Çилхи витĕр çил вĕрет
Ирех анчĕç çăлтăрсем,
Сывлăмпа çăвăнмашкăн.
Çĕклерĕç çăлтăр пӳртсем,
Ырă ĕçсем тумашкăн.
Çав пӳртсенче пĕринче,
Шăрçаланчĕ çак хайлав.
Хĕмлентĕр чĕресенче,
Çитерсен çивĕч ăнлав.
Уламас çинчен сăмахĕ,
Мĕнле селĕм янавар!
Пурçăн евĕр ун çилхи,
Урхамахăм, яра пар!
Хăлхисене вылятать,
Тав тăвать хăй хуçине.
Кукалесе тулхăрать,
Тухма хатĕр çул çине.
Уламас — ашшĕн парни,
Уля пăхнă урхамах.
Тухсассăн телей пӳрни,
Парнелерĕ спруйĕпех.
Ашшĕ Улян сумлă çын,
Тĕреклĕ хуçалăхпа.
Советсем килсе çитсен,
Ăсатрĕç ăна конвойпа.
Выртсан уйăх тĕлĕрме,
Çĕкленчĕ сарă хĕвел.
Пăхрĕ вăйă выляма,
Кĕрсе кăтăкласшăн хĕве.
Сар кин Уля ыткăнса,
Çитрĕ сивĕ çăл патне.
Çут хĕвелшĕн савăнса,
Çĕклерĕ тулли витрине.
Пуçне ухать çилхемес,
Сив çăл шывĕшĕн тавах.
Ĕç лаши çак Уламас,
Хушка пуçлă урхамах.
Йывăр ĕçре Уламас,
Мекеçленет кашни кун.
Инçе çула тухма хавас,
Паянхи пек пасар кун.
Тилхепе каять-и лĕнчĕ,
Чăпар шупăр тăхăнса.
Каччă пек ташлать юртса,
Сакăл ури — шур кунча.
Çитсен Уля пасара,
Илчĕ кĕрпе, кулачă.
— Сут-ха, теççĕ, лашуна,
— Кĕтет килте пилĕк ача.
Çĕнтерсессĕн советсем,
Пĕрлешрĕç хуçалăхсем.
Леçсе пачĕç колхоза,
Çилçунат Уламаса.
Вутлă вăрçă пуçлансан,
Кайрĕç аттесем фронта.
Вилĕм килсе шаккасан.
Ăсатрĕç вăрçа Уламаса.
Чистая, Тĕрлемесе,
Уля çуран çӳретчĕ.
Асаилетчĕ Уламаса:
«Çилхи витĕр çил вĕретчĕ».
Хура кунсен сĕрĕмĕ,
Вăратать çĕрлесенче.
Уламасăн сăнарĕ,
Савăнтарать тĕлĕксенче.
Çĕн Чăваш усрать лашасем:
Хăла, ула, чăпар тĕслисем.
Кайса кур-ха мăнукăм,
Ку, чăнах, çĕнĕ пулăм.
Шухăшсем
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Looking for traffic that actually fits y...
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...