Тавах ыратушăн
Çĕклентерме сăмах янравлăхне
Çул тытрăм эпĕ Аслати уйне.
Çӳлти хăват енне пуçа таятăп,
Ян сассăма асамлама ыйтатăп.
Пуçланчĕ тăвăл, чунăма шик пусрĕ —
Аслатирен асап-терт куртăм уссăр.
Хаяр вут ашшĕ пилсĕр мар çапах:
Чуна кисрентерсе хушать сăмах:
— Кам чăнлăха хăй хӳттине илет,
Çав тăвăлпа тупăшăва кĕрет.
Аслатирен кĕтмерĕм ыррине —
Юрларăм тупăшсах чун юррине.
Сăмах вăйне кĕтрет çути кĕртме
Пăхăнтарасшăн пултăм çиçĕме.
Çак ĕмĕтпе тăсайрăм калеме,
Ун пĕчĕк хĕлхемне тирсе илме...
Ах, шелсĕр çиçĕм пархатар кӳмерĕ —
Çунтарчĕ ӳт-пĕве вут-хĕм синкерĕ.
Вут амăшĕ хута кĕрет çапах,
Хĕлхем куçне уçса хушать сăмах:
— Кам çиçĕмпе тавлашăва кĕрет,
Сăмахĕ çавăн çиçĕм çиçтерет.
Вут-çиçĕмрен кĕтмерĕм ыррине —
Калем тĕрлерĕ кăмăл йĕррине.
Саланчĕ Тĕрĕслĕх пур еннелле,
Янрарĕ шăплăхри аслатилле.
Кури-курми куçа яри уçнишĕн
Ыратăва парне пек йышăнатăп.
Тĕрĕслĕхе сăнар кĕртме пӳрнишĕн
Хаярлăх туррине те тав тăватăп.
Мĕн пур мула валеçĕп кашнинех:
Кама мĕн чухлĕ кирлĕ — пурте илĕр.
Ыратăва памастăп эп вуçех —
Поэт тупри вăл, Аслă Пӳлĕх пилĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...