«Эп ачаччĕ...»
Эп ачаччĕ,
Лайăх астăватăп.
Асанне чĕрçи çинче ларса:
«Асаннем, хăçан-ши
пысăк пулăп?» —
Теттĕм чăр-р! ăна
Куçран пăхса.
Шухă çиллĕ,
Тĕксĕм кĕрхи каç,
Ăшăнмах чĕртем кăмакана.
Яшлăхпа ачалăх ытаруллăн
Аякран ал сулчĕç те мана —
Ăмăртсах чупаççĕ, уйрăлаççĕ,
Аякра-а-ан салам ярса тăраççĕ.
Саламне эп йышăнма хавас,
Вăхăчĕ иртет-çке, мĕн тăвас?
Ватлăх кăчăк туртрĕ те мана:
«Хĕрĕм, кĕр-ха, — терĕ, — хăнана».
Ах, суятăн, кинеми, суятăн,
Иртерех хăв алăкна уçатăн.
Ан сыхла,
Тархасшăн, ан васкат...
Çитĕп сан патна эп пурпĕрех,
Кĕрĕп каярах, чĕнмесĕрех.
Вол (2012-01-31 23:35:01):
Мĕн-ма вара, Светлана, ватлăхран хăрать-ши?