Çурхи вăрманта


Çурхи хĕвел йăлл! кулса ăшшăн пăхать. Тӳпере вĕçен кайăк сасси илтĕнет. Шăнкăрчсем тахçанах вĕçсе килчĕç. Урамра çуллахи пекех туйăнать. Уй-хир, çаран, сăрт-ту, вăрман сăн-пичĕ улшăннăçем улшăнса пырать. Çутçанталăк хĕлтен вăраннă. Пĕтĕм тавралăх çурхи илĕртӳллĕ те чечен тĕспе çиçсе тăрать.

Çак вăхăтра çерçи васкамасăр вĕçсе анчĕ те, йывăç айккине пырса ларчĕ. Вăл çутçанталăкăн ырă вăхăчĕ килсе çитнишĕн хĕпĕртесе çунаттисене икĕ еннелле сарнă та, йывăç çывăхĕнчи айлăмра ташă пуçларĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ пулĕ, пахча енчен ун еннелле кушак йăпшăнса пырать. Вăхăтра курса ĕлкĕртĕм эпĕ çакна, телейлĕ вĕçен кайăка тытма памарăм.

Юмахри пек илемлĕ, хĕпĕртӳллĕ кунсенче камăн-ха пӳртре пăчăхса ларас килтĕр? Тарават хĕвел тулалла туртать, юнашарти вăрмана çитсе курма чĕнет.

Акă эпир пĕр вырсарникун хамăн çывăх юлташпа вăрмана тухса кайрăмăр. Пĕр-пĕринпе калаçса та шӳтлесе утса пынă май вăрмана çитнине те сисмерĕмĕр. Вăрман çывăхне çитсен кайăк-кĕшĕк сасси илтĕннине туйрăмăр.

— Епле хитре юрлаççĕ! — терĕ манăн юлташ, вăрман сассине савăнăçлăн тăнласа.

Пиртен инçех те мар куккук сасси илтĕнсе кайрĕ. Вăрмана шалтан-шаларах кĕрсе пыратпăр. Çулçă кăларнă йывăçсем лăпкă çил вĕрнĕ май пĕр-пĕрин еннелле пуç тайнăнах туйăнать, сывлăх сунса кĕтсе илеççĕ тейĕн вĕсем пире.

— Атя, пĕве еннелле кайса курар, — чĕнтĕм юлташăма.

Вăл хаваслансах килĕшрĕ. Вăрманпа васкамасăр утатпăр. Сывлăш тăрă, уçă. Çул çинче ăнсăртран Килпук мучие тĕл пултăмăр. Вăл кунти вăрман хуçи, хăйĕн участокне тĕрĕслеме тухнă иккен. Пире çула майăн вăрман кăтартма килĕшрĕ.

— Мĕн кăтартмалла-ши сире, çамрăксем? — терĕ вăл. — Ара манăн кӳлĕре хăнтăрсем пур-çке. Кайса курар.

Эпир савăнсах килĕшрĕмĕр. Хальччен пире ку чĕрчунсене курма тӳрĕ килменччĕ-ха. Çур сехетрен кӳлĕ хĕррине çитсе те тăтăмăр.

— Шăпрах пулма тăрăшăр, — вĕрентрĕ пире Килпук мучи. Çыранăн тепĕр енче хăнтăр кĕтĕве тĕрмĕшет иккен. Хăйсене сăнанине сисменскерсем, вĕсем çыран хĕрринчи пысăках мар пĕр ăвăса касса яма тĕллев тытнă-мĕн. Пире курсанах шыва чăмса пытанчĕç.

— Чăрмантарар мар, — терĕ мучи. — Халĕ атьăр хам лартнă йывăçсене кайса кăтартам.

Вăл пире шап-шурă хурăнлăха ертсе кайрĕ. Пур çĕрте те çурхи чĕрĕлӳпе хавхаланнă кайăксем юрă юрлаççĕ. Çутçанталăкăн чăн-чăн ырă вăхăчĕ!

— Вăт, кусене эпĕ лартнă, — аллипе сĕлтсе çитĕнекен хĕрсем пек çĕкленнĕ шурă пилĕклĕ чиперккесем çине кăтартрĕ Килпук мучи. — Чун савăнать вĕсем çине пăхсан.

Савăнма сăлтавĕ те пур çав, çамрăк хунавсем çӳлелле хитрен кармашаççĕ, вĕсен ешĕл çулçисем çурхи сывлăшпа шĕпĕлтете-шĕпĕлтете калаçаççĕ.

Кăвайт умĕнче чей ĕçне хыççăн, Килпук мучипе сывпуллашса, юлташпа уçланкăна илсе каякан сукмак çине тухрăмăр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Шанчак (2013-05-28 10:22:50):

Пите камалла кун пеккине вулама. Сав тери санарла сырса катартна вара автор сурхи вармана. Вулатан та -кус умне туррех ешел варман тухса тарать...авторпала юнашар утса пынанах туйанать. Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: