Шаннă кĕл чечек


Сана кăна ыйтать.

Туятăп, эс çакна сисетĕн,

Хăçан-тăр ман пата килетĕн...

 

Сăвăç-хĕр ларма та ĕлкĕреймерĕ, класра тăвăллăн алă çупни илтĕнчĕ. Пурне те килĕшрĕ пулас.

— Маттур, Ирина! — терĕ Татьяна Ивановна пĕтĕм класс хавхаланнине асăрханăскер. — Эсĕ чăн-чăн сăвăç пулаятăн. Унтан ачасем çине пăхса çаврăнчĕ те çакăн пек сĕнӳ пачĕ: Айтăр-ха, малашне литература урокĕнче харпăр хăйĕн пултарулăхне тишкерер. Унта сăвă техники пирки те, калав е ытти хайлав мĕнлерех пулмалли çинчен те тĕплĕн калаçăпăр. Юрать-и?

— Юрать, юрать, — терĕç ачасем. Учительница вара хăй вĕрентекен хĕр çырнă йĕркесенчен асра юлнăраххине ăшĕнче темиçе хутчен те каларĕ: «Пĕлетĕп, эс çакна сисетĕн, хăçан-тăр ман пата килетĕн...»

Сăвă тавра калаçу хĕрсе кăна çитнĕччĕ, урок вĕçленни çинчен пĕлтерсе шăнкăрав янăрарĕ.

— Калаçăва тепрехинче малалла тăсăпăр, — терĕ Татьяна Ивановна ачасемпе сыв пуллашса. Хăй вара сăвăри шухăша мапалла тăсрĕ: «Юратсан — тĕнче илемлĕ, юратсан — пурте телейлĕ».

— Татьяна Ивановна, сире çыру, — хитре почеркпа çырнă кăвак конверт тыттарчĕç ăна учительсен пӳлĕмне кĕрсен.

— Тавтапуç, — пуç тайрĕ вăл çыру паракана. «Ăçтан-ши, кам çырать-ши?» — кăсăкланчĕ конверт çинчи палламан почерка асăрхасан.

«Каçарăр, Татьяна Ивановна, — çырать такам. — Эпĕ сана пĕрре те усал тăвасшăн мар, асăрхантăр тата тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳ тутăр тесшĕн çеç... Санăн упăшку Шупашкар майрипе çыхланса кайнă. Лешĕ, пĕччен пурăнаканскер, уншăн каçăхса çеç çӳрет. Асту, сыхла мăшăрна, унсăрăн пĕччен тăрса юлатăн. Мана Сима аппа тесе чĕнеççĕ. Чăн-чăн адреса каярахпа пĕлтерĕп».

Çак сăмахсем Таня чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçрĕç. Пĕр шухăшласан элек пек. Тепĕр тесен.... Гена Шупашкара кайсан тепĕр чух çĕр каçма та юлать. Вăл лайăх арçын, укçине те аван илет, çын çинче те сăпайлă-хисеплĕ. Апла тăк ăна кирек кам та юратма пултарать. Юратать те. Тен, Сима аппа тĕрĕсех çырать?..

Йывăр шухăшсем ăна паянхи пĕлĕтлĕ ăмăр çанталăк пекех тĕксĕмлетсе ячĕç. «Мĕн пулчĕ сире, Татьяна Ивановна?» — тĕпчерĕç ĕçтешĕсем. «Каярахпа каласа кăтартăп...» — çак сăмахсемпе тухса утрĕ вăл малтан — черетлĕ урока, унтан — килне. Юрать-ха, пуртре никам та пулмарĕ. Ахальлĕн мĕн тенĕ пулĕччĕç-ши? Таня диван çине кайса ӳксех макăрчĕ. Ăна пурнăçĕ пĕтсе килнĕн туйăнчĕ. Такам мăйран пăвать, тĕпсĕр авăра сĕтĕрет тейĕн. Анчах пăлтăр алăкĕн сасси ăна диван çинчен хăвăрт тăма, хăйне алла илме хистерĕ.

— Мĕн пулнă сана, кин? — пӳрте кĕнĕ-кĕменех ыйтрĕ унран пăянамăшĕ.

— Ара, нимех те мар, — пурнăçĕнче пĕрремĕш хут суйрĕ вăл Генăн амăшне, ялан пĕр сăмахра пулнăскере. — Шкул ачисен калаçăвĕ шухăша ячĕ те...

Хунямăшĕ пĕлет: кинĕ йăлтах уççăн калать: лайăххине те, начаррине, камăн ачи мĕнлерех вĕренни таранах. Анчах хальхи пек тĕксĕм, йывăр шухăшлă пулнине ăна нихăçан та курман...

Каç кулĕм çанталăк кăштах уяртрĕ. Çӳхелнĕ катрам-катрам шурă пĕлĕтсен хушшинчен хĕвел те хутран-ситрен йăл кулса илет. Апла пулин те вăл та уçаймарĕ Татьяна Ивановна кăмăлне. Мĕн шутлать вăл, мĕн кăшлать чĕрине? Чăннипе халиччен ăна упăшки нихăçан та вăрçман, ун çине алă çĕклемен. Усал сăмахпа та кӳрентермен. Апла тăк? Çук, пур пĕрех мĕн те пулин пур ку çырура. Ахальтен, килсе çакланман ĕнтĕ вăл унăн аллине... Авă Гена пĕррехинче ирхине çеç таврăннăчччĕ. «Машина çĕмĕрĕлсе ларчĕ», — тесĕ йăпатрĕ ăна. Анчах унтанпа мĕншĕн-ха унăн «Жигулийĕ» пĕр чăрмавсăр чупать? Тепрехинче машини çинче такамăн пит сăрламалли, ытти ăпăр-тапăрĕ тупăннăччĕ. «Çавăнта икĕ хĕр-упраçа лартнăччĕ. Çавсем пăрахса хăварнă пулĕ, апăршасем», — ăнлантарчĕ вăл ун чухне. Апла пулсан мана ĕлкĕхиллех юратмĕччĕ... Çапах та... Паян та авă халĕ те таврăнман...

Шăпах çав вăхăтра чӳрече умĕнче çутă йăлкăшса илни, унтан машина кăшкăртни илтĕнчĕ. «Эпĕ çитрĕм. Кĕтсе ил, Тариçĕм», — тесе ăнланатчĕ çакна яланах. Вара çийĕнчех çурăмĕ çине çăмăл тумтир уртса яратчĕ те мăшăрне хирĕç чупса тухатчĕ. Киле кашнинчех тулли сумкăпа таврăнать вăл. Хуларан — командировкăран мăшăрĕпе амăшĕ валли тутлă кучченеçсĕр пĕрре те килсе курман. Тепĕр чухне, аяккарах кайсан, çĕр выртни те пулать, анчах кашнинчех хăй ăçта пулнине телефонпа шăнкăравласа пĕлтерет.

Çапах та... Пĕррехинче Гена пӳрте яланхиллех çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа кĕчĕ пулин те уяв пулмарĕ килте. Сăлтавĕ пирки калаçма вăхăт çитмерĕ — ирех Тюмене тухса каймалла. Çапла, пĕрремĕш хут мăшăрне ыталаса ăшăтаймасăрах, шăкăл-шăкăл калаçаймасăрах тепĕр хут çула тухрĕ вăл. Унтан татах темиçе хутчен пулчĕ çакăн пекки. Калаçăва-харкашăва шала ярас мар тесе çамрăк арçын тем пекех тăрăшрĕ. Çапах та ăнсăртран пуçланнă çил-тăвăл лăпланмарĕ. Тариç патне такам шăнкăравласа тăрать иккен ун çинчен: вăл çапла та, вăл капла...

— Пĕлетĕп эпĕ сан пата кам çырнине, — терĕ пĕррехинче тӳсеймен енне Гена кăшт хĕрĕнкĕскер. — Ăна манăн усламçă ĕçĕ ăнса пыни, пирĕн çемьери килĕшулĕх кăмăла каймасть. Тата... Ырă çын кама ытахальтен усал хыпар ярса тăтăр? Шухăшласа пăх та лăплан. Кун пек пире питĕ йывăр вĕт.. Иксĕмĕре те, тепĕр тесен... Сана юратмастăп пулсан манăн тахçанах урăх çĕре тухса каймалла... Юлашки хут калатăп, ăнлан, — тархасларĕ вăл Таньăна ним калама аптăраса. — Эсĕ хăвах Петĕр Хусанкай сăввине вуласа паманччĕ-и?

 

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,

Эп пĕлеп, сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ӳкерме те,

Ӳкнине те пулать çĕклеме...

 

Вăл, хĕрсе кайнăскер, малаллах тăсрĕ:

— Калăпăр, эппин, пур тейĕпĕр манăн йăпатмăш пĕр хĕрарăм, аптăранăран калатăп сана — эпĕ ун патне сайра хутра кĕрсе тухатăп тейĕпĕр. Каçар та, пĕр вилсен никамшăн та юлмастăп: сан валли те, ун валли те. Тен, çавăншăн чакаланатăн эсĕ?!

...Генăна çывăх тăванĕсемпе тусĕсем кăна мар, пĕтĕм ял-йыш тирпейлесе пытарчĕ. Ара, никама та усал туман-çке вăл хăй ĕмĕрĕнче. Паллах, ăна кӳрентерекенсем те пулкаланă. Çапах вăл ун пеккине хăвăрт манма тăрăшатчĕ. Çавна пула-и, тен, хăй тар тăкса кăштах укçаллă пулсанах ĕлĕкхи «тăшманĕсене» те сахал мар пулăшрĕ. Ялан тухса çӳрекенскер чухăна юлнă колхоза та ăна-кăна йунеçтермелли майсем тупса панă.

Шел, пытарнă кунне те, вăл мĕнле иртнине те Тариç тĕлĕкри пек çеç астăвать. Ăна çак кунсенче эмелсемпе кăна тытса тăчĕç. Çавăнпа та упăшкин вил тăприне тирпейлеме тесе масар çине кайма тепĕр икĕ кунран кăна хал çитеркелерĕ.

...Авăн уйăхĕн вĕçĕ пулсан та ăшă, уяр. Хĕвĕл йăвашшăн кулать. Мăшăрĕн вил тăпри патне çитсен Тариç нимĕн те курмарĕ, илтмерĕ. Ĕнтĕркеçе шаннă чечексем Гена яланлăхах канлĕх тупнă вырăна мар, хăйне уяв ячĕпе саламланăн йăлкăшса çунчĕç. Çав вăхăтра кĕл чечек тунисене чĕркенĕ илемлĕ хут çилпе уçăлчĕ те тетрадь листин татăкĕ вĕçсе тухрĕ. Тариç, хăй те сулкаланса çеç тăрать пулин те, унта шултра сас паллисемпе темĕн çырнине асăрхарĕ. «Каçар, Гена. Çынпа пĕрле сана пуç таяймарăм. Йывăр тăпру мамăк пек çăмăл пултăр. Сана вилесле юратнă тата саншăн ĕмĕр кĕлĕ тăвакан Анфиса», — тенĕ унта.

Акă кам пулнă иккен Генăна юратаканни тата пулăшаканни... Хăйне хăй вĕлересси патне илсе çитерекенни тата, — ĕсĕклерĕ Тариç. — Тепĕр тесен... Мĕне кирлĕччĕ мана çав Симăн çырăвĕшĕн хирĕçме? Вăл хăй те: «Пурнăçа çĕнетме тата ĕçе ăнтарма мана Анфис пулăшать», — тесе калатчĕ. Таварне те складран тӳлемесĕрех парса ярать, çамрăк çемье ура çине тăтăр тесе май килнĕ таран пулăшать тетчĕ. Пустуях хирĕçсе мăшăрсăр тăрса юлтăм пулас... Эх...

Çав самантра унăн куçĕ хуралса килчĕ, вăйĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитрĕ. Кăçех вăл юратнă мăшăрĕн вил тăприйĕ çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Гена вилнин виççĕмĕш кунне асăнма килнисем масар çине çитнĕ çĕре унăн чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Тайпи (2011-01-11 04:12:20):

Салам Тутарстанран!

Илемлĕ çырнă, кăмăла кайрĕ:

"Таса юрату, çынсем пĕр-пĕрин патне туртăнни вара кирек кама та лайăх ĕçлеме, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмлă пулма пулăшать".

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2016-10-26 20:16:26):

Ачаран пусланна юрату...пите илемле

 

Ярмат (2016-10-26 21:15:03):

Пĕр самантрах ĕмĕр телейлĕ пулмалла пек мăшăрăн çутă ăраскалĕ тулчĕ, сӳнсе йăшрĕ. Пурнăçри пăрăнăçсем хăш вăхăтра, еплерех çаврăнса тухасса никам та татса калаймасть-çке. Калав вĕçĕнче автор палăртнă тăрăх шанăçсăрлăх курăнать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: