Вунă çул
Асатте. Маçак.
Пирĕн асатте вилни нумай пулать ĕнтĕ — вăтăр çул ытла вăл вилни. Асанне вилни те çирĕм пилĕк çул çитрĕ пуль.
Пирăн атте те ватă — çитмĕл çулта. Анне çитмĕл иккĕре.
Аттепе анне майпе çӳреççĕ-ха, ĕçрен юлмаççĕ.
Хам та ватăлтăм ĕнтĕ. Шăлсем пĕтрĕç ман. Çăкăр хытти кăшлаймастăп ĕнтĕ. Çăкăр çемçине кăна çиетĕп.
* * *
Пирĕн асатте вăтам, сарлашка çын пулнă.
Асанне шурă сурпанпа, шурă кĕпепе çӳретчĕ. Ăшă кăмăллă, питĕ илемлĕччĕ пирĕн асанне.
Çутă пуçлă, кăвак куçлă, шурă сухаллăччĕ пирĕн асатте.
Сăмси пысăк, курпун сăмсаччĕ ун.
— Эс те аслаçу пек — пысăк сăмсаллă, аслаçун шăл-çăвар тĕреклĕччĕ, хам та мăйăр катса çиеп; сан шăлсем темме начар пулчĕç вара, — тет мана пирĕн анне.
Лару-тăру пĕр килмест, пурнăç пĕр килмест.
Салтакра та асап нумай куртăм. Выçлăх-тутлăх тӳсмелле пулчĕ. Çавăнпа та час ватăлтăм, шăлсем пĕтрĕç.
— Ним тума та çук ĕнтĕ — аллă çула кăна çитнĕ пулин те, аттерен те ватă сăнлă çав эпĕ, — тетĕп вара аннене.
* * *
Ыраш калчи çын çӳлли.
Çур тырри пусси ем-ешĕл.
Пирĕн кантăр ани çинчи пăри чĕркуççи таран.
Паранкă аври пит вăйлă.
Хура пусра выльăх апачĕ пит аван.
Ула ĕне çур витре сĕт парать.
Хăла лаша тӳрленчĕ. Кĕтӳрен каçпа шăварма утланса кайнă чух туй лаши пек пирĕн хăла лаша ташласа, пуçа ухса кăна пырать.
* * *
Çулла. Уяр. Çанталăк ăшă.
Шурă пĕлĕт пуçтарнать. Пĕлĕтпе пĕлĕт канашлать. Шурă пĕлĕт кăвакарать, хуралать.
Хура пĕлĕтсем пурнăç шухăш тытаççĕ — ăшă çумăр параççĕ. Куçса килет пĕлĕт, чĕреслетсе тăкать ăшă çумăр. Аслати авăтса, йăлтăр-ялтăр çиçĕмлĕ ăшă çумăр çăвать, çĕре нӳр парать.
«Кунта çитĕ, атьăр лерелле!» — тесе çумăр пĕлĕчĕсем иртеççĕ. Çумăр чарăнать. Çанталăк тасалать.
Каллех уяр. Тăр çанталăк.
Ăшă куçлă хĕвел нӳрлĕ çĕре пăхать.
Ыраш пуссине, çур тырри пуссине, хура пусса, çырма тăрăх çарана, пирĕн пахчана хĕвел савть.
Çавăнпа тыр-пул кăмăллă ӳсет. Ана-çаран аван, хура пусă апатлă. Выльăх-чĕрлĕх тутă. Пахча-çимĕç вăйлă. Çавăнпа та пирĕн шухăш кăмăллă.
* * *
Аттепе иксĕмĕр тыр-пул курма уя тухса çӳрерĕмĕр. Пур ана çинче те тыр-пул пит лайăх.
— Аннӳ чухлать çав. «Çăва тухсан тыр-пул кăçал аван пулать», — тесе хĕл хутах пуплетчĕ, — тет атте мана ыраш калчипе çур тырри калчине пăхса çӳренĕ чух.
* * *
— Кăçал тыр-пул лайăх пулать. Чипер алла илсен, пӳлмене пуçтарса хурсан, пурнăпăр-ха майĕпе, — тет мана атте. — Пурнăç пирĕн ăнса пымалла пек. Хам вырăсла вĕренеймен, ал пусма та пĕлместĕп. Ал пусма пĕлмесен уя тухма та шанчăк çук. Вырăсла пĕлмесен Кавал пасарне çитме те çул такăр мар. Ĕнтĕ эсĕ хамшăн та ал пусма чухлатăн. Сана тата, Тăхти ывăлăм, вырăсла лайăхрах вĕрентесчĕ. Кăçал ырă пурнăç кĕтне чух каяр, Тăхти, хулана (Çĕрпĕве). Унта вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла вĕрентекен кĕнеке илĕпĕр, — тет мана атте.
— Тутарла пуплеме вĕрентрĕн ĕнте мана. Вырăсла та вĕренесчĕ ман. Каяс хулана. Унта апла кĕнеке сутаççĕ пулсан илсе килес ăна. Вырăсла та вĕренес вара, — тетĕп эпĕ аттене.
* * *
Тепĕр кунне хăла лашана кĕтӳрен кайса тытрăм.
Эпĕ лаша тытса таврăннă çĕре атте урапа сĕрсе лартнă.
Анне хурă кĕпе-йĕм, пир тăласем хатĕрленĕ.
Аттепе йĕтемрен утвалли çулса кĕтĕмĕр.
Пĕлтĕрхи тип утта утваллипе хутăш урапа çине хутăмăр.
Шурă кĕпе-йĕм тăхăнтăмăр. Шур пир тăласем, çĕнĕ çăпата сыртăмăр.
Хутаçпа çăкăр, тăвар пачĕ анне.
Сăхмансем илсе урапа çине сартăмăр.
Хăй сăхманĕ кĕсйине атте укçа енчĕкĕ чиксе мунчалапа çыхрĕ.
Лаша кӳлтĕмĕр.
— Таçта ĕрĕхсе-туса кайĕ, çăварлăх парар лашана, — терĕ анне хапха уçас умĕн.
Атте лашана çăварлăх хыптарчĕ.
Ухса лартăмăр урапа çине. Атте тилхепе тытрĕ. Анне хапха уçрĕ.
Тухса кайрăмăр хулана вырăсла вĕренме кĕнеке илме.
* * *
Йĕтĕр пек пирĕн лаша, чупасшăн, ĕрĕхесшĕн пырать. Çăварлăх панă та атте чарарах пырать, ытла хыта чуптармасть.
Çĕн Пуянкасси, Кив Элпуç, Элпуç вăрманĕ, Энĕшпуç, Атайкасси вăрманĕ, Пĕчĕк Атайкасси витĕр тухрăмăр.
Ыраш пусси лаша çӳллĕш. Сĕлĕ, пăри, урпа урапа çӳлли. Пăрçа-ясмăк та пит аван. Кашни пусăра тырă аван.
— Çăкăр пулать кăçал, — тесе калаçса пырать атте.
Урнар, Пăртас, Кăкар Туçа витĕр тухрăмăр. Йĕкĕрвар пуçĕпе иртрĕмĕр.
Тăвалла анса утатпăр, анаталла ларса пыратпăр.
* * *
Кая киле пирĕн хăла лаша пăртак лăпланчĕ.
Çанталăк аван, уяр, ăшă. Асăннăт ялсем витĕр тухнă чух атте сăмахлать.
— Кунта халăх лайăх, ĕçлĕхлĕ çынсем, паллакан çынсем те пур кунта ман. Иртнĕ çӳренĕ чух çăкăр-тăвар кĕрсе çинĕ эпĕ кунта, — тет.
Эпĕ халиччен хула хула çулĕпе çӳресе курман та: «Ку çав ял, ку ял çав ятлă», — тесе пырать атте.
* * *
Хĕвел аниччен Çĕрпӳ хулине çитрĕмĕр те. Пĕр вырăс патне хăна киле кĕтĕмĕр.
* * *
— Лаша кантарас, çитерес, çĕр выртас. Лаша канна хушăра, хĕвел аниччен, кĕнеке кайса илĕпĕр, — тет атте.
Лашана тавăртăмăр. Сывлатма ăна пĕр каштаран чĕлпĕрпе кăкарса тăратрĕ атте.
Хай кĕнекене илме кайрăмăр. Пасар урамне пыратпăр. Сăрланă çуртсем. Икĕ хутлă çуртсем те пур. Тăррисене тимĕр витне.
Хулари пасарта пĕр лавкка патне пытăмăр.
Кĕнекесем сутакан лавка. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕнекесем. Пĕр ватăрах çын кĕнекесем сутса тăрать.
Лавка умне пытăмăр та:
— Вырăсла вĕренмелли кĕнеке кирлĕччĕ пире, — тет атте.
— Пур, пур вăл кĕнеке, парас, вунă пус тăрать, — тет кĕнеке сутакан. Пĕр кăвак хупăллă кĕнеке илсе пачĕ пире, «Первоначальный учебник русского языка для чуваш» ятлăскер.
Атте укçине пачĕ. Кĕнекине хам тытрăм.
— Чылайранпа сана ку кĕнекене илсе парас тесе шутланăччĕ, — тет атте.
Кĕнеке илсе хăна киле таврăнтăмăр.
Пирĕн лаша пире пăхса кĕçенет.
Кĕнекине, хам çухатăп тесе, аттене патăм.
Чĕркесе, урапа çинчи мунчалапа çыхса, кĕнекене атте хăй йĕм кĕсйине чикрĕ.
Лашана сывлатрăмăр. Вăл хушăра, урапа çине ларса, хамăр çăкăр çирĕмĕр.
— Вăт çакăнта, вырăсла пĕлсен, вырăссемпе пуплемелле. Тутарла лайăх пĕлеп те вырăссем тутарла пĕлмеççĕ, тыр хаксене ыйтса пĕлесчĕ — чĕлхе-çăвар вырăсла çаврăнмасть,- тет атте.
Лашана сывлатсан, шăварсан урапа çумне утвалли çиме кăкартăмăр.
— Пирĕн лаша шыв сахал ĕçрĕ. Хашлатса, шыва шăршла-шăршла ĕçрĕ. Шыв Çĕрпӳре пирĕнни пекех лайăхах мар пулмалла кунта, — тет атте лашана урапа çумне йĕвен аврипе кăкарнă чух.
Урапа çине, пĕр пуçне сăхман сарса, аттепе юнашар выртрăмăр.
Хĕвел те анчĕ. Лаша кавлет. Утваллине турта-турта кăларса çиет. Ман урапа атте урине лаша сăмсипе утвалли турта-турта илнĕ чух тĕрткелет.
* * *
Çывăрса кайнă вара. Эп тĕлĕк курнă. Çавал урлă ылтăн кĕпер. Эпĕ хамăр хăла лашана утланса ылтăн кĕперпе пыратăп. Лаша хытă чупать.
Вырăсларан чăвашла куçаракан кĕнеке сылтăм алра. Сулахай алпа йĕвен чĕлпĕрне тытнă хам. Вăл кĕнеке кĕмĕл хутлă. Сăмаххисем — ылтăн сăмах. «Тело — ӳт», «рука — алă», «голова — пуç» тесе лаша çинчех вырăсла сăмахсене наисуç калама вĕренеп.
Темрен хăраса, лаша яш сикрĕ. Чут ӳкеттĕм ылтăн кĕпер çине. Манн алран кĕнеке, вăрр! вĕçсе, Çавала кая пачĕ. Шартах сиксе, хăраса вăрантăм.
— Лаша çирĕ, лаша канчĕ. Хамăр та çывăрса тăраннă. Каяс пуль, Тăхти. Ирхи сулхăнпа лашана çăмăл, — тет атте.
Хам курнă тĕлĕке аттене шарламарăм.
* * *
Çывăрса кайнă вара. Эп тĕлĕк курнă. Çавал урлă ылтăн кĕпер. Эпĕ хамăр хăла лашана утланса ылтăн кĕперпе пыратăп. Лаша хытă чупать.
Вырăсларан чăвашла куçаракан кĕнеке сылтăм алра. Сулахай алпа йĕвен чĕлпĕрне тытнă хам. Вăл кĕнеке кĕмĕл хутлă. Сăмаххисем — ылтăн сăмах. «Тело — ӳт», «рука- алă», «голова — пуç» тесе лаша çинчех вырăсла сăмахсене наисуç калама вĕренеп.
Темрен хăраса лаша яш сикрĕ. Чут ӳкеттĕм ылтăн кĕпер çине. Ман алран кĕнеке вăрр! вĕçсе Çавала кая пачĕ. Шартах сиксе, хăраса вăрантăм.
— Лаша çирĕ, лаша канчĕ. Хамăр та çывăрса тăраннă. Каяс пуль, Тăхти. Ирхи сулхăнпа лашана çăмăл, — тет атте.
Хам курнă тĕлĕке аттене шарламарăм.
* * *
Лаша кӳлтĕмĕр.
Шурăмпуç çăлтăрĕ ухать. Шурăмпуç шуралса килет.
Хăна кил майрине вăратса, ăна атте хваттер укçи парса хăварчĕ.
Çара уранах тухса пире майра хапха уçса ячĕ.
— Прощай, эппин, иртнĕ-çӳренĕ чух çăкăр çиме кĕр, — терĕ атте майрана.
— До свиданья, — тесе юлчĕ майра.
Киле майăн пирĕн хăла лаша уçă каять. Туй лаши пек урлă-пирлĕ пăхкаласа пырать.
Катек вăрманĕнчен иртнĕ çĕре вăрман тухать.
Ыраш пуссипе пыратăп.
— Кăнтăрла тĕлне киле çитетпĕр, — тет атте.
Ман ыйхă киле пуçларĕ. Ларнă çĕртех урапа çинче çывăрса, тайкаланса пыратăп.
— Выртсах çывăр, уттипе кайăпăр, — тет атте.
Пуçа малалла хурса выртрăм эпĕ.
Урапа силлентернĕ майĕпе çывăрса кайнă.
Хĕвел хĕртнĕçемĕн хĕртет. Урапа силленкелесе пынă майăн ыйхă тутлă, сăпка çинчи ача пек çывратăп, тарласа çыврап.
Таçта çитнĕ — урапа кисренмест.
Вăрантăм. Куçа уçмасăрах:
— Киле çитрĕмĕр-и, атте? — тесе ыйтап.
Ыйхă тутлă, тăрас килмест. Куçа уçмасăрах аттене алпа хыпаласа пăхрăм.
Атте те выртнă-мĕн. Куçа уçса пăхрăм.
Пуçне урапа хыçнелле утвалли юлашки çине хунă та сухалне каçăртса, çăварне карса, пĕççисене тăратса, атте харлаттарсах çывăрать.
Урапа çине тăрса лартăм.
Пăхкалатăп.
Ик айккипе çӳллĕ, хĕрлĕ шырлан. Çырма. Урапа шывра.
Пирĕн лаша, пĕшкĕнсе, шыв ĕçме хăтланса, шыв тăрăх малалла ерипе утать. Урипе шыва чăмпăлтаттарать.
Йĕвен аврине пĕкĕ шăлтăрминчен çыхнă та — лаша шыв ĕçме пĕшкĕнеймест.
— Атте, атте, эпир таçта шыва килсе кĕнĕ, атте, тăр! — тесе аттене тĕрткелесе аран вăратрăм.
Атте те урапа çине тăрса ларчĕ:
— Ха, чăнах та, шыва кĕрсе кайнă-çке эпир. Лаша шыв ĕçесшĕн пулнă-мĕн. Çĕрпӳрех шăвармалла пулнă-мĕн ăна. Таçти шыв ĕнтĕ ку? — тет атте.
Шырланĕ хĕсĕк. Лашана нимпе те калла çавăрмалла мар.
Атте урапа çинчен шыв хĕрне анчĕ те туртаран тыткаласа, лаша йĕвен аврине пĕкĕ шăлтăрминчен салтса, урхалăха пушатрĕ.
Пирĕн хăла лаша пуçне чикрĕ те хăлхине вылятса шыв ĕçет. Атте лаша шыв ĕçнĕ чух ши-ши-ши! шăхăрса тăрать.
* * *
Лаша шыв ĕçсе тăранчĕ те, ашшĕпе ывăлĕ те ыйхăллă-çке тенĕ пек, аттепе иксĕмĕре пăхкалать.
Атте урхалăха хытарчĕ, лашана шыв çинчен хĕрнерех туртса илсе йĕвен аврине каллех çыхрĕ.
Тарăн çырмара хĕвел пушшех хĕртет.
Ик айккинелле пăхатпăр: шыв хĕрри тем çӳллĕш, ним те курăнмасть — калла-малла пăхсан та ăçта пырса кĕни паллă мар.
— Лаша хăех пĕлет пуль-ха, — тесе атте урапа çине каллех ухса ларчĕ те лашана: — Ну, ну, ну! — текелет.
Пирĕн лаша калла çаврăнасшăн. Çаврăнмашкăн çук — çырма хĕсĕк.
— Урапа çинчен ан-ха, лаша тилхепине çакăнтан тытса тăр, — терĕ мана атте, хăй, урине салтса, пир тăлапа çăпатине урапа çине хучĕ. Вара лаша хыçне, турта хушшине, кĕчĕ те малти тĕнĕл çинчен урапана çĕклесе кăларчĕ, урапана, çыран хĕррипе çĕклесе, калла çавăрса лартрĕ.
Малти урапапа лашана та аран-аран урапаран ирттерсе çавăртăмăр.
— Ыйха пула тем курăн çул çинче, — тет атте.
Кайри урапана каллех малти урапа тĕнĕлĕ çине çертешникне тăхăнтарса лартрĕ атте.
Урапа çине лартăмăр. Лаша шыв тăрăх анаталла ута пачĕ.
Кукăк-макăр шыв тăрăх анса шыв урлă каçакан çул çине тухрăмăр.
— Ак хайхи хула çулĕ, — терĕ атте.
Лаша хăех сăрталла урапана çулпа тапаланса туртса ухса кайрĕ.
— Эй, ачам, ыйха пула эпир капла аташса çӳрерĕмĕр. Çул кунта-мĕн. Шыв ĕçес килнипе лаша пире тăвăр çырмапа илсе ухса кайнă-çке, — тет атте.
Çулпа тӳреме тухрăмăр, лаша аван утать.
— Ха, Йĕкĕрвара çитетпĕр-çке, — тет атте.
Тилхепене мана тыттарса атте урапа çинчех ура сырчĕ.
* * *
— Япаласем ӳксе юлма…
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...