Каçарĕ-ши?
Вылякансем:
Вика, Оля, Мишша, Коля — 8-мĕш класра вĕренекенсем
Якур мучи — сад хуралçи.
Сценка
Кĕрхи кун. Сад пахчи. Улмуççисем ретĕн-ретĕн, çимĕçĕсене аран-аран йăтса лараççĕ. Йывăçсем хушшипе Викăпа Оля утса пыраççĕ.
Вика. Утрăм-утрăм, улма тупрăм. (Пĕшкĕнсе панулми пуçтарать.) Улмине аннене патăм.
Оля. Анне мана кукăль пачĕ...
Вика (ăна пӳлсе). Сана мар, мана. Илтрĕн-и? Мана.
Оля (кӳренерех). Сана, мана... Пĕрех мар-и?
Вика. Пĕрех мар. (Сăвва малалла вулать.) Кукăльне анчăка патăм.
Оля. Анчăк сана пушă пачĕ.
Вика (унпа килĕшсе пуçне сулать). Пушшипе кĕлете çапрăм.
Оля. Кĕлет сана пĕрчĕ пачĕ.
Вика. Пĕрчине чăхха патăм... Чăхха патăм... Патăм... (Оля çине пăхать. Ăна чавсипе тĕкет, анчах лешĕ чĕнмест.) Мĕн, чĕлхӳне çăтса ятăн-им? (Йывăçсем хушишне чупса кĕрсе каять.) Юрĕ, сăввине хамах пуçларăм — хамах пĕтерем... Чăххи мана çăмарта пачĕ... Эх, çăмарта вырăнне мĕн те пулин тутлине парасчĕ. Канихвет-и унта, пĕремĕк-и? Эпĕ çăмарта юратмастăп. (Панулмине çыртать те каялла сурса кăларать.) Фу, йӳçĕ те... Пăхма хĕп-хĕрлĕ, хитре. Тути вара... Хура ăш-чиклĕ çын пек.
Оля (кăмăлсăррăн). Чарăн-ха пакăлтатма. Эпир калаçнине илтсен хуралçă килсе тухĕ.
Вика (панулми çиет). Мĕнех, пытанатпăр вăл килсен. (Курăк çине тăсăлса выртать.) Ну, ывăнтăм та паян. Ултă урок пулчĕ, икĕ çухрăм çуран утрăм. Киле мĕнле çитсе ӳкмелле-ши? Атя-ха, кăштах канса илер.
Оля (çурри таран тултарнă хутаç çине пырса ларать. Сасартăк кулса ярать). Сана пĕр истори каласа парам-ха. Леш Хăрах урамри Паççа Çитăрне пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ.
Вика (çăвар тулли панулми чăмлать). Вара... Акă тутли лекрĕ-ха тата.
Оля. Çав этем колхоз пахчине панулми вăрлама кĕнĕ те капкăна çакланнă. Эх, тытăннă çухăрма... Çĕр çурăласла. Мĕн тетĕн? Якур мучи, сад хуралçи, вăл çухăрнă вырăна çитсе те тăнă. Çитăр ăна курсан капкăнĕ-мĕнĕ тарма тытăннă. Мучи уксах пулсан та маххă паман: хăваласа çитнĕ те пеçеркке лектернĕ. Аран-аран тарса хăталнă леше.
Вика. Хăлха чикки панă апла пулсан. Якур мучие питĕ усал çын теççĕ çав. Эпĕ те сана пĕр истори каласа парам-ха. Леш касри Кăркка Илюшĕ кулăшла лару-тăрăва лекнине... Пĕр тĕтгĕм каç, ыйхăллăскер, нушнике тухнă, тет, вăл. Тула ларнăскере картишĕнчи качака пĕрре пырса таклаттарнă, тет. Лешĕ хăранипе йĕмне хăпартса ĕлкĕреймесĕрех пӳртелле вирхĕнсе кĕнĕ вара.
Оля. Çавăн хыççăн мар-и-ха вăл тытăнчăклăн калаçа пуçларĕ?
Вика. Çапла пулĕ. Эпĕ шуйттан куртăм — туршăн та суймастăп, качака пек мăйракаллă тесе çӳренĕ, тет.
Оля. «Тет» хыççăн кайса шыва сиксе вилнĕ, тет.
Вика (кулать). Ха-ха-ха! Чĕри ура тупаннех çитнĕ пулĕ хăравçăскерĕн. Хĕрача мар вĕт вăл качакаран хăрама.
Оля. Çапла çав... Итле-ха, хамăрпа пĕрле Мишшăпа Кольăна та чĕнмеллеччĕ. Пĕрле хаваслăрах пулатчĕ.
Вика (ларнă çĕртен тăратъ, айкктелле тинкерсе пăхатъ). Оля, пăх-ха çавăнталла. Кунталла килекенсем вĕсем мар-и?
Оля. Вĕсем... Пирĕнсĕрех килнĕ. Лайăхрах пăх-ха, вĕсемпе пĕрле Якур мучи те килмен-и? Атя, пытанар хăвăртрах!
Викăпа Оля хутаçне курăк ăшне пăрахаççĕ, хăйсем çĕр çумне лапчăнса выртаççĕ.
Якур мучи (кăшкăрса). Стой, тенĕ сире! Стой! Пăшалпа перетĕп! Каттăршнăйсем! Распуйниксем! Чарăнăр тетĕп!
Арçын ачасем чарăнаççĕ. Якур мучин пĕр аллинче туя, тепринче — вĕлтĕрен. Унпа пĕрре Кольăна, тепре Мишшăна çатăртаттарать. Лешсем çухăрашаççĕ.
Мишша. Якур мучи, чарăнăр-ха ĕнтĕ. Эпĕ айăплă мар, мана Коля илсе килчĕ. Ăна пула панулми вăрри пулса тăтăм. Эпир пĕр улма та татма ĕлкĕреймерĕмĕр. Кĕнĕ-кĕмен сирĕн аллăра çаклантăмăр.
Коля. Якур мучи, тархасшăн, каçарăр. Урăх нихçан та сиртен ыйтмасăр пахчана кĕместпĕр. Шкула ан пĕлтерсемĕр ĕнтĕ. Пĕрле вĕренекенсенчен аван мар.
Çав вăхăтра «Апчху!» туни илтĕнет. Якур сасă еннелле утать, курăк хушшинче выртакан Викăна асăрхать. Хĕрача питне аллипе хупланă.
Якур мучи. Униç Ваççин хĕрĕ вĕт ку? Палларăм. (Викăна.) Ай-ай, аван мар пулса тухать-ха капла. Аçупа аннӳ йĕркеллĕ çынсем, вĕсем сана колхоз пахчине кĕнĕшĕн пуçран шăлмĕç. Шкулта та аван вĕренетĕн пулмалла, активистка. (Арçын ачасем еннелле çаврăнать.) Питĕрсене кĕççĕ çĕлесе ярăттăм та сире, вара килĕрте те паллаймĕç. (Вика пуçне çĕклет, пичĕ хĕрелсе кайнă. Арçын ачасем те хĕрелнĕ пичĕсене пытарасшăн çĕрелле пăхса тăраççĕ.)
Якур мучи (çамрăк йывăç патнелле çывхарса). Çак улмуççи кăçал пуçласа çимĕç пачĕ. Эсир вара ăна пĕтĕмпех силлесе тăкнă. Акă, пĕр туратне хуçсах антарнă. Эпĕ ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса ӳстертĕм. Хĕллехи сивĕсенче ан шăнтăр тесе айккине купаласа хутăм, мулкач кăшласран çĕтĕк-çурăкпа чĕркерĕм. (Пĕр вăхăт чĕнмест. Ачасем пуçĕсене усса тăраççĕ.) Питех панулми çиес килсен ыйтмаллаччĕ. Пуçтарма ирĕк панă пулăттăм. Эсир вара мĕн турăр? Йывăçсене тĕп тăватăр вĕт, хуçатăр, пĕтеретĕр. Мана та йăлтах вăйран ятăр. (Каска çине ларать, чикарккă чĕртет.) Эсир пĕтĕм шкулĕпе килĕр панулми вăрлама. Эпĕ ватă, вăйсăр, сире, çамрăксене, хăваласа çитейместĕп. (Каска çинчен йывăррăн тăрать те пахча алăке патнелле утать.)
Вика (пăшăрханса). Эх, мĕн туса хутăмăр? Чăнах та, ыйтнă пулсан вăл панулми тутанса пăхма чарас çукчĕ. Ахалех кӳрентертĕмĕр мучие. Атьăр-ха, хăваласа çитсе каçару ыйтар!
Оля. Каçарĕ-ши вăл пире?
Мишша. Атьăр, васкар! Тен, каçарĕ. (Кăшкарать.) Якур мучи! Якур мучи!
Ачасем чупса тухса каяççĕ.
Чаршав
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...