Чахутка пуçлăхĕсен пуххинче


Чахуткă микробĕсене Кох тухтăр чахуткăпа чирленĕ çыннăн сурчăкне микроскоппа пăхса I882-мĕш çулта тупнă.

 

Пирĕнтен çырма урлă, кайри касра, хурал пӳртĕнчи çӳп кĕтессинче иртнĕ каçхине чахуткă микробĕсен пуххи пулнă, йышĕ калама çук нумай: шутне-вĕçне тупма çук. Сăнран-пуçран пурте пĕр пек яштака патак татăкĕ евĕрлĕ. Хăйсем ытла та пĕчĕккĕ: пĕр йĕп вĕçне çĕршерĕн вырнаçма пултараççĕ. Çийĕнчи хупăлчăксем пит çирĕп: сивĕ те, ăшă та часах тивмелле мар. Хăшĕ малти кĕтесре, хăшĕ сак çинче, хăшĕ тата кăмака çине çитсе выртни те пур. Пуринчен ытларах çӳп кĕтессинче: таса мар, шăршлă, нурĕ, хĕвел çути çитмен вырăнта.

Çӳп кĕтессинчен тапратрĕ пĕри ыттисене каласа вĕрентме.

— Тантăшсем! — тет. — Пирĕн савăнăçлă пурнăç этем ăшĕнче, пуринчен ытла этем ӳпкинче. Эпир ватти-вĕттине тиркемесĕр чахуткăпа чирлеттерсе çынсене масар çиие куçарттарнине никам та шутне тупас çук. Хальччен пулнă вăрçă та, мур та этеме эпир вĕлернĕ чул нихçан та вĕлереймен. Ытти чир пуçлăхĕсенчен пире чи аслă чир пуçлăхĕсем темелле. Çĕр çинче пирĕн йăх çитмен вырăн çук. Пире пула мĕн чул тăлăх ача, мĕн чул хусах хĕрарăм юлать. Чăваш республикинче те эпир аслă вырăнта: çултан-çул чахуткă чирне хушса пыратпăр. Пĕтĕм республикипе пĕр ял та çук кам та пулсан чахуткăпа чирлеменни. Нумай чухăна ураран ӳкернĕ, мĕншĕн тесен чухăнсем выçăллă-тутăллă пурăнса, пĕчĕкренех имшерленсе ӳсеççĕ. Чухăнсен пӳртĕнче чухăнсене ерме пуринчен час пулать. Чухăн пӳрчĕ пĕчĕккĕ, чăкраш пӳрт, хĕвел çути кĕмест унта.

Хĕл каçиччен ялти çынсем çак хурал пуртне сурса хăварман пулсан, çак пухха та тума пирĕн май пулас çукчĕ. Урайне сурса таптанăшăн, урапа сĕркеленĕшĕн пĕртте пирĕн кăмăлсăр пулмалла мар, мĕншĕн тесен упаленсе çӳрекен ача-пăча унта пырса аллисене варалать, ача майпе аллине çăвара чикет, çапла пире хăйĕн ăшне илет.

Эпир урайĕнчи тусанпа пĕрле типсе, урайĕнчи тусана типĕ шăпăрпа (милĕкпе) шăлнă чух, пӳртри сывлăшра мăкăрланса тӳрех ӳпкене лекме пултаратпăр. Сурнă сурчăка урапа сĕркелени вăл пире татах та лайăх: эпир çăпата çумне çыпăçса килĕрен киле куçатпăр,

— Анчах, тантăшсем! — терĕ тата, — малалли пурнăçа вара питĕ те мухтама пултараймастăп. Ку вăхăтра пире этем пит курайми пулчĕ. Пирĕн пек пĕчĕк япалана, пĕр йĕп вĕçне çĕршерĕн вырнаçакана, хăйĕн куçĕ палăртайман пирки, темиçе çĕр хут, пин хут пысăклатакан кантăк витĕр пăхса тупрĕ.

Пирĕн ăрăва пĕтересшĕн пирĕнпе темтепĕр туса пăхса сăнаççĕ: хĕвел çутине, карболка шывне, вĕри шывпа вĕретсе, сивĕпе шăнтса, тахçанччен выçăхтарса пăхса хăтланаççĕ. Мĕнле те пулсан пире вĕлермелли майсем тупасшăн тăрăшаççĕ. Хĕвел çути, вĕрекен шыв чăнах та пире 10-15 мянутранах вĕлерет, карболка шывĕ пĕр сехет те пурăнма памасть, сивĕпе выçă пире нимĕн те мар вара.

Халь чăвашсене те урайне сурма хушмаççĕ, пӳртре сурма юри савăт лартма калаççĕ, савăтне хăйăр, йĕкел хурăр та сурчăкпа пĕрле вутта пăрахса чахуткă пуçлăхĕсене çунтарса вĕлерĕр, теççĕ.

Тумтирсем çине тусанпа пĕрле çыпăçсан та, тумтирсене хĕвел çутине кăларса çакса пире пĕтерме тытăнчĕç. Сурчăка карболка шывне сурса пирĕн пурнăçа хуплаççĕ. Эпир ересрен пит сыхланма вĕренчĕç: пӳрте-çурта таса тытса, ӳт-пӳсене физкультурăпа çирĕплетсе ниçтан пире çыпăçма ямаççĕ. Пире пула чахуткăпа чирленисене сыватма диспансерсем уçаççĕ. Акă Чăваш республикинчи Çĕрпӳ хулинче туберкулез диспансерĕ тунă та. — Татах «тантăшсем!» теме пуçланăччĕ, унччен те пулмарĕ, хурал пӳрчĕ алăкĕ уçăлчĕ, алăкран çурт кĕтессине хĕвел çути кĕнĕ пек пулчĕ.

Хĕвел çутинчен хăраса чахуткă микробĕсем шăпăртах пулчĕç, пĕри те сас кăларса пуплеме хăймарĕ. Пуху та пĕтрĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: