Милли ушкăнĕнчен — «Канаш» союзне


(Асаилнисем)

 

1923 çул пуçламăшĕ.

Чăваш автономин центрĕ Шупашкар хăйĕн организациллĕ пысăк ĕçĕсене тата 1921 çулхи выçлăх йывăрлăхĕсене çĕнтернĕ хыççăн хăвăрт аталанма тытăнать. Ку тĕлелле хальхи вăхăтра чăваш совет литературинче палăрнă юлташсем те чылайăшĕ Шупашкара пырса вырнаçаççĕ. Вĕсем хушшинче: революцичченех çырма пуçланă Шупуççынни (Н. Васильев), Полоруссов-Шелепи, тин çырма пуçлакансем — Ваçанкка, Лашман, Иван Мучи, Патман, Хумма Çеменĕ, Ф. Павлов, Максимов-Кошкинский; публицистсем — Элмен, Лява Платунĕ тата ыт. те.

Чăваш илемлĕ литератури тĕлĕшпе ĕçлекенсем йышлăланаççĕ пулин те ку вăхăтра Шупашкарта (çавăн пекех ытти хуласенче те) вăл литераторсене пĕрлештерсе тăракан нимле организаци таврашĕ те çукчĕ-ха. Ун пек организаци тума хăтланнисем 1921 — 22 çулта Шупашкарта (Общество ревнителей чувашской литературы) тата 1920 çулта Чĕмпĕрте (литкружок) пулнă пулин те кусен ĕçĕсем ăнăçман. Тĕрлĕрен сăлтавсем пирки вĕсем часах саланса кайнă. Шупашкар организацийĕ хăйĕн ĕçĕсене нимĕнне те кăтартман, Чĕмпĕрти литкружок çеç 2 номер «Атăл юрри» ятлă журнал кăларса хăварнă.

Çаксем хыççăн чăваш литераторĕсем пĕр вăхăтра нимĕнле организацисĕр пурăнаççĕ. Çав хушăрах вĕсем хушшинче хăйсен литература организацине тума кирли çинчен час-часах калаçкалама пуçлани илтĕнет. Анчах калаçкалаççĕ пулсан та никам та вăл ĕçĕн пуçне тăрса ăна организацилесе яраканĕ çук.

Çитет çуркунне. Çак вăхăтра Шупашкара Миллипе Золотов Микули килсе вырнаçаççĕ. Кусем иккĕш те çитес уйăхсенчех чăваш литераторĕсен ушкăнĕсене организацилекенсем пулаççĕ, анчах вĕсем пĕрне-пĕри хирĕç ĕçлекенсем.

 

* * *

Çуркунне. Ăшă та çутă апрель кунĕсем.

Пĕр канмалли кунхине, хам та сисмен, ман хваттере кăштăрт Миллиие Полоруссов кĕрсе тăраççĕ.

— Эй, Алексей Прокопч!.. Мĕнле килме пĕлтĕр? — хаваслантăм эпĕ Миллие йышăнса илсе. Ку пирĕн Миллипе Шупашкарти чи малтанхи курнăçу. Унччен энĕ ăна 1917 — 1918 çулсенче çех Хусанта ик-виçĕ хут курнăччĕ. Анчах çывăхран паллашман. Эпĕ хам енчен ăна вăл пĕр вăхăтра «Хыпар» хаçат редколлеги членĕ пулнăран «Хыпарăн» малтанхи номерĕ унăн сăввиссмпе тухнăран тата Чĕмпĕрти «Атăл юрри» журнал вăл пуçарнипе тухнăран аванах пĕлеттĕм. Çаксенчен шутласа эпĕ Милли чăвашсен пулас литераторĕ тесе хавасланнă, ăна хисепленĕ те.

Миллипе Полоруссов пырсан пирĕн калаçу чылай пычĕ. Милли мана Шунашкарта чăваш литераторĕсен организацийĕ тума кирли çинчен тата хăй ĕнтĕ халь ку ĕçе хĕрсех тытăнни çинчен каласа пачĕ. Вăл мана та хăйпе пĕрле ĕçлемешкĕн чĕнет. Эпĕ хĕпĕртесех унпала килĕшетĕп. Пирĕн Полоруссов та хавасланнипе йăлкăшса çех ларать.

Çав кунтан пуçласа Миллипе кашни кун пекех курнăçма пуçлатпăр. Пирĕн ĕç пуçарса яракан пĕчĕк ушкăн пулса тăрать. Вăл ушкăнра: Милли, эпĕ, Ваçанкка, Полоруссов ыт. те. Милли тăрăшать. Вăл чăваш илемлĕ литературипе интересленекен-сене шыраса тупса вĕсене хăй тавра пĕрлешмешкĕн тимлет. Çак хушăрах вăл пулас организаци валли устав хатĕрлет, организациллĕ пуху валли доклад тезисĕсене çырать ыт. те.

Акă эпир хамăр ĕç çинчен рабфакпа совпартшкулта вĕренекенсем хушшинче те пĕлтеретпĕр. Рабфакра Милли ушкăнне çырăнас текенсем 30 çынна яхăнах. Уйрăм паллă çынсенчен пирĕн ушкăна Иван Мучи, Максимов-Кошкинский, облĕçтăвком председателĕ С. Коричев, облĕçтăвком секретарĕ П. Михайлов, Федор Павлов тата урăххисем те кĕме пулчĕç.

Ĕçсем хăвăрт пыраççĕ. 1923 çулхи апрелĕн 29-мĕш кунĕнче чи малтан организациллĕ пуху пуçтарăнать. Пухура 40 — 50 çынна яхăн. Вĕсем хушшинче пуринчен ытла рабфакра вĕренекенсем. Пуху Милли докладне итленĕ хыççăн «Чăваш литературин ушкăнĕ» организаци уçмалла тăвать, унăн уставне йышăнать. Ушкăна ертсе пыма 5 çынтан Совет суйлаççĕ. Совет прсдседателĕ — Милли, секретарĕ Ваçанкка, членĕсем: эпĕ, Полоруссов тата рабфак студенчĕ И. Аверкиев пулатпăр.

Милли обществи хăй уçăлнă хыççăнах хăйĕн членĕсем валли чăваш çырулăхĕн правилисене вĕренмелли икĕ эрнелĕх курс туса ирттерчĕ. Малтанхи кунсенчен пуçласах общество пĕтĕм чăваш писателĕсен 1-мĕш конференцине пухас пирки ĕçлемешкĕн тытăнать. Общество Совечĕн вăхăтлăха ĕçлемелли вырăнĕ облĕçтăвком (хальхи Республикăри тĕп библиотека çурчĕн) аялти хутĕнчи пĕр пӳлĕмре вырнаçса тăратчĕ. (Милли ун чухне Тĕп архив комиссинче ĕçлетчĕ. Вăл комисси облĕçтăвком çуртĕнчи Оргпай уйрăмĕнче вырнаçса тăратчĕ.)

Чăваш писателĕсен 1-мĕш конференцине пухас пирки ĕçлеме тытăнсан ĕçсем те чылай сиксе тухрĕç. Эпĕ, Ваçанкка, Полоруссов час-часах черетлĕн лит. обществăн вăхăтлăх пӳлĕмне кайса ĕçлетпĕр. Ку вăхăтра Милли хăй укçипе Чăваш литература обществин уставне пичетлеттерсе кăларать, общество ячĕпе штамппала пичет тутарать т. ыт. те.

Çак вăхăтрах Милли хăй обществи çине Д. Элменпе Золотов Микули енчен сиввĕн пăхнине, вĕсем унăн программине тиркенине те аванах пĕлсе тăрать. Акă пĕлетпĕр: эпир конференци пухма хатĕрленнĕ тĕлеллех, июнь уйăхĕнче, Элменпе Николай Золотов та хăйсем уйрăм чăваш писателĕсен ушкăнĕ тума хатĕрленеççĕ иккен. Ку хыпар Миллие чылаях кансĕрлентерет, вăл хăш чух шикленме те пăхать. «Элмен вăл яланах мана хирĕç... Вĕсен ĕçлесси те пулас çук... Вăл пирĕн ĕçе пӳлесшĕн анчах хăй урăх ушкăн туса аппаланать», — тесе ӳпкелешет Милли...

Вăл вăхăтра эпĕ Милли ушкăнĕне çĕнĕрен организациленекен чăваш писателĕсен «Канаш» союзĕ хушшинче мĕнле уйрăмлăх пулассине питех шутлама та тăрăшман. Мĕншĕн тесен Милли программи те вĕт «илемлĕ литература урлă ĕç халăхне коммунистла шухăшлама вĕрентмелле» тетчĕ. Çавăнпа та эпĕ Милли обществине никам та салатакан пулас çук тесех тăраттăм.

 

* * *

Июлĕн малтанхи кунĕсем. Çав вăхăтра Милли обществи чĕннĕ чăваш писателĕсен 1-мĕш конференцийĕ пуçтарăнать. Конференци делегачĕсем пурте пекех Шупашкарта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем; Хусантан тата ытти çĕртен килнисем пит те сахал.

Конференци уçăлнă кунсенчех Элменпе Ник. Золотов пĕрлештернĕ чăваш писателĕсен «Канаш» союзĕ организациленнĕ. Акă пирĕн конференцие çĕнĕрен пулнă «Канаш» союз членĕсем те пырса лараççĕ. Вĕсем хушшинче: Элмен, Н. Золотов, Шупуççынни, Хумма Çеменĕ, Ананий Михайлов т. ыт. те.

Милли кĕске сăмахпа конференцие уçать. Конференци уçăлнă хыççăнах «Канаш» союз организаторĕсем хăшĕ парти обкомĕ ячĕпе (Элмен), хăшĕ «Канаш» редакци ячĕпе (Н. Золотов), хăшĕ çĕнĕрен организациленнĕ «Канаш» союзĕ ячĕпе салам калама сăмах илеççĕ. Вĕсем кашниех саламсене каланă хыççăн сасартăк Милли программине тиркесе унăн обществине çĕмĕрмешкĕн тытăнаççĕ, Милли ушкăнĕнчи çынсене çĕнĕрен уçăлнă «Канаш» союзне кĕме чĕнеççĕ.

— Милли программи вăл хытса шăнса ларнă чăваш аваллăхĕ çинче тапăртатса тăрать... Милли чĕрĕлекен çутă, çĕнĕ пурнăçшăн тăрăшмасть... Милли национализменне туртăнать... — тесе кăшкăраççĕ трибуна çинчен хĕрсе кайнă Элменпе Золотов. Пирĕн Милли антăрать, вăл хăй программишĕн вирлĕн хирĕç тăраканни те пĕртен-пĕр çын анчах. Анчах ăна лайăххăн калама ирĕк памаççĕ.

Акă саламсем пĕтеççĕ. Конференци 15 минутлăха ĕçе пăрахать. Пурте çуллахи театр умне, Атăл хĕррине тухаççĕ. Конференци делегачĕсен сăнĕсем пăлханчăк. Вĕсем акă каллех кĕç-вĕç темле хирĕçӳ е тавлашу тухса каясса кĕтеççĕ.

Акă Элменпе Золотов Н. темскер шăппăн калаçса илеççĕ те, Элмен театр умĕнче тăракан халăх еннелле пăхса кăшкăрать:

— Итлĕр!.. Партийцăсемпе комсомолецсем, пурте ман хыçран «Камчатка» çине — вăн çав больница хыçне!.. Унта тăватпăр канашлу!.. — тесе кăшкăрчĕ.

Милли обществи членĕсенчен çурри ытла вĕренекенсем, — вĕсем пурте пекех комсомолецсем. Элмен кăшкăрсанах нумайăшĕ ун хыççăн утса кайрĕç. Элмен вĕсене больница хыçĕнчи Атăл çыранĕ хĕррине илсе кайрĕ.

Театр умне Миллине пĕрле пĕр 5 — 6 çынран та ытла юлмарĕ.

Элменпе Золотов хăйсем тавра пухăннă çынсене Милли программин йăнăшĕсем çинчен каласа параççĕ: «Кам хăй шухăшĕпе «Канаш» хаçат платформи çинче тăрать — çавсен пурин те çĕнĕрен организациленĕ «Канаш» союз членне кĕмелле», — теççĕ вĕсем. Çакăн хыççăнах пурте пекех «Канаш» союзне кĕме сăмах параççĕ.

Конференци хупăннă май рабфакра вечер пулса иртрĕ. Ку вечерта Н. Золотовпа Милли нумай тавлашрĕç. Тавлашура Милли хăй пĕчченех тăрса юлни палăрчĕ. Юлашкинчен вăл мана çапла каларĕ: «Эпĕ сан çине хытă шаннăччĕ. Анчах эсĕ те вĕсем май çаврăнса ӳкрĕн. Халь ĕнтĕ эпĕ пĕр-пĕччен, демон пек пĕччен тăрса юлтăм... Каятăп ĕнтĕ ку Шупашкартан, кунта манăн нимĕн тумалли те çук, — тесе хучĕ...

Милли обществипе «Канаш» союзĕ хушшинчи уйрăмлăха эпĕ конференци хупăннă чух Миллипе Золотов Н. хушшинче пулнă пысăк тавлашуран тин сиссе çитрĕм. Ку уйрăмлăх «Канаш» союэĕ «Канаш» хаçат платформи çинче тăрса чăваш илемлĕ литературинче класлă çул-йĕршĕн кĕрешес, малашне социализмла пурнăç тăвассишĕн кĕрешес задачăсене лартнинче. Милли хăй обществи умне нимĕнле класлăха та асăрхамасăр, чăваш илемлĕ литературишĕн пурте пĕрле (националистсем те, кулакла писательсем те, пролетарла писательсем те) тăрăшас задача лартнă. Унăн уставĕнче «коммунизмла пурнăç тăвассишĕн ĕçлемелле» текен сăмахсем кĕртсе лартнă пулин те çак вăхăтрах — класс кĕрешĕвне çивĕччĕн тытса пырасси çинчен пĕр сăмах та шарламан. Кунсăр пуçне тата Милли чăвашсен авалхи йăлисене идеализацилесе вĕсем умĕнче пуç тайнă; чăваш халăх творчествине ытлашши хак парса ăна пулас искусствăллă творчество валли тĕслĕх те, ӳкерчĕк те тесе шутланă. Ку чăнах та çапла иккенĕ унăн уставĕнчен те курăнать. Чăн та, халăх творчествипе пысăк усă курмалла, анчах та ăна класлăх али витĕр тĕплĕн сăрхăнтарса илсе унпа асăрханса усă курма пĕлмелле. Çавăн пек тумаллине Милли хăй обществи умне уççăн лартса паман, мĕншĕн тесен унăн тĕп шухăшĕ национализмлй культура тăвасси пулнă.

Çапла вара Милли пухнă чăваш писателĕсен пĕрремĕш конференцийĕ Милли обществине пĕтерсе хучĕ. 3 уйăха яхăн ĕçленĕ Милли обществи пĕтрĕ. Çав кунсенчех шăтса тухнă «Канаш» союзĕ Милли обществине хупласа хурса çултан-çул ӳссе вăйланса пычĕ. «Канаш» союзĕ чăвашсен çĕнĕрен-çĕнĕ ӳссе пыракан çамрăк писателĕсене пĕрлештерсе пынипе Чăваш Пролетари Писателĕсен Ассоциацийĕ пулса тăчĕ. Чăваш Пролетари Писателĕсен Ассоциацийĕ (ЧАПП) чăваш илемлĕ литературинчи пролетари идеологишĕн ют юхăмсемпе, вак буржуаллă, национализмлă, национал-демократиллĕ шухăшсемпе вирлĕн кĕрешсе пырса вĕсене тĕппипех çĕмĕрсе тăкрĕ. «Канаш» союзĕ 10 çул тултарнă вăхăтра ЧАПП ĕречĕсем сарăлса çитсе вăл Чăваш Совет Писателĕсен союзĕ пулса тăчĕ. [...]

 

1933, июль

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: