Пăрçа яшки


Ун чухне çиччĕсенче пулнă пуль çав эпĕ. Хамăра виçсе панă ана çинче анне, аппа тата эпĕ ыраш выратпăр. Ман урара пушăт çăпатапа шурă пир тăла. Пĕветнĕ вар пуççи пирĕнчен çĕленĕ йĕм чĕркуççи тĕлĕнче пĕрмеллĕ. Анне туса панă кĕлте çыххи çине пĕр вĕçĕм ыраш вырса хуратăп. Кĕпене паçăрах тар витнĕ. Анне хĕвел çине пăхса илчĕ те:

— Микуç, яшка илме кай. Эпир те кăнтăрла тăвар, — терĕ.

Вырма вăхăтĕнче ĕçлекĕнсене кăнтăрла ятарласа яшка пĕçерсе çитеретчĕç. Пире виççĕншĕн виçĕ хуран çăпали яшка ярса паратчĕç.

Анне пасарта туяннă хупăлчаллă шур çăка чĕресе илтĕм те хыпаланса яла яшка илме кайрăм.

Каялла килнĕ чухне уй хапхи патĕнче хурсен ушкăнне тĕл пултăм. Хур аçи чупса пырса пĕçĕрен так! тутарчĕ. Эпĕ кукленсе антăм. Чĕрес алран вĕçерĕнсе ӳкрĕ. Пăрçа яшки курăк çине юхса тухрĕ. Йĕрсе ятăм.

— Микуç-çке. Ма йĕретĕн? — илтĕнчĕ çывăхра арçын сасси.

Пуçа ялт çĕклерĕм. Ман умра уй-хир бригадин бригадирĕ Павăл пичче тăра парать. Ăна хур пĕçĕрен так тутарнипе пăрçа яшкине тăкса яни çинчен каласа патăм.

Павăл пичче сăран сумкинчен хут татки кăларчĕ. Ун çине кăранташпа темскер çырчĕ те ăна мана тыттарчĕ.

— Лаççа кай та Марье аппуна çакна пар, — терĕ.

Марье аппа — Куçук амăшĕ. Вырма вăхăтĕнче ĕçлекенсем валли яшка пĕçерет.

Марье аппа чĕресе аш татăкĕ хучĕ, хĕррипе танах пăрçа яшки ячĕ.

— Чипер çит! — тесе мана уй хапхи патне çитичченех ăсатрĕ.

Кайран та эпир пăрçа яшки тем чухлех пĕçерсе çинĕ, анчах та ун чухнехи пăрçа яшки тути халĕ те çăварта.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: