Асанне пур-и?
Ванюк шăллăм — кăтра çӳçлĕ, çаврака питлĕ ача. Кулнă чух икĕ пичĕ пăч путать. Куçĕ пысăк ун. Хура. Йĕпеннĕ хурлăхан евĕр йăлтăртатса çиçсе тăрать. Пĕррехинче Ванюкпа урамра выляттăмăр. Сисмен те: «Эй, шăркалчăсем, мĕнле чупатăр? — тени илтĕнчĕ. — Аçу-аннӳ килтех-и?» Хулара пурăнакан Мишша кукка иккен.
— Ух, маттур! — Ванюка утьăкка çĕклесе питĕнчен чăпăрт! чуптурĕ вăл. Мана çурăмран лăпкарĕ, вара кашнинех пĕрер шоколад пачĕ.
— Анне çырмана шыва кайрĕ, — пĕлтерчĕ Ванюк. — Атте арманта. Килте асанне кăна. Эпир — ак кунта.
Пӳрте кĕтĕмĕр. Кукка кучченеç нумай илсе килнĕ иккен. Пĕр сумка! Ванюк шăллăм, ăна-кăна тĕшмĕртеймесĕр, кашни çимĕç-кучченеçех тытса пăхма тăрăшрĕ.
— Ку мана валли, — терĕ хыпаланса. — Кăна эпĕ илетĕп...
Унччен шарламасăр тăнă асанне Ванюка айккинелле çавăтса кайрĕ, тем ăнлантарма тытăнчĕ.
— Апла лайăх мар, ачам, — тенине çеç илтсе юлтăм. Ахăртнех, асанне шăллăма ятларĕ пулас.
Ванюк кӳренчĕ. Мăрт-март тукаласа чӳрече патне кайса тăчĕ.
— Эпĕ тек санпа пурăнмастăп, куккапа пĕрле хулана тухатăп та каятăп, — терĕ вăл асанне енне пăха-пăха илсе.
Нумай пурăнмарĕ Мишша кукка пирĕн патра — каялла çула пуçтарăнчĕ.
— Ну, шăркалчăсем, атьăр эппин манпа пĕрле, — пире çупăрларĕ вăл. — Хула кăтартăп пĕрре.
Аннепе асанне пире укăлчаран тухичченех ăсатса ячĕç.
— Ванюк, чипер кай, ытла нумай ан пурăн, — терĕ асанне. — Эсĕ те, Петюк, ытлашши çĕтсе ан çӳре, — мана пуçран шăлчĕ вăл. — Юрать-и? Кичем пулĕ пире.
— Виçĕ çулсăр та таврăнмастăп, — хуравларĕ шăллăм пуçне вĕçкĕнле каçăртса.
Автобус çине лартăмăр та хуланалла çул тытрăмăр. Ял хыççăн ял тăрса юлать, хула çав-çавах курăнмасть. Çул тăршшĕпе минретсе пычĕ Ванюк: «Кукка, хулана час çитетпĕр-и?.. Кукка, хулана çитме тата мĕн чухлĕ юлчĕ?..»
Акă эпир Шупашкарта.
— Ай, мĕн чухлĕ машин! — аллипе унталла та кунталла тĕллесе пычĕ шăллăм. — Ай, мĕн чухлĕ çурт! Мĕн çӳллĕ-ĕ-ĕш!
Автобусран анса юлтăмăр.
— Халĕ уçăлмалла кăшт çуран утăпăр, — ăнлантарчĕ Мишша кукка. — Кунтан инçе мар.
Ванюк унран çаплах хăпмасть-ха.
— Кукка, сирĕн телевизор пур-и?
— Пур.
— Кушак пур-и?
— Пур. Тĕрлĕ йышши хитре пулăсем те нумай. Кĕленче савăтра ишсе çӳреççĕ.
Çитрĕмĕр куккасем патне.
— Кукка, сан теттесем пур-и? — тĕпчет Ванюк.
— Темĕн чухлех. Машина, экскаватор, трактор, вертолет. Тата мĕн... Мечĕк-тупă таврашĕ. Чи пахи — пирĕн килте канихвет-пĕремĕк мăй таран.
Хулана килнĕ кун лайăх пурăнтăмăр. Ванюк апла-капла турткаланмарĕ. Тепĕр ирхине вара...
Тепĕр ирхине куçне уçнă-уçман: «Кукка, сирĕн асаннĕр çук-им?» — тесе ыйтрĕ, ун-кун пăхкаларĕ. Кукка ним калама пĕлмерĕ пĕр хушă.
— Пирĕн килте, Ванюк, тем те пур, — терĕ вăл вăрахран тин. — Асанне кăна çук.
— Мĕнле апла? — тĕлĕнчĕ шăллăм.
— Çук çав. Асаннесĕр пурăнатпăр. Пысăкланса çитнĕ те хамăр тĕллĕн пурăнма тытăннă.
Ванюк нумай уяса тăмарĕ, пушмак тăхăнма тытăнчĕ.
— Асаннесĕр мĕнле-ха апла? — хыпкаланчĕ вăл. — Сĕт кам ăшăтса çитерĕ мана? Юмах кам каласа Ларĕ тата?
— Сĕт-и? — терĕ кукка. — Хам ăшăтса паратăп. Юмах-и? Юмах калама та ăста эп. Чи вăрăммине, чи кăсăклине каласа пама пултаратăп.
Ванюк куççуль юхтарса йĕрсе ячĕ.
— Асанне патне каяп... Асанне патне каяп, — урăх ним те калама пĕлмерĕ вăл.
Каллех çула тухрăмăр эпир: шăллăм, кукка тата эпĕ. Яла таврăнтăмăр.
Урамра хур чĕпписене килелле хăваласа пыракан асаннене курсан йăмра урама ян янăратса кăшкăрса ячĕ Ванюк: «Асанне!» Унтан такăна-такăна ун еннелле ыткăнчĕ.
— Ах, пепкем, — аллине ик еннелле сарчĕ асанне. — Виçĕ çул иртсе те кайрĕ-им?
— Вйççĕ мар, пиллĕк те иртсе кайрĕ пуль, — асанне çумне йăпшăнчĕ Ванюк. — Эпĕ сана тек нихçан та пăрахса каймастăп. Юрать-и, асанне?
— Юрĕ-çке, юрĕ. Ну, хулара мĕн куртăн?
— Машинăсем тата...
— Тата мĕн пур унта?
— Куккасен хваттерĕнчи кĕленче савăтра пит хитре пулăсем ишеççĕ.
— Вара?
— Кушакки чĕвен тăрса малти урине яра-яра пăхать. Çук, тытаймасть пуллисене.
— Тем те пур апла хулара?
— Тем те пур, — ассăн сывларĕ шăллăм, — эх, эс кăна çук унта, асанне...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...