнă? — терĕ ветсанитар. — Питĕ йăнăшнă эсир. Хытă ятламалла иксĕмĕре çавăншăн.
— Ан та калăр ĕнтĕ. Ку сысна çурине пăхма йышăнманшăн халь те ăш çунать, — ӳкĕнсе илчĕ Вера.
Октябрь уяв кунĕ, чаплă лару хыççăн, колхозри стахановецсене премилерĕç. Преми пама йышăннă çынсен ячĕсем хушшинче Санюк ячĕ те тухрĕ.
— Пĕрремĕш класра вĕренекен Иванова Александрăна сысна амийĕн вунзиççĕмĕш çурине — чĕпассине — пăхса ӳстернĕшĕн кĕнекесем парса премилес, — илтĕнчĕ пуху председателĕн сасси.
— Маттур хĕрача!
— Амăшĕ пекех ĕçчен! — илтĕнчĕç халăх хушшинчен кăмăллă сасăсем.
Санюк, сарă çӳçне якатса илсе, сцена çине хăпарчĕ, хĕрлĕ пустав сарнă сĕтел патне пырса тăчĕ. Председатель ăна пĕр çыхă кĕнеке пачĕ. Санюк çинçе сассипе тав турĕ. Çынсем татах вăйлăн алă çупма тытăнчĕç. Хĕрача сцена çинчен анса халăх хушшинче çухаличченех алă çупни кĕрлесе тăчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...