Артистка


— Ăнлантăм, нимĕн те калама кирлĕ мар... Витĕр куракан çын мар пуль те ку хĕр. — Эп часах тухатăп. Кăмăлăр пулсан кунтах кĕтĕр е анăр. Çухалса каясран ан хăрăр, сирĕн машинăра паллатăп. Эсир унпа пуль? — Микола сăмах хушса ĕлкĕриччен пысăк пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ.

— Машинăпа çеç мар, унта Алик, Наташа пур, — каччă халат аркисем вĕлкĕшнине кăна курса юлчĕ.

Вăт пурнăç! Ăçта пырса çакланчĕ вăл камсем патне? Мĕн кирлĕ вĕсене Миколăран? Аликне пĕлет-ха, вăл пули-пулми хĕрсемпе çапкалансах çӳрекен мар пекчĕ тахçан. Тахçан кăна çав. Тен, ун Микола пĕлмен енсем те пур? Çын хăй пĕр тĕнче. Лайăх хĕрсемпе çӳресен-çӳресен япăххисем патнелле те чун туртать теççĕ теприсем. Ялан тутлине çисен хушăран йӳççине те ас тивсе пăхма хистет организм. Çапла мар-ши? Авланмалла тесе çӳрекелетчĕ-ха вăл. Вара çапла хĕр шыраса пăтранчĕ-ши? Наташа калаçнине, тыткаланине курсан паçăр ку хĕр пирки темле усалрах шухăшсем капланчĕç те. Йăнăшмарĕ-ши ун чух? Ку пике пирки халĕ тата пачах ун-кун шутлас килмест.

Лена /паçăр Наташа каланăран аса илчĕ хĕр ятне Микола/ тухасса кĕтес темерĕ вăл, хваттер алăкне тачă хупса коридора шăппăн тухрĕ те шăпах çак хута килсе чарăннă лифта ларса пĕрремĕш хута анчĕ. Урама тухрĕ, пĕр хушă тавралăха сăнаса тинкерчĕ. Çанталăк ирех çапла илемлĕ тăнă-ши вара паян? Тин кăна асăрхарĕ Микола: иртен-çӳрен çынсем те савăнăçлă пек курăнаççĕ, хĕвел те сап-саррăн çутатать пек тата. Вăт япала! Çак çуртăн улттăмĕш хутне хăпарса аннăшăнах тĕнче çапла улшăнса каймалла мар ĕнтĕ. Ялан пурнăç çинчен шутласа çӳренĕрен тавралла мĕн пулса иртнине те пачах курма, манма пуçламан-ши Микола? Машина патне çывхарнă май хыçалти ларкăч çинче Наташăпа Алик чуп туса ларнине те асăрхарĕ вăл. «Çук, тем тесен те ыр çынсем мар. Унта та тӳсеймеççĕ-çке. Самантлăха кăна иккĕшне хăвар. Чылайлăха тăрса юлсан вара? — хăй пĕрремĕш хут çак Лена ятлă хĕре курсан çуралнă, халĕ тĕл пулнă хыççăн пĕрремĕш сывлăм пек туйăнакан таса шухăшĕсене вăйпах хирĕçлесе мăкăртатрĕ каччă. — Тармаллах пуль. Ăçта та пулсан вăлтса хăварса вĕçтерес хамăн çулпа».

Лена нумай тăмарĕ. Кĕске сăран юбкăпа шурă, витĕр курăнакан блузка тăхăннăскер, вăл подьезд алăкĕнчен пирĕшти пек тухса тăчĕ. Миколăн чĕри кăртах турĕ. Ай-яй, кун пек те илемлĕ пулма пултараççĕ-и хĕрсем? Пĕрремĕш хут курнă чухне ун пекех марччĕ-çке. Илемлĕччĕ-ха, пĕр сăмахсăрах çапла хакламаллаччĕ ун чухне те. Халĕ вара çак пĕтĕм чиперлĕх хăйĕн мар, такамран вăхăтлăха кивçен илсе хăй тăрăх сапаланă пек туйăнчĕ. Курнă-ши вăл халиччен çакăн пек чипер пике? Çулталăк пач чарăнмасăр шутласан та аса илеес çук. Мĕншĕн тесен курман! Пĕр чарăнми, куç шăтса юхасла тинкерес килет ун çине, утни тата... пĕр; çынна та вырăнта тăма памасть пуль. Вăл ăçта кайнине пĕлес тесе урасем хăйсемех хыçалтан илсе пырасси те инçе мар. Нивушлĕ паян Микола унпа юнашар ларса пырĕ, калаçĕ, кулĕ?.. Ĕненме май çук та, анчах Лена ун патнеллех утса пырса хыçалти алăкран сиксе тухнă тус-юлташĕсене сывлăх сунчĕ ав, Миколăпа юнашар малти ларкăч çине; ларчĕ. Салона самантрах антăхтарса яракан духи шăрши тулчĕ. Микола куç хӳрипе пăхса хальхинче ун сылтăм аллин пӳрни çинче çĕрĕ çуккине асăрхарĕ. «Аха, вечеринкăсене чĕнсен качча кайман иккен эсĕ!» — чун чĕри тем пек çапла вĕчĕрхенме чарчĕ пулин те, иккĕленӳ шухăшĕ çуралчех ун. Мĕншĕн çапла шанмасть вăл — хăй те чухламасть. Яла канмалли кунсене кайсан ашшĕ ăна хăш-хăш чухне тĕрткелесе те илет.

— Паян клуб пуриншĕн те уçă, эс вара килтех пăнтăхса ларатăн. Тумалли ĕçсене хамах пурнăçлăп, — Микола каçа юлсан та картиш-пахча таврашĕнче уткаласа çӳренине курсан сăмахлать вара вăл. — Мĕскер эс пачах та çамрăк çын пек мар? Салтака кайнă чух хĕрсем ăсатмарĕç сана кĕтсе илмерĕç. Халь тата мĕн амакĕ? Çӳç шураличченех аннӳ пĕçерсе панине çисе пурăнас тетĕн-им? — Ашшĕ ятлаçнă пекех пулчĕ-ха, анчах Микола ăна хăлхана та чикмест.

— Ман валли хĕр ӳстереймеççĕ пуль, — тет кăна.

Амăшĕ вара, ывăлне ӳкĕтлесе те сивлесе каласа курманскер, кун пек чухне те сăмах чĕнмест. Ирина йăмăкĕ кăна тепĕр чухне: «Сана клубра кĕтетĕп!» — тесе кĕпе аркисене вĕлкĕштерсе тухса чупать. Пиччĕшĕ ялта чухне ăна çăмăлрах: клуба кайнăшăн ашшĕ нимĕн те каламасть. Амăшĕ вара тутăр вĕçĕпе куçне шăлкаласа кăна илет. Темшĕн хурланать ĕнтĕ.

— Ну, йĕкĕтсем, çулсем ăçталла выртĕç? — пин çул паллать тейĕн вĕсене Лена. — Сирĕн шухăшăра пĕлес килет.

— Малтан лавккана, — терĕ тӳрех Алик хăшĕ те пулин сăмах хушса ĕлкĕриччен. — Уни-куни илмелле те тĕнче хĕрне те кайма юрать. Çапла-и Микола?

— Сире Микола тесе чĕнеççĕ-и? — куçĕ çап-çавра пулса кайрĕ Ленăн. — Ой, епле хитре ят! Мĕншĕн маларах паллаштармарăр вара хăвăрпа?

— Хăçан «маларах»? — апла та капла шухăшсемпе тулса кайнă кăмăлĕ тăкăсран калаçасшăнах пулмарĕ Микола.

— Тахçан, эсир мана киле ăсатнă чух.

— Уй, эсир курнăçма та ĕлкĕрнĕ-им? — çуйăхса ячĕ Наташа. — Эпир сюрприз тăвасшăнччĕ. Пĕр кунхине каланă каччă шăпах Микола-и вара?

— Çавă. Хăй нимĕн те шарламарĕ-им?

— Унран сăмах туртса кăлараятăн-и вара? — тусĕ вырăнне хуравларĕ Алик.

Çакă вăйă кăна пулнине, лартас спектаклĕн пĕр пĕчĕк сценки иккенне Микола ăнланчĕ ĕнтĕ. Ун пирки сăмах пулнах вĕсен. Асту пуль, пач нимĕн те шутламасăр-калаçмасăр çапла çураçтарма хăтланса çӳрет пуль Алик. Малтанах ун пирки тем каласа пĕтернĕ-ха ĕнтĕ. Усаллинех мар пуль-ха, ун пек сăмах калаттармалли пăтăрмахсем туса кăтартман Микола. Шанса пĕтер икĕ вĕçлĕ чĕлхеллĕ çынна. Вăл сăмах калама пуçласан сехет те шаккама чарăнать пуль. Кампа мĕн чухлĕ сăмах вакламаллине шутласа тăмасть çав Алик. Мĕнле лару-тăрăва лекет, çавăнтан пĕтĕмпех килет.

...Атăл хĕрринчи улах вырăна каçхи сакăр сехетре çитрĕç вĕсем. Çулла пулсан та кунта çын нумай çӳремест иккен. Çанталăк шăпах вĕсем валли ятарласа янтăланă евĕр: хĕвел йăлкăшать кăна, тăрсан-тăрсан Атăл çинчен ăшă çил хумĕ капланса килет. Подьезд умĕнче чарăнмасăр сăмах юхтарнă хыççăн хула урамĕсемпе сехете яхăн çаврăнса çӳресе те пĕр хускалмасăр тата калаçмасăр ларнă Лена кунта хăйне ирĕке тухнăнах туйрĕ. Машина чарăннă-чарăнманах салонран ту качаки путекки пек сиксе тухрĕ те пушмакĕсене хывса персе пĕчĕк ачалла ахăлтатса Атăл хĕррипе шыв сирпĕтсе чупма пуçларĕ. «Вăт тиха, — хĕр мĕн хăтланнине курсан Наташа та кулмасăр чăтаймарĕ. — Читлĕхрен тухман-ши вăл? Микола, кайса чар-ха ăна, савăннипе шалалла кĕрсе ан кайтăр. Тем сиксе тухĕ тата. Кунта икĕ ураллă «акулăсем» те пур теççĕ. Çаклансан? Эпир Аликпе «уçланкă» хатĕрлетпĕр».

Лена пĕрремĕш хут шыв курнă пĕчĕк ача евĕр сиккелесе шыв сирпĕтсе çӳренĕрен Миколăн та пусăрăнчăк кăмăлĕ çĕкленчĕ. Вăл пушмакне хывса печĕ те хĕр патне чупса анчĕ. Ăна пырса тытса каялла илсе хăпарас терĕ вăл. Анчах Лена çакна сисрĕ пулмалла та тара пачĕ малалла. Микола вара ун хыççăн чупса пуçларĕ хăвалама! Анчах çук, вăр-варах парăнаканни мар иккен ку тиха-чиперкке! Ахаль те кĕске сăран юбкине икĕ аллипе тытса татах çĕклерĕ те тара пачĕ. Çурта пек урасем вĕлтлетни кăна курăнса юлчĕ хыçран сирпĕнсе пыракан шыв пĕрчийĕсем анакан хĕвел шевлисемпе йăлтăртатнă май. Чупассипе нихăçан аптăраман Микола шăлне çыртсах хыççăн вĕçтерчĕ. Акă ĕнтĕ машина, Аликпа Наташа курăнми пулчĕç, анчах хĕрпе каччă хушшинчи инçĕш кĕскелмерĕ-ха. Чăн-чăн пăлан пырать тейĕн умра шыв сирпĕнсе кăна юлать. Çак самантра хăй чăнах та намăс курасса ăнланчĕ Микола: енчен те вăл Ленăна хăваласа çитеймесен кайран унран кулса вилĕç. Ку хĕрсем чĕлхерен кивçене кайманни паçăрах палăрчĕ. Эппин, вĕсенчен мĕн те пулсан кĕтсех тăмалла. Шăлне çыртса чупнă маях каччă умри хĕр сасартăках çухалнине асăрхарĕ. Кăшт шаларах чупса кĕнĕччĕ вăл, Атăл шывĕ чĕркуççи таран вырăнпа илтерсе пыратчĕ. Пĕр вырăнта шыв ункă-ункă пулса тавраналла саланчĕ. Туйрĕ каччă: хĕр асăрхамасăр тарăн çĕре анса кайрĕ. Тем самантра тĕлĕнмелле вăй хутшăнчĕ çав вырăна çитсе ним шутламасăрах чăмса тарăн вырăнта хĕре шырас терĕ кăна — чарăнса ĕлкĕреймерĕ, хăй те пуçĕ курăнмиех шыва анса кайрĕ. Сывлăшĕ пĕтиччен, вăйĕ юлмиччен хыпашларĕ тарăн вырăна, анчах хĕр кĕлетки алла лекеймерĕ. Унтан вăйран кайса сывлăшсăр антăхса çитнĕскер шыв çине сирпĕнсе тухрĕ те пит-куç çинчи шыва сăтăркаласа тасатнă хушăра хăлхине юнашарах Лена кулнă сасă кĕрсе кайрĕ.

— Мана шыратăн-и? — Микола пуçне çĕклерĕ те çыран хĕрринче хашкаса сывласа тăракан йĕп-йĕпе Ленăна асăрхарĕ. — Эп паçăрах тухнă. Сана пулă тытма чăмрĕ тесе. Шӳрпе çиес килмен-ши кун Атăл хĕрринче, мĕншĕн хуран илмерĕмĕр-ши тесе шутласа тăратăп... — каллех ахăлтатса ячĕ те каялла, ăна кĕтсе тăмасăрах тусĕсем юлнă еннелле вĕçтерчĕ.

Микола хăйне Лена яка пăр çине лартса хăварнине ăнланчĕ. Паçăр хĕр мĕнле инкеке лекнине лайăхах та ăнланса юлаймасăр хăй те асăрхамасăр тарăн çĕре сиксен, Атăл тĕпĕнчи хăйăра инкеке лекнĕ пикене шырас тесе хыпашласа çӳренĕ вăхăтра малалла мĕн пулса тухасса шутлама та пултараймарĕ вăл. Халĕ вара, шыв тĕпĕнчи хăйăрпа вак чулсене «тĕрĕслесе» тухсан тин пуçне пырса çапрĕ: ишме пĕлмесен мĕн сиксе тухĕччĕ хĕрпе? Çавăншăн илсе килчĕ-им вĕсене кунта? Хăй тăр ухмаха тăрса юлма-и? Йĕпе шăши пек шыв юхтарса ут халь Лена хыççăн. Хĕр лере çитсе Аликпа Наташăна вăл шывра мĕнле шăмпăлтатнине каласа пачĕ пуль-ха. Хăй тарăн вырăна анса кайсан Микола ăна çăлма хыççăн сикессе шута илчĕ-ши ĕнтĕ? Хĕр чĕринче хĕрĕх чун вырнаçать тесе ахальтен каламан çав. Çав хĕрĕх чуна юрамалла халь Миколăн. Пĕринпе те пулин аран-аран мирлешкелесе пурăнасшăн вăл, анчах май çук иккен. Вăл ав май килнĕ чухне ура хурса такăнтарасшăн тăрăшать. Час тата мăшкăлласа илет. Йĕркеллĕ паллашма мар, иккĕ курнипех çапла кулсан малашне мĕн тумалла? Вечеринка мĕнле ирттермелле? Тытайман пулă шӳрпи çисе-и?

Çапла шутлакаласа Микола тавралла çын таврашĕ курăнмасть-и тесе футболкипе джинс шăлаварне хывса пăрчĕ, унтан юлташĕсем патне сулланса çитрĕ. Кунта «уçланкă» сарма ĕлкĕрнĕ иккен. Аликпа Микола лавккара мĕн туяннине пĕтĕмпех кăларса хунă. Лена сарса хунă пит шăлли çинче урисене икĕ аллипе ыталанă та шухăша кайса ларать. Наташа ăна тем ăнлантарать.

— ...ухмах мар-и эс çапла пĕчĕк ачалла хăтланма! Çыннине йĕркеллĕ курман хăв, тĕрĕслес кăмăл кĕрсе кайнă тата, — илтрĕ вăл ятлаçнин! çывăхарах çитсен. — Йĕркеллĕ каччă тупса паратăп терĕм, эсĕ вара шанăçа тӳрре кăлараймарăн.

Миколăна курсан Алик Наташăна темĕн каларĕ, лешĕ Ленăна ятлаçма чарăнчĕ.

— Сире, йĕпе чăхсене, типĕтме кăвайт чĕртмелле пуль-ха та, анчах кунта ирĕк памаççĕ ĕнтĕ, — тусĕ çине чеен пăхса илчĕ Алик, — Çĕр çинче юратни çитмест, шыва кĕрсе кайнă. Мĕн, унта лайăхрах-им? Эп хăтланса курман, пĕлместĕп. Мана вĕрентĕр-ха, Наташăпа туса пăхар.

— Сан чĕлхӳне касса хурсан çатма çинчи çу та типсе каять ĕнтĕ, — йăл кулчĕ Наташа. — Шыва кĕмесĕр урăх вырăн çук-им? Вĕсем хăть мĕн хăтланччăр. Кама мĕн килĕшет...

Микола Лена çине пăхса илчĕ. Хĕр нимĕн пулман пекех ăна куçĕсенчен тӳррĕн тинкерсе йăл кулчĕ. Калăн, пин çул паллаççĕ пĕр-пĕрне, арлă-арăмлă пулса вунă ача çуратса çитĕнтернĕ, пĕр-пĕрне юлашки ӳт татăкĕ юлмиччен пĕлеççĕ. Вăт пыр та калаç çакăн хыççăн ку херпе. Пули-пулми çын мар, ăна парăнтарас, хăв майлă çавăрас тесен пĕр-ик шăла та катма тивет пуль. Вăрман хĕрне анса юлсанах шухăш вĕçнĕччĕ качча пуçенче: харсăр çынна лартса килчĕ ун чухне. Тепри пулсан куççульпе çăванса леçсе яма ыйтĕ, çуран çапла каçа юлса çитсен атте çапса пăрахать тесе йăлăнĕ. Ют каччăпа алăк умне пырсан ашшĕпе амăшĕ пуçран лăпкаççĕ тейĕн. Ун чухне пушшех те патак лекет-ха хăйне, Çĕр хута ют каччăсемпе машинăпа янкăлтатса çӳретĕн тесе...

— Юнашар ларма именетĕр-им, е ман çине питех те кӳренсе тарăхни халĕ те иртмерĕ? — шухăшне татрĕ Лена сасси. — Ун пек чухне сивĕ шывпа çăвăнаканччĕ ман асатте, — шăлне йĕрчĕ вăл. — Эпир çăвăнса илтĕмĕр пуль. Эппин, тарăхни те иртнĕ.

Багажникра Миколăн улăштарса тăхăнмалли япаласем выртаканччĕ. Кирлĕ пулать тесе шортипе футболка яланах илсе çӳрет. Анчах халь хăй кайса улăштарса тăхăнсан Лена тата Аликпа Наташа мĕн шутлĕç? Единоличник, акă кам пулса тăрĕ вĕсен умĕнче. Ленăна илсе парсан? Çавах тăхăнмасть, пĕрре пăхсах паллă. Тата вĕсем ăна пысăк, тăхăнсан ăшĕнче çухалса та кайĕ. Çавăнпа пуçне килнĕ шухăшне пăрахăçларĕ те хĕр çумне ларчĕ.

— Сиксе чĕтреме пуçличчен çынсем пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе ăшăнаканччĕ, — çак самантпа усă курмасăр юлать-и Алик? — Эпир Наташăпа типĕ çынсем, сире хамăр çума тĕршĕнтерсе ăшăтаяс çук ĕнтĕ. Иксĕр пĕрле йĕпеннĕ, иксĕрех ăшăнăр. Юнашар ыталанса ларас тесе сăлтавне тупма пĕлеççĕ тата... — Миçе йĕп тирнĕ-ши ун чĕлхи çине? Вăрманта асăрхамасăр çăварне уçса çывăрнă пулĕ, чĕрĕп кĕрсе кайнă та каялла тухайман...

Микола тин хăй кăштах чĕтреме пуçланине туйрĕ. Анса ларма хатĕрленекен хĕвел пайăркисем халĕ тек ăшăтаймаççĕ, ăна шанмалли çук. Япалисене хывса пăрнă пулсан та вĕсем вĕр типĕскерсем мар çав. Лена, ав, çаплипех ларать. Ăна сивĕ мар-шим? Блузки çăт çыпçăннă та ун кĕлетки çинчи пĕтĕм йĕрĕ палăрать. Тӳрех паллă, шăннă ĕнтĕ, эппин Микола хăй çумне тĕршĕнессе кĕтмест-ши?

— Кунта хамсăр пуçне никама шанмалли те çук пуль, — сасартăк таçтан хăюлăх пухса персе ячĕ Микола. — Лена, кил хам çумарах, тĕршĕн, ак, час ыталаса илетĕп те машина ăшне хупатăп.

Çак сăмахсене мĕнле каланинчен Микола кайран, темиçе çул иртсен, пĕрре мар шутласа тĕлĕнетчĕ. Анчах ун чухне, Атăл хĕрринче, шыва чăмса хĕр умĕнче намăс курсан хăй çапла калаçасса кĕтменччĕ. Шалти темле туйăм çак алхасуллă çамрăк хĕре мĕнле пусарас, тавăрас тесе илĕртрĕ пулинех. Çавăнпа Лена çумне ларнă-ларманах ăна туртса илчĕ те ыталарĕ. Çакна курса тăракан Аликпа Наташăн тем калама хатĕрленсе уçăлнă çăварĕсем шанках хытрĕç. «Вăт парать те именчĕк Микола!» -тесе шутларĕç ĕнтĕ вĕсем. Вăл вара кăшт çеç ирĕлсе каятчĕ. Шыва сиксе тухнă хĕр çапла вĕри пуласса шутланă-и? Пачах та. Самантрах кĕлетки тăрăх хĕртен килекен асамлă вĕри хум чупса саланчĕ, Ленăна татах та хытăрах ыталаса чăмăртама хистерĕ. Анчах пур туйăмăн та хăй вăхăчĕ пуррине яланах астăвакан Микола хăйне чарчĕ. Халех ытла шала кĕрсен вечеринка хыççăн тем-ха унта. Ав, Алик пластмасса стакансене шампань эрехĕ тултарчĕ, вĕсен еннелле тăсрĕ.

— Пĕр тумлам сыпман-ха хăйсем, тата пĕр-пĕрне иккĕмĕш хут кăна куратпăр теççĕ, ыталанма та ĕлкĕрчĕç, — терĕ пĕр стаканне Миколăна, теприне Ленăна тыттарса. — Эпир Наташăпа пĕр-пĕрне çур ĕмĕр пĕлетпĕр, халĕ те чуп туса курман.

«Çапла пуль, — ăшĕнче ахăлтатрĕ Микола. — Эп Лена патне кĕрсен машинăра ыталанакансем камсемччĕ-ха? Калаçан та вара, халиччен чуп тунипех çырлахман пуль-ха».

Шампане хĕрсен сывлăхĕшĕн, çут çанталăк илемĕшĕн ĕçрĕç. Микола тытса кăна пачĕ. Çак тарана çитсе те руль умне эрех-сăра сыпса ларман вăл. Ку йăлана нихăçан та пăсмастăп тенĕ пĕрре, сăмахне тытасах тет.

— Ай-уй, ĕçмен каччăсем те пур иккен çĕр çинче? — ун ытамĕнчен хăтăласшăн пек хуллен турткаланса тĕлĕннипе çăварне карчĕ Лена. Саккускă тесе Болгари пăрăçне нумайрах хыпмарĕ пуль те?

— Сире киле йĕркеллĕ илсе çитересшĕн, çавăнпа, — терĕ йăл кулса Микола.

— Кам каларĕ паян киле каятпăр тесе? — Наташа Алика аллинчен тытрĕ. — Тепрер черкке шур эрех яратпăр та, пире нимĕнле кил те кирлĕ мар. Кунтах мĕнле ырă.

Çук, кусем каçа çакăнта ирттерме тахçанах калаçса татăлнăскерсем. Миколăна çураçма шутлаççĕ. Шăпах çапла, хăть мĕнле Турă, анне ячĕпе тупа тусан та. Çак шухăш пуçран паçăртанпах кайманран каччă чĕри яштах турĕ. Чăнах! Çавăн пек тухать вĕт! Ăхă, комеди лартса ларасшăн эппин ăна. Юрать, тĕп рольне кам вылĕ, курăпăр. Анчах Микола çак каç кунта иртекен пăтăрмахра хăй тĕп вырăнта пулмасса тахçанах пĕлнĕн çак шухăш пуçа пырса кĕрсен кăштах хумханса илчĕ те лăпланчĕ. Ăна вырăнтан хускатма çăмăл маррине Алик пĕлет-ха. Апла, мĕншĕн çак вăййа тапратма тĕллев тытнă вăл? Лена качча кайнăскер марччĕ-и-ха? Ун сылтăм аллинчи вăта пӳрнинче çĕрĕ пурччĕ. Çапла, мĕн те пулин куриччен чи малтан çакна асăрхарĕ Микола ун чухне. Юриех тăхăнса çӳремеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Тен, яла кайнă чухне юттисем ан çулăхчăр тенĕ? Аха, качча кайнă ку, упăшки пур, эппин, çыхланма хăрушă тата тем те пĕр. Хăйсене хӳтĕлемелли темле меслет те шыраса тупĕç хальхи хĕрсем. Çĕрĕ тăхăнниех инкекрен хăтарсан! Паян вара ун пӳрнисенче нимĕн те çук. Кунта темле вăрттăнлăх пытаннах. Серепене çакланиччен малтанах пуç тавралла питех те лайăх çавăрмалла мар-ши? Халех авланмалла мар тесе тупа тунă вĕт-ха эс. Çамрăк-ха, пурнăç йĕрĕ çине ӳкмен, Ирина йăмăкне качча парас-ха малтан тесе каланăччĕ ашшĕне пĕррехинче. Эппин, сăмаха тытмалла. Ăна çилпе вĕçтерсен арçын юлашки кăна пулăн.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Андрей (2011-10-18 12:12:23):

Петĕр Петтин философийĕ килĕшет.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: