Шакла пуç


I

Уçăп Коли, вăтăралла çывхаракан кĕрнеклĕ те йăрăс пӳллĕ чăваш каччи, хăйсен ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăрах вăхăт тĕнче касса çӳрерĕ. Вунă класс пĕтерсенех малтан Çтерлĕри тĕрĕслевпе шутлав виçев приборĕсен училищине вĕренме кĕчĕ вăл. Училище хыççăн çамрăк каччăн çемçе те сарăрах çӳçне çаратрĕç те Çара, Вăтам Азие ăсатрĕç. Çартан таврăнсан вара Коля тăван ялĕнче темшĕн вăрах тытăнса тăмарĕ: элле çамрăклăх романтики, элле пĕр классра вĕреннĕ, ачаранах килĕшекен Валя кӳршĕ яла качча кайни ăна Çурçĕрти Тюмень облаçне тухса кайма хистерĕ. Çурçĕрте ăçта кăна, кам кăна пулса ĕçлемерĕ Коля: нефтяник пулса та, пулăçă та, пĕр пуян офисĕнче хуралçă та, çурт-йĕр тăвас ĕçре те. Яла та çулласенче кĕске вăхăта çеç килсе кайкаларĕ каччă: малтанхи çулсенче пуйăспа, каярахпа 15-моделлĕ «Жигулипе». Кăçал вара Кольăна электрик ĕçĕнчен «кĕскетсе» кăларчĕç те вăл кунта — тăван районне килсе çитрĕ.

— Çурçĕр тăрăх çапкаланса çӳреме çитĕ, — терĕ каччă хăйне. — Райцентр ялĕнче йăва çавăрас. Авланасси çинчен те шухăшлас.

Çакна тăвас тесен, чи малтан пĕр-пĕр ĕçе вырнаçас пулать. Çак шухăшпа Коля пĕр янкăр тăрă çуллахи ирпе район сыватăшĕн кадрсен пайне кĕрсе тăчĕ.

— Эпĕ электрик пулса ĕçлеме пултаратăп, — терĕ вăл сĕтел хушшинче ларакан ватăрах самăр хĕрарăма. — Мана ĕçе илеймĕр-ши?

— Пире шăп та лăп электрик кирлĕччĕ! — çуталса илчĕç майран куçĕсем. — Ĕнер çеç хамăрăн электрике эрех ĕçнĕшĕн ĕçрен кăлартăмăр та… Эсир эрех енĕпе епле, алхасмастăр-и?

— Кун пек çылăх манра халиччен çукчĕ-ха.

Çак самантра Кольăн çурăмĕ хыçĕнчи алăк уçăлчĕ те тăвăр пӳлĕме шурă халат тăхăннă çамрăк та йăрăс пӳллĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.

— Эпĕ хама хăçан отпуск парасси пирки ыйтса пĕлесшĕнччĕ, — терĕ вăл сĕтел патне çывхарса.

Ăна лексе чăрмантарас мар тесе, Коля айккинелле пăрăнчĕ, анчах, çумĕнчи пукана урипе перĕнсе, сулăнса кайрĕ те хĕрарăма пырса çапăнчĕ.

— Каçарăр! — пулчĕç унăн сăмахĕсем. — Эпĕ … ăнсăртран.

Коля енне хĕрарăмăн çавра та тӳрĕ сăмсаллă пичĕ çаврăнчĕ, хăмăртарах куçĕсем каччă çине тимлĕн те тĕлĕнсе пăхрĕç. Çав самантра хăй йăл! кулса илчĕ.

— Коля! Эсĕ-им ку? — чĕкеç пек чĕвĕлтетсе илчĕ хĕрарăм. — Ăçтан килсе тухрăн пирĕн пата? Эсĕ Çурçĕрте марччĕ-им-ха?

Каччă хăйсен шкулĕнчи кӳршĕ классра вĕреннĕ Верăна палласа илчĕ. Ăна вăл темиçе çул курманччĕ те, çак сыватăшра ĕçленине те пĕлмест.

— Эсĕ вара çакăнта ĕçлетĕн-им? — ыйтрĕ Коля. — Кам пулса?

— Медсестра. Инфекци уйрăмĕнче. Пырса курма пултаратăн.

Шкулта пĕрле вĕренсе те Верăна асăрхакан марччĕ Коля. Анчах халĕ ăна Верăн сăн-пичĕ, йăрăс пӳллĕ кĕлетки темшĕн илемлĕн курăнчĕç.

— Юрĕ, хаваспах кĕрсе тухăп! — пăхса юлчĕ вăл пӳлĕмрен тухса кайнă Вера хыççăн. — Малтан ĕçе вырнаçам-ха.

Тюмень облаçĕнче тăхăр çула яхăн ĕçленĕ каччă, лере хĕрсемпе хĕрарăмсем сайра пулсан та, вĕсене курман мар-ха. Çупăрласа та, юратса та курнă тĕрлĕ пикесене. Уйрăмах, çуллахи отпусксенче-Çурçĕртен кунта канма килнĕ вăхăтсенче. Пĕрне пĕлтĕр, Наçтука, качча илме те хирĕç марччĕ Коля, анчах лешĕ качча кайса уйрăлнăскер пулчĕ. Çакă халиччен авланса курман çамрăк çынна хăратрĕ. Пĕр сăмахпа, паянхи кунчченех пĕччен пурăнать-ха Коля Кайкунтанов. Çавна пулах пуль-ха, халь Верăпа тĕл пулсан, унпа кăсăкланса юлчĕ.

— Кур-ха эсĕ ăна! Епле илемленсе кайнă Вера! — коридора тухсан пуçне кăтăрт-кăтăрт! хыçса илчĕ каччă. — Вăл ăçта пурăннине ыйтса ĕлкĕреймерĕм. Тата упăшки пур-ши? Кам вăл?

Çакăн пек шухăшсемпе Коля сыватăшăн секретарь ларакан пӳлĕмне кĕчĕ те сĕтел хушшинче ларакан çамрăк чиперккене ĕçе илме çырнă заявленине тыттарчĕ.

— Ыран килĕр! — пуçне сулчĕ лешĕ. — Пирĕн пуçлăх врач ирхине хăйĕн кабинетĕнче пулĕ.

Чăнах та, Ваççа ятлă ентешĕн килĕнче çĕр каçнă Кольăна ирхине ĕçе илчĕç, сыватăшăн электричество хуçалăхĕпе паллаштарчĕç.

— Ĕçле! — алă пачĕ ăна вăтам çулсенчен иртнĕ типшĕм завхоз, ĕç пӳлĕмĕн çăра уççине аллинчен тыттарса. — Ĕçе кая юлса килнĕ ан пул! Эрех ĕçме ан шутла: ху куратăн ăçта ĕçе вырнаçнине! Кунта кашниех — çын куçĕ умĕнче!

Пуçланчĕ вара электрикĕн кашни кунхи ĕçĕ. Вăл ирех сыватăша килет те хăйĕн ĕç пӳлĕмне кĕрет, пĕчĕк хĕскĕчпе пеккине, отверткине кĕсьине чикет, сыватăшăн хуçалăх картишĕпе уйрăмĕсем тăрăх тухса каять. Тĕрĕслет: ăçта та пулсан пĕр-пĕр лампочка çунса кайман-и, электричество приборĕсем ĕçлеççĕ-и? Çывăхри вăрман хĕрринчи пĕр хутлă тăрăхла корпусра вырнаçнă инфекци уйрăмĕнче те кашни кун пулать вăл. Каччă Верăна темиçе те курчĕ-ха унта, шӳтдекелесе те илчĕ. Лешĕ те шӳтпех хуравлать, пĕр шкулта вĕреннĕ электрикрен пăрăнмасть. Паян та, акă, гаражри электричество приборĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн, Коля инфекци уйрăмне килсе кĕчĕ.

— Аван-и, Вера! Хуçалăх пӳлĕмĕсемпе палатăсенчи лампочкăсене пĕрле пăхса тухар-ха, — чарчĕ вăл коридорта шприцпа пыракан сестрана.

— Лампочкисем чиперех-ха, — йăл! кулчĕ лешĕ. — Анчах пĕр боксра электричество шнурĕ татăлнă. Кайса пăхар ăна!

Иккĕн бокса кĕчĕç. Кунти пĕччен койка çинче çамрăк амăшĕпе пĕчĕк ачи лараççĕ. Алăк çумĕнчи стенан катăлнă штукатурка çурăкĕнчен, чăнах та, татăлнă шнурăн вĕçĕ курăнать. Çакна курсан электрикĕн чунĕ шӳ! туса кайрĕ: ача çак шнура ăнсăртран тытсан…? Вăл васкаса шнур патне пычĕ те штукатуркăна асăрхануллăн катса илчĕ.

— Вера! Эпĕ электропанель патне кайса уйрăмри электричествăна сӳнтерем. Эсĕ ку ачана шнур патне ан çывхарт, юрĕ-и? — терĕ электрик медсестрана.

Каччă электричествă сӳнтерсе таврăннă вăхăта боксра хĕрарăмпа ачи çукчĕ ĕнтĕ.

— Сана ĕçлеме чармасса эпĕ вĕсене кӳршĕ бокса куçартăм, — ăнлантарчĕ Вера.

Коля ăна изолента тыттарчĕ те пеккипе татăлнă шнурăн вĕçĕсене тасатма пикенчĕ.

— Вера! — сăмах хускатрĕ вăл ĕçленĕ май. — Тахçанах ыйтасшăн санран: санăн упăшкупа ачусем пур-и?

— Сана ма кирлĕ ку? — тĕлĕнерех пăхрĕ медсестра каччă çине. — Эсĕ — каччă. Манăн вара каччăсем манпа кăсăкланмалли вăхăт иртнĕ ĕнтĕ.

— Мĕншĕн?

— Ма тесен, манăн упăшка та, ывăлпа хĕр те пур. Упăшка Çурçĕре ĕçлеме çӳретчĕ.

— Халĕ ăçта вара вăл? — пуçне Вера çине çĕклерĕ Коля.

— Çурçĕртех. Унта вăл пĕр юхха хĕрарăмпа çыхланса кайнă та, халĕ киле те таврăнмасть. Киле кĕнĕ вăл унта.

— Ав мĕнле çын иккен вăл? — тĕлĕнчĕ каччă, Верăн аллинчен изолентăна илнĕ май. — Ик ачуна пĕчченех пăхатăн апла? Йывăр мар-и?

— Йывăр пулсан та мĕн тăвăн-ха? Ĕç укçи пурăнма çитменнипе килте ĕнепе пăру тата икĕ сысна тытатăп.

Коля хĕрарăмăн сасси чĕтренсе тухнине туйрĕ, хăйĕн аллипе медсестран аллине тытрĕ, ăна куçран пăхрĕ.

— Сан пек илемлĕ хĕрарăма епле пăрахса кайнă-ха? Ухмах сан упăшку кун хыççăн! — терĕ вăл татăклăн.

Верăн куçĕсенче куççуль тумламĕсем асăрханă Коля, сисмесĕрех, куççульне аллипе шăлса илчĕ, тепринпе хĕрарăма алăран тытрĕ те хăйĕн енне вăшт! туртрĕ.

— Кирлĕ мар, Коля! — каялла чакасшăн пулчĕ лешĕ. — Çынсем курĕç.

Коля, куçĕсене вылятса, унталла-кунталла пăхса илчĕ. Пушă боксра — никам та çук.. Коридорта та ура сасси илтĕнмест. Ку лайăх! Каччă хĕрарăма ачашшăн ыталаса илчĕ, лешĕ туртăнманнине курса, хăй çумне чăмăртарĕ. Кĕç вĕсен тутисем пĕр-пĕринпе пĕрлешрĕç те электрике хăйĕн кĕлетки витĕр те электричество юхăмĕ чупса иртнĕ пек туйăнчĕ. Вăл татах чуптурĕ Верăна, татах... Çак самантра коридорта ура сасси илтĕнни çеç вĕсене пĕр-пĕрин ытамĕнчен уйăрчĕ. Бокса врач килсе кĕчĕ.

— Шнур татăкĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтаратăн-и, Коля? — ыйтрĕ вăл. — Маттур! Малалла пирĕн санитаркăн шнура гипспа хупламалли çеç юлать.

Врач боксран тухсан Верăпа Коля каллех иккĕн çеç юлчĕç, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Каччă хĕрарăма тепре ыталаса чуптăвасшăнччĕ, анчах бокса леш хĕрарăмпа ачи килсе кĕни чăрмантарчĕ. Çакăнпа ыталанасси-чуптăвашасси пĕтрĕ. Коридора тухсан электрик Верăпа тата Нина санитаркăпа сывпуллашрĕ те инфекции уйрăмĕнчен тухса кайрĕ.

 

II

Ял çĕрĕнче кашни çын мĕнпе сывланине пĕлсе тăраççĕ. Ма тесен, пурте -пĕр-пĕрин умĕнче, кашни кун тенĕ пек пĕр-пĕрне кураççĕ. Хĕрарăмсем нумайăн ĕçлекен сыватăшра та — çавах. Çавăнпа Коля, çын сăмахĕнчен шикленсе, Верăпа хăйĕн хушшинчи çыхăну çинчен никама та пĕлтересшĕн пулмарĕ.

— Ку — иксĕмĕрĕн вăрттăнлăх, — шутларĕ вăл.

Çавăнпа та тепĕр кун, хĕрарăма сыватăшăн картишĕнче курсан, каччă унпа пĕр-ик сăмах çеç перкелешрĕ те хăйĕн ĕçĕпе малалла утса кайрĕ. Мĕншĕн тесен, пĕлет вăл: сыватăшăн картишнелле тухакан нумай чӳречесенчен кам та пулсан ку еннелле пăхса тăма пултарать. Çавăнпа кун пек çĕрте сыхă пулни чармĕ, ытлашши пулмĕ, анчах унăн куçĕ умĕнче Вера юратуллăн пăхни тăрса юлчĕ-юлчех. Çавăнпа каччă çак кунран ĕçре çамрăк хĕрарăмпа май пур таран кашни кун тĕл пулма тăрăшрĕ, çак медсестра унăн чунне пăлхатрĕ. Çапла пулса пычĕ те унăн: вĕсем Верăпа, çын куçĕнчен ютшăнса, е инфекци уйрăмĕнче санитаркăпа врач çук чухне, е электрикĕн уйрăм пӳлĕмĕнче, е эмел складĕнче курнăçкаларĕç. Çак кĕске самантсем ыталашмасăр-чуптăвăшмасăр иртмерĕç ĕнтĕ.

Анчах каччă тени çакăнпа çеç çырлахасшăн мар çав. Унăн хĕрарăмсемпе е хĕрсемпе тачăрах çыхăнусене кĕресшĕн чунĕ туртать. Çапла тума вăл тĕрлĕ майсем, самантсем шырать. Кольăн та, каччăскерĕн, Верăна сыватăшра çеç куркаласа тата ун çине ăмсанса пăхнипе кăмăлĕ тулмарĕ. Анчах ăçта курнăçăн-ха унпа сыватăшсăр пуçне? Кольăн хăйĕн килĕ те çук: вăл халлĕхе Тоня аппа ятлă пĕччен карчăкăн пĕчĕк çуртĕнче хваттерте пурăнать. Унта пыма, паллах, Верăна чĕнейместĕн ĕнтĕ: Тоня аппа ял çине сăмах кăларасран хăрушă. Юратнă хĕрарăмăн хăйĕн уйрăм çурчĕ пур та,анчах, ачисем — кашни кун килĕнче. Çавăнпа унăн килне те хăнана пыраймастăн. Верăна пĕр-пĕр вăрмана лартса кайма машина та çук: ăна унчченех сутса янăччĕ те çĕннине, укçа çукран илеймен-ха. Анчах Вера патне Кольăн чунĕ пурпĕрех туртать. Сыватăшра çеç унпа ун-кун курнăçкалани каччăшăн çителĕксĕр. Апла та, капла та шухăшласа унăн пуçĕ çаврăнса пĕтрĕ ĕнтĕ. Шухăшланипе кăна мар — Верăна кашни курмассерен пуçĕ çаврăнать каччăн. Мĕншĕн тесен лешĕ ун çине ăшшăн пăхать,медсестран куçĕсенче çутă хĕлхем çиçет, йăрăс ӳт-пĕвĕ хăйне ыталама илĕртет. Ыталаса илĕччĕ ăна Коля, анчах юрамасть: çынсем йĕри-тавра çӳреççĕ. Каччăпа хĕрарăм та вĕсен умĕнче аквариумри пулă пекех, мĕн пур енчен курăнаççĕ. Çакă тарăхтарать те электрике.

Вăл паян та, акă, ирех хăйĕн ĕç пӳлĕмне кĕрсе ларчĕ те Верăна епле майпа курасси, унпа калаçасси пирки пуç ватма тытăнчĕ. Ним те шухăшласа кăларайманран, аллипе сулчĕ те, отверткине илсе, картишне тухрĕ, урисем хăйсемех инфекци уйрăмĕ енне утрĕç. Кольăн куçĕсем сыватăш çумĕнчи вăрман çине ӳкрĕç, савăнăçлăн çиçсе илчĕç.

— Акă ăçта каймалла пирĕн! — савăнса тĕпĕртете пуçларĕ ун чĕри. -Верăна ĕç хыççăн вăрмана чĕнсе тухмалла!

Электрик инфекци уйрăмне пырса кĕнĕ чухне унти врач Виктор Иванович тата Вера палатăсем тăрăх чирлĕ çынсене пăхса çӳретчĕç. Медсестра Коля çине пăхса илчĕ.

— Пиллĕкмĕш боксри туалетра лампочка çунмасть, — бокс енне пуçĕпе сулса кăтартрĕ вăл электрике. Вара врач хыççăн палатăна кĕрсе çухалчĕ.

Çак вăхăтра изоляторта урай çăвакан Галя ятлă çамрăк санитарка, медсестран сассине илтсе, уйрăмăн коридорне тухрĕ.

— Ут ман хыççăн, Коля! Боксри лампочкăна кăтартам! — чĕнчĕ вăл электрике. Лампочка чăнах та çунса кайнă иккен. Галя лартнă пукан çине улăхса, Коля лампочкăна пăрса илчĕ.

— Çунса кайнă, — пăхрĕ вăл çӳлтен аялалла. — Лайăх лампочкăна хамăн ĕç пӳлĕмĕнчен илсе килем-ха.

Вăл, Верăпа калаçма май пулманшăн тарăхнăскер, лампочкăна илсе килсен те пулин, медсестрапа пĕччен юлса калаçассине шанчĕ.

«Эпĕ килнĕ вăхăта Верăпа Виктор Иванович чирлĕ çынсене пăхса пĕтерĕç-ха, — лăплантарчĕ вăл хăйне. — Вара Верăпа калаçăп, ĕç хыççăн вăрмана тухасси пирки калаçса килĕшĕп».

Анчах çĕнĕ лампочкăна лартсан та савнă хĕрарăмпа пĕччен юлма май килмерĕ. Мĕншĕн тесен, çак вăхăтра медсестра чирлĕ çынсене иньекцисем тăватчĕ. Коля процедурăсен пӳлĕмне пуçне чиксен, Вера ун çине пăхса илчĕ те кĕскен:

— Кăнтăрла иртсен кил! Халĕ калаçса ларма вăхăт çук, — терĕ.

Кăмăлĕ самантрах пăсăлнă электрик, ним тума аптранипе, инфекци уйрăмĕнчен çил пек тухса вĕçрĕ.

„Хамăн ĕç пӳлĕмне каям, — салхуллăн шухăшларĕ вăл. — Унта кăмăла лăплантарам.”

Çак шутпа вăл пысăк корпусăн путвалне пусма тăрăх анса пыратчĕ. Ăна хирурги уйрăмĕн аслă сестри тĕл пулчĕ.

— Коля! Шăпах сана шыраттăм! Операци блокĕнчи люминисценци ламписем çунмаççĕ. Çавна пула хирург операци тăваймасть. Пырса пăхаймăн-ши? — чарчĕ вăл электрике.

Кун пек чухне чĕннĕ çĕре пĕр сăмахсăрах каймалла ĕнтĕ. Коля вырăнĕнчех çаврăнчĕ те корпусăн виççĕмĕш хутĕнче вырнаçнă хирурги уйрăмне хăпарчĕ. Люминисценци лампине ĕçе ярас тесе каçченех аппаланчĕ вăл, анчах ăна юсарĕ-юсарех. Çакна пула инфекци уйрăмне Вера ĕçленĕ вăхăтра кайма ĕлкĕреймерĕ: ĕçлекен сестрасем улшăннăччĕ ĕнтĕ. Вера килне кайнăччĕ. Унăн килне кайма юраманни сăмахсăрах паллă-ха: хĕрарăмăн икĕ шăпăрланĕ чупаççĕ унта.

Пĕр сăмахпа, Верăна вăрмана чĕнесси çак кун пулмарĕ. Анчах Коля хăйĕн шухăшне пăрахмарĕ-ха: тепĕр кун эмел складне утакан сестрана сыватăшăн картишĕнче чарчĕ.

— Ĕнер санпа калаçма май пулмарĕ, Вера, — куçран пăхрĕ вăл хĕрарăма. — Çавăнпа санпа çакăнтах пĕр-ик сăмах калаçасшăн. Вăхăту пур-и?

— Кунта калаçса тăма аван та мар ĕнтĕ, Коля! — йăл! кулчĕ лешĕ. — Çынсем кураççĕ. Анчах юрĕ ĕнтĕ, çакăнтан хăрамăпăр, калаçăпăр. Мĕн каласшăнччĕ эсĕ мана?

— Сыватăш хыçĕнчи вăрмана ĕç хыççăн тухаймăн-и? Унта уçăлса çӳрĕпĕр. Вăрман шăплăхĕнче пире никам та чăрмантармĕ.

— Мĕн тума? — кулса ячĕ хĕрарăм.

— Пĕрне-пĕри ыталама! — кулса ячĕ Коля та шӳтлесе.

— Эх, Коля! Сана саватăп пулсан та санпа вăрман тăрăх уçăлса çӳреме вăхăт çук çав манăн. Ăнланатăн пулĕ? — тĕксĕмленчĕç хĕрарăмăн куçĕсем. — Килти ачасемпе выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла-çке манăн!

— Чим-ха! — чарасшăн пулчĕ медсестрана электрик, анчах лешĕ малалла утса кайрĕ.

— Чӳречесенчен пирĕн çине пăха пуçларĕç ĕнтĕ, — тесе хăварчĕ вăл Кольăна.

Электрик ирĕксĕрех сыватăшăн гаражĕ еннелле утрĕ.

„Вера вăрмана пыма килĕшмерĕ пулсан та ăна кӳренме юрамасть, — лăплантарчĕ вăл хăйне. — Мĕншĕн тесен, çак хĕрарăм пурпĕрех мана юратать.”

Вера Кольăна юратни тĕрлĕ самантсенче те сисĕнет-ха вăл. Май пур чухне ыталашнă вăхăтра хĕрарăм каччă çумне хăйĕн çемçе те вĕри кĕлеткипе таччăн çыпçăнать, чуптăвать. Электрике курсан пичĕ хĕрелнинче те курăнать Верăн юратăвĕ. Тепĕр енчен Кольăна мĕншĕн юратмăн-ха? Вăйĕ тесен, епле хĕре е епле хĕрарăма та хытă ыталама вăйĕ пур каччăн. Чĕлхи те хĕрсемпе çемçе, япшар, вĕсене илĕртме пĕлет. Кĕлетки те çирĕп,тĕрĕс аталаннă, унта пĕр кăлтăк-калтăк та çук. Илемлĕ пичĕ-куçĕ те хĕрсене пĕрре курсанах илĕртмелĕх пур. Ăспа та катăк мар хусах каччă: электроникăна та, машинăсемпе тĕрлĕ механизмсен ĕçне те лайăх ăнланать, кирлĕ пулсан — юсать. Çавăнпа Вера ăна юратса пăрахнинчен ним тĕлĕнмелли те çук.

 

III

Çулла хыççăн кĕркунне, хура пĕлĕтсенчен çĕре шăварса, килсе çитрĕ. Çумăрсем хыççăн шăнтрĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хирте кĕтме чарăнчĕç, халĕ ĕнесене килти сарайсенче тытаççĕ, хире ямаççĕ. Шкул ачисем кĕркуннехи каникула кайма хатĕрленеççĕ. Çав шутра, Верăн ывăлĕпе хĕрĕ те. Коля çакăн пирки пĕр ирхине тавçăрса илчĕ те, инфекции уйрăмне электричество приборĕсене тĕрĕслеме кайсан, Верăран унăн ачисем каникул кунĕсене ăçта ирттересшĕн пулни çинчен ыйтрĕ. Хĕрарăм, уйрăмри чирлĕ çынсене апат валеçекен пӳлĕмре электрик-ентешĕпе чей ĕçсе лараканскер, ун çине куçĕсене каппăл çĕклерĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: