Хам илтни-курнисенчен
Пысăк метеорит курни
Манăн Павăл ятлă тăван пичче пурччĕ. Патвар та вăйлă йĕкĕтчĕ вăл. 1908 е 1909 çулти хĕл ларнă вăхăтра, тин çеç юр çуса хытă шăнтнă хыççăн, ноябрь вĕçĕнче е декабрь пуçламăшĕнче пулас, атте çав Павăл пиччене ял тулашĕнче ларакан çил арманне ыраш авăртма ячĕ.
Çур каç иртсен ырашне авăртса пĕтернĕ хыççăн Павăл çурранах киле килме тухнă. Çил арманĕнчен хамăр киле çитме пĕр çур çухрăм пулĕ — уйпала тата анкарти хыçĕсемпе таврăнмалла... Уйра тĕттĕм каç вăл ахаль те каш-кăр е вăрă-хурах таврашĕ тĕл пуласран хăраса пынă ĕнтĕ. Çав самантра Павăл сасартăк тĕттĕм çанталăк тӳпи çап-çутă çуталса кайнине курать. Хыçалалла пăхрăм тет те Йĕпреçпе Канаш хушшинчи чукун çул тăрăх ларакан вăрман çийĕн вутлăн-хĕмлĕн çатăртатса пыракан пысăк вĕри çĕлене курах кайрăм тет. Вут çĕлен хыçĕнчен сарăллă-кăваклă тĕтĕм евĕр хӳре тăсăлса пырать тет. Вут çĕлен кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен ярăнса килсе çурçĕр-хĕвел тухăç еннелле вĕçет тет. Пырсан-пырсан çав вут çĕлен шарт! турĕ тет те икĕ пая уйрăлса татах та аялалла анчĕ тет, икĕ пайĕнчен те çĕр çинелле шăраннă тăхлан юхнă пек темскер юхса, шатăртатса пырать тет. Сехри хăпнă Павăл сăх сăха-сăх сăха, турра асăнса чупатăп тет. Çак вут çĕлен вара таçта тĕнче хĕрринелле вĕçсе анса хăвăрт сӳнсе ларчĕ тет.
Хăраса чунĕ тухас пек пулнă Павăл пӳрте вăркăнса кĕчĕ те мĕн курнине сывлăшне çавăраймасăр каласа пачĕ. Унăн сăнĕ-пичĕ шурса кайнă, пысăк та чакăр кăвак куçĕсем çиçсе чалкăшаççĕ. «Ах турă... ах турă! Пĕтеттĕм вĕт! вĕри çĕлен кăштах çунтарса яратчĕ!» — тет вăл сасартăк ыйхăран вăратса янă пĕтĕм çемьене.
Ун чух эпир ăна пурте вĕри çĕленех тесе ĕненнĕ ĕнтĕ.
Каярахпа тин эпĕ ун пек япала вăл — вĕçсе пыракан чул катăкĕ — метеорит е болид пулать тенине ăнланса илтĕм.
Тата нумай пулмасть пĕр темле научнăй журналта шăпах çав 1909 çул кĕркунне пысăк метеорит пирĕн тĕлтенех вĕçсе иртсе сывлăшра çунса пĕтни çинчен çырнине те вуланăччĕ. Пирĕн Павăл çав метеорита курнă пулмалла.
Тепĕр метеор — вĕри çĕлен
1935 е 36-мĕш çулта пулас. Август уйăхĕнче эпĕ хамăрăн тăван яла, Упакассине, курма тесе кайрăм. Ĕç çи вăхăчĕ. Август уйăхĕнче пирĕн хĕвел анса ларсанах хăвăрт тĕттĕмленме тытăнать. Ял çыннисем уйран тырă вырса таврăннă хыççăн апатланаççĕ те часах выртса çывăраççĕ.
Пирĕн Павăл пичче çемйи те апат çиме хатĕрленет. (Пичче хăй çук, вăл вилнĕччĕ ĕнтĕ.) Унăн çемйинче арăмĕпе ачисем анчах. Инке патне кӳршĕри пĕр арăм пынă та, кил хушшинчи лаç умĕнче халлапа çапса ларатпăр.
Çанталăк тĕттĕмленчĕ. Уяр тӳпере çăлтăрсем çуталчĕç. Сасартăк тӳпе тăрăх пĕр пысăк метеор ялтăртатса хĕвел анăçĕнчен тухăçалла вĕçсе кайни курăнчĕ. Вăл сӳнмерĕ: ялкăшса вĕçсе инçетри горизонталла кайрĕ те кӳршĕсен хуралтисем тĕлне пулса куçран çухалчĕ. Манпа пĕрле ларакан хĕрарăмсем хăраса кайрĕç: «Ай турах! Çырлах, турă! Усал-тĕселтен хăтар!»—тесе сăх сăхса та илчĕç. Метеор юнашар кӳршĕсен çӳллĕ ампарĕ тĕлне пулса çухалсанах инке çапла каласа хучĕ:
— Куртăр-и? Ку вĕри çĕлен тӳрех Матрӳне кил хушшине ярăнса анчĕ! Çавăн патне килчĕ!— терĕ вăл, çӳçенсе кайнăскер.
— Чăнах çавăн патнех килчĕ! Акă вĕт, хамăр куçпах куртăмăр,— тесе çирĕплетрĕ инке сăмахне кӳршĕ арăмĕ.
— Ахальтен каламаççĕ çав: ăна вĕри çĕлен ернĕ тесе сăмах тухрĕ. Вăт, чăнахах ку!— теççĕ вĕсем.
Эпĕ лайăх пĕлетĕн: инке çемйинчен пĕр кил урлă çех Матрӳне ятлă тăлăх арăм пурăнать. Вăл 35 çулалла çитнĕскер, ача-пăчасăр-мĕнсĕр, пĕр чăлах йăмăкĕпе çех пурăнатчĕ. Ун патне темиçе çул хушши тарçăра пурăннă Мартын Çеркейĕ ятлă харсăр та ĕçке ернĕ арçын киле пырса кĕнĕччĕ. Çеркейпе иккĕш вĕсем ик-виçĕ çул хушши арлă-арăмлă пекех пурăннăччĕ. Анчах Матрӳне чахоткăпа чирлесе хĕне каять тата вăл Çеркейне пĕрмаях ĕçнĕшĕн текех ӳпкелешме тытăнать. Хĕрарăм чирленине кура тата вăл текех вăрçнăшăн кӳренсе Мартын Çеркейĕ çак арăма пăрахать те урăх хĕрарăмсемпе пурăнма тытăнать. Çакăн пирки пĕччен юлнă Матрӳне чăнах та тунсăхлама пуçланă ĕнтĕ. Вăл тĕлĕкре те тăтăшах Çеркейне курса аташнă пулас. Хĕне кайса начарланнăскер, çынсене те хăех мана вĕри çĕлен ерчĕ пулмалла тесе каланă пулас. Çакна пула пĕтĕм кӳрĕше «Матрӳнене вĕри çĕлен ернĕ» сăмах сарăлнă. Халь ĕнтĕ пирĕн инкесем те çак сăмаха ĕненнĕ. Вĕсем эпĕ ыйтнине пула Матрӳне усал чирпе начарланса çитни çинчен, вăл кĕç-вĕçех вилес пек пурăнни çинчен каласа пачĕç. Эпĕ вĕсене халь кăна тĕттĕм тӳпе тăрăх ярăнса вĕçнĕ вутлă япала вăл нимĕнле вĕри çĕлен те мар, ӳкекен чул катăкĕ сывлăша сĕртĕнсе çунса пыни çинчен каласа патăм. Питĕ лăпкăн та ăнланмалла каларăм эпĕ вĕсене. Анчах та ку хĕрарăмсем мана пур пĕрех ĕненмерĕç:
— Çук, çук, мĕнле чул катăкĕ пултăр?! Вĕри çĕленех вăл! Мĕншĕн апла çав Матрӳнесен кил картишнех анчĕ вăл? — теççĕ вĕсем манпа тавлашса.
— Анмарĕ вăл. Таçталла питĕ çӳлтен, инçетелле вĕçсе кайрĕ. Çурт тĕлне пулса çухалнипе çеç Матрӳне килне аннă пек туйăнчĕ, — тесе ăнлантаратăп инкесене.
Анчах темĕн пек тăрăшса ăнланмалла каласа парсан та ман инкесем хăйсен ĕненĕвĕпех юлчĕç:
— Çук. Çук, эс каланă пек мар! Хамăр куртăмăр: вĕри çĕлен вăл, Матрӳне патнех анса ларчĕ. Акă илтĕн-пĕлĕн: Матрӳнене кĕçех вĕлерет çак усал сывлăш. Халĕ те ун тирĕпе шăмми çех тăрса юлнă,— терĕç вĕсем.
Эпĕ вĕсем мана чĕререн ĕнентерме тăрăшнине кура аптранипе кулса кăна ятăм.
— Ан кул! Ан кул! Асту, хăвăн та темĕн курса ларасси пулĕ ак! — тесе хучĕç вĕсем мана хăйсене ĕненменшĕн тарăхса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...