Иккĕн
— Хăçантанпа курман эп сана. Çакă иккен вăл тунсăх, эс çумра чухне вăл мĕнне пĕлменччĕ.
— Чирлерĕм те вырăнпах выртрăм. Темех мар... Вилетĕн терĕ тухтăр.
—... Хăçан? Каçар, ухмахла ыйту... Мĕнле... вилетĕн?..
— Хăçан та пулин пурте вилеççĕ терĕ тухтăр.
— Хăçан та пулин... Эсĕ ăна пĕлмен-и?
— Пĕлмен. Халĕ те пĕлместĕп. Тĕрĕсрех, ĕненместĕп. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнас тесессĕн — хăçан та пулин вил: çак йĕркене пĕлетĕп.
— Мĕне ĕненместĕн — çавă саншăн çук. Эпĕ ĕненетĕп вилĕм пуррине. Çавăнпа пурăнма та чăн-чăнла пурăнмалла тесе шутлатăп. Хăçан та пулин чăн-чăн вилнĕ пекех чăн-чăн пурнăçпа пурăнмалла: кашни утăма, кашни ĕçе чăн-чăн тумалла. Чун тĕпĕнчен парăнса...
— Ман çутă пулас килет. Ăнланса илес килет çутă вăрттăнлăхне.
— Анчах эпир хамăра хамăр та пĕлместпĕр...
— Çапах та такамăн çулне çутатма пултарăп-çке-ха эпĕ, такамăн кăмăлне ăшăтма пултарăп çутă пулса тăрсассăн... Çутă çунса вилет. Манăн та тĕлкĕшем пекки туса мар, çунса пурăнас, çунса вилес килет... хăçан та пулин: ĕмĕр-ĕмĕрех юлассишĕн. Çак самантра та ăшăм çунать. Çĕр чăмăрĕ мĕнле чăтать-ши ăшĕнчи вута?..
— Мĕншĕн ăшу çунать санăн?
— Пурнăç — иккĕн пулма ăнтăлса пĕчченех юлни. Санпа чухне те сансăр эп. Пăлан мăйраки çулçă çурсан кăна эс пулăн манăн...
— Астăватăн-и, лараттăмăрччĕ те уйри юман тăррине хăпарса, хамăр ӳсессе кĕтсе лараттăмăр...
— Юманĕ хăй темиçе çĕр çул каяллах ӳсме пăрахнăччĕ ĕнтĕ...
— Темле хăват туртатчĕ пире çӳлелле, тӳпенелле. Çĕр туртăмне çĕнме пултаракан тӳпе туртăмĕччĕ-ши вăл? Пӳрнĕ чухлĕ çитĕнсе çитсен чи илемли пулассăн туйăнатчĕ...
— Çав чи илемли пире чи вăрттăн асамлăхпа илĕртетчĕ... Ӳссе çитрĕмĕр те...
— Тĕнчере никам пĕлменнине эсĕ пĕлетĕн пек — çак туйăмпа туртăнатăп эпĕ халь сан патналла. Пĕр качча та яхăнна ярас çук пек эс нихçан та.
— Качча кайсан хĕрарăма Турă хӳтĕлеми пулать: вăл упăшки хӳттине куçать...
— Апла эсĕ арçынра та Турă сăнарне курасшăн?
— Çапла пулмалла тесе шутлатăп... телейлĕ пулас тесен. Эпĕ мăшăрне Турă вырăнне хурса ĕмĕр ĕмĕрленĕ кинемине пĕлетĕп. Ăраскаллăрах мăшăр курман...
Е вĕсем телейсĕррине кăтартман.
— Эс пурнăç тути-масине ас тивсе курнăн калаçатăн... Мĕн вăл телей?
— Пĕлместĕп телей мĕнне сăмахпа калама. Вăл ялан урăх сăнлă, анчах ăна пĕрех палласа илетĕн. Çунатлă вăл, курăнман çунатти çине лартать те чун-чĕрене çитсе курман çӳллĕше çитерсе килентерет, ăс-тăна çитсе курман тарăнăша çитерсе кисрентерет.
— Телей апла — киленӳ, кисренӳ?
— Киленӳ, анчах аташу мар. Кисренӳ, анчах аркану мар. Вăл — вĕçĕ-хĕррисĕр тĕлĕнӳ тупни, çĕнĕлĕх уçни. Турă парни вăл — телей. Турă сана пĕчĕк ачана çавăтнă пек çавăтса çӳрени... Телей тĕнчинче савăнăç кăна, хурлăх çук унта. Çăмăллăх çеç, йывăрлăх çук унта. Ырри анчах, усалли çук унта. Çутă кăна, тĕттĕм çук унта. Тĕттĕмре те çутă пулни вăл — телей.
— Анчах хурлăхне тутанмасăр савăнăç тутине пĕлмĕттĕмĕр-çке эпир. Йывăрлăх тӳссе ирттермесĕр çăмăл пулмĕччĕ чунра. Усаллине курмасăр ыррине хакламăттăмăр. Çутта та тĕттĕмпе танлаштарса уйăраятпăр.
— Эппин, савăнăç çулĕ — хурлăх витĕр, çăмăллăх çулĕ — йывăрлăх витĕр, ырлăх çулĕ — усаллăх витĕр. Çавăнпа çылăхлă эпир. Витĕр тухнă чухне тӳснĕ асап тасатмалла пек-çке?
— Асап тасатмасть. Вут тасатать. Çĕр тасатать. Сывлăш тасатать. Шыв тасатать.
Санăн ĕмĕрех таса пулас килет, çавăнпа эсĕ ялан çунасшăн.
Эпир пурте çĕртен пулнă — çĕр пулатпăр, çĕр пулса çылăха каçарттаратпăр.
Эпир пурте кайăк пек вĕçесшĕн, телей çунатти çинче ярăнасшăн — телейлĕ пулса тасалатпăр.
Эсĕ сывланине илтмесĕр пурăнайман пекех, эпĕ сывлăшсăр самант та пурăнаймастăп.
Шыв та — пурнăç. Тасатуçă. Апла пурнăç хăй те — тасатуçă... Тĕрĕслев тесен тĕрĕслĕхе çывăхрах пуль. Тĕрĕслев али — тасату. Варланнине çуса тасатма та шыв ăсатпăр эпир. Хум çурăлать, тумлам — нихçан та. Хум çурăлнин сассинче — хуласене çĕр çăтнă сас, çĕтнĕ халăхсен хӳхлевĕ, эпир пĕлмен Паллăмарлăх терчĕпе тӳсĕмĕ, цивилизацисен ишĕлĕвĕ. Анчах тумлам мĕн пуррине тĕп-пипе пĕтме памасть, вăл — чи чăтăмли, чи сыххи — Пуçламăш ячĕпе хăйне упранăран пурнăçа та упраса тăрать..
— Мĕн чухлĕ çулăм санра. Таса вут. Эп санран тиве-тиве илсе çунатăп, сан вутупа çунса сăваплăланатăп. Тем ыратать шалта, кĕлленсе каясла ыратать...
— Куратăп...
— Чун куçа курăнмасть.
— Çук вырăн ыратни — çамка хутламĕнче... Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши эсĕ çапла?
— Санра çуралакан ыйтусен тупсăмĕ — манра. Эпĕ пĕлменнин хуравĕ — санра. Çавăнпа эпир пĕр-пĕрин енне туртăнатпăр. Хĕвел туртăмĕ евĕр хăватлă санри çак вăй.
— Сана курмассерен ăш-чикĕмре вĕр çĕнĕ ялтăр çутă тĕнче вăранать. Манра сан тĕнчӳ пурăннине çакăнтан пĕлетĕп. Тавтапуçах сана уншăн. Эсĕ мана мĕн паратăн, эпĕ те сана хам пĕлсе юлмасăрах çавна паратăп. Ытларах пулсан, эсĕ те тата ытларах паратăн... ху сисмесĕрех. Тата, тата, тата... Манри хăват эпĕ сана мĕн чухлĕ вăй панă — çавăн чухлĕ. Çăлран мĕн чухлĕ ăсатăн, вăл çавăн чухлĕ тасалса, тутлăланса, тулса пырать теççĕ.
— Санра ман тĕнче пурăннине яланах туйнă эпĕ. Унсăрăн эсĕ мана хăвăн тĕлĕкӳсене кĕртмĕттĕн.
— Чăнах та, çывăрма выртмассерен сана тĕлленетĕп. Тĕлĕкре эпир шав пĕрле, пĕр уйрăлми.
— Çук, эс мана ăнлансах пĕтмерĕн. Хам сан тĕлĕкӳн çĕр-шывĕсенче киленсе çӳрени çинчен калатăп эпĕ. Кĕретĕп те айккинчен сăнаса çӳретĕп тĕлĕкӳнте иксĕмĕр алла-аллăн çавтăнса çӳренине...
— Мĕнле пулма пĕлнĕ эсĕ çапла, ытараймискерĕм, манăн тĕлĕнтермĕшĕм?!
— Пулăсемпе хутăшса шыва кĕретĕп, кайăк сассипе сĕтекленнĕ сывлăша кăкăр тулли сывлатăп, çулçă хĕвел тĕслĕ марринчен тĕлĕнсе сенкер куçăмпа сенкер тӳпе тарăнăшне тĕсетĕп — ыттисем пекех эпĕ. Кăмăлăм яри уçă. Кам кăна кĕрсе тухмасть пуль унта кун каçа. Хĕлхемли пайăркине хăварать, пылчăкли — лапăрчăкне. Кун ытамĕнчен хăтăлатăп та каç ытамĕнчи шăплăхра çав хĕлхемпе çуталса ăшăнатăп, таса маррин юшкăнĕ кăмăл тĕпне ларса юлать...
— Пылчăк кăна мар, пыл та варалать. Пыла ятарласа чĕлхи çине сĕрме пĕлекенсен сăмахĕ чĕрене пырас вырăнне лĕклентерсе тертлентерет... Турă сиртĕрех сан çулу çинчен ун пеккисене.
— Ăçта пăхатăн — çавна куратăн. Чул шыракан чул тупать, мул шыракан мул тупать. Эпĕ çӳлелле пăхма кăмăллатăп. Малалла тӳрĕ пăхсан, темле тăрăшсан та тӳпепе çĕр пĕрлешнĕ вырăнтан инçе кураймăн. Çĕрлехи тӳ-пере вара, пăх-ха, миллиард çухрăмри çăлтăрсем — ал тупанĕ çинчи пек. Куç вăйне тӳпе çеç туйтараять. Манăн çӳлте çын çутнă çутă курас килет. Çавна кĕтсе пăхатăп пĕрехмай тӳпенелле.
— Сан куçунта мана кирлĕ хĕлхем пур — сиплекен хĕлхем. Эс — ман Турă.
— Хĕрарăм Турă пулмасть...
— Илтетĕн-и, кĕвĕ! Çăлтăр пайăркисен хĕлĕхĕсем çуратаççĕ-и ку çемме? Атя ташлатпăр, савăнăçăм!
— Илтетĕп. Анчах ку ялтан илтĕнет. Ялтан, аялтан. Çӳлтен мар. Ку кĕвве пирĕншĕн яман. Ют кĕвĕпе ташлаймастăп эпĕ. Вăл... ыйтмасăр илнĕ япала пек.
— Шел, чăнах та, туйăннă кăна мана... Тен, санпа тӳсмелле мар ташлас килсе кайрĕ пуль манăн. Ташă!.. Эпир ташă чĕлхине сăмахсăрах ăнланатпăр. Сăмахсене вара — вĕсен ташшине! — тепĕр чух ăнланми пулатпăр. Мĕншĕн? Атя иксĕмĕр сăмахлă ташă лартатпăр. Сăвăллă ташă! Никам нихçан курман ташă пулĕ вăл. Иксĕмĕрĕн кăна...Ун чухне сăмах та ялан ăнланмалла пулĕ. Илтĕнмен сăмах та...
Кӳршĕ ялти шкултан таврăнакан хĕрпе каччă пулчĕ ку. Калаçрĕç, калаçрĕç вĕсем пĕр чарăнми. Юнашар утма шутсăр лайăх икĕ çамрăка. Утĕччĕç çапла тĕнче хĕрне çитиччен.
Шел, саспа каламарĕç вĕсем мĕн туйнине, мĕн шухăшланине. Шел, саспа калаймарĕç çав. Пĕр сăмахсăр, именчĕклĕн алла-аллăн тытăнса утрĕç.
Сасартăк çӳлтен шăппăн çеç нихçан илтмен ачаш та мăнаçлă кĕвĕ янăраса кайрĕ. Çăлтăр пайăркисен хĕлĕхĕсем çуратрĕç ăна. Мăшăр çамрăк ăрша пек варкăшăн çунатти çинче чӳхенсе çаврăнма пуçларĕ...
Тен мана, хирти тумхахлă çулпа танкăлтатса пыракан ватсупнă çул çӳревçе, туйăнчĕ анчах; Тен, хĕрхӳ асилӳ пулчĕ ку? Тен ĕлккен ĕмĕт?.. Витĕр шăтарса вĕрекен вичкĕн çиле те туйми пулнă шăм-шакăм кăна шăтăртатса илчĕ.
...Пĕр сăмахсăр утрĕ çапла хĕрпе каччă кашни кун. Шкул пĕтерсен уйрăлу каçĕнче те калаймарĕ калас килнине, хулара вĕреннĕ чухне те, нихçан та...
Эх, чăваш чунĕн туйăмлăхĕ! Эх, чăваш кăмăлĕн чĕмсĕрлĕхĕ! Эх, мăнтарăн чăвашăн тĕнчене тасатма пултаракан каланайман сăваплă сăмахĕ!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...