Гайд-паркри пекех
— Кам пулчĕ ку, пит смелăйскер?
— Çав пӳлĕме кĕрсе каяканни-и? Ĕнер килсе выртнăскер.
— Эпĕ ăна палласа илтĕм. Ĕлĕк вăл совхоз директорĕччĕ. Халь темле ĕçре, совхозсене пĕтернĕ хыççăн. Те пенсие тухнă.
— Мĕншĕн пит смелăйскер терĕм, ăнлантăн-и? Эп пĕлтĕр те выртса курнă кунта. Анчах çав пӳлĕме пĕлтĕр те, кăçал та кĕрсе курман. Вăл пур, ĕнер килнĕскер, унта кĕрсе кайрĕ.
— Асăрхамарăр-им, пуш алăпа мар-çке вăл. Пакетпа темскер йăтса кĕчĕ.
Сăмах-юмах çаптаракансем — пульницари вăрăм коридор вĕçĕнчи диван çинче лараканскерсем. «Пĕлтĕр те, кăçал та кĕрсе курман пӳлĕме» ординаторсен пӳлĕмĕ теççĕ, ăнланмалларах каласан, тухтăрсен пӳлĕмĕ, эппин. Диван çинче лараканнисем вара кунта сипленекенсем, утса çӳремелĕх хал илнисем. Тăватă çын лармалăх диван — эмел ĕçсе, укол тутарса пĕтернĕ хыççăн каçхине пухăнмалли вырăн. Ларакансен умне тепĕр ик-виç çын пырса тăрать. Кунта Лондонра ятарласа уйăрса панă Гайд-паркри пекех тем çинчен те калаçма пулать. Ординаторсен пӳлĕмне ĕнер килсе выртнă чирли кĕрсе кайни пухăннисене тухтăрсене мĕн парасси çинчен калаçтарчĕ.
— Тур паллиллĕ çулпуç çĕршывра перестройка пуçарса ярсан пульницасем çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме тытăнчĕç, — тет пĕри. — Çавăн чухне колхоз-совхоз ертӳçисем сиплев çуртне аш-пăш, сĕт-çу, пахча çимĕç турттарчĕç, çакна хуçалăх расчечĕ терĕç: эп сана — ялта туса илнĕ апат-çимĕç, эс мана пульницана вырттар. Вун-вунпилĕк çул каярах миçе председатель-директор выртса тухмарĕ пулĕ çак пульницаран: те сипленчĕç, те канчĕç. Леш хайхи ординаторсем патне кĕрекенни шăпах хозрасчет тути-масипе кунта пакетпа çӳреме хăнăхнăскер пулмалла.
Çакăнтан пуçланчĕ те калаçу, кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ.
— Эсир тем тесен те, тухтăрсене мĕн те пулин парасси çăмăл ыйту мар. Пульницаран выртса тухнă чухне врачсене ĕлĕк те панă, халĕ пушшех чармаççĕ. Ав чиновниксене саккунлă йĕркепех парне илме ирĕк пачĕç, парнен хакĕ виçĕ пинрен хаклăрах ан пултăр кăна. Тухтăрсем чиновниксен шутне кĕреççĕ-ши?
— Врачсене ман чиновниксем теес килмест. Çапах та мĕн парас-ха ман хама сыватаканнине?
— Эп кунтан каяс умĕн пĕр курупка канфет паратăп. Сестрисем валли торт туянатăп.
— Эс канфет паратăн, тепри канфет. Пылак çине пылак. Капла тухтăрсен сахăр чирĕ пуçланса кайĕ. Ахальтен мар пулĕ хаçатсем пирĕн тăрăхра сахăр диабечĕпе чирлекенсен йышĕ ӳссе кайни çинчен çыраççĕ. Врачсем хăйсем те канфетсене кăмăлласах каймаççĕ. «Йăлăхтарса çитерчĕç çав курупкасем» тенине пĕринчен хам илтрĕм.
— Чечек парас — праçник-уяв мар. Шампань эрехĕ парăттăм — тухтăрăн çуралнă кунне пĕлместĕп. Пĕлсен те çулталăкра вăл пĕр кун кăна. Тĕлне лекетĕн-и — паллă мар.
— Коньяк парсан мĕнле-ши, атьсемĕр? Хĕрарăмсем ĕçеççĕ-ши ăна?
— Епле ĕçеççĕ ăшшă. Халь коньяк юратман çын çук пулĕ.
— Эсир коньяк та коньяк тетĕр. Вăл та алкоголь вĕт. Врачсене алкоголе пама юрать-и? Вĕсем ăна хирĕç кĕрешеççĕ-çке.
— Эп çулленех хур паратăп. Ман тухтăр хур тукмаккине юратать. Çакна пĕлтĕм те — пĕлтĕм темелле мар-ха, хăй каларĕ мана ун пирки — кашни хутĕнчех хур килсе паратăп. Пусса тирпейленине, арăм пасартан туянать.
— Пасарта хĕрлĕ вăлча сутнине куртăм. Пĕчĕк банкăсенче. Çавна пама пулать. Анчах хăрамалла, сутакансем тем тултарнă ăшне, уçса пăхма çук. Намăс курма пулать.
— Эс намăс çинчен каларăн. Эп пĕр çулхине тухтăра чей патăм. Пакетсене вĕри шыва ярса ĕçмеллисене. Кайран вăл ман пата палатăна пырсан пĕр-ик хутчен: «Сан чее ĕçсе килтĕм», — терĕ. Сассинче кӳренни палăрчĕ. Чей хаклах мар та-ха.
— Мĕнле шутлатăр эсир, укçан пама юрамасть-ши?
— Хирургсем укçан илни çинчен илтнĕ-ха. Мĕнле операцие мĕнле хакпа тумаллине те палăртса хунă теççĕ. Ытти тухтăра укçан панине взятка теме пултараççĕ. Тата мĕн чуль памалли те паллă мар.
— Пĕр-пĕр лайăх кĕнеке парсан мĕнле-ши?
— Эс, Петр Иванч, ху пуçупах шутлатăн-и çакна? Тухтăрăн сан анализусене пăхса тухма та вăхăт çитмест, эс ăна кĕнеке вулаттарасшăн.
Хĕрсе кайнă калаçу вĕçленмесĕрех чарăнчĕ. Шăпах Петр Иванч текеннине тĕртсе илнĕ самантра коридорти çутă сӳнчĕ — ку вăл сывалакансен çывăрма вăхăт çитнине пĕлтерчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...