Шăл çемми
Каç пулттипе тăрантас кӳлсе арăмпа иксĕмĕр пуçана патне хăнана кайрăмăр. Хаваслă хамăр, хире-хирĕç пăхса, кулкаласа çеç ларатпăр. Пуçанапа арăмĕ — Палляпа Катя — эпир килнĕшĕн питĕ савăннă. Пире тӳрех кĕреке хушшине туртса лартрĕç те черкке тыттарчĕç. Ăна тута патне илсе пытăм кăна, çав вăхăтра айăкран такам чĕпĕтрĕ. Пăхатăп: арăм иккен.
— Йăлтах ан ĕç, — çурма сасăпа калаçать вăл, — аван мар.
Черккене каялла лартрăм. Çынсем сĕтел çинчи тутлă апата тĕшĕрме тытăнчĕç. Чăнах та, ăна сĕтел çине курма лартман вĕт, эпĕ те çиме пуçăнтăм. Купăста турамне илнĕ чух пĕри шĕвĕр пушмак кĕлипе ура çине ай-вай хытă пусрĕ. Çиллĕм капланса килчĕ, юрать-ха арăм пуснă ăна, унсăрăн, тен, вĕçерĕнсех каяттăм.
— Нумай ан çи, çынсем тем калĕç, — куçран чăрр пăхать вăл.
Арăм чарнине никама палăртмасăрах хăнасемпе калаçма пикентĕм. Хăвăрах пĕлетĕр — хăна-вĕрле кулкалама юратать — эпĕ те çавах.
— Сантăр, ытлашши ан калаç, чĕлхи чараксăр теме пултараççĕ, — тет арăм.
Итлерĕм ăна. Ним тума аптăраса сĕтел çиттин яраписене пĕтĕркелеме тытăнтăм. Каплех арăм сăмаххи:
— Аллуна унтан ил, хышкаланса ларать тейĕç.
Хăна-вĕрлен мыскари пурах: пĕри ташлать, тепри юрлать, виççĕмĕшĕ...
Кам мĕн хăтланнине пикенсех пăхса ларатăп.
— Хĕрарăм курмарăн-им? Суккăр пулатăн ак. Айккинелле хытă ан пăх, — хулран кăрт туртрĕ арăм.
Маччаналла тинкертĕм. Хам сисмесĕрех турат куçĕсене шутлатăп: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă...
— Ухмах пек ан лар, мĕн куртăн маччара, — асăрхаттарчĕ мăшăрăм.
Кил картине тухас тесе ура çине яшт сиксе тăтăм.
— Ай-уй, арăму çумĕнче те тăп лармастăн-çке. Шăрпăк кĕмерĕ пуль? Çынсем тем шутлĕç, — мăкăртатать арăм. — Йăкăл-якăл Сантăр теме пултараççĕ.
Стена çумне сĕвĕнтĕм те шухăша путрăм: арăма урăх тарăхтарас мар. Çак вăхăтра Кĕтерин кинемей ун патне пычĕ те пăшăлтатма тытăнчĕ.
— Ну, лайăх упăшка тупнă вара эсĕ, апла-капла турткаласан та сивĕ сăмах каламасть, — арăма çурăмран лăпкать Кĕтерне. — Хăвна май шăл çемми, — терĕ юлашкинчен.
Лашана кӳлтĕм: арăма ларкăч çине лартрăм, хам — тĕпе. Эпĕ шăл çемми, эппин!
— Ан ман, паянтан саншăн шăл çемми пĕтет, — мăкăртататăп хам.
— Ытлашши ан тарăх: эп сана ним те туман вĕт.
— Тунă-и, туман-и — текех шăл çемми мар.
Чĕнмест арăм, тилхепене кăрт-карт турткаласа пырать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...