Эп мĕнле-ши сансăр?
Эп мĕнле-ши сансăр пурăннă, хĕр-тусăм,
Халĕ эпĕ сансăр хам та хам пек мар.
Куçунта хĕм çиçрĕ — чĕртрĕ вĕри туйăм:
Чунăма йăлт хыпрĕ тунсăх та кăвар.
Кунĕ те хĕвеллĕ манпала чух эсĕ,
Чи телейлĕ çын эп эсĕ манпа чух.
Сансăр эп хĕвелсĕр, сансăр эп телейсĕр,
Мăшăрсăр текерлĕк — сансăр манăн чун.
Пин ахах тăратăн калаçма пĕрре çеç,
Пин ахах сĕнместĕп — пулĕ вăл сахал.
Пур ултавсăр чунăм, пур вĕри чĕреçĕм,
Хамăн мĕн пурри йăлт халь сана халал.
Ырă кун хĕвелĕ, ирхи шуçăм сăрĕ,
Хĕрлĕ мăкăнь сăнĕ ӳкнĕ сан сăнна.
Тĕрĕслĕх, тасалăх, çамрăклăх сăнарĕ,
Сывлăш пек, çĕршыв пек кирлĕ эс мана.
Вол (2012-01-25 12:04:33):
Мĕнле ăнланмалла:"Чунăма йăлт хыпрĕ тунсăх та кăвар", "Мăшăрсăр текерлĕк — сансăр манăн чун", "Пин ахах тăратăн калаçма пĕрре çеç", "ирхи шуçăм сăрĕ", "мăкăнь сăнĕ ӳкнĕ сан сăнна", "Тĕрĕслĕх, тасалăх, çамрăклăх сăнарĕ,
Сывлăш пек, çĕршыв пек кирлĕ эс мана".