Çăкăр — çĕр тĕрекĕ
Çăкăр тесен тӳрех пĕчĕк чухне атте хама пĕçерккĕ пани аса килет. Вăрçă хыççăнхи çулсем питĕ йывăрччĕ...
Пĕррехинче анне шăллăмпа иксĕмĕре пĕрер татăк çăкăр касса пачĕ. Хама пани шăллăма панинчен пĕчĕкрех пек туйăнчĕ мана. Çăкăра эпĕ ывăтса ятăм: «Кун пек пĕчĕк татăка çийиччен çиместĕп те», — терĕм.
Тĕпел кукринче ларнă атте ман çине самаях сиввĕн пăхрĕ те: «Халех сĕтел çине илсе хур, тăрлавсăр!» — терĕ пĕтĕм хаярлăхĕпе. Çăкăр таткине илнĕ хыççăн хăй патне пыма хушрĕ.
— Эсĕ халь ытла пĕчĕккех мар. Виççĕмĕш класа çӳретĕн ĕнтĕ, — сăмахĕсене татса каларĕ вăл. — Сан пек чухне эпир акана çӳреттĕмĕр. Шкулта та вĕренеймерĕмĕр. Эсĕ пур, çын аллипе тунă çăкăра та хаклама пĕлместĕн.
Атте сăнĕ çав-çавах çилĕллĕ:
— Çĕр чăмăрĕ мĕн çинче тытăнса тăрать, пĕлетĕн-и-ха çавна?!
— Çĕр чăмăрĕ ним çинче тытăнса тăмасть, хăй орбити тавра çаврăнса çӳрет, — терĕм эпĕ.
— Кĕнекери пек каласан апла тейĕпĕр-ха, — килĕшенçи пулчĕ атте, — Ĕлĕкрех пире китсемпе слонсем çинче тытăнса тăрать тетчĕç.
Унтан вăл калама чарăнса шухăша путрĕ. Чылайран тин куçран пăхса, ĕçре хытнă йывăр аллине ман хулпуççи çине хурса çапла хушса хучĕ:
— Хресчен чĕлхипе каласан Çĕр нимĕнле орбита çинче те мар, калама çук пысăк çăкăр çинче тытăнса тăрать. Çăкăр пулмасан саншăн нимĕнле орбита та пулас çук. Апла тăк эпир Çĕр мĕнне те пĕлеймен пулăттăмăр. Çăкăр та, хĕвел шевли те, уçă сывлăш та, вăй-хал паракан сĕтек те — çаксем пурте çынна пурăнма кирлĕ япаласем. Çăкăр тесе эпĕ çăкăра кăна каламастăп. Çăкăр шутне пĕтĕм апат-çимĕç кĕрет. Апата вара темрен те мăнна хумалла. Çăкăр вăл — Çĕр тĕрекĕ.
Унăн кашни сăмахĕ чĕререн сăрхăнса тухрĕ. Тавтапуç, атте, ырă ăс панăшăн! Эпĕ ăна нихăçан та манас çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...