Чăваш халăхĕ хăй телейсĕр пулни çинчен
Ача чухнех эпĕ пĕр хир енчен пынă чăваш (хамăр ялта) çапла каланине илтнĕччĕ: «Тĕнчере тĕрлĕрен чĕлхеллĕ çынсем пуçланса кайсан турă çынсене телей валеçсе панă тет. Шăп та лăп çак сехетре чăваш çынни ура сырса ларнă, вăл телей илме турă патне пырайман. Кайран, ура сырса пĕтерсен тин, турă патне кайнă тет те — анчах ăна телей лекмен. Мĕншĕн тесен вăл çитиччен турă мĕн пур пек телее йăлтах валеçсе пĕтернĕ пулнă. Çавăнпа чăваш халăхĕ телейсĕр пулнă тет».
Автортан: Авалтан пуçласах темиçе ĕмĕр хушши чăваш халăхĕн пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Малтан вăл ик-виçĕ ĕмĕр Хусан ханĕсемпе Ногай орди княçĕсен пусмăрĕнче тертленнĕ, Ногай ордин урхамах ушкăнлĕ вăрă-хурахĕсем тăтăшах киле-киле тапăнса унăн ялĕсене çаратнă, уй-хирĕнчи тырри-пуллине таптаса тĕшĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕне хуса кайнă, арçынсемпе ачи-пăчисене касса-тăкса пĕтернĕ, хитре хĕрарăмсене тыткăна илсе кайса чуралăхра усранă. Хусан ханссемпе княçĕсем те унăн пĕтĕм чĕрĕ вăйне ĕмсе илме тăрăшнă. Аптранă чăваш Мускав патшалăхĕ çумне çыпçăнса унта хӳтлĕх тупма ĕмĕтленнĕ. Анчах та Мускав патшисем те ăна ырă кун-çул паман: тĕрлĕрен хырçă-тӳлевсемпе, ясакпа, ĕç повинноçĕсемпе аптратса тинкене кăларнă. Чăнах та, мĕнле çăлăнкаласа юлнă-ха çак вĕри çатма çинчи пек тӳсме çук пурнăçран темиçе пин чăваш çынни?!. Юлнă вăл, тӳснĕ, анчах тă çĕр-шывне Мускав патшисем колонизациленĕ чух хĕсĕнсе çитнĕ халăх хăй çĕрĕнчен тĕрлĕ енне, ирĕкрех çĕрсене — Пушкăрт, Елĕмпурх хирĕсене, Самарпа Тутар çĕрĕсене куçа-куçа кайса сапаланнă. Çав саманасенче хывнă ĕнтĕ пĕр ăслă чăваш хăй халăхĕ телейсĕрри çинчен. Питĕ те ăслă сăмах ку!..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...