Чее Еххĕм


Вилес теекен карчăк вилеймен, тет. Сарă Еххĕм карчăк мар, вилмелле ĕнтĕ, çапах та тем чул вилес тесен те хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче пĕрре те вилсе курман. Паян кунчченех чĕрĕ пурăнать. Хăшпĕр чухне, çынсем курман вăхăтра, чĕрĕскер, сухалĕсене каçăрткаласа та илкелет. Тата нумайрах каçăртмалла та вăл сухалне, анчах унăн ачи-пăчисем çук пулнă-çке, арăмĕ те тахçанах уйрăлса кайса тупăка кĕрсе выртнă.

Арăмĕ кайса выртнă çăва (масар) çине иртнĕ раштав хьгççăн Еххĕм хăй те кайса выртатчĕ пулĕ те, анчах чĕри, сыв мар пулсассăн та, тапма пăрахасшăн пулманни чарса тăнă.

Вилмех выртнăччĕ ĕнтĕ вăл ун чухне. Шурă кĕпе-йĕм тăхăннăччĕ. Çуралнăранпах ырхан пулнă икĕ пичĕ хушшинчи сăмсине, Хусан тутарĕсем тунă пашне пек, каçăртса выртнăччĕ.

— О-ох, вилетĕп!.. Çылăхăмсене кăçарăр. Ĕçпе те, сăмахпа та, алă-урампа та çылăха кĕтĕм пулĕ сирĕн умра, — тетчĕ вăл пухăннă кӳршĕ çыннисене.

— Ху каçар, — тетчĕç хĕрарăмсем шывланса тăракан куçĕсене чышкăпа шăлса.

Хĕрарăмсем çеç пухăннăччĕ. Арçынсем хысна валли вăрман касмашкăн хатĕрленетчĕç пурте пикенсе. Арçынсенчен, никам çукран, Упрампа Раман çеç кĕрсе курчĕç вилме хатĕрленнĕ Еххĕм вилнине пĕлме.

— Каçарăр ĕнтĕ мана... ĕмĕр тăршшĕнче çылăха кĕнисене, — терĕ аран куçне уçса Еххĕм Упрампа Рамана курсан.

— Ху каçар. Сана ĕмĕр тăршшĕнче хĕненĕ те пуль, — терĕ Раман, вăрçма юратаканскер.

— Вилсен пытарма хамăр пулмарăмăр-çке. Кăштах тăхтанă пулсан... Пĕр-ик эрнерен вăрмантан таврăнатпăр... — терĕ те Упрам, куçне хупнă Еххĕм çине хăюсăррăн пăхса шухăша кайрĕ.

Шăп. Шăп пулнă пӳртре кичем. Кичем ан пултăр тесе, пĕр-пĕр япала çинчен сăмах пуçарса ярасшăнччĕ Раман, анчах — «пулчĕ», терĕç.

«Еххĕм вилнĕ» — тенĕ хыпар сарăлчĕ вара юрпа витĕннĕ пӳртсĕмлĕ пĕчĕк яла.

Хыпар хыççăн пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн халăх пухăнса тулчĕ Еххĕмĕн тăвăр пӳртне. Ыран вăрмана кайма хатĕрленекенсем те пынă. Йĕрекенсемех çук та, анчах вилĕм çинчен аса илнипе пĕр шит хулăнăш пылчăкпа хытса ларнă урай çинелле пăхса ларакансем пур. Хăшĕ тата чĕлĕм чĕртсе ярасси çинчен шухăшласа тăраççĕ.

— Еххĕм вилчĕ. Çĕрне кама парăпăр-ха ĕнтĕ? — тесе сăмах пуçласа ячĕ пĕри — те калас, те калас мар тенĕ пек сасăпа.

— Кама? Паллах ĕнтĕ пулăшкома парас пулать. Акă пурте пухăнса çитсен пуху пекки туса илĕпĕр те çĕрне ĕмĕрлĕхех пулăшкома памалла тăвăпăр, — терĕ хирĕç ялти пулăшком председателĕ хăйĕн янах айне шăтнă пĕр чĕптĕм сухалне чĕпĕтсе илме хăтланкаласа.

Çав вăхăтра шари! çухăрса ячĕç, пĕтĕм пыршă-пакартисене хускатса, тĕпел кукрине кĕрсе тăнă хĕрарăмсем. Пӳрт маччи ишĕлсе анчĕ тесе шухăшлама та пулать вĕсем çухăрса янинчен. Анчах, çӳлелле пăхсан, пӳрт маччи ишĕлсе анма шухăшлани палăрмарĕ. Хĕрарăмсен куçĕсем сиксе тухас пек пăхаççĕ, аллисем шăна хăваланă пек сулкаланаççĕ, урисем алăк патнелле чакса пыраççĕ.

— Мĕн? Мĕн пулнă?

Пăхаççĕ те арçынсем тĕпел кукринелле, тĕлĕннипе пĕрене пек хытса каяççĕ. Çурта пек тӳп-тӳрĕ ларать Еххĕм хăйĕн тӳшекки çинче. Вилмен пекех.

— Эсĕр эпĕ вилнишĕн хĕпĕртесе, манăн çĕрĕме пама шухăш тытрăр-и! Параймăр! Эп вилмен. Çывăрса кайнă анчах. Тĕлĕк курнă. Хысна вăрманне касасси çинчен... Хамах пыратăп касма. Комсомолецсене вилетĕп, пыраймастăп тесе каларăм та, пыратăпах, — терĕ урмăшнă сасăпа вăл. Вилмен пекех калаçать.

Пĕр самантлăха шăп пулнă халăх лахăл-лахăл лахăл! кулса ячĕ пӳрт кисренмелле.

— Лохăл-лохăл-лохăл!..

— Хысна вăрманне касма каясран хăтăлса юлас тесе вилниç пирĕн Еххĕм, — тереç чарусăр чĕлхесем çавăнтах.

Еххĕм вилес тесен те вилейменни пуриншĕн те паллă пулчĕ вара. Анчах истори кунпах пĕтмен-ха.

 

* * *

Иртнĕ уйăхра пулнă пухура Еххĕм колхоз тăвас тенине хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Хăй чĕнетчĕ пулĕ те, анчах пуçĕ хирĕç мĕнле сăмах каламаллине вăхăтра тупса параймарĕ.

— Колхоза çырăнатăн-и?

Еххĕм аллипе кăкрине тытрĕ те, пырĕпе ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕрчĕ те, ик урине умлă-хыçлă пусса илчĕ те танклаттара пачĕ хăйĕн юр тулса ларнă килкарти алăкĕ патнелле.

Çав кунах пирĕн Еххĕм пиччен çăварне калама çук йывăр чир кĕрсе кайса чĕлхесĕр туса лартнă.

— Еххĕм пичче, кала-ха — мĕн пулнă ара сана? — тесе ыйтаççĕ унтан ырă чĕреллĕ кӳршĕ çыннисем.

— Пăçç! — тенĕ сас çеç тухать Еххĕм çăварĕнчен. Урăх сас тухмасть.

Колхоза ĕнтĕ пурте кĕрсе пĕтрĕç. Кĕресси çинчен шухăшласа пăхман-им-ха тесе ыйтнине хирĕç те вăл «пăç» тесе çеç калать.

«Пăç» тенĕ сăмахсăр пуçне, хăш чух «пăш» тенĕ сăмаха, хăш чухие «ш» тенĕ сасса калама пултарать. Еххĕм «пĕç» тĕнĕ сăмаха каласа çӳренĕ вăхăтра, ял халăхĕ «чиркĕве хупас» тенĕ сăмаха каласа çӳреме вĕренсе кайрĕ. Нумайрах каланă хыççăн, «чиркĕве хупас» тенĕ сăмаха хут çине ӳкерсе, хучĕ çине алă пусрĕç. Еххĕме те çав пысăк ĕçрен, аякра тăратса хăварасшăн мар. Ăна та алă пустарасшăн.

— Чиркĕве хупатпăр. Хупассипе килĕшетĕн-и, Еххĕм пичче? — ыйтаççĕ унтан.

Ыйтнине хирĕç «пăç» тесе хурать. Тем тени пулать вăл «пăç» тени — никам та пĕлекен çук.

Чĕлхе ĕçлейменнипе çитмен, тата унăн хăлха параппанĕ çурăлса кайса хăйĕн ĕçне туми пулса кайнă. Инкек! Ара инкек вăл Еххĕм патне те, ытти çынсем патне пынă пекех, ыйтса пыман. Ыйтса пыманскер, хăйпе пĕрле ытти инкексене те илсе пырса, Еххĕм старике татах хытă чирлеттерсе янă. Çынна паллайми пулса кайнă унăн куçĕсем. Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун иртнĕ, виççĕмĕш кунне «Еххĕм старик вилнĕ» тенĕ хыпар ял тăрăх пĕр самантрах сапаланса кайрĕ.

Пухăнаççĕ ялйышсем вилнĕ çынна пытарма тесе. Тупăк тăваççĕ унта. Пупĕ пырать вилĕ шăршине мăн сăмсипе катаранах сиснипе.

— Вилес умĕн Еххĕм хăйне чан çапса пытарма хушса хăварчĕ, — тет вăл.

Те каланă, те каламан — ăна пĕлейместпĕр.

Катилă ăшне шăршлă япала хурса, панихитă тума тытăнчĕ. Аврампа Тавит патшана тата ытти чаплă çынсене асăнса кĕлĕ тунă хыççăн, «со çветтыми» терĕ те, тупăкĕпе Еххĕмне чиркĕве йăтса пыма хушрĕ.

Мĕнле вилнĕ çаплипех илсе кайрĕç — вилĕ ӳтне çуса аппаланас темерĕç. Пупĕ те, каяс пулать тесе, васкатрĕ те... Тăлăха кам питех пăхасшăн ĕнтĕ. Хăвăртрах кайса пытарас, çуракине хатĕрленмелле терĕç пуль.

Йăтса кайма инçе мар, пĕр тăватă кил урлă каçсан, чиркӳ карти патне пырса тăратăн. Çураки çитесси нумаях юлманнипе хавасланса хĕвел пĕçертсе пăхать. Вăл пĕçертнине тӳсейменнипе пӳрт тăррисем куççуль тăкаççĕ. Пупĕ «çветтуй пушĕ» юрласа пырать, тиечукĕ «аминсем» калать. «Аминсем» каласах чиркĕве кĕрсе кайрĕç. Панихитă турĕ унта пупĕ, пытару кĕлли каларĕ. «Со çветтыми уппаккуй» тенĕ хыççăн, тупăк çивиттине хупса Еххĕме «уппакковать» тусах лартрĕç. Унтан тупăк йăтакансем Еххĕмĕн кĕлтунă ӳтне ерипен алăк патнелле йăтса утрĕç. Алăк патне çитес умĕн йăтса пыракансем сасартăк тупăка халтăр! пăрахса ячĕç.

Тупăкра ӳсĕрни илтĕнсе кайнăн туйăннă вĕсен çивĕч хăлхисене:

Çавăнтах тупăк витти хăех уçăлчĕ те, тупăкран хайхи вилнĕ Еххĕм сиксе тухрĕ. Вилмен пекех.

— Ма хытă пăрахатăр ара? Пуçăма çурсах пăрахаттăрччĕ, — тесе чĕрĕ çын пекех калаçма тытăнчĕ.

— Еххĕм, ара эсĕ вилмен тем?

— Вилмен çав. Ара чиркĕве хупиччен хамăн ӳте чиркĕве кӳртсех панихитă тутарса юлас терĕм, — тесе тăрать ял çулĕпе кайма юратман Еххĕм.

 

Юмах юплĕ, хӳри вĕçлĕ тени хачă пулать. Çак эпĕ каланă сăмах та юплĕ те, анчах хӳри вĕçлĕ мар.

Çавăнпа та ăна хачă теме юрамасть. Ман юмахăн хӳри вĕçĕ Еххĕме чăн-чăнах çутталла туртса, колхоза кĕртсе, тивĕçлĕ граждан туса ярассинче пулĕ тесе шухăшлать манăн çак калава шухăшласа кăларнă пуçăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2017-02-02 16:08:08):

Иван Мучи çырнисене тахçанах академилле майпа кăларма вăхăт çитнĕ.

 

Талпиçен (2017-02-16 11:32:35):

--Акапасара калани: Станьялпа Метин тĕпчевçĕсем, Иван Мучи хĕрĕ, тепĕр тăванĕ Александр Константинов таврапĕлӳçĕ Иван МУЧИ биографийĕпе библиографине тĕплĕ тунăччĕ, çырнисене пухнăччĕ. Тĕпчев институчĕ Станьяла ĕçрен кăларса çапрĕ те темăна хупрĕ. Халь кам тытăнĕ-ши?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: