Турăсăр тупнă телей


Çемекке арăмĕ курка йăтса кĕчĕ. Сăра ăсма кайичченех çĕрти-çӳлтине асăнса ятлаçакан упăшки халĕ те лăпланман иккен. Тин çеç йыттипе вăрçăнатчĕ, халĕ Улюкпа ун ачи çине сиксе ӳкнĕ:

— Пурăнать çĕр çинче çăкăр çĕртсе, сывлăша вараласа! Çĕрулми лартса тăваймасть та-ха вăл, пĕртен-пĕр ывăлне пăхаймастъ, намăссăр хĕрарăмĕ. Малтанхи ачи те çаплах, пăхайманранах, вилчĕ.

— Пĕр Улюк кăна-и? Çур ялĕ ытла çавнашкал. Мĕн акни-лартни те çум айĕнче. Ачи-пăчи бандитра. Поголовно ĕçеççĕ. Куçпа курас килмест çыннисене. Çампа сана тахçанах айта хулана каятпăр тетĕп. Çак кил-çурта тăвас укçапа пĕр квартир илсе ямаллаччĕ те лучшĕ пулатчĕ. Итлемерĕн мана. Вăт халь лар тулашса.

— Эс, хĕрарăм, нумай пĕлен! Хулана кайсан ăçта, мĕн ĕçлесе илен унта? Иксĕмĕр те сакăр класс анчах пĕтернĕ, пĕр професси алла илмен. Кунта хăть денатурат, сăмакунккă сутса тупăш тăватпăр. Ялта алккаш пĕтес çук. Колоратă нăррисем мар-и вĕсем: мĕн чухлĕ пĕтеççĕ — çавăн чухлĕ нумайрах ĕрчеççĕ. Вăн Улюк ачи миçе çул кутпа шуçса çӳрет — а нипочем кăнмасть. Мĕн усси унтан, кама юрăхлă çын пулать вăл ӳссе çитĕнсен?! Патшалăх тата ун пеккисемшĕн, уксах-чăлах тесе, инвалид укçи уйăрать, тепри ĕçлесе ун чухлĕ илеймест. А кам укçи каять унта?! Пирĕн укçа, пирĕн, ĕçлекенсен укçи, каять унта! Ма çавна ăнланмаççĕ-ши пуçлăхра ларакансем? Эпĕ пĕрре темле хаçатра вуланăччĕ: тахăш çĕр-шывра ун пеккисене — чăлахсемпе дебилсене çуралсанах е хырăмра чухнех укол туса вĕлереççĕ тет. Вăт ăслă вĕсем, вăт çавăнпа пуян, пурнăçĕ те малалла каять. А пирĕн? Пирĕн инвалиднăй çуртсем туса тултарнă: гуманизм çĕклеççĕ, çы-ынлăх теççĕ, хăйсем çаплах тислĕк ăшĕнче йăраланаççĕ. Мĕн вăл «гуманизм»? Уксах-чăлаха чĕрĕ хăварса ăна ĕмĕр тăршшĕпе асаплантарса пурăнни-и? Тата хăйсем кăна мар — ашшĕ-амăшне, çемйине, обществăна асаплантарса пурăнаççĕ-çке-ха вĕсем! Ăçта кунта ÇЫНЛĂХ? Мĕн усси вăл чăлахсенчен? Ман шутпа, пурăнмалла мар ун пеккисен çĕр çинче! Çуралсанах тĕп тумалла вĕсене!

— Эс сăруна ĕç-ха, илсе кĕрттертĕн те — ĕçместĕн ху. Ĕç, лăплан кăштах. Ав тăнлавунти юн тымарĕсем хĕрелсе, хăпарса кайнă. Таçта аптраса ан ӳк.

— Ăçта лăпланан унта! Чĕре тулашать. Ăфп... ăфп... — кăпăклă сăрине сыпрĕ. — Ха! Улюк ачи тесе ман йытта сая ямалла-и? Виççĕр тенкĕ парса илсе килтĕм ăна хула пасарĕнчен, таса овчаркă! Мĕн чухлĕ хаярлатмарăм эп ăна, çвер туса çитертĕм темелле. Вăл пур — Улюк ачи ăна йăпăлтатма вĕрентет иккен! Тăхта, кăтартап ăшшĕ вăл анчăк çурине! Тепре пытăр йыт патне — вĕслетсе лăр-лар кăна туртса çуртарап. Çапла! Туласа вĕлертĕр! Саккун та ним те тумасть мана вăл çĕр ăманĕшĕн. Калап: эп хам картишне туртса кĕмен ăна теп, кам çуратнă çавăн пăхмалла пулнă, теп. Нечево, пăхмастăн пулсан, ача çуратса ларма. Ман шутпа, уксах-чăлахсене çуратса вĕсене пăхмасăр усракансен те çĕр çинче утса çӳремелле мар!

Ятлаçрĕ, ятлаçрĕ Çемекке, вĕçне-хĕрне пĕлмерĕ. Арăмĕн итлес килми те пулса çитрĕ. Апат пĕçерме каям-ха тесе аяккалла пăрăнчĕ вара вăл. Таçта та, тем патне те çитрĕ кĕрлевĕнче кил хуçи. Ларсассăн та, выртсассăн та лăпланаймарĕ. Каçалла сулăнсан тин шăплана пуçларĕ, ывăнчĕ пулас. Анчах апата ларсан хирĕлӳ çĕнĕрен хыпса тухрĕ:

— Миçе каламалла сана: çиеймес эп çак çуллă кăлпассине. Анмасть вăл ман пыртан, йĕклентерет! Копченнăйне ил мана валли тесе каламан-им эп сана?!

— Мĕн шуйттанĕ кăшкăран эс ман çине! Çуккăччĕ лавккара копченнăйĕ. Çăвăрлас-им ман? Виçĕм кун машинупа хулана денатурат илме кайрăн, ма илсе килмерĕн тата?

— Ăçтан мур пуçĕнчен пĕлеп эп: хăш продукчĕ пĕтнĕ пирĕн, хăшĕ пĕтмен? Эс кил хуçи хĕрарăмĕ пуль, ма каласа ямарăн?

— Çиейместĕн пулсан ан çи, кам çилумпа çитерет сана? Ак яшка пĕçертĕм, хăйма яр, шарккупа çиме хур ăшаларăм, шăрттанĕ те пур.

Çемекке яшкине çур чашăк пек çирĕ те хур тукмакки тытрĕ, пĕр-ик çыртăм турĕ:

— Тьфу! Мĕнле кун пулчĕ паян? Е ашĕ ку сан пиçсе çитмен, е ватă хур ашĕ пулнипе чăмланмастъ. Иртнинче те çавăн пекчĕ. Тек ан сĕн мана çакна. Кăркка ашĕ пур вĕт — çавна ăшала.

— Хăв эсĕ чăмланмастăн, пиçсе çитменскер! Йăлт килĕшмест ăна, йăлт килĕшмест! Ĕнер — котлечĕ типĕччĕ, паян — кăлпассийĕ çуллă, то — пуллин вăлчи сахал, пылĕ — çăка пылĕ мар... Килĕшмест тĕк эп пĕçерни — тыт та пĕçер ху. Йыттуна та хăв тăрантар, атту эп ăна мăнтăрлатаймастăп, — сĕтел хушшинчен тухса çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ арăмĕ.

— Мĕн, йытта апат парасси те йывăр пула пуçларĕ-им? Ах, наян-çке, ах, кахал! Мĕнле хăвна йăтса çӳрен тульăк... Ха, йытта апат парайми пулса çитрĕ вăл халь. Выртса кӳпчех ĕнтĕ, сысна ыйхи, хамах тухса çитереп.

— Кастрюльти яшкине ан яр, ыран сыснасене пама кирлĕ.

— Хамах пĕлеп, вĕрентсе вырт тата. Çапла вăрçкаласа Çемекке пĕчĕк витрине сĕтел çинчи апат-çимĕç юлашкине, çăкăр тĕпренчĕкĕсене шăлса ячĕ. Уйран хушрĕ тăрăлса ларнине. Çăнăх ярса пăтратрĕ çăралма.

Пуçне малти урисем çине хурса, куçне хупса выртакан Динго патне пычĕ çеç Çемекке — лешĕ куç шуррисене çавăрса хурса шăлĕсене шăтăртаттарса хăрлатма пуçларĕ:

— Хр-р-р! Р-р-р! Хр...

— Ну-ну! Пăтранса ан тăр! Эп ку — хуçу, апат пама килтĕм, — йытă валашкине патакпа туртса хăй патне куçарма тăчĕ Çемекке.

Анчах Динго сасартăк выртнă çĕртен патак çине сиксе ӳкрĕ, кăшлама пуçларĕ.

Кунашкал ĕç тухманнине кура Çемекке лаççа кайса вучахран кĕл туртмалли пĕчĕк тимĕр турчăка илсе килчĕ. Çекĕлĕпе çаклатса валашкана хăй патне куçарчĕ те апатне унта ячĕ, турчăкипех каялла тĕксе лартрĕ. Анчах Динго апачĕ çине çаврăнса та пăхмарĕ, хăрлатрĕ çех.

— Çи, мĕн кирлĕ тата?

— Хр-р-р! Р-р!

— Çи, сатана!

— Хр-хам!

Çемекке тек чăтаймарĕ, сирпĕнсе кайрĕ:

— Ах, эс çапла-и? Пăхăнтаран апла? Ме, тимĕр турчăка тутанса пăх эппин! На сана, на! — йытта пуçĕнчен, сăмсинчен, çурăмĕнчен алри япалипе çине-çине çапа пуçларĕ.

Ытла хытă ыратнипе Динго каялла сикрĕ, карта çумне тĕршĕнчĕ. Хаяррăн çиçекен куçĕсемпе хуçи çине хыпса çăтаслăн пăхрĕ. Курайманлăх, виçесĕр курайманлăх пулчĕ вăл пăхнинче.

Урса кайнă Çемекке татах, çапасшăн пулса, йытă патне пĕр утăм турĕ. Анчах Динго кĕтмен çĕртен ялт сикрĕ те турчăка тытнă алла лăр-лар кăна туласа илчĕ, сăнчăрĕ çитнĕ пулсан хуçин пырне ним мар кăшласа татнă пулĕччĕ. Çемеккен тимĕр турчăки çĕре ӳкрĕ. Пĕр хушă хăй алли çине нимĕн чĕнмесĕр, хускалмасăр пăхса тăчĕ: пăтăр-пăтăр юн тумлать.

— Чунна кăларса илеп санне куншăн... — терĕ кăштахран Çемекке шăл витĕр. — Çук, хĕнесе вĕлермес эп сана... выçтарса, типĕтсе вĕлереп. Ан та пул лучшĕ çĕр çинче. — Çапла каларĕ те аллине кĕпе аркипе тытса пӳрте кĕрсе çухалчĕ.

Тавралăх тĕксĕмленсех кайрĕ. Пĕлĕт ачисем таçти вараланчăк лупашкара ашкăнса хуралса пĕтнĕ те халĕ хыçран хăвалакан амăшĕнчен сиккипе тараççĕ. Вĕсем хыççăн пăш çĕкленсе юлнă тусан сăмсана кăтăклантарать. Сунасласах илет вара Динго. Сунасламассерен çăралса-хытса ларнă юн катăкĕсем сирпĕнсе тухаççĕ, çан-çурăм сурса ыратать. Апла пулин те йыттăн чăнк тăратнă хăлхи кашни сас-чĕвве сисет, уйăрать.

Акă кӳршĕсем енчен такам кутпа шуçса килни илтĕнчĕ. Çитрĕ. Мăш-мăш сывлать, карта çурăкĕнчен кил хушшинче кам пуррине сăнать. Кĕç карта айĕнчи шăтăкран тăрмаланчăк çӳçлĕ ача пуçĕ курăнчĕ, унтан — ырхан кĕлетке. Шуса тухрĕ ача. Ларчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Дингăна курчĕ те:

— Ам-ам... — терĕ куççуль витĕр Çемекке епле çĕмĕрĕлнине пĕтĕмпех итлесе ларнăскер.

Йытăсем хăйсем шутсăр юратакан çын умĕнче хырăмпа шуçса йăпăлтатаççĕ. Динго та ача патне çапла — шуçса çитрĕ. Мăнăскер, выртсассăн та лараканскертен çӳллĕрех курăнчĕ вăл. Хӳрине пăлтăртаттарса, хăлхине лăпчăтса Улюк ывăлне пичĕн-куçĕнчен, аллисенчен нăйкăшса çуларĕ чĕрчун. Куçĕсем телейлĕн çиçрĕç.

— Ой-ой, ам-ам, ой-о-ой... Пу-пу, ам-ам? Пу-пу? — ача хĕрхенсе мăйĕнчен ыталарĕ Дингăна.

— Ов-в... о-ов-в... — пу-пу, пу-пу çав тени пулчĕ-ши ĕнтĕ ку, пуçĕпе юлташĕн хул хушшине тĕрĕнсе шăппăн йынăшрĕ йытă.

— Ам-а-ам... Ой-о-ой... — арçын ача ăна хăй пĕлнĕ пек йăпатрĕ: хăлхисенчен, куçĕсенчен ачашларĕ, сăмсинчен чуптурĕ. Унтан каллех мăйĕнчен ыталарĕ. Çапла икĕ мĕскĕн чун чылайччен хускалмасăр ларчĕç: сип-сивĕ тĕнчере пĕр-пĕрин ăшшипе ăшĕнчĕç вĕсем...

Кăштахран пĕр-ик утăмри валашкаран апат шăршине туйса ача хăй ытамне вĕçертрĕ, сăмсине нăш-нăш туртрĕ те сурчăкне лăнкăрт çăтрĕ. Çатăртатсах выçать-çке хырăмĕ: ирхине Çемекке арăмĕ çитсе кĕнине пула çисе ĕлкĕреймерĕ.

Васкаса кутпа йăкăштин-йăкăштин шуçса пычĕ валашка патне вăл. Вара тепĕр самантранах пурин çинчен те манса кайрĕ: хырăм çине выртса уйранлă-яшкаллă шĕвеке çăткăннăн, нихăçан курманла чыхăнса ĕçме пуçларĕ. Темле тискер кайăк çури майлах курăнчĕ. Наччас хушăра тĕпĕнчи «çăри» патне çитрĕ. Çĕкленчĕ те — çара урисемпе йывăç валашкана ик енчен хĕстерсе — çăнăхлă, çĕрулмиллĕ, çăкăр тĕпрен-чĕкесемлĕ çăра апата аллисемпе илсе çиме пуçларĕ. Чăмламасăр, васкаса, такам туртса илесрен хăранăн çăтрĕ те çăтрĕ. Çак тĕнчере вăл тата валашкари йытă апачĕ çеç пулчĕ халĕ уншăн. Инçех мар ун çине ытарайми, ик куç тулли юра-тупа пăхса ларакан Дингăна та асăрхамарĕ ача. Чыхăнса кайса çăтрĕ...

Самантрах çисе ячĕ вăл йытă апатне.

Хырăмĕ сывлаймиех тулса ларчĕ пулин те, тăраннине туймарĕ. Валашка çумне çыпăçнă çăнăха пĕчĕк пӳрнипе шăлса хыпрĕ, «пытанса» юлнă çĕрулми турамне тупса çисе ячĕ. Чăн юлашкинчен уйрăммăн йывăç савăт тĕпне выртса юлнă шăмă татăкне асăрханса илчĕ. Ăна çуларĕ, çуларĕ, унтан çăварне хыпса ĕмкĕч ĕмнĕ евĕр начлаттарса ĕмме пуçларĕ.

Чылайччен ларчĕ ача çапла. Çумăр вĕтĕртетме пуçланине те, çил хыттăн каснине те сисмерĕ. Пуçне усса шухăша кайнăн курăнчĕ пулин те ун пуçĕнче нимĕнле шухăш та пулмарĕ. Пĕтĕм кăмăл-туйăмĕ халĕ унăн çак шăмă çинче, ĕмнĕçем çăвара килекен сĕткенлĕх çинче пулчĕ.

Ларсан-ларсан сивĕ çапнине, ыйхă пуснине туйма пуçларĕ, анчах вырăнтан хуçкалма вăй-хăват çитереймерĕ. Мĕн паçăртанпах чун парăнулăхĕпе пĕчĕк тусĕ çине пăхса ларакан Динго çакна сисрĕ. Йĕм пĕççинчен ачашшăн çыртса ачана хăй йăви еннелле туртанçи турĕ. Лешĕ, ĕнтĕркенипе куçĕ хупăнсах ларать пулсассăн та, çăмламас тусĕ ăçталла сĕтĕрнине тавçăрса илчĕ: куçне уçмасăрах тенĕ пек хыççăн шуçрĕ, упаленсе йăвана кĕчĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лиана Григорьева Пуканкасси яле (2015-02-19 09:32:44):

Сирĕн калава эпĕ наци радиовĕпе итлерĕм. Çав тери чуна йывăр пулчĕ итлеме. Мĕнле çырма пĕлетĕр?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

снег (2015-02-19 18:35:17):

Питĕ пурнăçлă калав. Мĕн чухлĕ çын пĕтет сăмакун сутакансем пирки.Çын хуйхи çинче укçа тăваççĕ. Вулаттарасчĕ вĕсене çак калава,ачах, шел те, ăнланмĕç пуль, теп. Чунĕсем хытнă, хăйсенех тӳре кăларĕç. Кун пек калавсене шкулта аслă классенче сӳтсе явсан, тен, усси пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

маша (2016-01-23 22:16:53):

очень печально,за душу берет,до слез жалко ребенка

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ярмат (2016-01-24 14:03:01):

Паянхи кун ялсенче ĕçке ерсе, супашса пурăнас йăла вăй илнĕ çав. Пĕрисем çын хуйхи çинче укçа тăваççĕ, теприсем - çак каварлă шухăш тыткăмне лексе, эрех айне пулса, çынлăхран тухаççĕ. Автор çырса кăтартнă тĕслĕх пурнăçра пулма пултарни чĕрере пăлхавлă туйăм çуратать.

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: