Миçе градус пулнă?
Ирхине Павлик вутă çурма шутларĕ. Апат çикеленĕ хыççăн вăл картишне тухрĕ. Лаштра юман çинче юлашки çулçăсем темрен вăтаннă, çĕр çине майĕпен татăла-татăла ӳкеççĕ.
— Ха, паян самаях сивĕ иккен, — терĕ Павлик. — Вунă градус та пулать пулĕ.
Унтан пӳрте кĕчĕ те хулăн пиншак тăхăнса тухрĕ. Алăк çумĕнчи градусник куçĕ тĕлне лексен вăл шкала çине пăхрĕ.
— Хм, — мăкăртатать ача хăй тĕллĕн. — Ку градусник пирĕн, ахăртнех, юсавлă мар пулĕ. Çанталăкĕ ав кӳлленчĕксене пăрпа витнĕ, вăл пур виçĕ градус кăна кăтартать.
Павлик сулмаклă пурттине ярса тытрĕ те каскасемпе кĕрмешме тытăнчĕ. Вăл часах ăшша пиçрĕ, çавăнпа ун çийĕнчи хулăн пиншакне хывса пăрахма тиврĕ.
— Фу-у! — терĕ йĕпенме ĕлкĕрнĕ çамкине çаннипе шăлса. — Çанталăк ăшăтма тытăнчĕ курăнать. Анчахрах мĕнлерехчĕ... Халĕ пĕр 10 градус ăшă та пулать пулĕ.
Еçлесен-ĕçлесен Павлик çӳхе пиншакне те хывса хучĕ:
— Вăт çанталăк паян! Хĕвелĕ-мĕнĕ те курăнмасть, анчах самаях ăшă. Халĕ, тем тесен те, çирĕм градусран кая мар.
Çурмалли вутта Павлик çурса пĕтерчĕ-пĕтерчех. Пӳрте кĕнĕ чухне вăл каллех градусник çине пăхса илчĕ,
— Каларăм, ку градусник тĕрĕс мар ĕçлет тесе. Çанталăкĕ мĕнлерех ăшă, вăл çаплипех виçĕ градус кăтартать. Çĕннине илсе лартмалла мар-ши?..
Чăннипе вара çав ирхине миçе градус пулнă-ши?
Шухăшсем
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Save money and be sustainable - https://...
Discover the beauty waiting just for you...