Ураскасси
Çĕрпӳ уесĕнче Ураскасси ятлă ял пур.
Канаш станцине кайнă чухне эпĕ çав яла пĕр çын патне кĕтĕм.
Çынни ятне халĕ маннă. Кăвак сухаллă ватăрах çынччĕ вăл. Çав çын мана апат çитерчĕ, чей ĕçтерчĕ.
Апат çисен, чейник çаксан, вăл çын мана калать:
— Атя, шăллăм, сана хам картишне, пахчана тухса кăтартам, — тет.
Картишне тухрăмăр. Картишĕ анлах та мар, тăвăрах та мар, курăклă таса картиш.
Чăххисем çерем çинче курăк сăхса çӳреççĕ.
— Ман чăхсене пăх-ха, вĕсем таса, эпĕ вĕсене куллен тăватă хут апат паратăп, хăш чух арăм курăк тӳсе, пăтратса парать. Ман чăхсем çăмарта лайăх тăваççĕ, — тет. — Лаша, ĕне, качака, сурăхсем кĕтӳре-ха, вĕсене те аван пăхатпăр эпир, — тет.
Урамра, картишĕнче йăмрасем ӳсеççĕ, пӳрт пĕрени пысăкăш пулнă.
— Пичче, ку йăмрасене лартни миçе çул пулать? — терĕм.
— Вĕсене лартни кăçал çирĕм çул çитет, вăрман сахалланать, йывăç хакланать, пире, хресченсене, йывăç кирлĕ, çавăнпа лартрăм вĕсене. Тата пушартан та сыхлать йывăç, — тет.
Вите умне тирĕсне купаласа хунă, чăхсем салатасрани айккисене хăмасем çапнă.
Пахчана тухрăмăр. Лупас хыçĕнче хăмла. Улмуççисем лартнă, вишнисем пур. Шултра, тĕрлĕ улмасем, хăшĕ хĕп-хĕрлĕ.
Улмуççи хушшинче хурт, пĕр çирĕм пуç ытла пулĕ арча вĕллесемпе.
Пичче калать:
— Хăмлана йăранпа лартрăм, улмуççи турачĕсене тасататăп, — тет.
Пахча пĕр пуçĕнче паранкă, аври ешĕлĕ чĕркуççи таран. Арăмĕ, хĕрачисем çум çумлаççĕ. Купăста, хăяр, кишĕр, çарăк лартнă. Суханĕ вăйлă, хăмăш пек.
Çумласа илнĕ курăка хĕвел çине сарса хураççĕ, типсен пуçтарса хураççĕ пулмалла.
Эпĕ калатăп:
— Пичче, сан мĕнле паранкă, купăстасем вăйлă? — тетĕп.
Вăл калать:
— Пахчана эпĕ тирĕс нумай тăкнă, кĕркунне-çуркунне выльăх кăларса таптатмастăп, сыснасене кăларса чавтармастăп, çавăнпа ман пахчара çимĕç лайăх пулать, — тет.
Пахчаран каллех килне кĕтĕмĕр.
Эпир кĕнĕ çĕре вучах çинче чейник лăкăртатса вĕрет.
Пиччене:
— Китайски чей пурччĕ ман, çавна ярас, — терĕм.
Вăл мана калать:
— Эпĕ чувашски чей янăччĕ-ха унта, — тет.
«Чувашски чей» тенĕрен:
— Мĕнле чей вара вăл? — терĕм.
Вăл кулса калать:
— «Чувашски» чей — матрӳшке1, — тет.
Чейникне антарчĕ. Ĕçме лартăмăр.
Пӳрчĕ, урайĕсем, саккисем, сĕтелĕ таса. Пĕренесем çинче картинсем çапнă. Календарь çакăнса тăрать. Календарь çумне пăтана шăрçа шут çакса хунă.
Çулĕк çинче кĕнекесем выртаççĕ.
Чей ĕçнĕ хушăра пичче кĕнекесем çинчен пĕр тетрадь илчĕ те:
— Пăх-ха ман тетраде, — мĕн тумаллисене, мĕн ĕçлемеллисене эпĕ тетраде çырса пыратăп, шутламалла пулсан çакă шута илсе туртатăп, пару-илӳсене çакăнта çыратăп, — тет.
— Пичче, эсĕ ватăрах çын, хута ăçта вĕреннĕ эсĕ? — тесе ыйтатăп çакăнтан.
— Тăрăшакан çын вĕренет, — салтакра пăртак вĕреннĕччĕ, ывăл ача пур ман, халĕ вăл Краснăй Арминче, вăл та вĕрентрĕ. Ача унтан çыру ярсах тăрать. Хальхи пурнăç çинчен нумай çырать, çемйипех вулатпăр ун çыруне, — тет.
Тетрадьне пăхатăп та хресченĕн килти, уйри, пахча ĕçĕсене, тырă-пулă хăш ана çинчен мĕн чухлĕ пулнисене, пару-илӳсене, халăх çинче мĕн шут тунисене пĕтĕмпех çырса пынă, числисене, кунĕсене паллă тунă.
— Пичче, эсĕ тăрăшакан çын, пурнăç çителĕклĕ пулĕ сан? — тетĕп.
— Ман пурнăç пырать, çăкăр-тăвар çитет, сăмакун таврашне тытман. Кил-йыш та аван ман, çĕр сахалтарах та пирĕн — анасене лайăх пăхатăп. Пĕр кĕреçе те сая каймасть ман. Уя курăксем акасчĕ-ха, паранкă лартасчĕ. Халăх çинче те ун пекки çинчен калаçатпăр. Хальхи пурнăçра тăрăшмасан юрамасть. Совет влаçĕ те тирпейлĕх режимĕ çинчен тăрăшать, — тет.
Чей ĕçрĕмĕр. Тухса кайнă чухне апатлантарнăшăн, чей ĕçтернĕшĕн эпĕ çакă пиччене укçа паратăп. Укçана нимпе те илмерĕ.
— Хамăр та эпир çӳренĕ чухне çын патне кĕрсе тухатпăр; укçашăн мар, пĕр-пĕринпе калаçса пĕлни укçаран паха, — тет.
— Эпир çех мар, пирĕн ял та аван. Авă улмасем карта çумĕнчи улмуççисенчен урамах тăкăнаççĕ, урамрах сапаланса выртаççĕ, — тет.
Чăнах та — пулса çитнĕ улмасем пăт та пăт урамах персе анаççĕ. Урам хушшинче пахчасем нумай та унта.
Ураскассинчен тухрăм. Ял çине каялла çаврăнса пăхрăм. Ял илемлĕ, йывăç айĕнче кайăк йăви пек ларать.
Уй урлă каçса Канаш станцине каякан çулпа вăрмана кĕтĕм. Вăрманта çулпала: «Çав Ураскассинчи хресчен пек пурте тăрăшсан, тирпейлĕх режимне пур çын та ăнланса, ĕçе тирпейлĕ, тăрăшса ĕçлесен, пирĕн пурнăç çак вăрман пек пуян пулĕ», — тесе шухĕшласа пыратăп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...