Хыпар
— Хыпар илтрĕн-и, Свистулькин? — ыйтрĕ таçталла хылаланакан пĕлĕшĕнчен Штопоров.
— Мĕнле хыпар? — тăп чарăнса тăчĕ лешĕ.
— Илтмен? Эппин, чупах хăвăн çулупа.
— Кала эсĕ, вара пĕлетĕп.
— Ыттисем каламан тăк эпĕ те шарламăп.
— Ну тус пек пул, кала...
— Юрĕ, итле эппин... Çук, калас мар пуль. Тен, сана пачах та пĕлтерме юрамасть ăна. Çылăха хам çине илем мар.
— Ан хăра, никама та пĕлтерместĕп эпĕ. Кала!..
— Ыттисем эпĕ персе янине пĕлсен вара?
— Мĕнле пĕлччĕр эпĕ çăвар та уçмастăп пулсан...
— Кун пеккине шарламасăр тăраймастăн пуль... Ĕненместăп.
— Пулă пек чĕмсĕр пулăп!
— Юрĕ, шанатăп ĕнтĕ. Хыпарĕ çапларах... Лар эсĕ. Атту илтсен кайса ӳкĕн те... Тем курăн санпа.
— Пуçла!
— Çук, çапах та каламасăр чăтам-ха. Хама тем тăвĕç.
— Эсĕ мана питĕ лайăх пĕлетĕн. Курман, пĕлмен çынсем мар.
— Ан кӳрен. Вăхăт çитсен сана алă пустарсах калĕç. Мана кайран хăраса пурăнма мĕне кирлĕ?..
— Капла каламастăн пулсан кĕленче лартатăп!
— Çур пулăштухшăн вараланас-и?
— Литр лартсан мĕнле?
— Юрĕ. Ӳкĕте кĕртрĕн. Анчах халех илсе кил! Ун пеккине эпĕ урăлла калаймастăп.
— Эп чупрăм, эппин!
— Пĕр уру кунта, тепри лере пултăр! Çухалса ан çӳре!.. Та-ак, литр кĕсьере тесе шутлăпăр. Халь вара пуçа ватмалла! Свистулькин лавккаран таврăниччен мĕнле хыпар шутласа кăлармалла-ши?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...