Ярмуш
Хамăр тăрăхри çынсем Ярмуш тесен мана пурте пĕлеççĕ.
Пĕр курсан ман пек çынна манас çук.
Эпĕ пысăк, сарлашка, сарă сухаллă çын.
Ĕçке-çике каймасăр юлман: ăçта туй хĕрри — эпĕ те çавăнта.
Туй-шилĕкре:
Тринти-тринти çăм тапать,
Кĕрхи-çурхи тиркемест;
Эпир хамăр çавнашкал
Йӳççи-тутли тиркемен.
Ай-ну, май-ну! — тесе сикеттĕмĕр çав. Арăмсем, хĕрсем туйра йăл-йăл кулса пăхса кăна тăратчĕç.
Ĕçкĕ нумайччĕ.
Эпĕ вулăснăй суда çветитле çӳреттĕмччĕ.
Курни курман-и — эпĕ курнă пулаттăм.
Çветитле кайнăшăн ĕçтеретчĕç, укçине те чикеттĕм.
Пĕрре çавăн пек кантурта стришна суйларăмăр.
Çавна суйласшăн хам та хытă кĕрлерĕм пухура.
Суйласан хисепсĕр ĕçкĕ, закуска лартрĕ старшина.
Урам варри такăр мар,
Такăрлакан эпир мар.
Çынсем хăйсем пăхăнмасан
Пăхăнакан эпир мар! — тесе ташла-ташла ĕçрĕмĕр.
Ярмуш та Ярмуш теççĕ мана.
Пар лаша кӳлсе, кантур ямшăкĕпе катаччи чуптарчĕç пире. Халăх çинче халăх эреххи Ярмуш умĕнче пулнă.
Çĕрсем валеçнĕ чухне лайăх анасем ман пулнă.
Çавнашкал пĕрре Мĕштĕркке Иванĕ хăй тирĕс анине мана памасăр тăчĕ.
Эпĕ ăна тытса çавăрса çапрăм, халăх çинчех тапа-тапа кӳпкерĕм.
Ним те тăваймарĕ мана, Иванăн тирĕс анине хамах илтĕм.
Ĕç тăвас ĕçе эпĕ хам питех ермен, — шаллăм пурччĕ, ĕçе шăллăмпа арăм ĕçлетчĕç. Вара ачасем ӳсрĕç.
Вăрçă пулчĕ. Арăм вилчĕ.
Çак революци таçтан çаврăнса тухрĕ.
Ман пыр та типе пуçланăччĕ.
Леш, пăрăхпа юхтараканни тухрĕ, хайхи ханша.
Тытăнтăм вара ханшана ярăнтарма. Ăçта пынă çавăнта ĕçтереççĕ мана. Сăрине те ытларах тăва пуçларĕç.
Куркапа та алтăрпа сыптараççĕ мана.
Халь çамрăксем шăта-шăта тухрĕç, «комсомолĕссем» теççĕ хăйсене.
Хĕрлĕ карттуспа милицисем çӳре пуçларĕç.
Пĕри, хам ывăлах, комсомола кĕрес тесе çӳрекенскер:
— Атте, эсĕ капла çӳресен, лекен, пулать сана, — тет.
Ачасемпе килĕштермелле мар.
Аллă çултан иртнĕ пулин те ман вăй-хал чакман, матттур эпĕ.
— Ярмуш, татах авланас пулать сан, — теççĕ мана çынсем.
Авланасси… кӳршĕре пĕр тăлăх хĕрача — Праски пур, çавăнпа аван пурăнатпăр.
— Ярмуш, Ярмуш çырăнас часрах, çырăнмасан, хырăм юлсан мана намăс пулать, — тет вăл.
— Тата Ярмуш çав ханшана майпен пăрахсан та юратчĕ, — тет вара мана Праски.
Пĕркун халăх çине тухрăмăр. Çĕр тара патăмăр.
— Çĕр панă çинчен ĕçес, — тетпĕр эпир.
Ячейка директорĕ теççĕ ăна, вăл:
— Мĕн ĕçки сире, эсир çĕре те йӳнĕ куштана патăр, эпир ăна хирĕç, — тесе ларать.
Эпир çапах çĕр илекен патне каçпа кайрăмăр та хайхи тапратрăмăр ĕçме.
Ĕçнĕ, ĕçнĕ, унтан тухса çырмана аннăччĕ, вара мĕн пулнине пĕрре те астумастăп.
* * *
Хĕвел тухнă. Сап-сарă çанталăк.
Эпир пахчара Праскипе улмуççисем лартатпăр.
Лартнисем ешĕл, хунавсем вăйлă.
Пирĕн виçĕ çулхи ача, хам пекех сап-сарăскер, куçĕсем Праскинни пек, хура куç, «атте, атте» тесе хамăр патăртах чечексем таткаласа чупса çӳрет.
Ман Праски калать:
— Ашшĕ, пахчара кун чул ĕçленипе çитĕ. Апат çиер те каяр шкула. Унта паян учитлĕ халăха тем каласа памалла, — тет.
Ачана çавăтса Праскипе киле кĕретпĕр.
Праски:
— Йывăçсем шăварма çакăнта, анкарти хапхи çумне, тараса чавмалла мар-ши, Ярмуш? — тет мана.
— Кирлĕ, кĕркунне чавтаратпăр, — терĕм.
Праски апат хатĕрлерĕ.
Кваспа тинкĕле, пăтăпа сĕт, çинчен çырла кĕселĕ çирĕмĕр.
Апат çисен Праски ачана çĕклерĕ, тухса утрăмăр шкула.
— Праски, ман сухал вăрăмрах, пăртак кĕскетсе касмалаччĕ пуль сухала, — тетĕп.
— Сухаллă пулсан та эпĕ сана тепĕр çамрăкпа улăштарас çук, — тет.
Çитетпĕр шкул патне.
Пысăк шкул, çĕнĕ. Йĕри-тавра йывăçсем лартнăччĕ, пахчинче тĕрлĕрен çимĕç.
Шкула кĕтĕмĕр. Ăшĕ таса, çутă. Çынсем чылай пухăнса ларнă.
Эпир те Праскипе кĕрсе лартăмăр. Ачана хамăр хушша лартрăмăр.
Учитлĕ пычĕ. Сĕтел умне тăчĕ.
Калама пуçларĕ:
«Савнă юлташсем! — тет. — Ĕлĕк пирĕн халăх тĕттĕмре пурăннă. Çавăнпа нумай суран курнă.
Эрех ĕçсе пĕтернĕ унта. Сăмакун туса темĕн чухлĕ тырă сая янă, — тет.
Тивĕçсĕр ĕçсемпе суда çӳресе халăх наклат курнă.
Вăрăсем çаратса хресчене нумай суран тунă.
Пĕр-пĕрне кураймасăр, кĕвĕçсе, ĕлĕк халăх пĕрне-пери вут тĕртсе çунтарнă. Шкулсем юхăнса ларнă, ачасем вĕрĕнеймен.
Ĕлĕк кĕперсем çул-йĕр çӳреме юрăхлă пулман, начар пулнă. Тырăсене таптаса выльăха çитернĕ», — тет.
— Çапла пулнă, çапла, — тесе лараççĕ шкула пынă çынсем.
Учитлĕ тата калать:
«Халăх тăрăшса епле илемлĕ, лайăх шкул лартрĕ, — тет.
Халĕ эрехпе укçа пĕтермеççĕ, ханша тумаççĕ.
Кутăнланса судпа çӳремеççĕ, кĕвĕçсе, кураймасăр пурăнакан çук. Пĕр-пĕринпе тӳрĕ пурăнаççĕ.
Пирĕн тата ялтан яла çӳрекен çулсем хĕррипе улмуççи, чие çырлисем лартмалла. Тип шырлансене йывăçсем лартса тултармалла, сăртсене паха тумалла.
Çитес çул виçĕ яла валли пĕр театр лартăпăр.
Малалла çапла пурăнсан пирĕн пурнăç тата вăйланĕ, телейлĕ пулĕ», — тет.
Учитлĕ каласа пĕтерсенех çынсем алă шартлаттарса çупаççĕ.
Эпир те Праскипе савăннă.
* * *
Темле ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Сылтăм алла тăсрăм та алла йĕпе курăк лекрĕ.
Куçа уçса пăхатăп — хĕвел тухать.
Эпĕ çырмара выртап иккен, шыв хĕрринче, çырантан пĕр утăм. Пĕр-иккĕ йăвалансанах шыва, авăра, каймалла.
Ĕнер, халăх эреххи ĕçсен, эпĕ ӳсĕрпе шыв хĕррине кĕрсе выртнă-мĕн. Пĕтĕмпе тĕлленсе пĕтнĕ, тĕлĕк курнă.
Тăтăм. Сĕвĕк çĕртен шыв хĕррине антăм.
«Эй, капла ĕçкепе çӳресен Праски те ятлĕ мана», — тетĕп.
Çырмари тăрă шывпа — манран ханша шăрши тасалтăр, аллăма ханша курки ан кĕтĕр тесе — пите çурăм.
Утрăм сăрталла. Хĕвел ухать…
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...