Çулталăк
1. Çуркунне
Эх, аван-çке çуркунне!
Аслă вăрман хĕрринче
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем —
Хĕрлисем, кăваккисем
Çитĕнеççĕ ешерсе.
Çутă çырма леш енче,
Ешĕл тумлă вĕтлĕхре
Тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăксем —
Çунат çапса шăпчăксем,
Шăратаççĕ кĕвĕсем.
2. Çулла
Çутă хĕвел тӳпере
Йăл кулать.
Пĕтĕм çутă тĕнчене
Ăшăтать.
Кăтра çăка чечекне
Кăларать.
Чăтлăхра чăпар куккук
Авăтать.
Аслă уйра ешĕл хум
Вăй вылять.
Чĕвĕл чĕкеç пĕлĕтре
Явăнать.
* * *
Çут хĕвел йăл кулса
Тӳпенелле хăпарать;
Тĕрлĕ чĕрчун йăпанса
Ун ăшшипе савăнать.
Аслă уйра тинĕс пек
Сарă тулă хумханать;
Сарă тулă çийĕпе
Хĕвел шевли вылянать.
3. Кĕркунне
Вăрмансем çаралаççĕ,
Тахçанах кайнă шăпчăк.
Курăксем сарăхаççĕ,
Тек сикмест ĕнтĕ шăрчăк.
Кĕтӳсем те тухмаççĕ,
Пуш-пушах анлă улăх.
Выльăхсем картара-çке, —
Утă-улăмĕ тулăх.
4. Хĕлле
Пит те паха хĕллехи кунсенче, —
Ярăнмашкăн яп-яка пăр çинче.
Вăрăм-вăрăм тăсăлан каçсенче
Авăрлаççĕ карчăксем кĕнчеле.
Çывăрса кайичченех ачасем
Яртараççĕ вĕсене халлапсем.
Шухăшсем
Is your chuvash...
Get additional leads for your chuvash...
Is your website chuvash...
Предлагаем вам высококачественный трот...
Ready to enhance your website aud...
Is your website chuvash...
Ready to drive your website succe...
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...