Паттăр çын вăл çĕр çинче
(В.Бараев–Сĕркке поэта 100 çул çитнине халалласа)
Виçпӳртрен сахал мар тухнă
Пултаруллă ĕçченсем.
Çакăнтах ăсне те пухнă
Ырă, сăпай хресченсем.
Ак, Бараев, пур çыравçă,
Тĕнчипех ăна паллаç.
«Пулман вăл нихçан хăравçă», —
Ун пирки çапла калаç.
Шур хута нумай хуратнă,
Пирĕн Тимĕр шав çырса.
Калав хыççăн сăв çуратнă,
Ĕлкĕр çеç çырса пырса.
Шухăшне, шел, вăрçă татнă,
Хĕрхенмен Бараева.
Вут-хĕмне сахал мар сапнă,
Тăшман хамăр çĕршыва.
Виçпӳрт çынни паттăр пулнă,
Хӳтĕлет Сталинграда.
Ыр ячĕ кунта ун юлнă,
Янăрĕ ĕмĕр тата.
Мрамор хăма çинче вулĕç
Ун ятне Сталинградра.
Владимир Бараев! — курĕç
Ун сăнне те палăкра.
Çĕршыва вăл питĕ савнă,
Ывăлне вĕри чунтан.
Арăсланшăн сăвă хывнă,
Никам çук хакли унтан.
Хайлавсем ун питĕ сумлă,
Вуланаç паян кунччен.
Сăнарсем пирĕнпе çумлă,
Пурăнаç çĕршер çулччен.
Халь унран тĕслĕх илеççĕ,
Паттăр çын вăл çĕр çинче.
Сăввине аса илеççĕ,
Пĕлеççĕ вăрçă çинчен.
Бараев пек маттур çынсем,
Ялан пулччĕр çĕр çинче.
Виçпӳртсен те ыр ячĕсем
Кайччĕр инçерен-инçе.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...