Виçĕ хурăн
Кумертау (чăвашла каласан Кăмрăкту) хулинче паллашрăм эпĕ хамăн çĕнĕ пĕлĕшпе, Марк Кирилловичпа.
— Эпĕ пушкăрт çĕрĕн тухăç енчи «Яктыкуль» санаторинче кантăм, — калама тытăнчĕ вăл хăй пирки. Пушкăрт чĕлхинчен çутă кӳлĕ тесе куçарăнать ку сăмах. Чăн та, сăрт айккинчи кӳлĕ шывĕ тăп-тăрă. Хĕвел тухнă чухне ахах йăлтăркки пек çутатать, Çыран хĕрринчи ылтăн çулçăллă шурă хурăнсем Левитан ӳкерчĕкĕнчен пĕртте кая мар. Ылтăн кĕркуннен ăшă кунĕсем пуçланнăран-ши çутçанталăк илемĕ мана тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Кăмăл асамлă вăй-хăватпа тулчĕ, ӳкерес туртăм çуралчĕ.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ алла час-часах кăранташ, киçтĕк тытаттăм. Анчах пурнăç ыйтнипе физика вĕрентекенĕ пултăм. Ӳкерме вара кунта канакан илемлĕ пике хавхалантарчĕ...
Санаторие вырнаçнă хыççăн тепĕр куннех столовăйĕнче сенкер куçлă хĕр мана тимлĕн сăнанине асăрхарăм. Хама тарăн авăра чăмнă пек туйса сывлама та чарăнтăм, ахăртнех.
Çавăнтанпа, каçхи апат хыççăн, пикепе кӳлĕ хĕррипе çума-çумăн утса, шăкăл-шăкăл калаçса уçăлса çӳреме пуçларăмăр. Эпĕ — 43-ри виçĕ ача ашшĕ, вăл — 22-ри ачасăр çамрăк хĕрарăм. Упăшкипе 4 çул пурăнса та пĕчĕккине тупайман иккен вĕсем. Тухтăрсем айăпĕ Ленăра пуль тенĕ, анчах нимĕнле чир пуррине те палăртайман. Аптранипе çамрăк арăм юмăç патне кайса килнĕ.
— Чĕрӳне юрату хĕлхемĕ çунтарма пуçласан тин ача çурататăн, — тесе ĕнентернĕ ăна лешĕ.
18-ти хĕр ăнсăртран качча тухнă. Туйăмĕ хĕрсе те çитеймен пулнă-ха уи чухне Ленăн. Çтерлĕ çывăхĕнчи тутар ялне вырмана килнĕ çамрăк пушкăрт кĕске вăхăтра çавăрнă унăн пуçне. Ирĕксĕрлесе тенĕ пек арăм тунă хыççăн часах пĕрлешнĕ. Мăшăр халĕ килĕштерсех, лăпкăнах пурăнать.
Лена шухăшĕпе, юмăç каланă юрату хĕлхемĕ çинчен кĕнекере кăна вуласа пĕлме май пур. Пурнăçра та пулать ун пекки терĕм ăна.
Пирĕншĕн пĕр эрне çу каçĕ пек сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Ленăн кану вăхăчĕ вĕçленчĕ. Ыран упăшки машинăпа илме килессине пĕлтерсен хĕрарăмăн сенкер куçĕсем шывланчĕç. Чăтса тăраймарăм, ăна ыталаса кăкăр çумне хуллен пăчăртарăм. Пирĕн вĕри тутасем пĕрлешрĕç. Ар туйăмĕ тăвăлса килнĕрен çăмăл кевтеллĕ пикене койка çине йăтса хутăм. Вăл хирĕçлемерĕ.
Хыпаланса салтăнтарма пуçласан икĕ тулли пиçĕ кăкăр ывăçа лекни тата ытларах пăлхантарса ячĕ. Çак самантра иксĕмĕр те юрату сĕрĕмĕпе «ӳсĕрĕлтĕмĕр».
Кĕтмен çĕртен хĕрарăм сасси тăна кĕртрĕ: «Ай! Турă çырлах! Алăка питĕрме те ăс çитереймен вĕт», — ятлаçнăн каялла тухса кайрĕ вăл. Ку Ленăпа пĕр пӳлĕмре пурăнакан тантăшĕ пулчĕ иккен. Ытамри чиперкке манран маларах тăна кĕчĕ.
— Çылăх тăвасран пире пирĕшти хăтарчĕ пуль, — тесе тумланчĕ те кранри сивĕ шывпа питне çурĕ, унтан вылякаласа мана та, вучаха сӳнтернĕ евĕр, ывăçĕпе шыв сапрĕ.
— Çылăха кĕнĕ çыннăн çемйинче телей çухалать теççĕ. Хамăрăн телее сыхласа хăварар. Упăшкаранах ача çуратасса шанатăп-ха.
Çапах та тепĕр уйăхран Епхӳре тĕлпулма сĕнчĕ.
Пĕррехинче, кăмпана кайсан, уçланкăра виçĕ хурăн ӳснине асăрхарăм. Парка икĕ хурăн ыталанса тăнă евĕр пĕр тĕмрен тухнă, вĕсен хушшинче çинçе çамрăк хурăн (пепке тейĕн) çӳлелле кармашать. Çутçанталăк асамлăхĕ мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Тинех тавçăртăм: виçĕ хурăн хыçне Яктыкуле ӳкермелле...
Палăртнă кун калаçса татăлнă пек «Юр пĕрчи» кафене çитрĕм, хампа пĕрле — «Виçĕ хурăн» картина. Лена та, иксĕмĕр те питĕ пăлханатпăр. Сăн-питĕмĕр кăвар евĕр хĕп-хĕрлĕ. Юрату чирĕ иксемĕре те аптратнă çав. Вăл ача амăшĕ пулассин палли те çук иккен.
— Çылăха санпах кĕмелле пулĕ-ши? — куçран пăхса илĕртӳллĕн кулса илчĕ Лена.
— Çук. Васкама кирлĕ мар. Çылăха кĕмесĕрех телейлĕ ача амăшĕ пуласса шанатăп. Парнене те çак шухăшпа, ырă сунса паратăп, — тесе «Виçĕ хурăна» Ленăна тыттартăм.
— О-о-о! Картинăран вăй-хăват тапса тăрать! Чĕререн тав тăватăп! Ку асамлă хурăнсене çывăракан пӳлĕме вырнаçтарăп, — тесе пăлханса калаçрĕ хĕрарăм...
Уйăх иртсен, декабрь вĕçĕнче шăрçа пек тикĕс çырнă çыру илтĕм: Унта çапла çырнăччĕ: «Хаклă Марк Кириллович! Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп! Сывлăх тата иксĕлми Юрату сунатăп. Эсир асамлă çын! Сирĕн вăй-хăватăрпа ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм çитрĕ. Юмăç калани пурнăçа кĕчĕ.
Сире чун-чĕререн юратакан Лена».
Сăмахра, туйăмра пысăк вăй упранать теççĕ ăсчахсем.
«Виçĕ хурăн» картинăра асамлă та ырă хăват пулчĕ-ши... — вĕçлерĕ калаçăва Марк Кириллович.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...