Ватăлсан


— Пурпĕрех каятăп, — чӳречерен кĕрхи ăмăр çанталăка сăнанă май калаçрĕ Лена. Канмалли кун пулин те ирех вăранчĕ хĕр. Хăвăрттăн çăвăнса тумланчĕ те кивелерех панă сумкине хулпуççи урлă çакса пӳлĕмрен тухма хатĕрленчĕ.

— Ăçта каян капла ирех? — Лена сас тунипе юнашар вырăн çинче çывăракан Клава та вăранчĕ. — Сесси вĕçленчĕ, канасчĕ кăштах.

— Каçар, Клава, сана вăратнăшăн. Анчах ман каймаллах. Эп ăна пырап тесе сăмах панă.

— Кама сăмах панă? — вырăн çинчен сиксе тăчĕ Клава. Вăл çырă вăрăм çӳçне хыçалалла пуçтарса çыхрĕ те Лена умне пырса тăчĕ. — Эс темĕн пытаратăн пулас манран. Халиччен кашни татăк çăкăра пĕрле пайларăмăр, халĕ вара мĕн пулчĕ?

— Ку мана çеç пырса тивет, Клава. Халь мар, кайран... вăхăт иртсен пĕтĕмпех каласа парăп.

Лена педагогика университетĕнче пĕрле вĕренекен тантăшне тĕрĕссине каласа пама пултараймарĕ. Ăшĕнче Клавăна кӳрентернĕшĕн аванмарланчĕ пулин те хăй тĕрĕс тунине ăнланса общежитинчи пусма картлашкисем тăрăх чупса анса урама тухрĕ.

— Ман сунчăка ил, радиопа паян çумăр пулать тесе пĕлтерчĕç! — чӳречерен кăшкăрчĕ Клава.

— Кирлĕ мар! Сахăр мар, ирĕлес çук! Тавтапуç, Клава!

Тантăшĕпе ал сулса сывпуллашнă хыççăн Лена сарă кăтра çӳçне тутăрĕ айне чикрĕ те хирĕç вĕрекен çил ачисенчен питне пытарса вокзал еннелле уттарчĕ.

Çирĕме çитнĕ хĕр канăçсăрлăхĕн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. «Епле-ха капла пулса тухрĕ? — сенкер пĕлĕт куçĕсене вылянтарса шухăшларĕ Лена. — Пурнăç урапи аванах кусатчĕ-çке. Хăçан, хăш самантра вăл сулнăка лекрĕ-ши?»

Автобусран анса юлсан вăл икĕ çухрăм пек вăрман хĕррипе утрĕ. Кайма тухнă вырăна мĕнле çитмеллине Маня аппăшĕ çырăвĕнче ӳкерсех кăтартнăччĕ. Çавăнпа хĕр çырма урлă каçсан вăрманалла пăрăнчĕ. Лена йывăçсен кĕрхи çил çупкăмне лекеймен çулçисем шăпăртатма тытăннине туйрĕ.

— Ахалех итлемерĕм Клава сăмахне, — тантăшĕ сĕннĕ сунчăка илменшĕн пăшăрханчĕ Лена. Сивĕ çумăр пĕрчисенчен ăна плащ çухавийĕ те хуплаймарĕ. Кĕç йĕпе курăк унăн пушмакĕсене шывлантарнине, утнă майăн вĕсем лĕкĕштетме пуçланине туйрĕ. Хĕр çанталăка парăнас мар тесе юрă пуçарчĕ.

— Килместĕн пуль тенĕччĕ сана. — Пуçа чиксе пынă май йывăç çумне таянса тăракан çынна асăрхамарĕ те хĕр. — Çанталăкĕ ав епле ăмăрса кайрĕ те, — тенипе чарăнса тăчĕ.

— Ой, салам, Маня аппа, эп сана асăрхаман та.

— Аçу пекех пуçна чиксе утатăн, çавăнпа катаранах палларăм сана, хĕрĕм, — йăрăс пӳллĕ хĕр çумĕнче ватă çын хăйне тата та пĕчĕкрех туйрĕ.

— Мĕн пулса иртнĕ сирĕн çемьере, Маня аппа? Эс кунтине пĕлсен тĕлĕннипе шанках хытрăм. Кам килсе ячĕ сана ку çурта?

— Кинпе ывăл. Тĕрĕссипе, йăлтах кине пула пулса тухрĕ.

Маня аппа Лена ӳснĕ ялтан. Кӳршĕллĕ пурăнаççĕ. Хĕр хулана вĕренме тухса кайнă чухне вăл кĕлетки-çурăмне йăрăс тытса утатчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те колхозри пĕр ĕçрен те юлмастчĕ. Ĕçчен те вăр-варскертен хĕрĕсемпе ывăлĕсене те канăç çукчĕ. Лешсем те ĕçлес енĕпе амăшĕнчен юлмастчĕç. Халĕ хăй умĕнче пĕркеленчĕк питлĕ, пусăрăннă, куçĕсем сӳрĕкленнĕ кинемие асăрхасан хĕр чĕри пăчăртанса илчĕ.

— Мĕнле тыткаларăн-ха экзаменсене? — ун ыйтăвне илтмен пекех кушăрканă аллисемпе хĕр питне çупăрласа ачашларĕ Маня аппа. — Толя пиччӳ пирĕн пата апат турттарать те, унран ыйтса пĕлкелетĕп сан пирки. Ялти хыпарсене те вăлах пĕлтерсе тăрать. Ну, каласа пар, мĕнле пурăнкалатăн унта, хулара?

— Аванах. Экзаменсене пурне те «пиллĕк» паллăпа патăм. Кĕçех вĕренсе тухатăп ĕнтĕ.

— Маттур-маттур, аçу-аннӳ савăнать ĕнтĕ çапла хӳхĕм хĕр ӳстернĕшĕн, — Маня аппа куççульне сăмса тутрипе шăлчĕ те хĕре йывăçсем хушшинчи икĕ хутлă капмар çурт çывăхĕнчи «кăмпа» еннелле çавăтса утрĕ.

— Çапах та мĕнле килсе лекнĕ эс кунта? Чиперех пурăнаттăрччĕ-иç. Саша та аванахчĕ, сана кӳрентерет тенине халиччен илтменччĕ.

— Эй, ачам, çаплаччĕ те, йăлт кин аркатрĕ пирĕн канăçлăха. Ун пеккине пĕлес пулсан пӳрте мар, урама та кĕртес çукчĕ те, çитĕннĕ ачасем пире итлеççĕ-и вара. Хам ĕмĕрте нушине сахал курмарăм. Савăнăçĕ вара сахал пулчĕ. Хĕветĕр вăхăтсăр шыва путса вилсен пĕчченех ачасене ура çине тăратрăм, вĕрентсе кăлартăм, ватлăхра хама хӳтлĕх пулччăр терĕм те савăнăçне вара кураймарăм. Çапах та çакăнта килсе çакланасса тĕлĕкре те тĕлленмен. Итле эппин, санпа калаçса çунакан ăша пусарам.

...Çакăнта килесси вăл кун ман асра та пулман. Хăнăхнă йăлапа эп ирех тăтăм. Чĕре усала сиснĕ пекех вăркарĕ, çĕрĕпе куç хупаймарăм. Кинпе ывăла вăратас мар тесе шăппăн, чĕрне вĕççĕн утса çӳрерĕм. Ĕнене суса кĕтĕве ятăм, хур-кăвакалсене апат çитерсе кӳлле ăсатрăм. Эп ĕç пуçтарса пӳрте кĕнĕ çĕре ывăлпа кин ура çинчеччĕ ĕнтĕ. (Сашук хама куçран пăхайманнине асăрхасан чĕре яшт чиксе илчĕ. Сĕтел хушшинче яшка çисе лараканскер кашăккипе, тем шыранă пек, пĕр вĕçĕм тирĕке пăтратрĕ.

— Мĕн, чĕлхӳне çăтрăн-им, кала тĕрĕссине, — сиввĕн пăхрĕ ун çине кин.

Çав самантра эп кăмака çумĕнче ларакан чăматана асăрхарăм. Ăна эпир Хĕветĕр пиччӳпе вăрçă хыççăнах пĕр чикан майринчен туяннăччĕ. Унта эп хамăн кивелнĕ япаласене упраттăм.

— Эсир таçта кайма пуçтарăнтăр-им? — нимĕн ăнланайманнипе ыйтрăм ывăлран.

— Эпир мар, эс пуçтарăннă, хисеплĕ анне, — шăл витĕр сăрхăнтарса калаçрĕ Соня кин.

— Эп ниçта та каяс шутлă марччĕ-ха, — ывăл çинчен куç илмесĕр хуравларăм кине.

— Эс тата ма нимĕн те чĕнместĕн?! — ывăл патне чышкипе хăмсарса утса пычĕ Соня кин. — Е вăл, е эп!

— Анне... — çаплах ман çине пăхаймасăр калаçрĕ ывăл. — Эпир... мĕн... Соньăпа иксĕмĕр сана ваттисен çуртне кайма документсем хатĕрлерĕмĕр.

— Епле... ваттисен çуртне кайма? — хама пуçран чукмарпа çапнăнах туйрăм эпĕ çак сăмахсем хыççăн.

— Çапла, малашне ваттисен çуртĕнче пурăнма пуçлăн! Унта питĕ хăтлă теççĕ пĕлекенсем!

— Ара, кин, мĕн апла териех усал турăм эп сире! Выльăх-чĕрлĕхне те вăй çитнĕ таран пăхап, килте ĕçлекелеп.

— Вăт-вăт, ирех тăран, урлă урусемпе кĕмсĕртеттерсе çӳрен, çывăрма памастăн! Ача çуралсан та канăç пулас çук санран.

Кине хирĕç нимĕн те шарламарăм. Амăшĕ пекех чараксăр чĕлхеллĕскер ват çын сăмахне итлемĕ ĕнтĕ. Эпĕ хӳтлĕх шыраса ывăл еннелле тинкертĕм.

— Хатĕрлен, анне, каяр, — терĕ те Сашук умĕнчи чашăкне кăмака умне кайса лартрĕ.

— Ун пек шут тытрăр пулсан кайăпăр эппин, — теме çеç пултартăм эпĕ. — Анчах малтан пускилсемпе сывпуллашасчĕ. Кам пĕлет, тен, урăх кураймăп та.

— Çула май йытта апат пар, сĕтел çинче ĕнерхи яшка пурччĕ, — пӳртрен тухма хатĕрленнĕскере чарчĕ кин.

Соня кинĕн сăмахĕсем ман чĕрене çĕçĕпе тирнĕ пекех тирчĕç. Ывăлăм «кайиччен апат ларса çи, анне, çулĕ кĕске мар» теессе кĕтнĕччĕ. Анчах вăл мана хыпалантарчĕ çеç. Юратса ӳстернĕ кĕçĕн ывăлшăн çăмламас хура йытă амăшĕнчен хаклăрах пулчĕ...

— Ман, ĕнертенпе ăша апат яманскерĕн, çав тери хырăм выçнăччĕ, — куççульне шăлса илсе малалла калаçрĕ Маня аппа. — Эп çав яшкана, йӳçĕхнĕ пулин те, çăкăрсăрах çуррине çирĕм, çуррине йытта урăх апат памĕç тесе Хураçкана çитертĕм. Чунăм епле хурланнине каласа ĕнентерме сăмах та çитес çук. Сан аннӳпе сывпуллашасшăнччĕ те — каясси пулмарĕ. Хам йĕнине никама та кăтартас килмерĕ. Ывăлпа кин çинчен ялта усал ят сарăлĕ, çынсем хам ирĕкпе ваттисен çуртне кайнă тесе шухăшлаччăр терĕм. Мунчана кĕтĕм те чун каниччен ĕсĕклерĕм...

Кивĕ пӳртĕнчен хăпартса лартнă мунчинче Маня аппа асаилӳсен ытамне путрĕ. Кунта кашни япала ăна иртнине аса илтерчĕ. Сакăр ача пулнă вĕсен килĕнче. Çичĕ ывăл та пĕр хĕр. Маня çуралсан ашшĕ савăннипе ик кун хăна кĕртни пирки амăшĕ пĕр хутчен кăна мар каласа панăччĕ хĕрне. Çулсем иртсен амăшĕпе иккĕшĕ çак пӳртрен ашшĕпе пиччĕшĕсене вăрçа ăсатрĕç. Мĕн кăна тӳсмерĕç вĕсем. Хĕр çулне кĕрсенех Маня мăннисемпе тан Сăр хĕрринче вăрманта ĕçлерĕ, окоп чаврĕ. Хĕрарăмсем лаша вырăнне хăйсем турта хушшине тăрса анисене сухаларĕç. Çапах та чи хăрушши вăл йывăрлăхсем мар, вăрçă хирĕнчен килекен хыпарсем пулнă.

— Почтальон килнине курсанах чĕре сикме пуçлатчĕ. Çав вăхăтрах кашни кун кĕтеттĕмĕр ăна. Тăвансенчен хыпар кĕтнĕ. Анчах вăл та асамçă мар. Эпир те аннепе çине-çине виле хучĕсем илтĕмĕр. Чи малтан аслă пичче, Иван, Мускав патĕнче хыпарсăр çухалчĕ. Унтан атте. Çитăрпа Лăриван вилни çинчен хутсем пĕр кунта килчĕç. Кайран вăталăх пиччесем пĕрин хыççăн тепри вăрçă хирĕнче путланчĕç. Кĕçĕнни, Куля, вилнине пĕлсен аннен уйрах чĕри тапма пăрахрĕ. Мĕнле чăтса ирттертĕм, хам та пĕлместĕп. Çĕрле кил картине тухса йăваланса макăраттăм. Анне вил тăприйĕ çинчи чечексем те ман куççулĕпех ӳсрĕç пулĕ.

«Епле телейлĕ эс, анне, — çĕнĕ вил тăпри çине лартнă хĕресе ыталаса макăртăм эпĕ, — вилтĕн те нимĕн туймастăн. Манăн мĕнле тӳсес? Пĕр тăван та юлмарĕ. Кам пусарĕ ман ăша? Кампа калаçса чуна йăпатас?»

— Вилнĕ çынна куççульпе чĕртме пулсан çавăн чухлĕ çăва çинчи мĕнпур виле тăрса ларнă пулĕччĕ, — малалла калаçрĕ Маня аппа. — Анчах чĕррисен пурăнмалла. Хам çине ал хума шухăшламан эпĕ. Пурнăç вăл кирек мĕнле пулсан та пурнăç. Вăрçа яма ыйтса райком секретарĕ патне çыру çыртăм. Аттепе пиччесемшĕн, аннешĕн пĕр нимĕçе те шеллемен пулăттăм тесе çыртăм. Ĕненчĕç. Кĕçех алла повестка тыттарчĕç.

Анчах каярах юлтăм. Нумай тĕплеймерĕм эп фашистсене — эп алла пăшал тытни виçĕ уйăх иртсен вăрçă чарăнчĕ. Кайран яппунсемпе çапăçрăмăр. Тăван яла кăкăр çине «Хăюлăхшăн» медаль çакса таврăнтăм. Пĕтĕм тĕнче савăнать. Эпĕ те савăнăçлă хыпарпа анне вил тăприйĕ çине васкарăм. Ăна кеçĕн пиччен вил тăприне Ленинград хули патĕнче шыраса тупнине пĕлтертĕм. Вăл летчикчĕ. Вăрçа каяс умĕн мана ыталаса илчĕ те: «Эх, йăмăкăм, сан туйунта ташласчĕ ман», — тесе уйрăлчĕ. Анчах ман туйра мар, хăйĕннинче те ташлаймарĕ.

...Вăрçăран таврăннă-таврăнман Маня юхăннă хуçалăхне ура çине тăратрĕ. Хуçасăр киле арканма нумай вăхăт кирлĕ мар. Хĕр тайăлса кайнă картасене тӳрлетрĕ, пӳртне те тăватă енчен тĕкĕсем лартрĕ. Пӳрт тăрринчи улăм çинче чашкăракан мăянсене çумласа тăкрĕ. Çумăр яракан вырăнсене çĕнĕ улăмпа хупларĕ, çĕрĕшнĕ урай хăмисене улăштарчĕ. Арçын вырăнне те хăйĕнех ĕçлеме тиврĕ пулин те пуçне усмарĕ хĕр. Тăшманран хăраманнине хура ĕçрен хăрас çук ĕнтĕ ĕçре пиçĕхсе ӳснĕ чăваш пики.

— Ун чухне колхоз председательне вăрçăран хăрах алăсăр таврăннă Хĕветĕре суйласа лартрĕç, — Итлет-ши тенĕ евĕр чĕнмесĕр ларакан хĕр çине пăхса илчĕ Маня аппа. — Вăл ман кĕçĕн пиччепе пĕр кунтах вăрçа тухса кайнăччĕ. Вите алăкĕсене юсама пăта çитмерĕ те ăна правленирен çыртарса илес тесе ир кӳлĕм Хĕветĕр пурăнакан киле уттартăм.

— Килех, Куля йăмăкĕ, — хаваслăн кĕтсĕ илчĕ каччă ирхи хăнана. — Мĕн çăмăлпаччĕ?.. Ма пĕчченех ĕçлен, Маня? — хĕр мĕнле ыйтупа килнине пĕлсен ыйтрĕ Хĕветĕр. — Ĕç хыççăн хам та пулăшнă пулăттăм. Пăта çапасси хĕр ĕçĕ-и вара?

Хăрах алăпа та пулин Хĕветĕр хĕре чылай пулăшрĕ. Икĕ çамрăк шăкăлтатса калаçса ĕçленине курсан ялта часах вĕсем пĕрлешесси пирки сас-хура тухрĕ. Пĕр каçхине, чăн та, Хĕветĕр пушă пӳртне таврăнмарĕ. Икĕ пӳртре вут çунтарас мар терĕç хĕрпе каччă.

— Анчах хуйхă тени ман çума куршанак пекех çыпăçрĕ пулас. Ниепле те уйрăлмарĕ. Хĕветĕр алли çуккипе пĕрлех ăшĕнче нимĕç пулине йăтса çӳретчĕ. Каç кӳлĕм ĕшеннĕ хыççăн Çавала шыва кĕме кайрĕ те таврăнаймарĕ. Пуля пырса тăрăннипе чĕри тапма чарăннă терĕç врачсем. Çапла ман упăшкана фашист тăван яла таврăнсан тĕплерĕ. Тăватă ачапа пĕччен тăрса юлтăм.

Маня аппа калама чарăнса хĕре тинкерчĕ. Лена пуçа чиксе ларнине кура аллисемпе «кăм айĕнчи» сĕтел çине чавсаланчĕ.

— Шăнмарăн-и, хĕрĕм? — ыйтрĕ вăл хĕртен.

— Çук, шăнман, — çумăрпа кӳтĕркенĕ çурăмне хускатса илчĕ Лена.

— Ан суй, мана, ват çынна, улталаймăн. Сăну та кăвакарса кайнă. Эп сана хам калаçупа чирлеттерĕп тата. Атя, кĕрер пӳлĕме. Виççĕн пурăнатпăр эпир. Пĕри — ача-пăчасăр кинеми. Теприн вара ман хăраххăнах ывăлĕ те, хĕрĕ те пур. Анчах вĕсен хулари хваттерĕсенче амăшĕ валли вырăн çук иккен. Çулла тăван ялĕнче пурăнать. Пахчине лартса илме хамăр та кайса пулăшатпăр. Хĕлле вут хутма кансĕртен кунта таврăнать.

Пĕр чӳречеллĕ пӳлĕме кĕрсен Лена хăйне студентсен общежитине лекнĕ пекех туйрĕ. Стена икĕ енĕпе вырнаçтарнă вырăнсем çинче тăватă кинеми шăкăлтатса калаçса лараççĕ. Ленăпа Маня аппа пӳлĕме кĕрсен вĕсем шăпланчĕç. Тем каласса кĕтнĕн вĕсем çине тинкерчĕç.

— Ку ман кӳршĕ хĕрĕ, Лена. Кусем вара — манпа пĕрле пурăнакан Варукпа Вера. Ыттисем кӳршĕ пӳлĕмре пурăнаççĕ.

Хăйĕн çине ăшă куçсемпе пăхакан ватă çынсене асăрхасан Лена вĕсем вăл кунта килессине пĕлнине ăнланчĕ. Кĕçех вĕсем сăлтав тупса пӳлĕмрен тухрĕç.

— Пурнăç тени маншăн тăван анне мар, ама çури пулчĕ, — вĕри чейе вĕрсе сыпнă майăн малалла калаçрĕ Маня аппа. — Кирек ăçта çитсен те мана хуйхă çеç кĕтрĕ. Сашук çуралсан эпир Хĕветĕрпе пасартан пĕр пăру тата икĕ сурăх туяннăччĕ. Хамăр та пурпа ӳсмен те, ачасен сĕтел çинчен сĕтпе аш-пăш ан татăлтăр терĕмĕр. Анчах пĕррехинче ĕне пăрулас вăхăчĕ çитес умĕн кĕтӳрен киле таврăнмарĕ. Кĕтӳçпе иккĕн çĕрĕпех уйсем тăрăх утрăмăр. Ĕнене, тĕрĕссипе, унран юлнă урисене, вăрманта тупрăмăр. Эс, Лена, вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсем ялах çӳрени пирки аннӳ каласа панине илтнĕ пулĕ. Вăрçă хыççăн та вĕсем йышлăччĕ. Арçынсем сахаллине пĕлнĕ пекех кăнтăрла та яла анатчĕç. Çавсем пирĕн ĕнене пăрушĕ качкипех çурса тăкса çисе янăччĕ. Ун чухне ĕне этем пекех хаклă пулнă. Унсăр мĕн юр-варĕ килте. Ĕнесĕр хуçалăх — çурма выçă хуçалăх пулнă. Юрать-ха сан аçупа аннӳ пăрахмарĕç. Килте ĕне пур пекех пурăнтăмăр. Çуркунне пăру парнелерĕç. Аван çынсем çав сан аçупа аннӳ. Эс те вĕсем пекех пулнă. Эх, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм çитмерĕ ман.

— Эс мĕн пирки, Маня аппа? — кинеми калаçмасăр шухăша кайса ларнине курсан ыйтрĕ Лена.

— Аннӳпе иксĕмĕр калаçни пурнăçа кĕменшĕн çав тери кулянатăп. Анчах халь кун пирки калаçни усăсăр. Аса та илер мар ун çинчен.

— Маня аппа, çавăн чухне мунчана Саша пымарĕ-и вара? — ыйтрĕ Лена кӳршинчен пĕрле ӳснĕ тантăшĕ çапла улшăннинчен тĕлĕнсе.

— Çук, пымарĕ. Макăрса тăрантăм та пӳрте кĕмесĕрех кил умĕнчи çăмăл машина çине тухса лартăм. Соня кин ăсатма та тухмарĕ. Уи чухне эпир кирпĕчрен купаланă çĕнĕ пӳрте пурăнма куçнăччĕ ĕнтĕ. Кин чӳрече карри витĕр сăнанине асăрхасан çав пысăк пӳртре мана валли кĕтес тупăнманшăн пушшех чун хурланчĕ. Пӳртне лартнă чухне те кĕнеке çинчи укçана йăлт патăм. Ашшĕ-амăш машина туянса парсан пушшех мăн кăмăлланчĕ кин. Сан аннӳ сыснаран та нумай çиет, ăçтан кĕрет ун хырăмне тесе ывăла йĕкĕлтетчĕ. Мĕн ĕнтĕ ман, ват çыннăн, мĕн çини. Шăлсем çуккипе пĕчĕк çăкăр таткине те çур сехетре аран çисе яратăп та сĕтел хушшинчен часах тухаймастăмччĕ çав.

— Саша вара хута та кĕместчĕ-и?

— Малтанах кĕретчĕ. Анчах хам пекех çемçе чунлăскер кине хирĕç тăраймастчĕ пулмалла. Вĕсен пĕрле пурăнмалла-çке. Кин майĕпен ăна алла илчĕ. Манран сивĕтрĕ. Кайран алă çĕклеме пуçларĕ. Эп вĕсене хам çиес апата çитерсе ӳстернĕ. Çитĕнчĕç те ытлашши пултăм. Çапах та эп вĕсем çине кӳренместĕп. Ман ĕнтĕ пурăнасси нумай юлман. Вĕсен малалла пурăнмалла.

Лена ĕсĕклесе йĕрекен Маня аппана йăпатма сăмах тупаймарĕ. Тата мĕнле сăмахпа йăпатма, ун ывăлне е кинне тӳрре кăларма пулнине пĕлмерĕ хĕр. Ват çын чĕринче каялла тăван киле таврăнас ĕмĕтне хускатас та темерĕ.

Эх, анне чĕри. Ылтăнран е хурçă тимĕртен тунă-ши сана? Çук, мĕн вăл ылтăн? Хытă тимĕр татăкĕ çеç. Анне чĕри вара ачаш та кăпăшка, çав вăхăтрах нимĕн аркатайми çирĕп те. Хăвна çĕр тӳсейми инкек кӳрсен те каçарма пĕлетĕн эс, анне чĕри.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алексей Сурков (2013-01-16 23:43:42):

Çак калава пурнăçран илсе çырнă-ши?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2013-01-17 13:49:15):

Пурнăçранах пуль, ваттисен çуртĕнче ытларахăшĕ ачи-пăчи пур çинчех пурăнать теççĕ. Ват çын сывă чухне кăна кирлĕ, тата ун укçи кирлĕ.

 

Галина (2013-01-17 13:49:15):

Пурнăçранах пуль, ваттисен çуртĕнче ытларахăшĕ ачи-пăчи пур çинчех пурăнать теççĕ. Ват çын сывă чухне кăна кирлĕ, тата ун укçи кирлĕ.

 

nikolaewagalina (2015-12-27 20:58:08):

Тарăн шухăша яракан калав.Шел пулин те, пурнăçра кун пек тĕслĕхсем пулкалаççĕ çав.Кашни çын хăйне кун çути парнеленĕ атте-анне умĕнче ĕмĕр парăмра пулнине манас марччĕ.

 

Ярмат (2015-12-28 19:31:52):

Юлашки çăкăр таткине ачине паракан çынна ватлăх кунĕнче килĕнчен кăларса яни—тĕнче кулли!Çĕр чăмăрĕ çаврака: ватлăхра çак ирсĕрлĕх хăйсен патне çаврăнса çитесси пĕртте чăрмантармасть пулмалла çамрăксене!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: