Тăван çĕр туртăмĕ
Илемлĕ вăхăт вăл çулла.
Сар çу пек шăранать хĕвел.
Чĕнсе те йыхăрса çула
Ăш çил чупса кĕрет хĕве.
Тавралăх тыткăнлать чуна,
Авкаланса юхать Пăла.
Юмах та çаврăнать чăна
Çĕклентерсе ман кăмăла.
Йĕри–тавра тăван уй-хир
Сип-симĕссĕн хум хăвалать.
Кунта чĕм илнĕ–çке эпир, —
Ватти-вĕтти сана паллать.
…Тукшик çаранĕ умăмра.
Авал унта çĕр тĕрлĕ курăк
Ешернĕ теççĕ айлăмра.
Сĕт-çу ферми çĕкленнĕ, курăр
Тĕлме-тĕлех, сулахайра
Çурта пек тӳрĕ тирек речĕ
Кĕтсе илет пуçне тайса,
Кайăк юрри — этем рехечĕ.
Утма хистет малтан мала
Çатма пек тикĕс уй-хир çулĕ.
«Эс, ирт, ачам, шалтан шала
Кунта, пĕл, несĕлсенĕн чунĕ».
Такам хистет чĕнсе мана.
Тен, тăван çĕрĕн йыхăравĕ.
Сăмах каласшăн ывăлне,
Нумай ун пухăннă ятлавĕ.
«Ăçта çӳретĕр, аташса,
Ачалăх сăпкинчен ансассăн.
Таçта, ютра тусан çăтса,
Кайран сывлатăр темшĕн ассăн».
Тăван çĕртех тивлет тени!
Ăна эп тахçанах ăнланнă,
Ман йӳтĕлмен-ха чун тенки.
Атте-анне пилне тăнланă.
Юма(н) сара та эп манман.
Юлман пулсан та пĕр юманĕ.
Пур несĕл асăмĕ кăшт ман
Шур сухалсен сăмах-юмахĕ.
Юмансене пуç таяйман эп.
Асаттене те вуç курман.
Сире хам асăмран яман эп,
Эп, килтĕм теп хисем тума…
Таттăрлана манма юрать-и,
Çырмийĕ пурăннă чухне?
Ану çинче тăри юрлать-и,
Сирсе хресченĕн тунсăхне.
Кашни кĕтесĕн ячĕ юлнă
Теветленсе чунра-юнра.
Ĕмĕрĕсем çырма пек юхнă,
Çĕнни патне, килес куна.
Кивви, хальхи… çак ылмашулăх
Кун-çулшăн паллă япала.
Сахалăш каçĕ ĕмĕр урлă,
Эп мар уçатăп ку палла.
Ырри юлать теç тĕнчене…
Тукшик ман тантăшăм та тăхăм.
Халап вырнаçнă чĕрене,
Ыртттарать-çке сăмах-сăхăм.
Паттăрлăхна илесчĕ ман,
Хăюлăхна хама тăвасчĕ.
Тукшик-и? Çамрăклăх ялан,
Санпа пĕрле вăййа тухасчĕ.
Çут çалтăрлă каçсем çитсен,
Йăр! çутисем çӳлте çиçсен.
Лăпкать çу кунĕ çав тери,
Сана кĕтет пуль Савтепи.
Тыр-пул акасчĕ ăмăртса,
Сухаçă евĕр шăхăрса.
Хырăм выçсассăн, кăкшăмран
Пĕрле ĕçесчĕ-çке уйран.
Ахаль-и, халăхра: уйра
Вăй-хал кӳрет теççĕ уйран.
Тăван сăнсем, тăван тавралăх,
Эп сăвă çыртăм асăнмалăх.
Çӳлти хĕвел хĕмне илсе.
Сан чĕр çитти умне килсе.
Эп санпала калаçрăм танлăн
Алă парса кăна пĕр авăк
Хам çывăх, ĕмĕрхи тăванлăн.
Чĕремçĕм юлчĕ-çке пит савăк.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...