Хăйăр çинчи юрă


Хăйăр,

Хăйăр,

Хăйăр.

Тăхлан пек тӳпен

пĕр сийĕ йĕс пăхăр.

 

Çавра çил

ахăрать —

çухалать утма çул.

Курăнмасть çывăхра

хыт хура, саксаул.

 

Кимĕсем пек йĕрсем

урасен айĕпе

тăсăлаççĕ, чĕрсе,

Кара-Кум хирĕпе.

 

Çил тата вăйлăрах

çавăрать хăйăра,

авăсма тăрăшать —

пăтратать сывлăша.

 

Выçă хир — Кара-Кум

тинĕс евĕр шавлать.

Тӳпере сарă хум

кĕрлесе сарăлать.

 

Тăман витĕр шăпах

улт геолог утать.

Çăмăл мар-мĕн шăпа —

ултă çамрăк унта.

 

Компас çул кăтартать —

лагере çитмеллех!

Юн вылять кăкăрта —

«пробăсем» леçмелле.

 

Пĕр кĕтмен самантра

ушкăн чарăнчĕ тăп —

çак хĕрӳ вăхăтра

выçлăх хирĕ те шăп.

 

Пĕри ӳкрĕ. Чĕнмест.

Хускалмасть вырăнтан.

Шыв кăшт пачĕç ĕçме —

тăна кĕче аран.

 

Вăл чуптурĕ çĕре —

Кара-Кум хăйăрне,

ыталарĕ, йĕрет,

пухрĕ пĕтĕм вăйне:

 

«Хам умри тивĕçе

Эп пĕлсеттĕм виçме.

Тусăмсем, çул инçе

вăй-хал çук çĕнтерме.

 

Халь умра та чунра —

хăйăр витĕр инçет.

 

Çак сап-сар тăманра

инкеке чун сисет».

 

Вăл шăпланчĕ. Итлет

юлташсен сăмахне.

Пилĕк çамрăк пĕрле

йăпатаççĕ пĕрне:

 

«Вăхăт, вăхăт сахал,

пух вăй-хал, ĕмĕтлен...

Санăн пур ăраскал,

ĕмĕтпе çирĕплен.

 

Тем пулсан та каçчен

лагере çитмелле.

Шанчăка сивĕтсен

аташатпăр çĕрле».

 

Татăлать калаçу.

Вăхăт хакĕ — кун-çул.

 

Чĕркуçленчĕ аран,

уçрĕ чакăр куçне.

Пĕр кĕске самантрах

кĕчĕ сăн ун питне.

 

Асаилчĕ иккен

ашшĕне,

амăшне,

яланах кĕтекен

инçетри савнине.

 

Те ăшри çуннипе,

те чĕре хушнипе

мĕн калас тенине

çырчĕ хăйăр çине:

 

«Тусăм, маншăн сана

хĕвел пăхтăр куçран.

Тусăм, маншăн сана

çил лăпкатăр пуçран.

 

Тусăм, маншăн сана

ыталатăр тӳпе,

шăпчăк юрă юрлатăр

садра çĕрĕпе —

 

манăн тунсăх çинчен,

манăн пурнăç çинчен,

Кара-Кум хирĕнчи

улт геолог çинчен».

 

Саврĕç пур кăмăлтан

çак юрра çамрăксем,

улт геологпа тан

çил вулать тимлесе.

 

Саспалли йĕрĕсем

пысăкланчĕç ӳссе.

Улттăн тăнă çĕрте

йĕр юлать пĕр тĕлте.

 

Улт геолог утать,

пуш хир хăй вăй парать —

лагере çитмелле,

«пробăсем» леçмелле.

 

...Эп курман вĕсене, —

курнă ватă туркмен.

Хăй курса илтнине

вăл çырса пĕтермен.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2016-01-06 18:25:16):

Ĕнтĕ пирĕн хушăра Герман Желтухин текех çук. Çӳлти патшалăхра пултăр.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: