Шерхулла
Хăтапала тăхлачă!
Сирĕн умра тайма пуçăм.
Пуçа тайса ăш сăмах
Сире килсе калама
Кĕрӳ ашшĕ шураçсем
Мăн Тимухха хушсаччĕ.
Ырă хăта, тăхлачă!
Ыр сăмаха йышăнăр.
Тырă акса пурнакан,
Выльăх-чĕрлĕх усракан,
Ар-арăмлă, пурнăçлă,
Çăкăр-тăвар çиекен
Шураç ялĕ Тимухха,
Хăйĕн аслă ывăлне
Мăшăрланса пурăнма
Сирĕн хĕре çураçрĕ.
Килĕшӳллĕ çак туя
Çураçуллă тумашкăн
Эсир кăмăл тăвăрсам,
Хăтапала тăхлачă!
Пирĕн ăру-пĕлĕшре
Ăшă çилпе хăлхана
Ламран лама уй урлă
Сирĕн çинчен ăш хыпар,
Ырă сăмах илтни пур.
Пирĕн пĕлĕш ĕçкинче
Кĕрекере ларакан
Пулас хăтăр Тимухха,
Хăй арăмпе шутласа,
Хăйĕн савнă ывăлĕн
Ваçук куçĕ Веруçа
Ăшшăн-ăшшăн пăхнине
Лайăххăнах сиснĕ те
Сирĕн хĕре кин кӳртме
Ырă шута шутланă.
Хăтапала тăхлачă!
Вăл шухăшран ĕç пулчĕ,
Çавăнпа та паян кун
Вăрман урлă, уй урлă
Сирĕн пата килтĕмĕр.
Хăтапала тăхлачă!
Пирĕн туя хапăлпа
Ырă кăмăл тăвăрччĕ.
Ку сăмаха хамран мар —
Кĕрӳ пулас Ваçукран,
Унăн тăнлă ашшĕнчен,
Туя килнĕ халăхран
Чунтан-вартан калатăп.
Сарă кайăк йăви пек —
Хăта килĕ — çурт-йĕрĕ;
Çакă ăшă йăвара
Хамăн савнă арăмпа
Виçĕ çавра юрлама,
Хăта, пире кăмăл ту.
Туй халăхĕ шавласа,
Ташла-ташла савăнсан,
Хăта, эсĕ ан çиллен.
Савăнакан савăнтăр,
Ташă ăсти ташлатăр.
Ырă сăмах-юмахпа
Кăнăçуллă1 юрăпа
Пирĕн йышши этемĕн
Кăмăл-чунĕ кăнăçать,
Ăшĕ-чĕри лăпланать.
Прамун çапла каласан хăтипе тăхлачи Прамуна, арăмне, мăн кĕрӳне, кĕçĕн кĕрӳне, туй арăмĕсене сăра ĕçтерсе сĕтел тавра лартрĕç.
Туя килнисене, курма пынисене вара сăра ĕçтерме пуçларĕç. Сăрана витри-витрипе çĕклесе çӳресе ĕçтереççĕ.
Яшăсем юрлама, ташлама пуçларĕç.
Алтан Ваçли шăпăра ахăртать, купăс калаççĕ, параппан çапаççĕ, юрлаççĕ.
Сакăрвунă сакăлтак,
Тăхăрвунă танкăлтак;
Ваçук пичи кăмăлне
Тытса чарми лашине
Çапса утми турăмăр.
И-и, пичи Ваçук пур,
Хĕрĕх тенкĕ патăн та
Çак тарана эс килтĕн.
Эпир хамăр пулсассăн,
Ик çитмĕл те парас çук,
Аллă тенкĕ парас та,
Хамăр ялтан тухас мар.
Шураçри пек хитри çук,
Штанашра та пĕрех çех,
Вăл та пулин ларма хĕр.
Туй арăмĕсем тайкалана-тайкалана тутăр çавăрса юрлаççĕ:
Нарттин-нарттин кăвакал,
Ратни вĕтĕ, мĕн тăвас?
Çакă ялăн хĕрĕсен
Йăхĕ вĕтĕ, мĕн тăвас?
Кăлтăр-кăлтăр кăркка пур,
Ратни шултра, мĕн тăвас?
Пирĕн Шураç хĕрĕсен
Йăхĕ шултра, мĕн тăвас?
Штанаш хĕрĕ мĕшĕлти,
Мĕшĕлтетсе тухиччен
Сентел масмак тăваççĕ.
Ой-йăр-аяр, ай-яй-яй.
Эпĕ юрă сăмаххисене пурне те пĕлместĕп. Митюк арăмĕ сăвва питĕ пĕлет-мĕн. Сасси те унăн çинçе сас, йĕс шăнкăрав пек, уçă янăрать. Хамăн та ман сас аван та, эпĕ сăввине пĕлмен чух çеммине ярăнтарса юрлатăп.
Митюк арăмĕ: «Тав сана, Шерхулла пичче!» — тесе темиçе курка сăра тав туса ĕçтерчĕ мана.
Хĕрнĕ майĕпе пулмалла Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Митюк арăмĕ хĕрсенчен те чипер. Мана хăйĕн кăвак куçĕпе пăха-пăха илет.
Картишĕнчи халăх уях! кăшкăрса алă çупать. Шураç туй ачисем алла-аллăн çавтăнса, вĕçе-вĕçĕн пухăнса картиш тулли ташлаççĕ. Кил хушшинчен пуçласа урамалла ташласа тухса каяççĕ.
Пĕтĕм Штанаш хушши çĕмĕрлет. Улатса «уях» кăшкăраççĕ:
У-у-у-я, у-у-у-уя,
У-у-у-уя, у-у-у-уя.
Уях, уях, уях,
Уй-я-ай-яй-яй!
Шарт-шарт! шарт! алă çупаççĕ.
Пирĕн атие ма ятлас?
Çур ял таран çурчĕ пур,
Çĕрпӳ таран çĕрĕ пур,
Уй-ах-аяр-аяр-аяй-яй-яй.
Пĕтпĕлтĕк те путене
Ыраш вырса пĕтерсен
Çĕмел кутне пырать те
Ик çунатне шарт çапать.
Çакă ялăн хĕрĕсем
Качча кайма тапратсан
Çӳпçе кутне пыраç те
Ик аллине шарт çапаç —
Качча кайма пăрахаç.
Кăвак куçлă кинеми
Хĕрĕ тĕлне каламасть;
Сар хĕр тĕлне кам пĕлмест? —
Шур пĕркенчĕк айĕнче.
Ати ятне каласан
Пире такам та хĕр парĕ,
Хамăр ята каласан
Качака та тухас çук.
Куккук килет авăтса,
Хура вăрмана юратса,
Эпир хамăр çавнашкал —
Хура хĕре юратса.
Чарлан килет чарласа,
Сар ыраша юратса;
Эпир хамăр çавнашкал —
Сар хĕрсене юратса.
Ой-ах-аяр-аяр-ай-ая-аяй.
Вăрманта куккук авăтсан
Вăрман улпуч хĕпĕртет.
Эпир туйра юрласан
Сар хĕр амăш хĕпĕртет.
Каввик-каввик квакарчăн
Çуначĕпе мухтанать.
Çакă ялăн хĕрĕсем
Шур шупăрпа мухтанаç.
Вăрман витĕр тухрăмăр —
Врене çинчен куç каймарĕ,
Ял-ял витĕр тухрăмăр —
Сар хĕр çинчен куç каймарĕ,
Вăрман витĕр тухрăмăр —
Çĕмĕрт çинчен куç каймарĕ.
Çак ял витĕр тухрăмăр —
Хура хĕр çинчен куç каймарĕ.
Вăрман витĕр тухрăмăр —
Ик айккипе çĕр çырли,
Пĕрне татни пулмарĕ,
Татнă ятне илтрĕмĕр.
Çак ял витĕр тухрăмăр —
Ик айккипе сарă хĕр,
Пĕрне пăхма пулмарĕ,
Пăхнă ятне илтрĕмĕр.
Врене çулçи тăваткал.
Тем чул тваткал пулин те
Тутăр туса çыхас çук,
Çав ял хĕрĕ çырăскер,
Тем чул çырă пулсан та
Пирĕн инке пулас çук.
Ой-ях, ая-аяр, ай-я-я-яй.
Мана, те пит уçă юрланăран, те шурă шĕлепке тăхăннăран сăрине те, эрехне те питĕ ĕçтереççĕ. Ташлассине те эпĕ темиçе тĕслĕ: чăвашла — хыçа силлентерсе, вырăсла — ура пуçне авкаласа, тутарла — пĕççе тăсса, ярăнса ташла-ташла кăтартрăм та, çавăнпа мана пурте пăхаççĕ.
Тата аслă урампа эпĕ те туй ачисен умĕнче Кавказри лезгинсен ташшине ташласа тухрăм, хам пĕр алла саламат тытнă, тепĕр алла çумри çава çĕççе тытнă, тури урама çитичченех туй ачисем умĕнчен ташласа улăхрăм. «Уях!» кăшкăраççĕ хĕрĕсем, ачасем алă çупаççĕ, ташлама çăмăл. Саламата çӳлелле ывăтса ярап та ярса илеп, çĕççе çӳлелле ывăтап та ташланă майăн алпа тытап каллех.
Манран тĕлĕнеççĕ:
— Айтарах, ай турах, çырлахах! Кам ку? Кам-ши ку? — теççĕ мана палламаннисем.
Ара, пуçа пырсан шăмшак çăмăлланать çав. Штанашра Тимухха хăти çех мар, ялĕпе тенĕ пекех сăра тунă. Кирек кам патне пырсан та пурте сăра ĕçтереççĕ. Шураç кинĕ пулас хĕр çывăхри яла çӳреме кайнă тет-мĕн те, — килеймен.
Вăл хушăра Шураç туй ачисем лашасемпе тухрĕç те, ӳсĕрĕлнĕскерсем, Штанаш урамĕнче лашасене сиктерсе, чуптарса çӳреççĕ. Хăшне-хăшне шта-нашсем ĕçме илсе кĕреççĕ.
Пире те пĕри чĕнсе кĕртрĕ. Лаçра ĕçтерчĕ. Сăри лайăх. Апат çитерчĕ. Ун патĕнче çинĕ чухне Юс Митюк матки пычĕ те ман çумма наччас пырса ларчĕ, мана вăрттăн, майĕпе, çынсем сисмелле мар каларĕ:
— Шерхулла пичче! Эсĕ паян сыхлан. Сана Митюк çилленнĕ, хĕнеттерĕ таçта, эсĕ пăрăн вара, — терĕ те тухса кайрĕ.
Эпĕ шиклене пуçларăм.
— Хĕр килет, хĕр килет! — терĕç.
Эпир тухрăмăр та хăта килнелле пыратпăр.
Туй ачисем юрлаççĕ:
Пирĕн атин икĕ пӳрт;
Икĕ пӳртĕн хушшинче
Апи пĕччен утатчĕ,
Халĕ иккен утчăр-ха.
Чепчен кайăк куртăмăр,
Ним парса та тыттармасть, —
Салат сапса тытрăмăр.
Эпир иккĕн пĕртăван —
Пĕр кун тухнă чĕпĕ пек,
Пĕр ярăмри шăрçа пек.
Эпир вуниккĕн пĕртăван
Вуник пăчăр тытрăмăр,
Вуник пăчăр укçипе
Чĕн тилхепе илтĕмĕр.
Чĕн тилхипе шартлатать,
Хура лаша хартлатать.
Кай кунтан, хура хĕр!
Санран хăрать хура лаша.
Çамрăк варли пушмакне
Кĕмĕл пăта çаптартăм.
Кĕлеткем пĕчик пулсан та
Кĕлеткем тăрăх пăхтартăм.
Туй халăхĕ те ӳсĕр, хĕрпе çӳрекенсем те ӳсĕрĕлсе килнĕ. Хĕр каччи патне хăйпе çӳрекен арăмсемпе картиш варне, сĕтел хушшине, пĕркенчĕк пĕркенсе кĕрсе ларчĕ. Хĕр хӳхлет:
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать —
Чӳрече витĕр курăнать;
Эпĕ хурлăх курасси
Пăхса витĕр курăнать.
Ати килĕ сала пек,
Салакайăк тухас çук,
Эпир тухса каятпăр.
Тимĕр трантас, йĕс шина,
Çути юлтăр çул çине,
Йĕс шăнкăрав пек сассăмçăм
Янра юлтăр урама.
Аслă урамра шур хурăн
Ӳссе хăрса ӳкиччен
Пĕр вырăнта ĕмĕрне
Тапранмасăр ирттерет;
Шурă хурăн пулăттăм,
Атте картиш варринче
Ĕмĕрĕнпе ларăттăм, —
Ют кил-йыша, ют яла
Кинтеш пулса кайиччен…
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать —
Уяртассăн туйăнмасть.
Манăн пуçăм, çамрăк пуç —
Ыр курассăн туйăнмасть.
Туй ачисемпе хĕр çумми ачисем ташласа вăйкилли кĕме тапратаççĕ. Кил хушшинче пĕр-пĕрин çине хире-хирĕç «уях» кăшкăрса ташла-ташла пыраççĕ. Туй каччисем те, хĕр каччисем те чакасшăн мар. Сатур та сатур кăшкăрса, ташла-ташла пырса пĕр-пĕрин çине çапăнаççĕ.
Штанашри хăта, туй пуçĕ Прамун вăрçтарасшăн мар — каччăсене чараççĕ. Нихăшĕ те чарăнасшăн мар, хаярлансах пыраççĕ.
Юс Митюкĕ те Штанаш каччисене хирĕç пырать. Хăй ман çинелле пăхать те пăхать. Хĕр çумми ачи хăйне ярса илчĕ, çапрĕ. Хайхи вăрçа кĕрсе кайрĕç. Халăх кăшкăрать.
Эпĕ хай Митюк арăмĕ каланине аса илтĕм те: «Латлă мар кунта, мана та лекет!» — тесе, халăх хушшинчен часрах карта урлă каçса пахча витер тарас тесе хыпаланса пыратăп. Хĕрсем, маткасем, шари-шари! çухăрса кил хушшинчен туха-туха тараççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...