Вăрман ачисем
I
Йĕри-тавра сĕм вăрман. Çил улать, йĕрет. Вăрман хĕрнчи сăрт çинче ватă юман хаяррăн шатăртатса ларать; сăрт айĕнче çырма хĕрĕнче пĕчĕк лаçсем сапăнса ларнă. Ухилле мучи кил картне çӳллĕ хӳмепе хӳсе çавăрнă; кил варĕнче пĕчик чӳречесемлĕ хура пӳрт ларать.
Шап-шурă ватă Ухилле пӳртĕнчен тухса çӳренĕ чух яланах сăрт çинчи юман еннелле шикланса пăхса хăй пуçĕ тĕлĕшшĕн сасăпа шухăшлать: «Эх, самана, самана, ваттисен йăлине пăраха пуçларĕç. Эй, авал, халăх карласа кашни çĕн уйăхăн ватă юман петне пуçтарăначчĕ, халь çулталăкра пĕр-иккĕ пуçтарăнкалаççĕ. Манчĕç сана, аслă Киремет, манчĕç!» Çапла мăкăртатса çӳрет сухал айĕнчен ватă Ухилле.
Пӳртре авланнă ывăлĕ Сӳхепи ĕçлĕхсĕрленсе выртать, сайраран анчах арăмĕпе харкашма тăрать.
— Ĕçлесчĕ, Сӳхепи, ĕçлесчĕ, — тет час-часах ватă Ухилле мучи ывăлне. — Чир-чĕр çакланчĕ, вил-мĕн тыттăрĕ пулсан, чӳк туса çырлахтарар пуль. Аслă юман петне кайса тасаттарар-и, тен!
Сӳхепи сиксе тăрать те ватта чарсах лартать:
— Ват супнă, киремет, киремет. Акă вырăссем шăнкăравсемпе шанкăртаттарса килсен, куланай ăçтан тупса парăпăр-ха. Чӳк тăвас, çырлахтарас! Тияк хулăпа çунтара пуçласан — чӳк тăвăн — лайăх!
— Сӳхепи! Сӳхепи! Мĕн пулчĕ сана? Ырра пулаймĕ, ачам. Турă, турă! Вăрман хĕрнчи аслă юман, Улăхри турă, мĕн курса ларас ку Сӳхепипе. Ваттисен йăлине манчĕç — çавăнпа та выçлăх пулакан пулчĕ, выльăх-чĕрлĕх хирĕлет!
Çапла калать те ватă Ухилле сăнăсемпе, капкăнсемпе тата виçĕ ывăльне Тяккана, Тăмпана, Çеçпĕле илет те кайăка тухса утать.
Анкарти хыçĕнченех сĕм вăрман пуçланать. Сĕм вăрман чашлать. Аслă юман сăрт çинче хаяррăн шатăртатать. «Çырлахсам, çырлахсам!» — тет Ухилле. Çул май аслă юмана пырса пуççапать те ывăлĕсемпе вăрманалла кĕрсе каять.
II
Паян Сӳхепи вырăн çинчен тăчĕ. «Вил-мĕн тытни» асра та çук. Кун петне Çăрăн тепĕр енчен, вырăссем пенчен, Микур вăртахĕ хăнана килнĕ. Микур малтанхи арăмĕ вилнĕренпе вырăссем хушшинче тарăçра çапкаланса çӳренĕ. Çапла сĕтĕрнсе çӳресе кун пурнăç тăвасси пулман. Ахаль те çурт-йĕр тăратасшăн Микур питех хыпман.
— Ма авланмастăн, Микур пичче?.. — тесе ыйтсан, — эй, пĕр кут та пĕр пуç — луччĕ, таçта та вырн тупать! — тет.
Çапла Микур вăртах Сӳхепи вăртахĕ петне хăнана пекле килнĕ. Сӳхепин ыр та сăра пулнă. Ăсса кĕчĕç пĕр лакăм сăра та, ĕçнĕ май юмаха ячĕç.
— Сӳхепи вăртах, вырăссем пенче чукун çул тăваççĕ. Çав чукун çул тăрăх урапасем лашасăр чупса çӳремелле пулать тет!
Хăй Микур чукун çул мĕн ешшине шăхăрайман та.
— Вара, Микур вăртах, лашасăрах чупаççĕ пулать-и-ха?
— Лашасăрах! Так умăн-хыççăн хĕрĕх-алă урапа — кĕлте урапи унта, çатан урапа унта — умăн-хыççăн лашасăр чупса килĕç.
— Эк-кей япала. Ан та шарла çав! — терĕ Сӳхепи.
— Халĕ чукун çул тăваççĕ. Ĕçлекен нумай кирлĕ. Килте пурăнса ниçтан виçĕ пус тупăнмасть, айта ĕçлеме — çампах килтĕм, юри.
— Вырăс чĕлхине ăнкараймастăп-çке!
— Эй, Сӳхепи вăртах, эп пĕлеп вĕт, тата мĕн кирлĕ! — терĕ Микур.
— Атте тавăрнтăр-ха, кайăк тытма кайнăччĕ те. Ирсенелле тавăрна килĕç-и? — терĕ Сӳхепи. Икĕ вăртах пĕтĕмпех ӳсĕрлсе карĕç. Каç та пулчĕ, хăйă та çуттăрĕç. Кĕсем юмаха çапма çавах ывăнмаççĕ. Çур çĕр тĕлнелле урайне улăм çине чăсăлса выртăрĕç те харлаттарчĕç. Сӳхепи арăмĕ те ачисемпе выртăрĕ.
Хăйă сӳнчĕ.
III
Тул çутăлсан Ухилле кайăк тытса вăрмантан ывăлĕсемпе тавăрнчĕ. Икĕ вăртах та вăранчĕç. Мухмăрсене çырлахтарсан Микур каллах ĕнерхи сăмаха тытăнчĕ.
— Мĕн каллă-маллă шутламалла, айта. Мана вуник çын эртел кирлĕ. Хам эртел пуçĕ пулăттăм.
— Шутласан, каймалла та пек туйăнать. Часах выçă лармалла пулĕ. Çăвар нумай — тырри пулмасть. Кайăксем Атăлтан леш енне куçнă тет атте. Ăçтан этем пулас! Кайсан луччĕ! — тесе килĕшшĕрĕ Сӳхепи. Ухилле ăçта каймалла тесен, Сӳхепи: — «Сан ĕç çук, пура тĕпĕ часах яп-яка пулĕ, шутлас пулать!» — терĕ. Микур Ухиллене каласа кăтартсан, Ухилле ăса вĕрентсе каларĕ: «Ан аппалан, Сӳхепи, ваттисем сывлăх парсан, çу каçса та кайăпăр!» — терĕ. Сӳхепи харкашса карĕ.
Ăçта каймаллине илтсен Тякка, Тăмпапа Çеçпĕл те ĕçлеме кайма килĕшшĕрĕç.
— Киле, эсĕр кайсан, аçуна шутласа, тата виç арçын юлаççĕ. Çич арçынтан тăваттăшĕ килтен тухма хăрасан, ял кулĕ! — терĕ Микур.
Çумра пурнакан ватă Паккай икĕ ывăлĕпе — Тимккапа тата Шăнкăрчĕпе — ĕçлеме кайма килĕишшĕрĕç. Тата çитĕнсе çитнĕ икĕ илемлĕ тăван — Маккапа Çăлтăр та — ĕçлеме каяс пулать тесе шут турĕç. Шут тусан, тиякпа вырăс улпут петне кайса хут тутарас тесе канашларĕç.
Тияк петне карĕç. Вырăссене икĕ тил, пĕр юпах тиха парсан тин Микур хивне вунă тап-таса хут татăкĕ чиксе кантуртан туххăрĕ.
Çакă кунах Ухилле мучи килĕнчен вунă юналут тухса карĕç.
Хĕвел анас петнех çитнĕ те вăрман тăррине хĕп-хĕрлĕ çутăпа хĕретсе тăрать тата ял хыçĕнчи улăх тăрăх юхса выртакан шыва хĕрлĕ хĕлхемĕсемпе йăлтăртаттарать. Вăрман шăпах. Сăрт çинче аслă киремет хăйĕн симĕс турачĕсене пĕлĕт тăрнелле танлăн çĕклесе ларать. Юман кутĕнче Ухилле мучи аллисене çĕклесе кĕл туни курăнать. Сăрт айĕнчи ял курăнми пулчĕ, лапсака йăмрасем куçран çухалчĕç. Юналутсем вăрмана кĕчĕç.
Çак юналутпа пыракансем çакă вăрманта çуралса ӳснĕ. Аллă çухрăма йĕри-тавра вĕсем вăрмана хăйсен кил картине пĕлнĕ пек пĕлнĕ. Сӳхеписем малтан чылайччен шарламасăр пычĕç. Çеçпĕл çичĕ ютă хушшине ĕçлеме кайни çинчен, ялĕ çинчен ерипен юрласа пырать. Ыттисем шухăша кайнă. Сасартăк вăрман янраса карĕ: Çăлтăр юрă пуçласа ячĕ:
Э-э-эй! Авал паттăр
Атăл пулнă тет... Э-э-эй!..
Акă пурте харăс янраттарса ячĕç:
Маттур паттăр
Атăл пулнă тет...
Ашшĕ пулнă тет
Ырă киремет.
Куç-пуçĕ — çăлтăр,
Пичĕ — уйăх,
Çӳçĕ — çиçĕм
Унăн пулнă тет.
Вăрман янраса карĕ. Атăл епле вăрçăра çӳрени çинчен, епле вăл пысăк юмансене, армути çăмланă пек, турта-турта кăларни çинчен харăс янратаççĕ. Акă юлашкинчен:
Вилнĕ вăрçăра
Çапăçнă чухне,
Пытарнă ăна
Ылттăн тупăкпа
Тинĕсĕн тĕпне, —
тесе пĕтерчĕç. «Ти-нĕ-сĕн тĕпне-е-!» — терĕ чăтлăх вăрманта — юрă пĕттĕрĕ. Чăтлăхра шăпчăк сасси илтĕнет.
Шăпчăк, шăпчăк,
Пĕчĕк кайăк,
Тарам пĕчĕк пулсан та,
Мăн вăрмана ян ярать, —
тесе, хăй тĕллĕн Çеçпĕл юрласа пырать. «Хап-хап!» — терĕç те пурте лашисене тапса сиккипе шапăртаттарчĕç.
Таса пĕлĕт çинче çăлтăрсем çуталса карĕç. Йăвăçсем хушшипе çутă уйăх çутатса ячĕ...
Виçĕ хут хĕвел тухса, хĕвел анчĕ. Тăваттăмĕш кун Микур эртелĕ вăрмантан туххăрĕ. Симĕс улăхсем, вырăс ялĕсем курăнса карĕç. Сӳхеписем Сăрă хĕрне çиттĕрĕç. Сăрă хĕрнче пĕр вырăс кимĕçĕ такан çинче чей вĕретсе ларнă. Микур вырăс петне пырса лаша çинчен анчĕ те вырăсла часрах шыв урлă каçарма йăлăна пуçларĕ.
—- «Часрах, часрах!» Ах, чăваш çăпати, ăçта хыпаланан! — тесе вăрçса тăккăрĕ вырăс Микура.
— Эй, ма вăрçан, кĕçĕр майру çывратмарĕ-им? — тесе Микур мыскара туса вырăса çавăрса ярасшăн пулнăччĕ.
— Ах, анчăк! — терĕ те вырăс сиксе тăчĕ.
Микур та сиксе тăчĕ, анчах сиксе тăнă чух урипе çаклатса такана йăвантарса ячĕ те, чей пĕтĕмпех юхса туххăрĕ. Вырăс такан каштипе Микура пуçран хучĕ. Иккĕшĕ те çыхланса ӳккĕрĕç.
— Айта тарар! — терĕ суккăр Тимкка (ун хăрах куçĕ суккăр пулнă).
— Айта тарар калла! — терĕ Шăнкăрч. Ыттисем лашисем çинчен сиксе анчĕç те пурте пĕр пулса вырăса тĕве пуçларĕç. Вырăс кăçкăрса ячĕ. Вăрмантан вырăссем сиксе туххăрĕç, вăрçнă çĕре чупса пырса Сӳхеписенне аллисене çыхса кимĕ çине кӳртсе пăраххăрĕç те лашисемпе пĕрле чиркӳллĕ яла илсе карĕç. Микурăн пуç çине мăккăльсем сиксе тухнă, Сӳхепин çăварĕнчен юн юхнă...
Каçченех кĕсене тĕрмепе хăратса, хĕнесе вырăссем тытса тăчĕç. Кайран, пуççапсан-пуççапсан, икĕ лашине туртса илчĕç те ячĕç. Вуннăран сакăр лаша анчах юлчĕ. Икĕ лаши çине икшерĕн утланмалла пулчĕ. Утланчĕç те уйсем урлă, ял тĕл пулсан ял тавра çавăрнса вĕçтерчĕç.
— Юрать хам вырăсла пĕлеп. Эп пулман пулсан, хупса лартаччĕç-ха! — тесе мухтанса илчĕ Микур. Никам та ним шарламарĕ.
Пĕр кун каяççĕ, икĕ кун каяççĕ — Микур ăçта ертсе кайнине хăй те пĕлмест. Пĕре çапла вăрман хĕрне çиттĕрĕç. Пăравукка карса янă юпасем курăнса карĕç. Пĕлт тап-таса, хĕвел пăхать. Сасартăк аслати кĕмсĕртеттерсе ячĕ. Мĕкĕрсе, халтăртаттарса, çил вĕçтерсе вăрмантан темĕн туххăрĕ те вăшлаттарса иртсе карĕ. «Шуйт[т]ан, шуйт[т]ан!» — тесе аран кăçкăрса ячĕç Сӳхеписем. Микур лашине таппăрĕ те «шуйт[т]ан» хыççăн сиккипе ячĕ, пурте ун хыççăн вĕçтерчĕç. Анчах лашисем виç-тăваттă та сиксе илеймерĕç — «шуйтан» ух-ух-хух! тесе уласа ячĕ те куçран çухалчĕ. Микур тин тавçăрса илчĕ: «3-э, ку самăй чукун çул! — терĕ ăшĕнче. — Хай машшин иртсе карĕ пать!» — терĕ те хăй çине темшĕн çиленсе карĕ.
— Эх, ухмахсем, эпĕ пулмасан пĕтетĕр вĕт. Ара, ăçта чупатăр унта. Машшин вĕт вăл. Лашасăр каяканни!
Пурте çăварĕсене карса пăраххăрĕç. Микур хыççăн пурте машшин курăнми пулнă çĕрелле уттарчĕç. Лашисем пĕтĕмпех тухса ӳкнĕ. Аран мĕшĕлтетеççĕ. Кайсан-кайсан вăрман хĕрне канма чарăнчĕç. Лашисене курăк çиме ячĕç. Кăвать хурса апата ларчĕç.
Пĕлĕт çап-çутă, кăн-кăвак, вăрман сип-симĕс. Савăнăçлă, анчах Микур эртелĕн савăнма ерçӳ çук. Çиме пĕтнĕ. Ĕç тупас пулать. Лашисем çине утланчĕç те таçта çитечченех купаласа кайнă çул айăккипе уттарчĕç.
IV
Шăрăх. Çуллахи хĕвел хĕртсе пăхать. Чукун çул тунă çĕрте темĕн чул халăх йăшăлтатать. Пурте ĕçлеççĕ. Чул кăларнă çĕре икĕ хут машшин ухлатса килсе карĕ. Кунта Микур эртелĕ мăнă чул катăкĕсене харăс кăçкăрса йăтса мекĕрленет. Йăвăр ĕç пурин шăмми-шаккине те ленчĕрех ярать. Хутран-ситрен чăвашсен эртелне вырăссем килсе каяççĕ.
— Эй, шуйттан çӳрисем, эсĕр килтĕр те путрешчĕк сасаркă хак ӳкерчĕ. Мĕн шуйттан тума сĕтĕрнсе килнĕ эсĕр! — теççĕ пурте.
— Ма вăрçатăр, эпĕр хамăр та выçă ĕçлетпĕр. Çиме çитмест! — тет Микур.
— Э-э, тытăпăр-ха! — тесе сивĕ куçпа пăхса каяççĕ вырăссем.
Ĕçлеççĕ. Пурин çинчен та тар шапăртатса юхать. Çамрăк Çеçпĕлпе Çăлтăрăн йăвăр йăтнă чух урисем те авăнаççĕ. Вырăссем кăнтăрлахи апата та ларчĕç. Чăвашсен те хырăм выçать, темме Паккай мучи апат пĕçерсе ĕлкĕреймерĕ.
—- Час мĕшĕлтетеймест ватă! — тет Çăлтăр.
— Ан тив, ватă çын вĕт! — тет Çеçпĕл.
Паккай куçне хĕвел çутинчен аллипе хупласа анаталла пăхать. Унта катасем виттĕр юхăм шыв çутăлса выртни курăнать. Çанта Тимккапа Шăнкăрч лаша шăварма кайнă, вĕсем шыв ăсса килмелле. Пăхать-пăхать, кĕтет-кĕтет Паккай — çук, ачасем килни курăнмасть. Сасаркă лаша ури сассисем илтĕнсе карĕç. Тимкка сиккипе Паккай петне вĕçтерсе пычĕ те сехĕрленсе, çыхланса: «Шăнкăрч... Шăнкăр... ча!..» — терĕ те лаши çинчен йăванса анса çĕре чăрмала пуçларĕ.
—- Мĕн? Мĕн? — чĕтресе ӳккĕрĕ Паккай.
— Вырăссем Шăнкăрча шыв айне туртса кĕрсе карĕç. Шăнкăрч ишме пĕлмест те шыва путтăрĕ!.. — терĕ те Тимкка çĕр çинче йăваланса, уласа ячĕ.
Микурпа Сӳхепи пĕр лаша çине утланчĕç те вĕçтерчĕç. Çеçпĕл те лаша утланчĕ те сиккипе шыв петне карĕ. Пурте чупăрĕç. Шыв хĕрне çиттĕрĕç. Никам та çук. Шăнкăрча чĕнеççĕ — Шăнкăрч сас памасть.
— Вилес пать ман, вилес пать! — тесе, пĕчĕк ача пек, ватă Паккай уласа ячĕ.
Ката хушшинчен сасартăк хаяр сасă илтĕнсе карĕ, Пурте ката хушшине ыткăнчĕç. Унта çамрăк Çеçпĕл лаши çинчен усăнса аннă. Пуçĕнчен юн юхнă, лаша ури айăккинче юнлă чутмар выртнă... Пурте хытса карĕç.
Ĕçлеççĕ йĕри-тавра. Чул йăтаççĕ. Вăрман касаççĕ. Кама кайса калас, кама тархаслас? Виле пуçланă Çеçпĕле лупасса кăвать хĕрне илсе пырса хучĕç. Çеçпĕлĕн кĕт, аран-аран чĕри тапнă.
Уратник вĕçтерсе çиттĕрĕ.
— Лаша вăрлама кайсан çапнă пуль ăна. Час калăр. Тĕрмене хупас вĕсене! — тесе уратник чăвашсене хĕрте пуçларĕ.
V
Чăвашсен пуçĕ çине виçĕ хуйхă талса анчĕ. Çĕрле пулсан пĕр лашине утланнă та паспăрта хивне чиксе Микур тарнă. Тул çутăлсан эртел, пĕтĕм халран кайса, ĕçе тухмарĕ.
Сӳхепи чĕрине хуйхă кĕрсе çунтарса ячĕ те аякри аслă вăрман, ял, аслă киремет аса килсе карĕ. Сӳхепи вăрмана кĕчĕ те пĕр йывăç умне чăркуçланса, кĕлтăва пуçларĕ.
Паккай: «Вилес пать ман, — тесе уланă, — анчах кунта мар, аякри ялта, аслă киремет пенче».
Пурте пĕр çĕре пуçтарăнса темĕн çинчен канашларĕç.
Каç пулчĕ. Çăлтăрсем туххăрĕç, анчах çĕр тĕттĕм.
Чăвашсем хуллен тăчĕç те, виле пуçланă Çеçпĕле илсе, лашисем çине утланса ларчĕç. Тимкка çăлтăрсем çине пăххăрĕ те ертсе карĕ.
Уратникрен, путрешчĕк ĕçленĕ укçана илмесĕр тарнăран хăвалĕ тесе, вĕçтерчĕç чăвашсем уйсем, варсем урлă Тимкка хыççăн. Çĕр каçаччен пĕр канмасăр чуптарчĕç. Акă хĕвел хĕрелсе туххăрĕ. Пурте пĕр çырмана тарса пытанчĕç. Çеçпĕл пĕтĕмпех сивĕнсе, хытса карĕ. Алпах çырма тĕпĕнче шăтăк чаввăрĕç те Çеçпĕле кӳртсе выртарчĕç. Çĕр виттĕрĕç.
— Вилнĕ тăпри çăмăл пултăр! — терĕ Паккай. Пурте йĕрсе ячĕç.
Çырма тĕпĕнче шыв шанкăртатса юхать. Çеçпĕл çинче пысăк тĕмеске çĕр йăтăнса выртать. Пурте кунтан тухса кайсан кам ăна пĕлĕ, кам çак тĕм çинче Çеçпĕл пумилккине тăвĕ!
Хĕвел ансан, Çеçпĕлсĕр тата çăмăлтарах чуптара пуçларĕç тырлă уйсем урлă, çарансем урлă.
VI
Тул çутăлас умĕнчех. Сӳхеписем улăх тăрăх чуптарса пыраççĕ. Ним тума та çук — тул çутăлаччен аякра курăнакан вăрмана çитесех пулать. Пĕр айлăма çиттĕрĕç. Сасартăк сăрт айăккинче лаша касувĕ курăнса карĕ. Касури лашасем, Сӳхеписене курсан, темшĕн шартах сиксе хартлатса вĕсен умĕнчен вĕçтере пачĕç. Темĕн чул Сӳхепи лаша касуне тăратĕччĕ — çук, хăй лаши те ĕрĕхсе карĕ, касу лашисем те малтан пĕрĕхтерсе пыраççĕ. Пурин те çӳçсем тăрса карĕç: хыçран «вăрă, вăрăсем, э-хей! ан яр!» тесе кăçкăрса юналутпа хăвалани илтĕнсе карĕ. Сӳхепи темĕн чул лашине тăратса вырăссене эпĕр вăрă мар тесе каласшăн, анчах тытсан ĕненмесен мĕн кăтартĕç, тет ăшĕнче.
— Айта тарăр! — тет Паккай.
— Ан чарнăр! — тет Тимкка.
Акă Сăрă çап-çутă курăнса карĕ; анчах тухнă ылттăн хĕвел çутипе кăвар пек йăлтăртатса выртать. Сăрăн тепĕр енче мăн вăрман пуçланать. Унтан Ухилле мучи ялĕ...
— Эх, Сăрă петне çитсе, каçса ĕлкĕресчĕ! — тет Сӳхепи.
Акă Сӳхепи умĕнче улăх варĕнчи утă куписем çавăрнса карĕç... Пур япала та çавăрнса карĕ. Ун çумĕнче Паккайпа Тăмпа лашисем çинчен уткăнса карĕç. «Эй турă!» — тесе сехĕрленни илтĕнсе карĕ. Тяккапа Маккан айĕнче лашисем йăванса карĕç. Сӳхепи вĕсен урлă сиктерсе карĕ, лешсем лашисем айĕнче харлатса юлчĕç. Лайăх курать Сӳхепи — Сăрă урлă Тимккапа Çăлтăр ишсе çыран хĕрне çитеççĕ.
— Эпĕ те çитетĕп, çитетĕп! — тет Сӳхепи. Шыв хĕрне çиттĕрĕ.
— Акă каçатăп! — тет Сӳхепи, анчах лаши калла карт чакать, Сӳхепи лаши пуçĕ урлă шыва уткăнать. Лаши те шывалла сикет. Сӳхепи чĕлпĕрне ямасть. Курать — икĕ вырăс ăна çыран çинче пăшалпа тĕллесе тăраççĕ. Пăшал сасси илтĕнмест, пăшал вĕçĕсенче тĕтĕм курăнчĕ те, Сухепи тавралла шыв хĕп-хĕрлĕ пулса карĕ. Лаши те, Сӳхепи те çавăрнса юхăмпа пĕрле карĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...