Мухтава тивĕçлĕ Ухсай
Слакпуçĕнче чăвашсем
Пурте хĕле кĕтеççĕ.
Тыр-пул пухса кĕртнисем
Канма хатĕрленеççĕ.
Чӳк уйăхĕн вĕçĕнче
Лапка-лапка юр çăвать
Таврари çĕр пикенсе
Шур кавирпе хупланать.
Чăвашăн çемйинче
Паян арăм ахлатать
Пушкăртстанри Слакпуçĕнче
Тепĕр ача çуралать.
«Ай, еплерех янратать,
Паллă çынах вăл пулать
Пысăк устĕр ывăлу,
Ячĕ пултăр ун Якку», —
Тенĕ кӳрши ашшĕне
Ырă сунса пепкене.
Сывлăх сĕннĕ амăшне,
Унтан утнă килнелле.
6)Якку кунсерен ӳсет
Ăс пухма шкула çӳрет.
Ивановăн Нарспине
Ача тăтăшах тĕпчет.
Пишпӳлекри пĕчĕк шкултан
Якку вĕренсе тухать
Пĕлӳ пухма хавха пуртан
Вăл Ĕпхĕве çул тытать.
Каччă малалла пăхать,
Мускавра кĕçех пулать.
Куллен ăсталăхне туптать
Йĕрке хыççăн йĕрке çырать
Ялти çанталăка сăнлать,
Чăваш ĕçченлĕхпе мухтать
Саккуна пăхăнма ыйтать,
Тӳре-шарана «çунтарать»
Çапла кĕçех пичетленет
«Халăхăн ылтăн кĕнеки»
Яков Гаврилович пултарать,
Ирĕкĕпех вăрçа каять.
Ухсай пурпĕр пуç усмасть,
Тăшмана та çул памасть.
Тивĕçлĕ Вăл мухтава,
Ухсая тытар асра.
Ун пекех ăслă пулар,
Чаплă сăвăсем çырар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...