Çирĕм çултан
Чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Елизавета Федоровна Сидоровăна халаласа.
Кăкшăм ялĕ.
Иртрĕ çирĕм çул
Шкул эп пĕтерни.
Вăрăм пулчĕ çул —
Йывăр самани.
Çывăх астăватăп:
Ăшă çĕртме каç
Иккĕн çаврăнса
Вĕçет хĕр-упраç.
Ташă-юрăпа
Сăвă каласа
Хаклă шкулăмпа
Ир çеç уйрăлса.
Пулнă çамрăк чун,
Пурччĕ юрату...
Уйрăлнă çав каç
Пĕлтĕм: мĕн чупту.
Иртрĕ çирĕм çул...
Килчĕ пĕр хыпар —
Чĕнет хаклă шкул:
Тĕлпулу тăвар.
Тухрăм эп çула
Пĕр шухăшпала:
Вăл тĕлпулăва
Вăл пырать-ши-ха?
Вунпĕр çул ытла
Тĕл пулман унпа
Çирĕм çул ытла
Вĕреннĕ класпа.
Тăвăл асилӳ
Пуçăмра кашлать.
Щкул панă пĕлӳ
Сăвă палăртать.
Çитрĕм... Ак курап...
Чăннипех курмас...
Тишкерсе пăхап:
Шкул ман курăнмасть.
Куç шырать, шырать
Хăй пĕлнĕ çурта —
Вырăнче кашлать
Чечеклĕ карта.
Тăвăнчĕ чĕре,
Тăкăнчĕ куççуль —
Пулнă вăл пĕрре
Пирншĕн пирĕн шкул.
Шкул килхушшинче
Чупнă вырăнта
Çĕнĕ шкул çуртне
Куртăм çавăнтах:
Сиввĕн курăнса
Пăхрĕ ман çине,
Кăмăл пăвăнса
Ларчĕ пыр çине.
Вăрттăн куççульне
Шăлтăм типĕтсе:
Пурнăç кун-çулне
Туйрăм иртнине.
— Çирĕм çул кая
Чакнă çулхи пек,
Вунçиччĕри пек
Халь хама туяп,
Тет «хĕр» ушкăнра.
Кураççĕ мана:
— Ав тепри килет, —
Ман енне утаççĕ...
Кам-ши ку тесе
Тишкерсе пăхаççĕ,
Сăнаса ыйтаççĕ:
— Эс кам-ха тата?
Çук-ха, палламаççĕ...
— Пĕр класри ача, —
Терĕм вăтанса.
Çук-ха, палламаççĕ...
Илчĕç çавăрса.
Кăнн... пăхса сăнаççĕ
Палласса шанса.
— Сухална пытар,
Хупла аллупа,
Сан çине пăхар
Паллама сана.
— Ку Йăван, Йăван, —
Тет Ренан сасси, —
Эс мĕнле айван,
Çук чăн палласси.
Илчĕç çавăрса,
Пăхаççĕ савса:
— Шкул пĕтернĕрен
Тĕл пулман, пĕлен, —
Теç мана вĕсем,
Шывлă куçĕсем
Пăхаççĕ савса:
— Питĕ улшăнса
Кайнă эс, — тесе
Калаçаç хăйсем
Чăн шкул ачисем —
Вунçич çултисем.
Шавлă иртрĕ каç
Паллă тĕлпулу.
Ир енне çав каç
Пулчĕ уйрăлу.
Вунçĕччĕри пек
Ирĕккĕн туйса
Вунçич çулхине
Илтĕм эп аса.
Вăл та аса илчĕ...
Пултăмăр пĕрле
Чун хавалĕ килчĕ.
Çывăх çав çĕрле.
— Мĕншĕн çавăн пек, —
Вăл калать мана, —
Çирĕм çул иртсен
Çывăх эс мана?
Мĕн вăл юрату? —
Ун чухне пĕлмен.
Сисĕмсĕр чупту
Чун та килленмен.
Вĕренӳ çулсем
Тăсăлнă пулсан
Пирĕн кун-çулсем
Пулĕччĕç тăван.
— Эс мана халь пĕл,
Эп пĕлеп... туяп...
Мĕнле ырă хĕр
Пулнă эс, — калап, —
Çавăн пек хĕре
Эп çухатнă... Эх!
Суккăр ман чĕре
Уйрăлиă кĕçех.
Пиллĕкмĕш класра
Эп сана савса.
Вуннăмĕш класра
Питĕ юратса.
Шкул пĕтернĕ каç
Куртăм чуптуса,
Манăçсăр каçа
Пурнтăм асăнса.
Сан чечен сăнна
Майсăр юратса.
Кун пек тĕлпулу
Пуласса шанман,
Санăн йăл куллу
Çакă каç йăлт ман.
Хаклă ăслă шкул
Аслă тĕлпулу,
Аслă Юрату,
Аслă йăпату.
Утрăмăр ирччен...
Шуçăм çитиччен...
Ашшĕ килĕнчен
Амăш тухиччен.
Йывăр уйрăлма
Ачашланнă каç.
Çенĕ уйрăлу
Тĕлпулу памасть.
Утрăм çаврăнса:
Юлчĕ вăл пăхса...
Эп халь те утатăп,
Тĕлпулу шыратăп.
Эп çуралнă кун —
Уйăх — йĕкереш.
Пĕвĕмри çур чун
Тек шырать тĕллеш.
Турă панă ăс
Рифма хыпалать.
Шкулта илнĕ ăс
Сăвă çуратать.
Кăрлач-нарăс, 1995.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...