Вут куçне — шыв
Тырă-пулă акса пурнăçа сиплеме юрататăп, —
Эпĕ çын аллинчи çăкăра хапсăнма пултараймăп:
Уй-хирсен пурлăхне вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.
Кĕмĕл тĕслĕ кермен тӳпене çĕклеме юрататăп, —
Эпĕ çын йăвине сĕмсĕрле йышăнма пултараймăп:
Йăлтăрти çуртсене вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.
Мир кĕввиллĕ станок умĕнче ĕçлеме юрататăп, —
Киленӳллĕ, хаваслă ĕçрен ютшăнма пултараймăп:
Çакă ĕç хатĕрне вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.
Уçлăхри сĕмлĕхре çĕнĕ çул-йĕр хывма юрататăп, —
Çунатсем пур çинче эп вĕçмесĕр тăма пултараймăп:
Уçлăхра та ыр туслăх ан пĕттĕр тесе ал пусатăп.
Кăмăл хĕрнĕ чухне çĕнĕ юрă хывма юрататăп, —
Чун кĕвви хистевне итлемесĕр тăма пултараймăп:
Вăрçă ĕçĕ тек ан кĕттĕр тесе ал пусатăп.
Ĕмĕрсен еткерне юп курса упрама юрататăп, —
Эп ăна вăрçăра çунтарса кĕл тума пултараймăп:
Этем тунă илемлĕх ан çĕттĕр тесе ал пусатăп.
Савнă çыннăм ытамĕ савса кĕтнине юрататăп, —
Çĕнĕ çул пӳрекен çак асамсăр юлма пултараймăп:
Вут çине ăна вăрçă ан вăртăр тесе ал пусатăп.
Ачасен сассине, вăййине-куллине юрататăп, —
Эп ăна кăвартан сыхламасăр тăма пултараймăп:
Пурнăç йывăçĕ ĕмĕр ан хăртăр тесе ал пусатăп.
Сар хĕвел çутине, ешĕлкке тĕнчене юрататăп, —
Алхасан вут куçне шыв сапмасăр юлма пултараймăп:
Тĕнче тĕнĕлĕ шанчăклă тăтăр тесе ал пусатăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...