Парăнман кĕрешӳçĕ


В.П.Станьял — XX ĕмĕр вĕçĕнчи Чĕрĕлӳ тапхăрĕнче чăвашлăх юхăмне тапратакан хастар çынсенчен пĕри. Вăл хăй пуçарулăхĕпе И.Я. Яковлев обществине, Чăваш Халăх хуралне, Ваттисен Тĕп канашне, Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхне, Чăваш халăх академине тата ыттисемпе пĕрле — Чăваш наци конгресне йĕркеленĕ, вĕсен уставĕсене çырнă, чылай вăхăт ертсе пынă. Калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ку ĕçсемшĕн вăл, каламасăрах паллă, çав вăхăтра влаç умĕнче нимле чыс-хисеп те курма пултарайман. Патшалăхран хисеп кĕтместчĕ вăл, «мана парăр», «мана кирлĕ», «эпĕ тивĕçлĕ» тенине нихçан та илтмен. Таптанине вара пайтах тӳснĕ. Пĕрех парăнман, хăй тĕрĕс тесе шутланă çулран пăрăнман. Ватлăх кунсенче те яш чухнехи пекех юлчĕ; тӳре-шарана «эсир те турă мар» тесе каларĕ, суеçтернине сивлерĕ. Çакна ЧНКан 1992-2002 çулсенче хăй ертсе пынă Аслă Пухăвĕсенче тухса каланисем тăрăх та курма пулать. В.П. Станьял архивĕнче пичетленмен алçырусем упранаççĕ. Аслă шкулсенче чăваш сăмахлăхĕн (литературин) тата халăх сăмахлăхĕн (фольклорĕн) историйĕпе, теорийĕпе, халăх ăс-хакăлĕн (культурин) ыйтăвĕсемпе вуланă лекцийĕсен йышлă конспекчĕсемпе материалĕсем, пичетленмен статйисем, тĕрлĕ хаклавсем нумай. 1956 çултанпа çырса пынă кун кĕнекисем (дневникĕсем), пин-пин çырăвĕ, тĕрлĕ хутсем хушшинче е тус-юлташĕсенче сапаланса выртакан сăввисем пур... Чăваш йăли-йĕркине сăнаса пынисем хăйне уйрăм пуянлăх. Ахăртнех, юлташĕсем чăваш йăли-йĕркине вăл питĕ тарăн чухланине пĕлмеççĕ те пулĕ. Килте ун пирки аннепе вăрах калаçатчĕ, чăваш йĕркисене хӳтĕлетчĕ. Чăваш йăлисене пули-пулми ăçтиçукпа сӳтсе явнине астумастăп. Энциклопедилле пĕлӳпе хавхаланнă, чăнласа таврапĕлӳçĕсене хăй тавра пĕтĕçтерсе тăратчĕ. Вĕсемшĕн вăхăта шеллеместчĕ. Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхне (союзне) 1991 çултанпа пĕр улшăнми ертсе пырать.

Хăй вĕрентнĕ студенчĕсем В.П. Станьяла нумай енлĕ талант тесе хакланă. Ăна халалласа сăвăсем çырнă. Уншăн лешĕ ятлани те пулнă. Ачаран ăшă сăмах илтмесĕр çитĕннĕскер, чăнласа каланă ырă сăмаха та хăш чухне шахвăртса калани вырăнне йышăнатчĕ. Çапла шутлама кайран та сăлтавсем пулнă унăн, мĕншĕн тесен хăй аслă çул çине кăларнă ачасемех «шултра ученăя» тухсан ăна темиçе хут сĕмсĕррĕн элеклесе хăтланчĕç.

Шкул ачисемпе студентсене В.П. Станьял ирĕксĕр саманара чĕрĕк ĕмĕр ытла «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ тавра чăмăртаса пурăннă. Пин-пин сăвă-калав тухнă ун куçĕ витĕр. Тен, ун сăмахĕсем те кама та пулин çыравçă тивĕçне ăнланса илме пулăшнă пулĕ.

Хăй те çырнă. Ыттисем пек мар. Чунра кӳтсе çитнине кăна. Хăйшĕн çеç çырнă тейĕн. Яш-кĕрĕмĕнни пек пулса тухасран шикленнĕ-тĕр. Хăйне нихçан та поэт тесе каламан. Студентсен экспедицийĕсенче е концерчĕсенче «Арçури», «Нарспи» поэмăсене, «Тинĕсе» сăвва пĕтĕмпех калама юратнă, хăй сăввисене каламан вара. Чунĕпе вĕри те кăра пулсан та, хăйне поэтла тыткаламан. Мĕншĕн! Калама йывăр. Вĕçкĕнлĕхе ырламанран пулĕ. Поэзире вăл — чăнласа сăвăç. Вичкĕн туйăмлă лирик. Унăн хăйĕн мелĕ, сассипе кĕвви пур.

Çакна эпĕ аттен утмăл çулĕ тĕлне «Ăраскал тĕпренчĕкĕ» кĕнекине пухнă чухне ăнланса илтĕм. Сăввисемпе тĕплĕрех паллашнăран хам шухăша çирĕплетсе калатăп: йывăр шăпа пусса тăнă унăн пултару çул-йĕрне. Упранса юлнă сăввисене Виталий Станьял «кунçул тĕпренчĕкĕсем, шухăш-туйăм татăкĕсем» тенĕ. Чăнах та çапла вĕсем. Унта сăвăçăн ыттисене курăнман шалти тĕнчи — вăл пурăнса ирттернĕ вăхăтăн хаваслă, хурлăхлă, пăлхавлă саманчĕсем ӳкерĕнсе юлнă. Вĕсене «кăмăл-туйăм биографийĕ», «кулленхи шухăшсен кĕвви» темелле. Хăшпĕр сăввисене атте хăй тупнă кĕвĕсемпе юрласа çӳретчĕ. Анчах вĕсем «альбом юррисем» мар. Тинкерсе тăнласан вĕсенче ăру синкерĕ (трагедийĕ) тата питĕ çирĕп чăтăмлăхпа ырă талпăну курăнать.

Ытларах сăввисем, ĕçтешĕсем-тусĕсем каласа кăтартнă тăрăх, хăй пекех чăрсăр та тӳрĕ пулнă. Çавăнпа вĕсенчен нумайăшне совет саманинче пичете кăларман. Тăван чĕлхе, тăван халăх пирки çырнисене яхăнне те яман. Апла çырнăшăн «аслă сĕтел» умне тăратса вунпĕр (!) хутчен ятланă: факультет партбюровĕнче, университет парткомĕнче, Шупашкар хула комитетĕнче, парти обкомĕнче... Ку ачалла айкашни пулман. Хуçапа тарçи, пуçлăхпа хыçлăх хирĕç тăни те мар. Тĕрĕслĕх суяпа кĕрешни ку. Паллах, тан мар та синкерлĕ кĕрешӳ.

Пуçлăхсене виçесĕр мухтанине, йăпăлтатса шавланисене, плакатла кăнттам сăмаха йышăнман çамрăксем (Юрий Скворцов, Геннадий Айхи, Николай Теветкел, Валерий Егоров, Виталий Чекушкин, Геннадий Юмарт, Неонила Петровская, Вениамин Тимаков, Петĕр Эйзин, Алексей Аттил) XX ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче тĕнче çинчен хăйсем ăнланнă пек çырма тăрăшнă. Вара вĕсене «утмăлмĕш çулсенчи» ют шухăшлă çыравçăсен — «шестидесятниксен» картине хупнă, «юрăхсăр этем» шутне чикнĕ. Телейсĕр шăпа кĕтнĕ вĕсене. Çак лару-тăрура шыва сикекен те, ухмаха тухакан та пулнă. Анчах чăваш чăтăмлă. Вĕсем çухалса кайман. Выçăллă-тутăллă çӳренĕ, хура ĕçпе тăранкаланă, вĕренме пăрахман. Чун чăтманнипе çырнă та çырнă. Хăшĕсем пичетленнĕ, пичетленменнисем çухалса пĕтнĕ... 1980 çулта В.П. Станьялăн «Ытамлатăн, Çĕршывăм, мана», 2001 çулта «Ăраскал тĕпренчĕкĕ» сăвă пуххисем тухрĕç. Ку кĕнекене унти сăвăсене те кĕртнĕ. Юрату çинчен вĕсем. Пурнăçа, халăха, çĕршыва, тăван чĕлхене юратни çинчен.

Виталий Станьял поэзийĕнчи юрату асаплă, пусăрăнчăк. Вăл урăхла пулма та пултарайман. Вăхăчĕ телейсĕр те савăнăçсăр, ӳсĕмĕ нушаллă. Анчах ĕмĕт те, талпăну та малаллах туртнă. Çавăнпа лирика ярăмĕсенче çутă тасалăх туйăмĕ хурланчăк туйăмсенчен вăйлăрах. Кĕнекере асра юлакан йĕркесем нумай.

Ярăмсене сăвăç хăй палăртса тухнă пекех хăвартăм. «Иккĕн çума-çумăн» кăшăла («Сурансăр ырату, 1958», «Ыйтса илмен сăвăсем, 1959-1960», «Юрату сӳннĕ чух, 1960-1969») студент çулĕсенче туххăмра çырса пăрахнă, «Тăван çĕршывпа калаçни» ярăма вара ĕмĕр тăршшипех тăсса пынă. Мĕн çинчен калаçнă сăвăç Тăван çĕршывпа, савнипе, амăшĕпе, тус-юлташĕсемпе, тăшманпа? Чыслă ят пурнăçран хакли çинчен. Этем пурнăçĕ тĕрĕслĕхпе илемли çинчен.

Атте сăввисене тĕрĕс хак параймăп эпĕ. Вĕсем мана килĕшеççĕ. Чыс-хисеп илнĕ тантăшĕсенчен, хăй вĕрентсе кăларнă учительсенчен те ырă сăмах илтме тӳр килчĕ. Пысăк хайлавĕсене (поэмисемпе «Хура хурăнсем» романне) пичетлеме чарман пулсан, тен, вĕрентӳпе тĕпчевре мар, çырулăх ĕçĕнчех палăрса юлнă пулĕччĕ.

Аттен утмăл çулне хăй кĕтмен çĕртен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институтĕнче ятарлă конференципе паллă турĕç. А.А.Трофимов, Н.П. Петров, В.А. Иванов академиксем, А.П.Хусанкай, В.И. Сергеев профессорсем, ытти ĕçтешĕсем ăшă сăмахсем каласан, район ертӳлĕхĕнчен, тăван ялĕнчен, Шупашкарти шкулсенчен, Муркашран, Шăмăршăран, Элĕкрен, Чĕмпĕртен, Хусантан, Самартан, Красноярскран, Мускавран, Питĕртен тата ытти çĕрсенчен сăвă-ташăпа, кукăль-сăрапа, тĕрĕ-эрешпе хăнасем килсен, хăйне сăрăпа ӳкернĕ (Н.В. Федоров, Н.А. Теветкел), йывăçран касса тунă (Е.А. Майков), чултан кĕлеткелесе кăларнă (В.П.Нагорнов скульптор), барельефланă (Ф.И. Мадуров шепсут) сăнсемпе саламласан, тулли зал çине шур сухаллă атте вăрах хушă ним калаймасăр пăхса ларчĕ. Телейлĕ те хурлăхлăччĕ унăн куçĕсем.

Кĕтнĕ-кĕтмен çĕртен пухăннă чăваш маттурĕсен хитре уявĕ пулчĕ вăл. Йывăрлăха парăнмасăр ĕçленĕшĕн, тĕрĕслĕхе юратса кĕрешнĕшĕн тăван халăх хăйĕн ывăлне çапла чи хаклă виçепе тав турĕ тесе çырчĕ «Советская Чувашия» хаçат. Эппин, пурăнни харам пулман.

 

Эрбина Никитина, «Халăх шкулĕ» журналăн пай тĕременĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Чаптай (2014-02-03 00:21:50):

савăнсах вуласа тухрăм.Татах пичетлĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2014-02-03 23:34:44):

Эпĕ вара тĕлĕнсе вуласа тухрăм.Тавах.Республикăра краеведенипе çырнă кĕнекесен конкурсĕ пулассине пĕлсен эпĕ те хамăн "Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения" кĕнекене конкурса тăратса пăхма шутларăм. Тираж пысăк мар, хам укçапа кăларнă, пысăкрах вырăнта ларакансем те паллашса хаклаччăр, терĕм.Кĕнеке валли рецензи кирлĕ иккен. Палланă ученăйсем манăн çук(ĕмĕр тăршшипех ялти шкулта ĕçлесе пурăнатăп, шкулĕ район кĕтессинче вырнаçнă, пули-пулми тухса çӳреме майсем çукрах). Виталий Петровичран пулăшу ыйтрăм, çырса ярса пачĕ. Алă пуснине çирĕплетмелле иккен.Станъял тесе алă пуснине çирĕплетсе памаççĕ.Телефонпа çыхăнма тиврĕ. Мана пулăшма Виталий Петрович ятарласа килчĕ, вăхăчĕ те пулман пуль,çапах мана пулăшма пултарчĕ,документсене хатĕрлесе пама пултартăм. Шупашкарти пĕр чăваш чĕлхи учителĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнса Тав сăмахне тивĕçрĕм(лауреат ятне никама та памарĕç). Станъял хаклавне -рецензине эпĕ хамăн Хисеп хучĕсен пуххисем хушшинчех упратăп. Кунтах манăн пĕрремĕш кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствине сĕнсе хайланă А Мефодьевпа О.Алексеев çыравçăсен рецензийĕсем 13 çул упранаççĕ. Сире телей, çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатăп!Сирĕн умра пуç таятăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: