Шăллăма шырама эп Мускава кайни
Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускава илсе кайнăччĕ.
Кайсан, пĕр уйăхран, шăллăм кăвак канвертлă çыру ячĕ.
Çыруне хăй аллипех çырнă. Саспаллисене ӳпĕнтерсе çыратчĕ те вăл.
Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Хам вĕренсе тухиччен хампа пĕрле шкула икĕ çул çӳрерĕ. Килте те хам пăртак кăтарткалаттăм ăна. Учитлĕ пире иксĕмĕре те «мулатицă» тетчĕ.
«Пурне те салам, — тесе янăччĕ. — Мускавра пурăнатпăр, тум-тир, кĕпе-йĕм пачĕç, пушмак çинчен калуш тăхăнтараççĕ. Майрасем шăлаварсене çĕле пĕлмен — чĕркуççи таран анчах, кĕске çĕленĕ. Анне çĕленĕ йĕмсем пек вăрăм пĕçлĕ мар, — тенĕччĕ.
Апат питĕ тутлă çитереççĕ: кулач, канхвит, шоколад, пĕремĕк параççĕ, сĕтпе какао, чее сахăрласа, булкăпа ĕçтереççĕ», — тенĕччĕ.
«Çăмах яшки çиес килет те ман, Мускавра çăмах тума пĕлмеççĕ», — тесе çыратчĕ.
Тата: «Халь ман пуç ыратать, хăлха кашласа çӳрет. Пĕр усал ача пур. Лçша ятлăскер. Çавă мана тӳрĕ тăнă çĕртех, тĕртсе ярса, чул пĕрене çумне çапăнтарчĕ. Чылай анраса выртрăм. Пуç çурăлнă пулĕ тесе алпа тытса пăхрăм», — тесе çырнăччĕ.
Шăллăм çыруне вуланă чухне:
— Хамăр кунта выçă вилетпĕр, Пеття унта вилĕ, — тесе анне антăхас пек ĕсĕклесе макăрчĕ.
* * *
Хăла лаша пурччĕ пирĕн. Виçĕм çул, ун чухне тырă лайăх пулнăччĕ, атте пире Петтяпа иксĕмĕре çăварнире катаччи чуптарчĕ. Киле таврăннă чухне, хамăр урамра, атте пире:
— Юрлăр, — терĕ.
Эпир, Петтяпа иксĕмĕр, пĕр çавра юрланăччĕ, вара тата хытăрах юрлама пуçланăччĕ. Хайхи пирĕн хăла лаша выляса кайрĕ те çуна сулăнчĕ, эпир Петтяпа кĕрт ăшне тӳнсе юлтăмăр. Эпĕ часрах сиксе тăтăм та пăхатăп — Пеття кĕрт ăшĕнче упаленет, лаша сиккипе кĕрлеттерсе пырать. Атте тилхепене ик аллипе тытнă та çуна хыççăн юр çичен сĕтĕрĕнсе пырать, хăй тпру! тпру! тет.
Çуна айне пуласран хăраса эпĕ аттене:
— Тилхепине яр, атте, тилхепине яр! — тесе кăшкăратăп.
Лаша хамăр тĕлте çунана çавăрчĕ те, хамăр хапхана турта пуçĕпе тăрăнтарса уçса, картишне кĕрех кайрĕ. Пирĕн хапха картишнелле уçăлать те вăл. Атте, тилхеперен вĕçерĕнсе, хапха умне выртса юлчĕ. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. Çĕлĕкĕ юр ăшне варăннă, çĕлĕкне илсе силлерĕм те Петтяна тăхăнтартăм.
Атте тăчĕ те пирĕн паталла пырать. Хăйĕн кĕрĕк тӳмисем татăлса пĕтнĕ, кĕрĕкĕн сылтăм чавси çурăлнă. Атте пире:
— Эсир аманман-и? — тет.
Пеття йĕрет те ăна:
— Ан йĕр, Пеття, — тет.
Картишне кĕтĕмĕр: лаша лупас айне кĕнĕ, пашкаса тăрать. Пĕкки чалăшса кайнă хăйĕн. Атте лашана тăварнă чухне:
— Вăт ухмах выльăх, пăртак сĕлĕ çитернипех ĕрĕхет, — тет.
Анне çарамасах хăраса картишне тухнă та:
— Пĕчĕк ача-пчана мĕн çăварни чуптарасси пур, каччă пулсан хăйсемех чупĕç-ха, — тесе вăрçать аттене.
— Ан вăрçса тăр, атя, хăвна лартса каям катаччи чупма. Сана кĕпер айнех ывăтса хăварĕ, — тет атте.
— Кулă мар вĕт вăл, ачасене амантнă пулсан, — тет анне.
Пеття:
— Ман ним те аманман, пăртак алă шăнчĕ, — тет.
* * *
Пирĕн çавă хăла лашана вăрăсем те вăрласшăн пулнă. Хамăр çумри Ваçук матки патне темиçе те киле-киле выртнă вĕсем. Ваçук матки пире ĕлĕкренпех çараттарасшăн тăрăшать те вăл.
Пĕрре хĕлле урамра, пӳрт çумĕнче, сарай хыçĕнче юр çинче виç çын йĕрĕ пулнă. Пирĕн йытă сиснĕ те вĕсене питĕ вĕрнĕ. Атте карташне тухса пăхнă. Йытă пулмасан хамăр çывăрнă чухне пире лаши-мĕнĕпе çаратса каймалла вĕсем.
* * *
Выçлăх çулне, çавă хăла лашана сутса, пирĕн атте Шампа Иванĕсемпе Украина тырă илме кайрĕ. Çавăнта кайсан таврăнмарĕ вара. Вакун çинчех, тырра илсе таврăннă чух, атте вилнĕ тет. Пирĕн атте хăла лаша укçипе илнĕ тырра Шампа Иванĕ çул çинче сутса хăварнă тесе каларĕç те.
Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурнă кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. Пирĕн анне вăл пур ĕçе те тĕплĕ тăватчĕ те. Атте те: «Пирĕн аннӳ пит лайăх», — тесе юрататчĕ ăна.
Атте виле пуçласан вăл кĕрĕке Шампа Иванĕ аттерен хывса илнĕ тет те икĕ пăт вир кĕрпилле улăштарса янă тет атте кĕрĕкне.
Шампа Иванĕ ачи, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: «Эпир шурă пăтă çиетпĕр», — тесе урамра мухтанать тет вара.
* * *
Анне те чăтаймарĕ, çăка çулçи, йĕлме хупписем çиеттĕмĕрчĕ те — хуралса, начарланса кайрĕ, вилчĕ. Хам та вилеттĕм пулĕ те пире шкулта ара пăтти çитеретчĕç. Çавăнпа пурăнкаларăм.
Çапла киле пĕчченех тăрса юлтăм эпĕ. Хайхи пирĕн хура йытă пурччĕ. Ăна хамăр кӳршĕри Антун пичче капкăнпа тытнă, тирне сӳсе, хура çĕлĕк çĕлесе тăхăнчĕ. Пирĕн йытă какайне вакласа сыснине çитерсе янă тет.
* * *
Çуркунне, пĕр ирхине, шăн çинчен эпĕ вăрмана шĕшкĕ кăчки сăтăрма кайрăм.
Вăрман хĕрринче шĕшкĕ кăчкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эп шала кĕтĕм. Çур хутаç сăтăртăм. Хĕвел тухса сарăлчĕ. Ăшăта пуçларĕ. Татах сăтăрсан хĕвелпе юр çемçелет, путакан пулĕ тесе вăрмантан тухрăм. Чăнах та, йĕтеме çитнĕ çĕре ура пута пуçларĕ.
Йĕтем хапхине уçса картишне кĕтĕм. Пирĕн картиш пушах. Хура йытă пулсан мана хирĕç сиксе тухатчĕ вăл. Йăпăлтатса, хӳрине вылятса хам тăрăх сикетчĕ.
Пĕр чăх анчах вите умне хĕвел çине тухса тăнă та хӳрине уснă, пуçне чикнĕ — çывăркаласа тăрать. Эпĕ аннене ара пăтти, пăртак кулач татки паркалаттăм.
Анне нимпе те илесшĕн марччĕ вара:
— Эпĕ ватă çын, мана вилсен те юрать, тĕтĕм ан сӳнтĕрччĕ, — тетчĕ.
Эпĕ панă кулача кăшт та çиместчĕ — çав чăхха тĕпретсе паратчĕ.
— Йăхĕшĕн те пулин çăва тухиччен усрасчĕ ку чăхха, çулла курăкпа та пурнĕччĕ, — тетчĕ
Хутаçран пĕр ывăç шĕшкĕ кăчки ывăçласа илтĕм те, чăхха кăт-кăт-кăт! тесе кăчка чăх умне сапса патăм.
Чăх, пăртак пуçне çĕклесе, куçне уçса, ман çине хура куçĕпе пăхса илчĕ. Вара каллех куçне хупрĕ. Пӳрте кĕтĕм. Анне путмар çинче майĕпе, ача пек йынăшса выртать.
* * *
Урам енчи кантăкран пӳрте хĕвел кĕрет.
— Хĕвел çине вырăн сар-ха, çутă çĕре выртас килет ман, — тет анне.
Эпĕ хутаçа пукан çине хутăм та кантăк умне кĕрĕкпе сăхман сартăм, пуçелĕке минтер хутăм. Вара, анне патне пырса:
— Вырăн сартăм, анне, атя çĕклесе вырттарам, — терĕм. Хам пĕшкĕнтĕм. — Ик аллупа мана мăйран тыт, — терĕм аннене. Мана ĕнсерен ик аллипе тытсан эпĕ, аннене çĕклесе, тĕпеле вырттартăм.
Анне çăп-çăмăл, шăммисем анчах тăрса юлнă. Пичĕ-куçĕ хуралса кайнă.
— Хĕвел çинче ăшă, — тет анне.
Лупасайне тухса вутă çĕклесе кĕтĕм. Тип хăйăпа чĕртсе вут хутса ятăм.
Пашалу тума шĕшкĕ кăчкине килĕ çине ярса тĕветĕп.
Анне мана:
— Ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, — тет. — Петтяна мĕнле те пулин тупасчĕ. Ухмах ачасемех мар, çапах иксĕр пурăнкалăттăрччĕ, — тет. — Аçупа иксĕмĕр, уйрăм çын пулсан та, çапах пурăнакан пулнăччĕ, — тет.
* * *
Аннене пытарса килсен тепĕр кунне хайхи чăхха шыратăп — çук. Пур çĕре те шыраса пĕтертĕм — ниçта та çук. Кӳрше кайса пăхрăм аптраса — юр çинчен, картишĕнчен, ниçта тухса кайма май çук. Те çĕрле тăмана тытса кайнă. Вите умĕнче, эпĕ вăрмантан килнĕ чух хĕвел çинче тăратчĕ те вăл. Унта темиçе пырса пăхрăм. Çук, чăх таçта кайса кĕнĕ.
* * *
Юр ирĕлсе пĕтрĕ. Юр айĕнчен ыраш калчи сип-симĕс ешерсе тухрĕ. Ăшă çумăр çуса пачĕ. Çумăр çусан ыраш калчи татах лайăх ешерсе кайрĕ.
Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Пĕр кунне тимĕр кĕреçе илтĕм те масар çине кайрăм. Масар çинче те юр кайса пĕтнĕ. Канавра çех юр пăртак пур.
Симĕс курăк ешĕрсе тухать, шăтăксем çинче хĕрлĕ тăпра. Анне патне пытăм. Хĕресĕ чалăшнă. Купаланă тăпра пĕр пуçĕ путса аннă. Айккинчи тăприсене хырса анне çине тĕмелентерсе купаларăм. Хĕрес юпине тӳрлетсе таптаса лартрăм. Тимĕр кĕреçепе çеремсем касса анне çине симĕслентерсе хутăм.
— Вилсен те аçупа юнашар выртас тенĕччĕ, масарта аçупа юнашар выртмалла пулмарĕ ĕнтĕ ман, — тетчĕ анне вилес умĕн.
Аннерен пĕр ик-виç утăмра пĕчĕк виле пытарнă. Тахшин ачискер вара — ăна пĕлмерĕм. Унăн тăпри пĕтĕмпех путса аннă — те лайăх таптаса тултарман шăтăкне. Ăна та купаласа хăвартăм. Масар çинчи çĕнĕ вилесене шутлатăп та — çĕнĕ виле пурĕ икçĕр çитмĕл те ытла кăçал пытарни.
— Пирĕн хамăр ялтах выçăпа çĕр çын ытла вилнĕ, — тесе калаçрĕç пĕр кун халăх çинче. Тата хăшĕ ыйткалама кайса, хăшĕ Çĕпĕрте вилнĕ.
* * *
Масар çинчен таврăннă чух, çула майăн, Тăрмăша йысна патне кĕтĕм. Йысна тырăсем кая-кая илнĕ. Выçлăхпа питех аптраман вăл. Унăн лаша та пур.
Аппа мана апат лартрĕ, тăраничченех апат çирĕм.
Атте, анне вилни çинчен, Петтяран пĕр çыру анчах илнине каласа парсан аппа йĕрет. Йысна:
— Мĕн тăвас тен, тем чул йĕрсен те чĕрĕлсе тăрас çук ĕнтĕ вĕсем, — тет. — Пеття Мускаврах пурăнать пулĕ-ха, Мускавра чăваш ачисем нумай теççĕ, — тет.
Йыснапа сăмахласа лартăмăр.
— Пирĕн ыраш калчи лайăх, — терĕм. — Тирĕс анине те пулин çур тырри акса хăварасчĕ, — терĕм йыснана.
— Пĕр анине хамах акса парăп. Акмашкăн сĕлĕ вăрлăх та хамах илсе пырăп, — терĕ йысна.
Йысна Брянскинчен сĕлĕ кĕрпи кайса илнĕ тет. Брянскинче унта тырă вăйлă пулнă тет те. Çав кĕрпене аппа пĕр хутаçах çыхса парса ячĕ мана.
— Сертепе пĕçерсе, шӳрпе туса çийĕн, — терĕ.
* * *
Акана тухас умĕн пĕр кун малтан Тăрмăшри йысна килсе тирĕс анине сухаласа, сĕлĕ акса хăварчĕ. Йыснапа ылмаш хам та сухапуç тытрăм. Халиччен сухапуç тытманччĕ эпĕ.
— Вунулт çула çит-ха, вара сана сухапуç тыттаратăп,— тетчĕ атте.
— Вăрлăх сахал, лаша вăйлă мар, ахаль пулсан санне татах тепрер ана акмалла та, — тет йысна.
Ытти анасене çурмалла акакан пур-ши тесе шырарăм. Акас текен никам та тупăнмарĕ. Çынсен те анасем акмасăр нумай юлчĕç.
Килте пĕччен тăрса юлтăм та пурăнасси пурăнкалатăп. Ирех вăрмана кайса пĕрер хутаç серте татса килеп. Аппа панă кĕрпене пĕрер ывăç ярап та шӳрпе тутлă пулать.
Тата пĕр вырăсла кĕнеке учитĕлрен илсе вуланăччĕ эпĕ, унта: «Крапива — полезное растение, нужно крапиву варить и кормить свиней», — тесе çырнăччĕ. Сыснана юраканскер мана та юрать пулĕ-ха вăл тесе эпĕ пахчаран çамрăк вĕлтĕрен татса яшкана яратăп та питĕ тутлă пулать, çиме аван, тăрантарать. Астăватăп, аттех калатчĕ: «Пирĕн асанне çăмах яшки çине вĕлтĕрен ярса пĕçеретчĕ», — тетчĕ. Кирлĕ пулĕ-ха ку тесе çамрăк вĕлтрене татса, хĕвел çинче типĕтсе кĕлете икĕ хутаç çакса хутăм.
* * *
Ака пĕтсен пĕрре халăх çине тухрăм. Хамăр кӳршĕри Антун пичче — пирĕн хура йытта капкăнпа тытни:
— Микулана ара пăтти памалла мар ăна, халĕ вăл пĕчченех, лайăх пурăнать, — тет. Çапла каласан пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ.
Эпĕ каларăм:
— Ман çимелли çук, ара апатне памасан эпĕ аптăратăп, — терĕм.
Никам та ман хута кĕрекен пулмарĕ. Вара мана ара апатне тек памарĕç.
Пурăнасси пурăнкалатăп та, çапах пĕччен пурăнма кичем, ниçталла мар. Ялан Пеття аса килет. «Пеття хут ярĕ-ши?» — тесе кĕтетĕп.
* * *
Паранка салари куккипе çурмаран лартрăмăр. Купăста хамах шăтарса лартрăм, ăна ир те, каç та шыв сапатăп. Çĕртме тумалла, ыраш акмалла. Хветĕр пиччене хам утта çултартăм. Ыраш аван пулчĕ. Вырассине ырашла тара тытса выртартăм. Йысна акса панă сĕлĕ те аван пулчĕ, ăна хам пĕчченех вырса пĕтертĕм.
Эпĕ çул хĕрринче сĕлĕ вырнă чухне Ваçук матки мана:
— Микула, сан тырă лайăх пулнă, авланас пулать сан, — тет.
Эпĕ:
— Ытла çамрăкла, халех ма авланмалла ман? — терĕм.
Ваçук матки те ман тыра лайăх пулнăшăн кĕвĕçсе калать, те хăйĕн Варук ятлă пĕр усал йăкăлти хĕрне качча парасшăн калаçать. «Ваçук матки, ĕлĕкех пире курайманскер, ку сăмаха та мана ырă сунсах каламасть пулĕ», — тесе шухăшларăм вара хам.
* * *
Кăвак канвертлă çыру çине Пеття хăй адресне çырман та, те маннă ăна çырма. Тем чул кĕтсе те Пеття тек çыру ямарĕ.
Авăна тырăлла тара тытса çаптарса пĕтертĕм. Ĕçе пуçтартăм. Петтяна пĕлекен çук-и тесе хаçатсем çине те хут çырса пăхрăм. Ниçтан та пĕр хыпар та килмерĕ. Вырăсла питех пĕлменскер çырассине хам йăнăш çыртăм-и, тен.
Выçлăх умĕн, хĕлле, пĕр каçхине, пирĕн патра Каринкка Иванĕ пырса ларнă та эпĕ çыракан хута сĕтел патне пырса пăхрĕ.
— У, сирĕн Микула Тĕмер тиекĕ пекех çырать, — тет.
Анне:
— Пĕлейреççĕ-и вара? — тет.
Каринкка Иванĕ кăçал, ыйткалама кайсан, Муром патĕнче вилнĕ, тет.
Пире, Петтяпа иксĕмĕре, вырăсла та, тутарла та атте пĕчĕклех вĕрентетчĕ. Аттене хăйне тутарла, вырăсла асаттех вĕрентнĕ. Пирĕн асатте тăлăх пулнă тет те вăл таçта та çитсе курнă тет. Вăл тимĕр пулă тиеме Куславккана кайнă тет. Тăварланă пулă Хусана кайса илнĕ тет. Пулă сутма асатте тăвалла, Вирьяла, Нурăс пасарне, Выл пасарнех çитнĕ тет. Пушăт тиеме асатте çармăса кайнă. Çармăсла та лайăх пĕлнĕ тет вăл. Пирĕн асаттен çармăсран илсе килнĕ пушкăрт кĕсри пулнă тет. Çав кĕсре йăмах хура, питĕ чеескер пулнă тет.
Вирьялтан пулă сутса таврăннă чух, Нурăсран тухсан, çĕрле асаттене икĕ çунапа, питĕ лайăх лашаллăскерсем çитсе асаттерен иртесшĕн тет. Пирĕн асатте кусене çурпилĕк сарлакăшĕнчен ямасть тет. Нурăс пасарĕнче пулă сутса тăнă чух пĕр шурă сăхманлă вирьял, асаттерен пулă илесси çинчен калаçам пекки туса:
— Хăта, эсĕ калла таврăннă чухне сыхлан, сан лашуна вăрăсем асăнаççĕ, — тесе каласа кайрĕ тет.
Хыçалтан чуптарса пыракансем асаттене:
— Чăваш, эсĕ кая юл, пирĕн васкамалла, — тесе кăшкăраççĕ, тет.
Çул такăр, юр чылай тарăн тет. Асаттен пулăпа улăштарни пĕр мих ыраш, çур михĕ сĕлĕ тет çуна çинче. Тата пулă сутнă укçа вун тенкĕ ытларах пулнă тет.
Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те улăма спичкăпа вут тивертнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан çул çине мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. Вăрăсен лаши калла сиксе ӳкрĕ тет те нимпе те малалла каймасть тет. Вăрăсен ик лаши те хăраса чарăнчĕç тет. Асатте лашине тилхепеле туртнă тет те тĕк пек чуптарнă тет.
Вăрăсем кăшкăркаласа юлчĕç тет.
Асатте вара çав çĕрне, Кипеке çитсе, пĕр паллакан çын патне кĕрсе выртнă тет.
Тата шкулта пире учитлĕ те вырăсла аван ăнлантаратчĕ. Хăш-хăш сăмаха эпĕ аттерен те лайăхрах пĕлеттĕм.
Пире пула анне те тавар пуçтаракан Кушкă вырăсĕсемпе вырăсла перкелешме вĕреннĕччĕ.
Пăртак мăйăр пулнăччĕ. Ĕçрен пушансан пĕрре хутаç çакса вăрмана кайрăм.
* * *
Мăйăр нумаях мар та, пăртак çапах тупăнкалать.
Вăрманта, мăйăр татса çӳренĕ çĕрте, шĕшкĕсене кăштăр-кăштăр тутарать. Пăртак хăранă пек пултăм. Патнерех пытăм та — хамăр касри Марьепе амăшĕ-мĕн вăл, мăйăр татса çӳреççĕ. Марье:
— Анне, ман мăйăр çекли чĕрĕлсе кайрĕ, — тет.
Эпĕ кĕсӳерен хам пĕкке кăлартăм та юплĕ шĕшкĕ касса Марьене çекĕл туса патăм.
Пысăкрах шĕшкĕсене Марье таяймасть; Марьепе иккĕн çекĕлпе усăнатпăр та мăйăрне тататпăр. Хăш шĕшке тайма амăшĕ те пулăшать.
Марье шкулта манпа пĕрле вĕренчĕ. Манран пăртак кĕçĕнтерех вăл. Эпĕ ăна шкулта задачăсем те шутласа параттăм.
Марье шĕшкĕрен пĕр курланкă мăйăр татса илчĕ те мана парать:
— Микула, çак мăйăра çисе пăх-ха, тăраннă, питĕ тутлă вăл, сап-сарăскер, — тесе мăна парать.
Эпĕ мăйăра илтĕм те:
— Марье, эсĕ хăв мăйăртан тата сарăрах, — терĕм.
Марье йăл кулса ячĕ.
Марье амăшĕ:
— Микула, эсĕ çамрăкскер, апла ăшă сăмахлатăн, — тет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...