Асамлă флейта


Ку ĕç Çĕнĕ çул уявĕнче пулчĕ.

Йĕри-тавра асамлă чăрăшсем çиçсе лараççĕ, йăлтăр-ялтăр çутăпа ялкăшаççĕ. Такамăн çирĕп алли мана вăшт! çĕклерĕ, кăпăшка пĕлĕт çине илсе хăпарчĕ. Уйсем, вăрмансем çийĕн вĕçнине туйсан çул çӳреве тухнине ăнлантăм.

Çĕнĕ çул каçĕнче тĕлĕнтермĕшсем пулнине хам та вуласа пĕлнĕ. Унсăр пуçне кукамай та час-часах каласа кăтартатчĕ. Хуласем, юханшывсем çийĕн вĕçсе иртетĕп. Сасартăк пĕлĕт вăйсăрланчĕ, хăвачĕ сехетсерен пĕтсе пычĕ. Вăл çĕр çинелле анчĕ. Юлашкинчен йывăç тураттинчен çакланчĕ те чăлханса ларчĕ. Чутах ӳкеттĕм, юрать-ха, туратран тытма ĕлкĕртĕм. Кайăк сассипе тăна кĕтĕм. Йывăç çинче шăпчăк йăви пур иккен. Телее, эпĕ унăн чĕпписене лапчăтма ĕлкĕреймен.

Сасартăк аçам пысăкăш ăмăрт кайăк тӳперен пирĕн çине персе анчĕ. Те мана тытасшăн пулчĕ, те шăпчăк чĕпписене. Анчах эпĕ хăрамарăм, пĕлĕт юлашкинчен юлнă шывпа пĕрĕхрĕм ăна. Ăмăрт кайăк тӳрех пĕчĕкленсе ларчĕ, çĕр çине ӳкрĕ.

— Пулăшăр! — кăшкăрать хайхи.

Ăмăрт кайăка шеллес килчĕ. Шăпчăк йăви патне таврăнса пĕтĕмпех каласа кăтартрăм. Иксĕмĕр халсăрланнă кайăка еплерех пулăшасси пирки шутлама тытăнтăмăр.

— Эпĕ пĕлетĕп, — чĕвĕлтетрĕ шăпчăк чĕппи. — Эпĕ ăна мĕнле пулăшмаллине чухлатăп.

— Ăçтан пĕлетĕн? — хыпаланса ыйтрĕ амăшĕ.

— Пĕррехинче, эсĕ килте çук чухне, пирĕн пата çил ачи вĕçсе килнĕччĕ. Ахаль çил ачи мар, асамлă çил ачи. Вăл вĕçен кайăксене пысăклатма та, пĕчĕклетме те пултарать имĕш. Пире хăйпе пĕрле илсе каясшăн пулчĕ, пĕрле пыракана тĕрлĕ мыскара кăтартма шантарчĕ. Анчах та эпир: «Аннерен ыйтмасăр ниçта та каймастпăр», — терĕмĕр. Çав хушăра çил амăшĕн сасси илтĕнчĕ. Вăл вара пирĕнпе сыв пуллашса ун патне вĕçсе кайрĕ.

— Ăçтарах пурăнать вăл? Инçетре-ши, çывăхра-ши?

— Ăна пĕлместĕп çав, калама ĕлкĕреймерĕ.

— Эпĕ пĕлетĕп, — сасартăк сасă пачĕ пакша. Çил ачи иртнĕ çул ман пата килнĕччĕ. Вăл пурăнакан çĕршывра асамçă хĕрсем пурăнаççĕ тет. Çавсем çил ачине вăй-хăват парса тăраççĕ. Кашниех ăна ырă кулăллă шерпет ĕçтерет. Кашни кулă пĕрчи çил ачине вăйлăрах, ырăрах пулма пулăшать. Ирсерен вăл килĕнчен вĕçсе тухса пур çĕрте те ырă ĕç пурнăçлать. Каçхине кăна таврăнать, тӳрех ăшă вырăн ăшне кĕрсе выртать. Хăш-пĕр чухне асамçă хĕрсем таçта çитиех вĕçсе каяççĕ иккен. Килĕсене вăхăтра таврăнаймаççĕ, çил ачи вĕсене кĕтсе вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланать, вырăнĕ çинчен те тăрайми пулать. Кулянма пачах та юрамасть-çке ун. Кулă шерпечĕ çеç куляннине ирттерсе яма пултарать.

— Асамçă хĕрсене киле епле тавăрмалла.

— Асамлă флейта кирлĕ. Ун сассипе çеç вĕсем çил ачи çинчен аса илеççĕ.

— Флейтине ăçтан тупмалла? — аптрарăм эпĕ.

— Эпĕ пĕлетĕп, — сас пачĕ суккăр тăмана. — Пĕррехинче вăйлă çил тухрĕ те пĕртен-пĕр чĕппĕме хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Тепĕр темиçе кунран каллех килчĕ вăл. Йăвана темле çыру кĕрсе ӳкрĕ. Çил ачи сисиччен ман чĕппĕм ун кĕсйине чиксе янă иккен. Чиперех пурăнатăп тет. Ăна асамлă çĕршывра килĕшнĕ. Вăл унта асамçă хĕре юратса пăрахнă. Туй тусах пĕрлешнĕ. Ман чĕппĕме шăпах флейтăна сыхлама шаннă унта.

Флейта ылтăн арчара, ылтăн конверт ăшĕнче выртать. Арчан уççи ятарлă керменте упранать. Унта мĕнле çитмеллине вăл çеç пĕлет...

Ăмăрт кайăк, куляннипе, сасă та кăлараймасть.

— Юрĕ, эпĕ сире пулăшăп. Сана çуралнă кун ячĕпе анне парнеленĕ шăрçана парса ярăп. Ăна чĕппĕме кăтартсан вăл çийĕнчех пулăшĕ. Анчах та асăрхануллă пул: шăрçана тавăрмасан унăн асамлă вăйĕ пĕтет, — мăй çыххинчи пĕр шăрçине кăларса аллăмран тыттарчĕ тăмана. Хăй çавăнтах айккинелле лăпăс-лăпăс вĕçсе кайрĕ.

Ăçталла каймалла. Хăш еннелле çул тытмалла — пĕлместĕп. Йывăç тăрринчен антăм та шухăша путрăм.

— Эпĕ сана пулăшатăп, — кĕтмен çĕртен илтĕнчĕ çĕлен сасси. Имленĕ шыв илсе килĕн-и?

— Юрĕ, — килĕшрĕм эпĕ.

Çĕлен туртăнса шик! шăхăрчĕ, тӳпере çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Вăйлă çумăр çума пуçларĕ. Кĕтмен çĕртен чарăнчĕ. Вара асамат кĕперĕ ялкăшма пикенчĕ.

— Асамат кĕперĕн пĕр пайăркинчен турт. Вăл сана хăй çине лартать, асамлă çĕршыва илсе çитерет, — терĕ çĕлен.

Хăра-хăрах асамат кĕперĕ патне алла тăсрăм. Çĕлен каллех шăхăрчĕ, темле майпа кермен умне анса та лартăм.

Тăмана чĕппине амăшĕнчен салам каласа шăрçа тыттартăм. Вăл мана уçă пачĕ. Арчине уçрăмăр та флейта туртса кăлартăмăр. Тахăшĕ тӳрех флейта калама пуçларĕ. Кĕвĕ янăранăçемĕн асамçă хĕрсем пĕрин хыççăн тепри киле таврăнма тытăнчĕç. Тӳрех ташлама-юрлама, кула-кула тĕрлĕ вăйă выляма пикенчĕç: шӳтлеççĕ, сикеççĕ, вĕçеççĕ, пытанчăкла выляççĕ. Унтан кашнийĕ пĕчĕк чашăк илсе çил ачи патне çывхарчĕ, ăна шерпет ĕçтерчĕ. Унăн сăнĕ çуталма пуçларĕ. Шерпетне вăл мана та ĕçтерчĕ. «Кайрăмăр!» — терĕ хавассăн.

Тăмана панă шăрçана эпĕ хăвăртах кĕсьене чикрĕм. Йывăç патне çитнине хам та сисмерĕм. Çил ачи ăмăрт кайăк çийĕн вĕçсе иртрĕ. Çуначĕпе сулчĕ те леш тӳрех тӳпенелле ыткăнчĕ.

— Тавтапуç! — терĕ савăнса.

Халĕ вăл ту хушшинче пурăнать. Çулталăкра пĕрре кайăксенчен салам каласа ярать.

Çĕлене ăшă шывпа пĕрĕхрĕм те куç умĕнчех çири хура тумне хывса пăрахрĕ, ылтăн тум тăхăнчĕ. Çавăнтанпа унăн кăмăлĕ те улшăнчĕ. Тăманана та пулăшрăм: ачи парса янă шывпа куçне пĕрĕхрĕм. Халĕ вăл çĕрле те лайăх курать.

Асамлă шыв пулăшнипех пакша та хитреленчĕ. Турат çинчен турат çине сиксе çӳрет, пурне те тĕлĕнтермĕш юмах каласа савăнтарать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валентина (2012-11-25 11:22:48):

Ăçтан шутласа тупса ĕлкĕретĕн? Юмаху интереслĕ. Малашне те çак жанрпа çырма тарăш. Санăн пулать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: