Концерт мыскари


Кăçал пĕр мыскара куртăм. Çын каласан çын ĕненмелле мар.

Кĕркунне, ĕç-пуçа пуçтаркаласан, Шупашкара кайса килем-ха терĕм. Лартăм та кайрăм шĕкĕр хулана. Пасарта пултăм, пысăк лавккасенче çӳрерĕм, пысăк капмар çурт тĕлне çитсе тухрăм. Ку культура çурчĕ иккен. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартаççĕ кунта. Çурт умне пухăннă çынсем çапла каларĕç, çăлтăрсем терĕç. Эпĕ çăлтарсене питĕ юрататăп. Çăлтăрсем тӳпере çиçнĕ каçсенче пӳрте кĕрес те килмест. Пуçа каçăртатăп та сăнатăп вара вĕсем мĕнле йăлтăр-ялтăр çиçнине, куç хĕснине... Чăвашла юрă юрлакан эстрада артисчĕсем хăйсене çăлтăр тесе калаççĕ пулсан, пит чаплă пулмалла ĕнтĕ. Шупашкара килнĕ чухне мĕншĕн курса каяс мар çав çăлтăрсене? Тен, ĕмĕр асра тытса пурăнăп. Ăçта каймасть пĕр качака укçи. Кăлартăм та тыттартăм билет сутакана пилĕкçĕр тенкĕ укçа. Мана вара вăл пĕр пĕ-ĕ-ĕчĕк билет пачĕ. Кĕтĕм. Çынпа пĕрле салтăнтăм. Çынпа пĕрлех çемçе пукан çине кайса лартăм. Мана, кунĕпе утса çӳренĕ çынна, самай лайăх пулса кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, залри çутта сӳнтерчĕç, сцена çинчи пĕр-ик лампочкине вара сӳнтермерĕç. Хуçисем çуттине пит перекетлеççĕ пулмалла кунта.

Акă пĕр çурма çарамас майра тухрĕ. Хăй хитре тумланнă, чипер сăрланнă. Картинкка çинчи пек. Эп ун çине куç илмесĕр пăхатăп. Хитре те-ха майри. Ман хамăн та килте арăм пур, аптрамасть темелле. Ку вара татах та чипер курăнать. Ара, уçă кăвапи, кăкăр çыххинчен халь-халь тухса ӳкес пек силленекен икĕ шурă мечĕкĕ тыткăна илчĕ мар-и? Акă ăçта иккен вăл çутă çăлтăр!.. Артисткăн çапла пулмалла та пуль ĕнтĕ. Ахальтен-им эпĕ пилĕк çĕр тенкĕ тӳлерĕм.

Килти илем вăл бесплат, а ку вара укçалла. Эпĕ ун çине пăхатăп, пăхатăп... Вăл та ман çине пăхнăн туйăнать. Артистка аллинче йĕтĕр пек япала пур. «Кухня япалине мĕн тума сцена çине илсе тухнă-ши ку?» — тетĕп хам ăшра. Тен, хăйне хӳтĕлеме илсе тухнă? Камран хӳтĕленмелле-ха унăн, çакăн пек чиперккен? Акă майра йĕтĕре çĕклерĕ те çăварĕ тĕлне тытрĕ, калаçма пуçларĕ. Тинех ăнлантăм, аллинчи йĕтĕрĕ унăн пур-çук сассине вăйлатмалли микрофон иккен. Унăн сасси тата çырса илнĕ кĕвĕ-çемми сцена çинчен мар, сцена хĕрринче лартнă пысăк ещĕксенчен тухать. Çакна эпĕ хăлха параппанĕ ыратма пуçласан ăнланса илтĕм. Кĕвĕ-çемĕри пăрçа тăкăннă евĕрлĕ сасăсем чутах хăлхана çурса пăрахатчĕç вĕт.

Алăпа та хупласа пăхап, сăмса тутри те чикеп хăлхана — усси çук. Юрланине илтес килет те манăн. Юрлать пуль-ха, ахаль тухман пуль йышлă халăх умне. Халăх ав мĕн чухлĕ пуçтарăннă — лăк тулли. Пурте темĕскер кĕтеççĕ. Артистка йĕтĕр-микрофона çăтса ярасла тытрĕ те темĕнле илĕртӳллĕ саспа: «Кайрăмăр-р-р!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Ара ăçта чĕнет мана ку майра тетĕп. Тин çеç кĕрсе лартăм-çке? Çынни пур, кунĕпе çӳресе ывăннă-ха, ман пеккисем кунта пĕр кĕтӳ. Енчен те пурте сиксе тухсан? Ну пулать те вара тĕркĕшӳ! Икĕ каччăн кăна мар, çитмĕл каччăн пĕр шухăш кунта.

Пĕрре чĕннипе кăна çырлахмарĕ тата. Ик-виç хутчен «кайрăмăр-р-р!» терĕ. Эх, ма кăштах çамрăкрах мар-ши? Чĕннĕ çĕре çиçĕм пек çитмелле те! Пуçларĕ майра енчен енне кумма. Хăй хуçа-ха та сцена çинче. Тытса чаракан çук. Çав вăхăтра тата çутта сӳнтерчĕç. Чупсан-чупсан майра чарăнчĕ. Манăн та хăлха ывăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, хайхи майра «аллăрсене çĕклĕр!» терĕ. Чим, ку мана чăнласах парăнтарасшăн, тыткăна илесшĕн мар-и çак? Астăватăп-ха, ĕлĕкрех, ачасемпе вăрçăлла вылянă чух, пĕр-пĕрне вырăсла «руки вверх!» тесе кăшкăраттăмăр. Ун пеккине эпир кинора курнă-ха. Пăх-ха эс ăна, хăй сцена çине тухнă кăна, мана приказ парса парăнтарасшăн. Юрла-ха эс малтан, юрласа парăнтар мана.

Чим-ха, тен эпĕ кунта йăнăшпа лекнĕ çын? Халĕ, эпĕ илтнĕ тăрăх, Шупашкарта тĕрлĕ «шейпинг» текен ушкăнсем çав тери нумай тет. Çавсенче хăйне евĕрлĕ физкультура тутараççĕ тет. Нумаях пулмасть телевизорпа кăтартрĕç. Вĕсен унта темĕнле ертӳçи пур. Çав ертӳçĕ хушнипе пухăннă çынсем алли-урине, кĕлеткине унталла та кунталла вылятаççĕ. Эпĕ те çавăн пек физкультура ушкăнне çакланмарăм-ши?

Тен вăл куç пăвакан? Темиçе çул каялла унашкаллисене телевизорпа курнăччĕ. Суймастăп. Чăнах та кăтартнăччĕ. Халăха çакăн пек зала пуçтарнă та — пуçларĕç кусене физкультура тутарма, хăйсен юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартма. Лешсем, çыннисем ĕнтĕ, гипнотизер мĕн каланине итлесе аллисене çĕклесе тайкаланса лараççĕ. Ку та çав япалах вĕт! Акă сылтăм алă çĕкленчĕ, унтан сулахаййи. Икĕ алли те çĕкленчĕç. Хăлхана татах приказ панă сасă кĕрет: «Алăсене çӳлерех çĕклетпĕр-р-р! Халь урăрсене, пĕç-çĕрсене çĕклĕр-р-р!»

Пуçларăмăр пурте алă çупма. Пĕççе шаплаттарса сас кăларакан та пур. Вăт ку шоу-концерт! Темĕн пысăкăш зал алă-пĕçĕ çупнипе кĕрлесе, янраса çеç тăрать. Пире мĕн, чипер майра мĕн тума хушнă — çавна тăватпăр. Çав вăхăтра тем пулчĕ, аяк пĕрчи ыратсах кайрĕ. Куç-пуçа чарса пăрахрăм. Пăхатăп, çумра арăм вырта парать. Хăй ман çине пĕр шикленсе, пĕр тарăхса пăхнăн туйăнать. Эпĕ, ыйхăран сасартăк вăраннăскер, ăна-кăна ăнланса та пĕтереймерĕм. Аяк пĕрчи ыратнине туятăп-ха.

— Мĕн аташса выртатăн? — тет арăм. Хăвăрт кăна хăяккăн çаврăнса выртрăм, тĕлĕкре мĕн курнине арăма ним те шарламарăм.

Ирхине шухăшласа çӳрерĕм. Мĕн сăлтавпа курăнчĕ-ха мана çав усал тĕлĕк? Шутласан-шутласан тинех аса илтĕм. Иртнĕ эренре эпĕ чăнах та Шупашкарта пултăм вĕт-ха. Трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен «сборнăй» текен концертне кайса куртăм. Концертра курни-илтни халь те тĕлĕкре курăнать. Вăт усал! Лайăх пулсан курăнас çук-ха вăл. Малашне Тур хăтартăрах кунашкал «çăлтăр»-артистсенчен!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2011-04-01 20:18:48):

Хальтерех вăхăталла çырнă кулăшла калавсенчен чи лайăххи теме пулать. Шел те, сахалтарах унашкаллисем.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: