Мура вĕлерни


Нумай пулать ку. Ун чух эпĕ хам та вăтăр урлă тин каçнă пулмалла. Пирĕн урам кассинче, манран уй хĕрринелле, пĕр Маркка Петĕрĕ анчах пурăнатчĕ. Ун çурчĕпе ман кил хушшинче, хальхин пекех, пĕчĕк пустыр (хушă) пурччĕ... Пĕр çулхине яла мур çитсе аптратрĕ. Нумай ачасене пĕтерчĕ. Ачасем сасартăк чирлесе ӳкетчĕç, вĕриленсе каяççĕ те ик-виçĕ кунтан вилсе те каятчĕç.

Çав вăхăтра ман çумри Маркка Петĕрĕн те икĕ ачи чирлесе ӳкрĕ. Ачисем йывăр выртаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсем кĕç-вĕç вилсе каясса кĕтет.

Кĕрхи кун. Кăшт кăна юр çунă та шăнтса лартнă. Эпĕ ывăл ачампа мунча кĕрсе тухрăм та, каç пулса çитрĕ. Çывăрма тесе тӳшек сарса выртнăччĕ. Хăйă сӳнтернĕ. Ывăлăм çыврать ĕнтĕ. Арăм та тĕлĕрме пуçланă пулмалла. Кĕтмен самантра пустыртен темскер пĕр йытă шуйханса вĕрни тата ура сасси иртсе кайнă пек илтĕнчĕ. Тăтăм та кусуйран (чӳречерен) пăхрăм. Ерипен кусуй çине выртса пустырелле лăхатăп. Çӳхе пĕлĕт витĕр кăшт кăна уйăх çутатать те, тулта мĕн пурри çывăхран аванах курăнать... Курах каятăп: Маркка Петĕрĕн тĕнĕ чӳречи (отдушина) тĕлĕнче пĕр пысăк хура йытă лара парать. Вăл сăмсине çӳлелле каçăртнă та çурри уçса хунă тĕнĕ чӳречи еннелле пăхса нăш! нăш! нăш! шăршлакалать. Паллах, ку мур ĕнтĕ, йытă пулса килнĕ! Тĕнĕрен пӳрте кĕрсе каясшăн, Петĕр ачисене вĕлересшĕнех! терĕм эпĕ турех тавçăрса илсе.

Тахçан ĕлĕкех эпĕ мурпа тухатмăш таврашне тимĕр пулькăпа е тимĕр япалапа персе вĕлерме пулать тесе каланисене илтнĕччĕ. Тăхлан пулькă вĕсене витеймест теççĕ. Çакна астурăм та часрах сентре çинче выртакан пăшала илсе ăна пĕр тимĕр татăкĕпе авăрларăм. Эпĕ кăпăртаттарнине çывăрса каяйман арăм туйрĕ те: «Мĕн хăтланан эс, Элекçи?!. Кама перес тетĕн пăшалпа? — тесе мăкăртатма пуçларĕ. «Ан шарла-ха эс, Унеççи! Шăппăнрах! Петĕр ачисем патне мур килсе ларнă ав. Çавна перес пулать»,— тетĕп арăма. Вăл пушшех хăраса кайрĕ. «Ах, Элекçи, Элекçи! Тархасшăн чарăнах! Ан пер, ан пер апла: темĕн курса тăрасси пулĕ!»— тесе йăлăнать мана Унеççи... Эпĕ ăна итлесе тăмарăм.

Чӳрече кантăкне ерипен те питĕ шăппăн, пăшал кĕпçи кĕмелĕх кăна уçса хутăм та хайхи мура тĕллетĕп. Кантăка калама çук шăппăн уçрăм пулсан та мур çакна сисрĕ пулас: вăл карт! сиксе илчĕ те ман еннелле пăхрĕ, унтан чупса тарма хусканчĕ. Эпĕ хăвăрт персе ятăм. Çын пекех ай! ай! ай! тесе кăшкăрса яни илтĕнчĕ. Кăшкăрчĕ те йытă урам еннелле ĕрхĕнсе пĕр самантрах куçран çухалчĕ... Çав каçхине ун çинчен урăх нимĕн те пĕлмерĕм. Анчах та арăмăм çĕрĕпех мана вăрçрĕ, кулянчĕ: «Ах, сан чăрсăрлăху пирки кĕçех темĕнле инкек курмалла пулĕ ак, Элекçи!»— тесе ӳпкелешрĕ вăл.

Тепĕр кунне ирхине ирех тăтăм та пустыре кайса çав мур ларнă вырăна пăхрăм. Нимĕнех те курмарăм. Анчах та вăл карта урлă урамалла каçсанах унтан юн тумлама тытăнни курăнчĕ. Юн тăрăх йĕрлесе утрăм. Мĕн малалла пынăçемĕн юн тумласа пыни нумайланчĕ, вăл пĕр уялла тухса кайрĕ, унтан хамăр ялтан çухрăм çурăра ларакан Шепекеч ялне кĕрсе кайса çухалчĕ. Ун чухне çӳхен юр çуса лартнăччĕ те, шур юр çинче юн тумласа пыни анчах мар, йыттин ура йĕррисем те курăнса выртатчĕç.

Çав вăхăтра Страшник Ваçили карчăкĕ мура каять тетчĕç. Чăнах та пулнă пулас ку. Тепĕр икĕ кунтанах çав Страшник Ваçили карчăкĕ чирлесе ӳкнĕ тени илтĕнчĕ. Тепĕр эрнерен вăл вилсе те кайрĕ... Çапла вара эпĕ мура каякан карчăка персе вĕлертĕм...

Мур вăл çынтанах пулать теççĕ. Мур пулас тесен мур чĕлхине пĕлмелле тет. Йытă е кушак çăмне çăвара хыпса мур кĕллине каламалла тет те çĕре выртса йăваланмалла тет. Вара çав усала сутăннă çынтан çавăнтах мур пулса тăрать тет. Вăл йытă е кушак кĕлеткине йышăнса ялсем тăрăх çӳреме, çынсене чирлеттерсе вĕлерме тытăнать. Мĕн тĕслĕ йытă е кушак çăмне хыпса йăваланать — çавăн тĕслĕ йытă-кушак пулса çӳрет теççĕ мура каякан çынсем çинчен. Тухатмăш-асамăçсем те çавăн пекех, чунне шуйттана сутнă çынсенчен пулать теççĕ...

 

(Мулла Элекçейĕ (Алексей Захаров) 60 çулалла çитнĕ çын 1904 -1906 çулсенче каласа панинчен. Пысăк Упакасси ялĕ.)

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Тамара (2017-01-18 19:21:41):

Çак хайлавсене перремеш хут вулатап та теленетеп. Хамăн ентеш çырнине ку таранччен те вуламан эп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: