Купрат патша
Эпĕ летопись çыратăп. Вăл кашни
чăваш патне çиттĕр. Хайĕн ламтайĕсен
пурнăçне кашни чăваш пĕлтĕр.
Çыруран
— Тенчере — тĕрлĕрен кĕнчеле.
— Пурнăç чанĕ тĕрлĕ саманара тĕрлĕ шаккать.
— Кашни этемĕн сехечĕ хăйне май шăвать.
— Пурнăç пĕрре алăк хăлăпĕ, тепĕр чухне сăсар çĕлĕкĕ тыттарать.
Темиçе кун ĕнтĕ çапла хăй тĕллĕн калаçа-калаçа тĕрлĕ шухăш шухăшларĕ Михаил Николаевич Убиев.
Чӳречерен кĕркунне патакки шаккать. Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем урамри йывăçсем çинчен татăлса ӳкеççĕ те ташланă пек, вĕлтĕртин-вĕлтĕртин çаврăна-çаврăна, тĕрлĕ çĕрелле вĕçеççĕ.
Кĕрхи хĕвел тӳперен пикенсех пăхать. Сивĕ кĕре халех ярасшăн мар-ха: «Ан васка, çынсем мана курса савăнччăр!» — тет. Сивĕ кĕрĕ вара çӳлти ялкăш хĕвелрен самаях шикленет пулас, пĕтĕм çутçанталăка хăй ытамне илме ытла васкасах каймасть-ха.
Михаил Николаевич Убиев çинчен тимлĕ вулакан ман кĕнекесем тăрăх лайăх пĕлет ĕнтĕ. Вăл — паллă писатель тата тĕпчевçĕ. Унăн историллĕ романĕсем тăрăх совет саманинчех чăваш ачисем чăваш пулма, чăвашлăхшăн тăрăшма, тăван культурăшăн ырми-канми ĕçлеме вĕренетчĕç, хăйсен паттăр ашшĕсемпе аслашшĕсене, тахçанхи ламтайĕсене хисеплеме хăнăхатчĕç. Самана улшăннă хыççăн, КПСС идеологийĕ пуслăхпа пуснă пек пусма пăрахсассăн вара вăл хăйĕн ĕмĕр тăршшĕпе çырнă пысăк ĕçне «Авалхи чăвашсем» ятпа пичетлесе кăларчĕ. Ку вăл — улăпла тĕпчев. Часах ку кĕнеке вырăсла та тухрĕ, пĕтĕм тĕнче тăрăх кайрĕ.
Юлашки вăхăтра Михаил Николаевича тĕпчевçĕ ĕçĕ ют çĕршывсене илсе тухнăччĕ. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен çаратса тухнă чăнлавсене тупас тесе, Лондона аукциона тухса кайрĕ. Унта хайхи Лондонра пурăнакан талантлă чăваш художници Альбина Кумирова пулăшнипе «Аттилпа Кримкилте» ятлă авалхи чăваш халăхĕн эпосĕн йĕрĕ çине ӳкрĕ. Нимĕç писателĕ Кай Элерс тата ытарайми чăваш пики, пĕтĕм тĕнче миссĕ пулнă Арслу пике пулăшнипе вăл çав авалхи чăваш эпосне, чăваш халăхĕн чаплăран та чаплă пурлăхне хăй аллине илме пултарчĕ. Англирен таврăнсассăн вара çав «Аттилпа Кримкилте» эпоса пур енлĕ ăнлантарусем туса, умсăмахпа хыçсăмах çырса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларчĕ. Кайран тата Кай Элерс пулăшнипех нимĕçле пичетлесе кăларчĕ. Ун хыççăн Гамбургри театрта лартма çак эпос тăрăх «Аттил» ятлă опера валли либретто çырчĕ. Нимĕç композиторе Курт Энлик çав либретто тăрăх оперине те çырса пĕтерет. Часах ăна театрта лартма тытăнаççĕ. Убиев вара чăвашсен мăн аслашшĕсем пулса тăракан хунсем çинчен «Аттил патша» ятлă историлле роман çырчĕ. Унта вăл «Аттилпа Кримкилте» эпоса мĕнле шыраса тупнине те тĕплĕн çырса кăтартрĕ.
Халĕ ĕнтĕ канма та юрать...
Анчах Михаил Николаевичăн ывăна пĕлмен чун-чĕри çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç ыйтрĕ. Вара вăл хăйĕн тĕпчевĕсене малалла тăсас терĕ те ламтайсен пăлхар тапхăрĕпе уйрăмах кăсăкланма тытăнчĕ. Çине-çинех тĕрлĕ хаçат-журналра пысăк статьясем пичетлесе кăларчĕ, радиопа та, телевиденипе те тухса калаçрĕ. Çавăнпа пулĕ, ăна час-часах тĕрлĕ тĕпчевçĕсем ирттерекен пухусене, тĕлпулусене чĕне пуçларĕç. Университетра та çак темăпа лекцисем вулаттарчĕç. Ытти аслă шкулсен филиалĕсем те, çакна кура, пăлхарсен историйĕпе кĕске курс тума тытăнчĕç.
Михаил Николаевич, паллах, куншăн савăнчĕ.
Халĕ тата, акă, «Вучах» хаçатран шăнкăравларĕç.
Хăй патне тĕнчери мĕнпур чăвашсем валли кăларса тăракан «Вучах» хаçат корреспонденчĕ интервью илме килес тесессĕн, Михаил Николаевич тӳрех килĕшрĕ. Ара, чăнласах та юлашки вăхăтра çынсем хăйсен тымарне питĕ пĕлесшĕн.
«Вучах» корреспонденчĕ тин кăна Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ çамрăк пулчĕ.
— Петĕр Анчиков, — терĕ вăл хăйпе паллаштарса. — Ятарласа мана ячĕç, — сывлăх суннă хыççăн ăнлантарчĕ вăл. — Юлашки вăхăтра çамрăксем хаçата нумай çыру çыраççĕ. Çавăнпа çамрăк çын куçĕпе авалхи историе тĕплĕ çырса кăтартни кирлĕ терĕç.
— Мĕншĕн ман пата ячĕç? — ыйтрĕ Михаил Николаевич. — Халĕ историксем нумай. Тем те çыраççĕ, тем те тĕпчеççĕ. Хăшпĕрисем хăйсем мĕн çырнине те ăнланмаççĕ пулсассăн та. Вĕсем сире кăсăклантармаççĕ-и?
— Эсир пăлхар тапхăрне тĕпчетĕр. Пирĕн вулакансем халĕ уйрăмах çав тапхăра пĕлесшĕн. Илтнĕ пуль ĕнтĕ, хăшпĕр чăваш çамрăкĕсем хăйсене чăваш мар, пăлхар тесе те çырасшăн. «Пăлхартермен» текен обществăлла юхăм та пур.
— Илтнĕ-ха вĕсем çинчен, анчах хăйсемпе тĕл пулман, калаçман.
— Вăт, вĕсем эпир калаçнине вулаччăр. Пирĕн хаçатра.
— Килĕшетĕп, — ăшшăн кулса илчĕ Убиев. — Атя, эппин ыйтăвăрсене парăр.
— Редакцире мĕнле ыйтусем парасси пирки шухăшларăмăр эпир, — хĕвĕнчен хутсем туртса кăларчĕ корреспондент. — Акă, çырсах хунăччĕ-ха ăна. Пуçлатпăр-и?
— Эпĕ хатĕр.
Петĕр Анчиков диктофонне туртса кăларса сĕтел çине майлаштарса лартрĕ те хучĕ çине çырнине пăхрĕ, вара ыйту пачĕ.
— Михаил Николаевич, калăр-ха, тархасшăн, пăлхар ятпа пирĕн асатте-ламтайсем хăçан палăрма тытăннă.
— Эпĕ тĕпченĕ тăрăх, — терĕ Убиев, — пăлхар ятпа пирĕн асаттесем пĕрремĕш хут историре 354 çулта тухаççĕ. Лангобардсен историкĕ Павел Диакон çырнă тăрăх пăлхарсем кĕтмен çĕртен çак халăх çине тапăнаççĕ те вĕсен корольне Агельмунда вĕлереççĕ, хĕрне тыткăна илеççĕ. V ĕмĕр вĕçĕнче хунсем хура тинĕс хĕрринчи çеçенхирсене куçса килеççĕ. Çав вăхăтра Византи çине готсем питĕ хаяррăн тапăнаççĕ. Византи императорĕ Зенон вĕсене хирĕç кĕрешме пăлхарсене чĕнни паллă. Каярахпа пăлхар йăхĕсем Италие куçса каяççĕ. Çав вăхăтра та пăлхарсем хăйсем ĕлĕкрех çапăçнă гепитсемпе пĕрле готсене хирĕç çапăçаççĕ. Павел Диакон кăтартнă тăрăх çак çапăçусенчен пĕринче пăлхар патши Пăсан (Пусан) пуçне хурать.
— Пăлхарсене чи малтан асăннисем çаксем пулаççĕ иккен, — хăй тĕрĕс ăнланнине диктофонĕ çинех çырса хурас терĕ корреспондент. — Каярахпа тата вĕсене мĕнле пысăк ĕçсенче асăнни паллă? Вĕсене те каламăр-ши?..
— Каярахпа пăлхарсем Византипе те вăрçни паллă. 499 çулта вĕсем Тракки çĕрĕ çине кĕреççĕ те Константинополь янă Ариста вăйпут çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ. 502 çулта пăлхарсем Иллирик текен тăрăха çитни паллă. Ун пирки Феофон «Çулçырав» (Летопись византийца Феофана от Диоклетина до царей Михаила и его сына Феофилакта) кĕнекинче те çырнă. Паçăр каларăм пуль-ха, ку кĕнеке 1884-1887 çулсенче вырăсла пичетленнĕ. 504 çулта та пăлхарсен ячĕ курăнать, вĕсем готсемпе те, гепитсемпе те вăрçаççĕ, Византи çине тапăнса кĕреççĕ. Византи императорĕ Анастасий 512 çулта вĕсенчен хӳтĕленме «Вăрăм хӳме» туни те паллă. Çак «Вăрăм хӳме» туса, вăл пăлхарсене Хура тинĕспе Мрамор тинĕсĕ хушшинчи уçă вырăнтан тапăнса килме чарасшăн пулнă.
514-515 çулсенче пăлхарсем Византири граждан вăрçине хутшăнаççĕ, Виталиан майлă пулса, ăна астул пама пулăшаççĕ. Акра хули патĕнчи çапăçура пăлхар калемпĕрĕсем (юмăç) питĕ хытă кĕлтуса, çутçанталăка тĕттĕмлетсе лартнă, имĕш. Çавăнпа Византи салтакĕсем пăлхарсене хирĕç çапăçайман.
— Апла пăлхарсем çутçанталăка лайăх пĕлекен халăх пулнă темелле, çапла-и? — савăнса кайрĕ Анчиков. — Авалхи çынсем пулманнине çырман пулĕ ĕнтĕ.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, — килĕшрĕ унпа Убиев.
— Каçарăр, эпĕ сире кăштах пăрса ятăм пулĕ, — айăплăн каларĕ корреспондент. — Тата каярахпа пăлхарсем ăçта палăрнă?
— 530 çулта та пăлхарсем Византи çĕрĕ çине тапăнса кĕни паллă, — малалла калама тытăнчĕ Убиев. — 537 çулта та вĕсем Янтра юханшывĕ хĕрринче Ситта ятлă çарпуçĕпе çапăçаççĕ. Çав çулах вĕсем Византин Велисарий ятлă питлĕ талантлă вăйпучĕпе пĕр шухăшлă пулса готсене хирĕç кĕрешеççĕ. Павел Диакон тата 569 çулта Италие пăлхарсем пырса тухнине çырса кăтартать. Пĕр сăмахпа каласан, V-VI ĕмĕрсенче пăлхарсем Хура тинĕс хĕрринчи çеçенхирсенче пуç пулса тăрассишĕн кĕрешме тытăнаççĕ. Вĕсене Тулă ăрăвĕ ертсе пынă. Çак ăрура Урхан ятлă чаплă çарпуçĕ пулнă. Теприсем ăна Урак теççĕ. Урак-Урхан хăй майлă йăхсене пĕр патшалăха пĕрлештерме тытăнать.
— Мĕнле-мĕнле йăхсемпе ăрусем пирки калаçу пырать кун-та? — ыйтрĕ Петĕр Анчиков.
— Эпĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, — терĕ Убиев, — çак пĕрлешĕве чăвашсем те, уписем те, сăкăтсем, шăхальсем те, арасем те, массакетсем те, пӳлерсем те кĕнĕ. Çапла вара Çурçĕр Кавказпа Азов тинĕсĕ таврашĕнче çĕнĕ патшалăх, Аслă Пăлхарстан чăмăртанать. Урхан 632 çулта вилет. Ун хыççăн вара Урхан йăмăкĕн ывăлĕ Купрат Аслă Пăлхарстан патши пулса тăрать. Купрат вăхăтĕнче Аслă Пăлхарстан пĕтĕм тĕнчипех чапа тухать, пурте пĕлекен патшалăх пулса тăрать.
— Аслă Пăлхарстана хунсен тăхăмĕ теме юрать-и?
— Паллах, юрать. Пăлхарсем — хунсен тӳрĕрен те тӳрĕ тăсăмĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Аслă Пăлхарстан вара чăнласах та упранса юлнă хунсен пĕтĕм йăхĕсемпе ăрăвĕсене пĕрлештерме тăрăшнă.
— Аслă Пăлхарстанăн хулисем те пулнă-и? — ыйтрĕ çамрăк журналист.
— Паллах, пулнă. Нумай хула пулнă.
Аслă Пăлхарстанăн шĕкĕр хули Хăнакур (Фанагория) пулнă. Вăл хальхи Тамань çурутравĕн кăнтăр-хĕвеланăç пайĕнче, Хура тинĕс хĕрринче пулнă. Хăнакурсăр пуçне Аслă Пăлхарстанра урăх хуласем те пулнă: Таманьтурхан, Саркел, Варачан, Сементер...
— Хăнакур мĕнле хула пулнă? — тĕпчевçе чарсах ыйтрĕ журналист.
— Хăнакур хитре хула пулнă, — терĕ Убиев. — Унта урамсемпе кассем питĕ уçăмлăн палăрнă. Урамсен сарлакăшĕ 2 метр, кассен сарлакăшĕ — 1 метр пулнă. Çуртсене чулран е кирпĕчрен тунине палăртмалла. Чулсемпе кирпĕчсене тăм шĕвекпе çирĕплетнĕ. Çурт хӳмисен хулăмăшĕ 1 метр ытларах пулнă. Хăнакурти çуртсене хутма кăмакасем те тунине, кашни килте шыв юхтарса кĕртмелли пăрăхсем пулнине те палăртмалла. Кашни çурт çумĕнче пахча е картиш пулнă. Картишĕнче нӳхреп тата питĕ нумай чӳлмек тытнине, вĕсенче эрех е сăра пулнине каламалла.
Хăнакурта патша тапăрĕ тăнă, кунта патшан аслă ывăлĕ ::кăнар-тикки:патша ывăлĕ, ашшĕ хыççăн астул тытмалли ывăлĕ. Ку вăл хĕвел сăнлă ар-тикки тенине пĕлтерет. Кăн — авалхилле хĕвел, ар — рыцарь, тикки — патша ывăлĕ, принц.:: (наследний принц) пурăннă. Купратăн кăнар-тиккийĕ Питпуян пулнă, ăна авалхи грексен чăнлавĕсенче Батбай тесе çырнă. Питпуянăн ::кавханĕсем:кăвапаран хан, пĕр вартан хан.:: (пĕр кăвапаран хансем) Кăтра-паттăр, Кӳпер, Альших тата Аспарух патша керменĕнчех пурăннă. Хăнакура пăхса тăракан уйрăм вăйпут пулнă, ăна ::пуратурхан:крепость коменданчĕ.:: (пура-турхан) тенĕ. Куратпăр ĕнтĕ, пура ку сăмахра çурт валли купаланă хатĕр мар, тăшманран хӳтĕленмелли хăпартса тунă çирĕплетнĕ вырăн, крепость пулса тăрать. Турхан — патшаран е ханран кĕçĕнрех феодал, кнеç е пик евĕрлĕ çын. Пуратурхан тенине хальхи сăмахпа «крепость коменданчĕ» тесе куçарма пулать. Дунайçи Пăлхарстан çыравçисем каланă тăрăх авалхи грексен чăнлавĕсенче Хăнакур пуратурхан ячĕсем те пур тет. Анчах эпир вĕсен ячĕсене шыраса тупаймарăмăр-ха.
— Купрат çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши? — ыйтрĕ журналист.
— Хаваспах, — терĕ тĕпчевçĕ. — Купрат хăй вăхăчĕшĕн питĕ паллă та чаплă патша, çарпуçĕ, дипломат тата поэт пулнă.
Купрат этемлĕх историйĕнче чи малтан ерпелĕх (çар академийĕ) тунă. Ывăлĕсем пурте унта вĕренсе тухнă. Купрат йĕркелесе çирĕплетнĕ Аслă Пăлхарстан çиччĕмĕш ĕмĕрти чи чаплă та пуян патшалăхсенчен пĕри пулнă.
— Чылай пурăннă-и вара вăл Купрат? Хăш çулсенче пурăннă? — тĕпчерĕ те тĕпчерĕ журналист, Убиев хаваспах каласа панишĕн савăнса.
— Чылай пурăннă, — тӳрех хуравларĕ Михаил Николаевич. — Купрат вăл 658 е 660 çулта вилнĕ теççĕ. Ун чухне вăл самаях ватă пулнă. Ăна вилсен Хăнакур масарне мар, аслă çеçенхир варрине пытарни паллă.
— Кун çинчен тĕплĕнрех каласа пама пулмасть-и?
— Пулать, — килĕшрĕ тĕпчевçĕ. — Итлĕр, эппин. Питĕ кăсăк япала пĕлтеретĕп. 1912 çулта Украинăри Полтава облаçне кĕрекен Кĕçĕн Перещепин ялĕ патĕнчи çӳллĕ тĕмескене чавса пăхнă чухне питĕ нумай ылттăн тата кĕмĕл япаласем тупаççĕ. Вĕсене вара Санкт-Петербургри Патшалăх Эрмитажне упрама панă. Нимĕçсен паллă археологĕ тата историкĕ Иоахим Вернер çав тупнă япаласене тĕпченĕ чухне икĕ ылттăн çĕрре уйрăмах сăнаса пăхнă та вĕсем çине «Кобратос» тесе çырнине асăрханă. Вара вăл 1984 çулта Мюнхенре «Захоронение в Малом Перещепине и Кубрат-хан болгарский» ятлă статья пичетлесе кăларнă. Ăна, 1985 çулта, январĕн 9-мĕшĕнче, «Софийские новости» хаçатра пăлхарла куçарса вулакансем патне çитернĕ. Иоахим Вернер çав масара Аслă Пăлхарстан ханне Купрата пытарнă тесе çирĕплетсе парать. Кашни çын пĕлет ĕнтĕ, патшана никам та патшалăх чиккине пытармасть. Эппин, çав хальхи Полтава таврашĕ те, Саркел вырăнĕ те, Танаис (Дон) шывĕн пуçламашĕ те Купрат патша вăхăтĕнчех Аслă Пăлхарстанăн çурçĕрти чикки пулман. Аслă Пăлхарстан патшалăхĕн çĕрĕ ун чухне тата та çурçĕререх сарăлнă. Тӳрех каламалла: аслă та чаплă Купрат патша çинчен тĕпчевçĕсем мĕн тивĕçлине пĕтĕмпех çырса кăтартайман-ха. Пыра-киле эпир чăвашсен ашшĕсен, авалхи пăлхарсен, мухтавлă патши çинчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пĕлĕпĕр, унăн сăввисене те хамăр литература историне кĕртсе, шкулсенче вĕренме тытăнăпăр...
— Купрат вилнĕ хыççăн вара пăлхарсен пурнăçĕ епле пулнă? — калаçăва малалла тăсас тесе ыйтрĕ Петĕр.
— Кун пирки те калама пулать, — терĕ Убиев. — Купрат патша вăхăтĕнче Аслă Пăлхарстан чăнах та аслă та чаплă патшалăх пулнă. Анчах ăна тытăнса тăма йывăр пулнă. Тухăçра ун пурлăхне-пуянлăхне хасарсем хапсăннă, анăçран аварсем тапăнма хатĕр тăнă, кăнтăртан вара Висанти императорĕ хăратма пăхнă.
— Эппин, пăлхарсем нихăш енчен те хăйсене майлă е хăйсемпе пĕр шухăшлă патшалăх тупма пултарайман, çапла-и? — ыйтрĕ Петĕр, — Ун пек чухне, паллах, кирек мĕнле çĕршыва та тытăнса тăма питĕ йывăр, ним калама та çук.
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ унпа Убиев. — Çапах та Аслă Пăлхарстан никама та парăнман, мĕншĕн тесен, çак патшалăха кĕрекен йăхсемпе ăрусем пĕр-пĕринпе ун чухне питĕ килĕшӳллĕ пурăннă. Купрат çак килĕшӳллĕх хăй вилнĕ хыççăн та упрантăр тенĕ. Çавăнпа пĕррехинче ывăлĕсене хăй патне чĕннĕ те пĕрер хулă панă.
— Хуçăр! — хушнă вăл вĕсене.
Паллах, вăкăра çамкинчен чăмăрĕпе çапса йăвантарса яма пултаракан çамрăксемшĕн ку вăл нимĕн те мар. Вĕсем кашнийĕ чăл та пар хăйсене панă хулла хуçнă.
Купрат вара çавăн пек хулăсенчен тунă шăпăр илсе килме хушнă.
— Хуç! — панă вăл шăпăрне Питпуяна — аслă ывăлне. Питпуян ашшĕ аллинчен шăпăрне илнĕ те хуçма тăнă, анчах епле тăрăшсан та, шăпăра тепле авсан та, хуçайман.
Шăпăр хуллисем, пĕрле пулса, пĕр-пĕрне пулăшнă, авăнсассăн та хуçăлман.
— Эппин, эсĕ хуç! — тенĕ Купрат иккĕмĕш ывăлне, Кăтра-паттăра.
Кăтра-паттăр тетĕшĕнчен те тĕреклĕ. Вăрçă хирĕнче вăл хăйне çеçенхирти çӳллĕ ту пек тытать: ун тавра ялан тăшман вилли туп-тулли. Анчах Кăтра-паттăр та ашшĕ панă пысăк шăпăра хуçайман.
Кăтра-паттăр хыççăн çак шăпăра Кӳпер та, Альших та, Аспарух та тытса пăхнă, темĕнле тертленсен те ăна хуçайман.
— Куртăр-и, ачамсем, — тенĕ ывăлĕсене Купрат, — пĕччен хулла эсир ним те мар хуçрăр, çав хулăсене пĕрле çыхсан вара... хуçаймарăр. Эсир те пурнăçăрта çапла пулăр: пурсăрта ялан пĕрле чухне сире никам та çĕнтереймĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлса кайсан вара сире такам та кӳрентерме е тата пурнăç ăнăçман чухне пĕтерме те пултарĕ...
— Ашшĕ каланине ывăлĕсем шута хунă-и вара? — питĕ кăсăкланса ыйтрĕ Петĕр.
— Кун пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕ шухăшлаççĕ, — тӳрех хуравларĕ Убиев. — Хăшпĕрисем каланă тăрăх, ашшĕ каланине ывăлĕсем шута хуман, имĕш. Чăн ĕнтĕ, кăнар-тикки Питпуян мĕн пултарнă таран ашшĕнчен юлнă Аслă Пăлхарстана упраса хăварма тăрăшнă: тухăçран тапăнса килекен хасарсемпе те, анăçра вырнаçнă аварсемпе те, кăнтăрти ромейсемпе вĕçĕ-хĕррисĕр вăрçă вăрçнă, теççĕ. Кайран, шăллĕсем хăйсене пăхăнса тăракан йăхсемпе тĕрлĕ çĕрелле кайма тытăнсан та, вăл Аслă Пăлхарстаншăн пĕтĕм вăйне хурса тăрăшнă, теççĕ. Чылай çулсем иртсессĕн кăна вара унăн хăйĕн йăхĕсемпе пĕрле Кавказ ту хушăкĕсенелле чакса кайма тивет, имĕш.
— Питпуян ăçта вилнĕ? Ăçта пытарнă ăна?
— Юрĕ, — килĕшрĕ Убиев, — калатăп: Питпуян ăçта тата хăçан вилни паллă мар. Унăн вилтăприне те тупман. Анчах эсĕ мана итлесе пĕтермерĕн-ха. Çакна пĕлтерес тетĕп: тин çеç каласа кăтартнипе эпĕ хам килĕшместĕп.
— Мĕнле ăнланмалла вара эсир каланине? — кăсăкланчĕ журналист.
— Вăт, шăп та лăп çакăн пирки çĕнĕ тĕпчев ĕçĕ çыратăп та ĕнтĕ эпĕ.
— Хăçан вулама пулать ăна?
— Халлĕхе калама йывăр-ха, — терĕ Убиев. — Авалхи авторсен хăшпĕр ĕçĕсене куçармалла, ытти ĕçсемпе танлаштарса пăхмалла. Тĕпчев çулĕ вăл темиçе сыпăклă. Пĕтĕмпе тĕпчесе пĕтермесĕр вăл пулăм вĕçĕ-хĕрри мĕнле вĕçленессине никам та калаймасть.
— Питпуян ертсе пынă пăлхар йăхĕсен тăсăмĕ пур-и? — çапах та малалла тăсрĕ калаçăвне Петĕр.
— Питпуян ертсе пынă пăлхарсенчен хальхи балкар тата Карăчай халăхĕсем пулса кайнă тесе шутлаççĕ.
— Миçе ывăл пулнă вара Купратăн?
— Пилĕк ывăл. Эпĕ кашнин ятне каларăм.
— Купратăн ытти ачисем пирки мĕскер те пулин паллă-и? — каллех ыйтрĕ журналист.
— Хам та çавна каласшăнччĕ, — терĕ Убиев. — Купратăн тепĕр ывăлĕ — Кӳпер. Теприсем ăна Кувер тесе те çыраççĕ. Ку вăл хальхи чăваш чĕлхипе каласан кĕпер тенине пĕлтерет. Кӳпер вăл Аслă Пăлхарстана йĕркелекен Купратăн виççĕмĕш е тăваттăмĕш ывăлĕ пулнă, теççĕ. Ман шутпа, виççĕмĕш ывăлĕ тени тĕрĕсрех. Кӳпер ертсе пынă пăлхар-чăвашсем пирки пысăк, питĕ кăсăк чăнлавсем упранса юлнă. Вĕсенчен пĕринче пăлхар-чăвашсен йăхĕсем 686 çулта Кӳпер ертсе пынипе хăйсен патшалăхне туни çинчен те çыраççĕ. Кӳпер чылай хушă Византи империне хирĕç те паттăррăн кĕрешни паллă. Вăл, Константинополе çĕнсе илсе, Византи импери çĕрĕ çинче Аслă Пăлхарстана çĕнĕрен чĕртме ĕмĕтленнĕ.
Убиев кăштах шухăша кайса тăчĕ. Унтан, хавхалансах, калавне малалла тăсрĕ:
— Çак вăхăтри чăнлавсенче Кӳперĕн чи çывăх юлташĕ Мавр ятлă пулнине те çырнă. Хаяр çапăçусем хыççăн Кӳперпа Мавр хăйсен хăшпĕр çарпуçĕсемпе хирĕçсе каяççĕ. Вĕсем вара Купрат ачине хирĕç пăлхав çĕклеççĕ те ăна систермесĕр ярса тытаççĕ. Ахăртнех, Кӳпер çавăн чухне вилнĕ пулĕ. Урăхран вара ун çинчен нимĕнле хыпар-хăнар та тĕл пулмасть.
— Тата тепĕр ывăлĕ пирки те калăр, — терĕ Петĕр. — Вулакансене ун çинчен те каласа парар.
— Юрать, — килĕшрĕ Убиев. — Купратăн чи паллă ывăлĕсенчен пĕри вăл — Аспарух. Тӳрех каламалла: Аспарух Аслă Пăлхарстан патшин Купратăн кĕçĕн ывăлĕ. Вăл Днестр шывĕ урлă каçса, «Онге» (Ункă) текен вырăна çирĕпленсе ларнă.
Аспарух ашшĕн çар эткерне питĕ ăста пĕлнĕ. Вăл чăн-чăн маттур çарпуçĕ, ăста дипломат тата патша пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ячĕ те — «ăс пар» сăмахран. Кам та кам Дунайçи пăлхарсем туса кăларнă «Аспарух патша» кинона курнă, çавă астăвать пулĕ ĕнтĕ: çарпуçĕ, хасарсене çĕнтернĕ хыççăн, сăваплă катана кĕрсе, Çӳлти Турра Танкăр тесе чĕнсе кĕлтăвать. Эсир пĕлетĕр пуль ĕнтĕ, чăвашсем те хăйсен авалхи тĕнĕнчи чи аслă турра, тĕнче хуçине, Танкăр тенĕ. Ку вăл пирĕн икĕ халăх хушшинчи пĕрюнлăха, тымарлăха пĕлтерекен питĕ курăмлă тĕслĕх.
— Чăнах та, — тӳрех ку шухăшпа килĕшрĕ Петĕр.
— Çĕнĕ çĕрте Аспарух пăлхарĕсемшĕн çĕнĕ тăшмансем тупăнаççĕ — славянсем, ромейсем, аварсем, — тата малалла калама тытăнчĕ Убиев. — Анчах Аспарух питĕ пултаруллă çын пулнă, вăл тӳрех вырăнти йăхсемпе килĕшӳ тума тăрăшать. Кайран çеç вăйлăланса çитсен, хăйĕн патшалăхне çирĕплетме, пысăклатма тытăнать.
681 çулта вара вăрçă вăрçма хастар пăлхарсем пĕтĕм Висанти çĕрне ишсе çĕмĕрме пуçлаççĕ. Византи императорĕ, хăраса, пăлхарсемпе килĕшӳ тăвать, вĕсене кашни çул укçа-тенкĕ те тырпул тӳлесе тăма тытăнать. Çирĕм çула яхăн Аспарух Византи çарĕ тапăнса кĕрес çуккине пĕлсе, хăйĕн тылне тата анăçри чиккисене çирĕплетет. 700-мĕш çулхине вара вăл аварсемпе çапăçса паттăррăн пуçне хурать.
Аспарухăн ачисем пулман. Вăл вилнă хыççăн Тӳлă ăрăвĕнчи çарпуçĕ Тервел патша пулса тăрать. Вăл 721 çулччен Тунайçи пăлхарсен астулне тытса тăрать. Ун хыççăн вара пăлхарсен тĕрлĕ ăрăвĕсем Тулă ăрăвĕпе влаçшăн çапăçма тытăнаççĕ. Эпир кунта çакна çеç калатпăр; тепĕр пилĕк ĕмĕр хушши-ха çак пăлхарсем хăйсен авалхи тӳрк (чăваш) чĕлхине упраççĕ. Вунвиççĕмĕш ĕмĕрте кăна вĕсем вара, христианство тĕнне илсе, славянланма тытăнаççĕ.
— Тĕлĕнмелле! — каламасăр чăтаймарĕ журналист. — Татах калăр-ха: Купратăн тăваттăмĕш ывăлĕ мĕн ятлă пулнă? Ун çинчен мĕскер каласа пама пулать?
— Альшик е Альших ятлă пулнă вăл, — терĕ Убиев. — Вăл хăйне пăхăнса тăракан йăхсемпе Кӳпер хыççăнах е Кӳпертен те маларах анăçалла куçса кайнă та хальхи Итали çĕрĕ çинех çитнĕ. Унта вара вырăнти йăхсемпе хутшăнса кайнă. Ытла пысăк йĕрех хăварман историре. Юлашки çулсенче кăна Альших ертсе пынă пăлхар йăхĕсем пирки кăштах çыра пуçларĕç. Çак Алыпих е Альшик ертсе пынă пăлхар йăхĕсенчен питĕ паллă художниксем, сĕрмекупăсçасем, композиторсем, тĕпчевçĕсем тухнине те палăртрĕç. Болгари тăпчевçĕсем çырнă тăрăх тĕнчипе паллă Леонардо да-Винчи те çав йăхранах пулса тухать. Эпĕ тата çакна та калама пултаратăп: Альших этноним чăвашсем хушшинче упранса юлнă. Урăхла каласан, Альших ят пирĕн те пулнă. __Тутар Республикине__ кĕрекен Пăва район-ĕнче Альших ятлă чăваш ялĕ пур. Ăна çак яла пуçласа яракан чăваш ячĕпе Альших тесе ят панă.
— Пăлхарсене __Атăл__ çине илсе килекенни вара Купратăн тепĕр ывăлĕ Кăтра-паттăр пулнă-и? — пĕтĕм историне пĕлес тенĕн ыйтрĕ Петĕр. — Е хăшпĕр историксем кун пирки тĕрĕс мар çыраççĕ-и?
— Тĕрĕсех çыраççĕ, — терĕ Убиев. — Вăл Купратăн иккĕмĕш ывăлĕ пулнă. Кăтра-паттăр ертсе пыракан йăхсем — сăкăтсем, шăхальсем, уписем, сăварсем, элшелсем, эссекелсем, чăвашсем тата ыттисем те çурçĕрелле кайса, тапăнса пыракан хасарсенчен хӳтĕленме Дон шывĕпе Атăл пĕр-пĕрин патнелле çывхарсах пынă çĕрте __Саркел__ хулине туса хураççĕ. Анчах хасарсем тапăнса килнине чăтма йывăртан та йывăр пулса пырать. Вара Кăтра-паттăр ертсе пыракан йăхсем тата çурçĕререх кайса, тăватă Атăл — Чулман Атăл, Шуратăл, Нухрат Атăл тата Аслă Атăл — тăрăхне вырнаçаççĕ те хăйсен шĕкĕр хулине никĕслеççĕ. Ку — Аслă Пăлхар хули. Кăтра-паттăр ертсе пынипе Купрат тăхăмĕсем ытарайми хитре те пуян çĕршыва килсе вырнаçнă. Чăн кăнтăрта — пуш-уйла хирсем, варринче — çеçенхирсем. Çурçĕрелле вăрманлăхсем... Ку çĕршывăн икĕ енĕпе икĕ пысăк шыв юхса выртаççĕ. Кай енче Мăн Атăл, мал енче — Ейĕк. Атăлпа Ейĕк хушши авал питĕ пуян пулнă. Унта тĕрлĕрен йывăçсем ӳснĕ: хуралтă тума юрăхлă хырсем, юмансем, çăкасем, чăрăшсем, унтан тĕрлй хатĕр тума ырă вĕренесем, хурамасем, йĕлмесем, кавăрçсем, çирĕксем, хурăнсем, йăмрасем, хăвасем, тĕрлĕ çимĕç кӳрекен шĕшкĕсем, улмуççисем, пилешсем, палансем, армутсемпе пĕтнĕксем, кĕтмелсем, чиесем тата ытти тĕрлĕ иывăçсем те вăрманĕ-вăрманĕпе ӳснĕ... Атăлпа Ейĕк хушшинче тĕрлĕ чĕрчун та пит нумай пулнă. Унта темĕн йышши кайăк-кĕшĕк те пулнă. Калама çук ырă пулнă ĕнтĕ чăваш ăрăвĕсем килсе вырнаçнă çак çĕршыв. Тĕпчевçĕсем пурте çакна палăртаççĕ.
Купрат патша ывăлĕ Кăтра-паттăр хăйĕн халăхне чунтан вартан юратнă. Тăван халăхĕ çĕнĕ хăтлă çĕршывра лайăх ĕрчесе-хунаса телей курса пурăнтăр тенĕ ĕнтĕ вăл.
— Çакăн çинчен, Атăлçи пăлхарсем çинчен, вĕсемпе тăванлă йăхсем çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха, — ыйтрĕ журналист.
— Юрать, — килĕшрĕ Убиев. — тӳрех калатăп: Атăл çине пăлхарсемпе пĕрле сăварсем те хазарсем те килнĕ. Хазарсем те, сăварсем те пăлхарсемпе пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ халăх пулнă. Çиччĕмĕш-саккăрмĕш ĕмĕрсенче пурăннă чаплă хазар е сăвар çыннисем çинчен те питĕ нумай каласа кăтартма пулать. Вĕсем шутне Улăп-Илитвер ятлă паттăра та, Парспит хĕрарăм патшана та, унăн Парспик тата Пăлан ятлă ывăлĕсене те кĕртме пулать. Парспикĕн хĕвел питлĕ хĕрĕ пулнă. Ăна Чечек тесе чĕннĕ. Чечек пурнăçĕ — ытарайми летопись. Вăл Византи императорĕн ывăлне Константина качча тухать те часах императрица пулса тăрать. Константинополре вара вăл тĕне кĕрет. Ирина ятлă пулса тăрать.
Чăваш-хазар пикисем чăннипех те хитре çеç мар, вĕсем ырă чунлă те пулнă, упăшкисене ирĕхсе пурăннă ромей майрисем пек сутман. Çавăнпа ĕнтĕ питĕ йывăр чухне Левпа Константинран маларах та Византи императорĕсем чăваш-хазарсемпе туслашма тăрашнă. Н.М. Карамзинах Иккĕмĕш Юстиниан хăйне Константинопольрен Тиверей хуса кăларсан чăваш-хасарсем патне тарнине çырса кăтартать. Кунта вара вăл чăваш-хасарсен патшин хĕрне качча илет те вăл пулăшнипе Тиверие çĕнтерет. Кайран, Константинополе таврăнса императора ларсан, вăл юратнă арăмне хăйпе пĕрле илсе каять, Феодора ятпа императрица тесе пĕлтерет. Анчах эпир Юстиниан арăмĕ, чăваш-хасар пике-еликĕн малтанхи чăн-чăн ячĕ мĕнле иккенне пĕлейместпĕр... Каярахпа Византи тепĕр императорĕ Филиппик те çак çулпах кайнă. Шел те, унăн савнă мăшăрĕн, чăваш-хасар пике-еликĕн ятне те халлĕхе пĕлейместпĕр-ха.
— Эппин, Чечек-Ирина çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха! — хăпартланса кайса ыйтрĕ Петĕр.
— Савăнсах каласа паратăп, — килĕшрĕ Убиев. — Чечек-Иринăпа Константин пĕрлешни çав тапхăршăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Мĕншĕн тесен чăваш-хазарсемпе ромейсем çапла тăванлашни икĕ халăха тапăнса килекен тискер арабсене хирĕç çĕнĕ кĕрешӳ пуçарса ямашкăн май парать. Ромейсем ӳкĕтленипе чăваш-хасарсене пулăшма Христос тĕнне тытса тăракан грузинсем те çĕкленеççĕ.
Виççĕмĕш Лев 717 çултан пуçласа 741 çулччен императорта ларнă. Константин 732 çулта авланнă, 741 çулта варă Пиллĕкмĕш Константин ятпа император пулса тăрать.
Византире ун чухне тĕн çыннисем питĕ хуçаланнă, император ирĕкне пĕтерме тăрăшнă. Константинпа унăн арăмĕ Чечек-Ирина çарçыннисем пулăшнипе тĕн çыннисен влаçне
вăйсăрлатма, император влаçне ӳстерме тытăнаççĕ. Чечек-Ирина упăшкин питĕ шанчăклă тамăрĕ пулнă.
Чечек-Иринăна Византй çыннисем юратнă, ун çинчен поэтсем сăвăсем çырнă, юрăçсем юрăсем юрланă. Вăл чăваш-хасар ятне яман, хăй çинчен ĕмĕрлĕхех, ютра пулсассăн та, ырă ят хăварнă. Константинопольре авалхи чиркӳсенчен пĕринче стена çинче унăн икон пек сăнĕ те пур, теççĕ. Анчах халлĕхе эпир ăна тупаймарăмăр-ха. Чечек-пике Византин асар-писер чаплă культуринче те пысăк йĕр хăварнă. Вăл ятарласа Византи императорĕн керменĕнче тăхăнмалли тум çĕлеттернĕ, ăна вара ун ячĕпе чечекион (чичакион) теме тытăннă. Кун пирки Ю. Моравчик историк ятарласа «Происхождение слова «Чичакион» ятлă пысăк тĕпчев ĕçĕ те çырнă.
Михаил Сирийский ятлă авалхи историк çырнă тăрăх Чечек-Ирина качча тухнă хыççăн çирĕм çул çеç пурăннă. Вăл 752 çулта вилнĕ. Авалхи тĕпчевçĕсем Феофан та, Никифор та çакăнта çырса кăтартнипе килĕшеççĕ. Чечек-Ирина ывалĕ 775 çулта Тăваттăмĕш Лев ятпа императора ларнă та 780 çулччен пурăннă.
— Тавтапуçах, — савăнчĕ Петĕр. — Ку питĕ кăсăк. Çапах та эсир пире Атăл çине куçса килнĕ йăхсен пурнăçĕ çинчен те тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
— Юрĕ, — килĕшрĕ профессор. — Каларăм ĕнтĕ, Кăтра-паттăр ертсе пыракан пăлхар-чăваш йăхĕсем Атăл çине килсе вырнаçма тытăнни 669-670 çулсенче пулнă. Атăлпа Чулман тăрăхне килнĕ пăлхар-чăвашсем кунта никампа та вăрçă вăрçман. Кун çинчен нимĕнле историллĕ чăнлавсем те çук. Халăх сăмахлăхĕнче те кăнтăртан ку тăрăха килнĕ пăлхар-чăвашсем вырăнти йăхсемпе хирĕçни çинчен калани çук. Эппин, Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне никĕслесе çирĕплетесси килĕшӳллĕн пулса пынă.
— Эпир калаçакан темăпа тата мĕн каласа кăтартма пулать? — çаплах кăсăкланчĕ-ха журналист. — ыйтусăрах, хăвăр мĕн калас тенине каласа парăр-ха.
— Юрать, — килĕшрĕ Убиев, вара калама тытăнчĕ. — Тĕрлĕ çĕрелле саланса кайнă пăлхар-чăваш йăхĕсене тĕрлĕрен чĕннĕ.
Этнонимсене, халăх, йăх, ăру, ямахат ячĕсене арпаштарнă пирки историре час-часах тĕрĕс мар чăнлавсем тума тытăнни пулать. Эпир час-часах пĕр халăхах е йăха е тата ăрăва тĕрлĕрен чĕннине курма пултаратпăр. Акă, эпир пурте пĕлекен осетинсем хăйне ир, çĕршывне — Иристон, теççĕ. Грузинсем хăйсене Картвели теççĕ. Марисене эпир çармăс тетпĕр, вырăссем вĕсене ĕлĕк черемис тенĕ. Мари-çармăс-черемис сăмахсен хушшинче нимĕнле пĕрпеклĕх те çук. Ĕлĕк те çакăн пек япала сахал мар пулнă. Май шутпа, Атăлçи Пăлхарстанри халь çырса кăтартнă эскел текен йăхăн чăн-чăн ячĕ массакет пулнă. Персула тесе çырнă йăхăн чăн-чăн ячĕ парсил пулнă. Парсил йăхĕ хăйне шурă парсран тăван тесе шутланă. Йăх ячĕ икĕ сăмахран тăрать: парс — чĕрчун, ил — халăх, йăх, урăхла каласан, парс халăхĕ. Çакна та калас килет: пăлхарсем хушшинче хăйсене кашкăр йăхĕ текенсем çеç мар, парс йăхĕ текенсем те сахал мар пулнă. Атăлçи Пăлхарстанри йăхсемпе ăрусене, ямахатсене пачах та тĕпчемен-ха. Вĕсен йышĕ самаях пулнă. Гардизи, кунта халăх нумай пурăннине палăртса, чаплă çынсен шучĕ 500 пине çитнине калать.
— Атăлçи пăлхарсен культури пирки мĕн калама пулать? — ыйтрĕ Петĕр, хавхаланнăçемĕн хавхаланса.
— Атăлçи Пăлхарстан халăхĕн хăйĕн чаплă культури пулнă. Кунта килсе çӳренĕ араб çынни Ибн-ан-Надим хăйĕн «Наукăсене çырса кăтартни» кĕнекинче авалхи чăваш-пăлхарсем хăйсен çыруне йывăç çине çырнине калать. Атăлçи Пăлхарстан халăхĕн калаçу чĕлхи те çыру чĕлхи хальхи чăваш чĕлхи пулнă. Ăна ĕлĕкхи тата хальхи тĕпчевçĕсем пурте уçăмлăнах çирĕплетеççĕ. Пăлхар-чăваш йăхĕсем, тĕнче тавра çуренĕ хыççăН та, ытти тăванла тӳрк йăхĕсенчен темиçе ĕмĕр маларах татăлса тухнă пулсан та, хăйсен авалхи йăла-йĕркине, чĕлхине, пурнăç илемне пачах та çухатман. Маларах, Çурçĕр Кавказ таврашĕнче пурăннă чухне, вĕсем хăйсен патшине, Алтай таврашĕнче юлнă тӳрксем пекех элтепер тенине каланăччĕ пулас эпĕ. Вĕсем çак ĕмĕре çитичченех Улăп çинчен калакан авалхи эпосне те упраса хăварнă. Ăçта çуралнă-ши çак чаплăран та чаплă, пĕтĕм тӳрк халăхĕсен эткерĕ пулмалли «Улăп» эпос? Çурçĕр Кавказра-ши е Алтай таврашĕнче-ши? Е тата пăлхар-чăвашсен аслашшĕсем Вăтам Азире пурăннă чухне-ши? Чăнах та, тӳрк тĕнчи пăлхар-чăваш йăхĕсенче питĕ çирĕп упраннă, вăл паян кунхине те пĕтмен-ха. Акă, Кюль-Тегина чысласа çырнă палăк çинчи хăшпĕр йĕркесене вулатăн та вĕсем чăн-чăн чăвашла янăранине курса тĕлĕнетĕн.
— Пурнăç йĕрки вĕсен ытти тӳрксенни пекех пулнă пуль? — ыйтрĕ Петĕр.
— Атăл çине хăйсен пĕтĕм авалхи тӳрк тĕнчине илсе килнĕ пăлхар-чăвашсем çак тулăх та ырă тăрăхра пуян та ирĕклĕ пурăннă, — хаваслансах калама тытăнчĕ профессор. — Вĕсем тĕштырă туса илнĕ: çавсем хушшинче — тулă, урпа, вир тата ытти те. Чăнах та, археологсем пăлхар-чăвашсен хулисене чавса пăхнă чухне тем тĕрлĕ тырпул та тупнă, вĕсен хушшинче — сĕлĕ те, кантăр та, пăрçа та, ыраш та. Чăваш-пăлхарсем пылпа та пуян пулнă, хăмла та ӳстернĕ. Çав хушăрах вĕçĕ-хĕррисĕр кĕтӳ ĕрчетнĕ. Вĕсен сурăхĕсем питĕ çемçе те ăшă çăмлă, ут-урхамахĕсем вăйлă çунатлă пулнă. Атăлçи Пăлхарстанăн тĕп хулине халăх ячĕпе Аслă Пăлхар хули тенĕ. Вăл Атăлăн сулахай енче сарăлса ларнă. Атьăр-ха, Атăл тăрăх Чĕмпĕртен тăвалла хăпарар. Хальхи Теччĕ тĕлне çитетпĕр. Вăл Атăлăн сылтăм енче. Теччĕрен сулахай енне каçсассăн вара ĕлĕк тӳрех авалхи чаплă та пĕтĕм тĕнче пĕлекен Аслă Пăлхара курма пулнă.
Ун чухнехи виçепе Аслă Пăлхар Аслă Атăлтан çичĕ çухрăмра, Чулман Атăл (Кама) Аслă Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 30 çухрăм анатарах пулнă. Пăлхар хулине хăçан никĕслени çинчен калани çук. Çапах та пăлхарсем çак вырăна Купрат патша вилнĕ хыççăнах килме тытăннă пуль тесе шутлаççĕ.
— Эсир те çакăнпа килĕшетĕр-и?
— Килĕшетĕп те, килĕшсех те пĕтместĕп. Ман шутпа, пăлхарсем ним пĕлмен çĕре килсе вырнаçман. Вĕсем ку тăрăха Купрат патша вăхăтĕнчех килсе çӳренĕ. Кунти тавралăха, пĕтĕм çĕре-шыва, кунта пурăнакан йăхсене питĕ лайăх пĕлнĕ.
— Атăлçи Пăлхарстанри чаплă çынсем çинчен каласа парăр-ха, — ыйтрĕ Петĕр.
— Атăлçи пăлхар-чăвашсен чаплă çыннисем çинчен каланă чухне камран пуçламалла-щи? — хăйне хăй ыйту пачĕ профессор. — Ĕлĕкрех ку калаçăва Туккирен пуçлатчĕç. Унран маларах чăваш-пăлхарсен чаплă çынни çинчен çырни упранса юлман, тетчĕç. Тукки Атăлçи Пăлхарстан патши пулнă. Анчах вăл хăш çулсенче патшара ларни паллă мар. Ахăртнех, вăл пăлхар йăхĕсене Вăтам Атăл тăрăхне илсе килнĕ Кăтра-паттăр тăхăмĕнченех пулнă. Анчах унăн ывăлĕ те мăнукĕ те пулман, тетчĕç пулас. Мĕншĕн тесен Кăтра-паттăрпа Тукки хушшинче пушă вăхăт самай пысăк, тетчĕç. Айтăр-ха, Тукки хăçан патшара ларма пултарнине тĕплĕнрех пăхса тухар. Кăтра-паттăрăн ашшĕ Купрат Çурçĕр Кавказпа Азов тинĕсĕ таврашĕнче Аслă Пăлхарстан туса чăмăртанă, чапа тухнă çарпуçĕ тата патша, авалхи чăнлавсем каланă тăрăх 658 е 660 çулта вилнĕ. Ун чухне, пурте ăнланатпăр ĕнтĕ, Атăлçи Пăлхарстан çинчен нимле калаçу та пулман. Ăна туса хурасси пирки шухăшламан та пулĕ. Купрат патша вилнĕ хыççăн Кăтра-паттăр ертсе пыракан пăлхар йăхĕсем Вăтам Атăл тăрăхнелле 669 е 670 çулсенче хăпарма тытăннă. Ун чухне, калăпăр, Кăтра-паттăр 30 е 40 çулсенчи çитĕннĕ çын пулма пултарнă. Вăл ашшĕ вилнĕ чухне вăтăрта пулсан, тата тепĕр хĕрĕх çул пурăннă пулсан, çичçĕрмĕш çулсенче вилме пултарнă. Пире тата мĕскер паллă-ха? Атăлçи Пăлхарстанăн чи паллă патшисенчен пĕри Айтар пулни паллă. Вăл 865 çулта çĕре кĕнĕ. Айтар аллă çул патшара ларнă. Эппин, вăл 815 çулта патшана ларнă. Тата пире Айтар ашшĕ Тукки пулни паллă. Айтар хăй ашшĕ вилнĕ çулах патшана ларнă. Эппин, Тукки 815 çулта вилнĕ пулса тухать. Атьăр-ха, вăтамран шутласа, Тукки те патшара аллă çул ларнă тесе шутласа пăхар. Эппин, Тукки 765 çулта Атăлçи Пăлхарстан патши пулса тăнă... Кăтра-паттăр 700 çулта вилнĕ тесе шутлас тенĕччĕ эпир. Эппин, 65 çул хушши Атăлçи Пăлхарстана кам е камсем тытса тăни паллă мар пулса тухать. Ман шутпа, Тукки вăл Кăтра-паттăрăн ывăлĕ мар, мăнукĕ пулмалла. Эппин, Кăтра-паттăр хыççăнах кам Атăлçи Пăлхарстан патши пулнă-ши? Çакна эпир халлĕхе пĕлейместпер-ха, тесе çыраттăмăр ĕлĕк.
— Халь вара мĕскер, урăхла çыраççĕ-им? — тĕлĕнчĕ Петĕр.
— Тĕрĕс, урăхла çыраççĕ, — çирĕплетрĕ профессор. — Эпĕ тĕпченĕ тăрăх, Кăтра-паттăрăн ывăлĕ пулнă. Ăна Ирхан тесе чĕннĕ. Кун пирки чылай чăнлав пур. Акă, 1892 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă А.И. Васильев учитель хальхи Тутар Республикйне кĕрекен Аксу районĕнчи Тимушкел ялĕнче «Пирвайхи чăваш патши» ятлă питĕ кăсăк историлле предани çырса илнĕ. Унта та Кăтра-паттăр ывăлĕ Ирхан пулнине каланă. Ăна çак историлле преданире малтанхи чăваш патши тесе чысланă. Ирхан çинчен пирĕн авалхи писатель-тĕпчевçĕ С.М. Михайлов-Янтуш та çырнă.
— Ирхан хыççăн Тукки патшана ларнă-и вара?
— Çапла теме пулать, — килĕшре профессор. — Тукки, каларăмăр ĕнтĕ, 815 çулта вилнĕ.
Çав çултан пуçласа Атăлçи Пăлхарстан астулне Айтар тытса тăма тытăннă. Айтартан пуçласа вара пăлхар-чăвашсен историйĕ питĕ уçăмлăн йĕрленме тытăннă...
— Пăлхарсен тымарĕ камсенчен никĕсленсе пырать?.. Хунсенчен тесе çыраççĕ. Тĕрĕсех-и? — татах ыйтрĕ Петĕр.
— Тĕрĕсех, — тӳрех килĕшрĕ Убиев. — Хун чĕлхи — тӳрк чĕлхисене никĕсленĕ чĕлхе. Чăваш чĕлхи, авалхи тӳрк чĕлхи пулнă май, чылай енчен ним улшăнмасăрах упранса юлнă. Урăхла каласан, чăваш чĕлхи хун чĕлхин тӳрĕрен те тӳрĕ тăсăме пулать. Авалхи хунсен çырулăхĕ чăваш тĕррисенче, тăмха паллисенче упранса юлнă. Чăвашсем вĕсем хунсен тăсăмĕ. Маларах каларăмăр ĕнтĕ: пирĕн мăн асаттесене хунсем тесе чĕннĕ, ун хыççăн — пăлхарсем тесе.
— Апла эпĕ ăнланнă тăрăх, Атăлçи пăлхарсемпе Дунайçи пăлхарсем пĕртăванах пулса тухаççĕ. Çапла-и? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Петĕр. — Ун çинчен илтнĕ-ха эпĕ. Анчах çакăн пек лайăх ăнлантарса панине илтмен.
— Тĕрĕс, Атăлçи пăлхарсемпе Дунайçи пăлхарсем пĕртăванах, — çирĕплетрĕ Убиев. — Вĕсем кăна мар, Çурçĕр Кавказра пурăнакан балкарсем те, карачайсем те — пирĕн тăвансемех. Халĕ, атьăр-ха, хунсем пирки калаçса пĕтерер.
— Каçарăр, — хăйне вĕрентсе каланине илтсен вăтанса кайрĕ Петĕр.
— Темех мар, — аванмарланчĕ Убиев та. — Эппин, хунсем пирки калаçар-ха. Вĕсем Европăра аслă та чаплă патшалăх туса хунине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах çав патшалăх Аттил патша вилнĕ хыççăн арканса кайнă. Çапла патшалăх арканса, вĕсен ячĕ историре çухалма тытăннă хыççăн, куçса çӳрекен йăхсем пурăнакан çĕрте пăлхар ячĕ чапа тухма тытăнать. «По ту сторону, — çырнă «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта» кĕнекере, — на северных берегах Евксинского Понта, за озером, называемом Меотийским, со стороны океана через землю Сарматскую течет величайшая река Ател (Атăл); к сей реке приближается река Танаис, идущая от ворот Иверийского и Кавказских гор; от сближения Танаиса и Ателя, которые выше Меотийского озера расходятся в разные стороны, выходит река Куфис и впадает в Понтийское море близ Мертвых врат против мыса Бараньего Лба. Из означенного озера море подобно реке соединяется с Евксинским Понтом при Боспоре Киммерийском, где ловят мурзулию и другую рыбу. На восточных берегах Меотийского озера, за Фанагорией, кроме евреев, живут многие народы. За тем озером, выше Куфиса, в которой ловят болгарскую рыбу квист находится древняя Великая Болгария и живут соплеменные Болгарам котраги."
Çакна, Феофан летопиçĕнче мĕн çырнине Убиев хут çине пăхмасăр, сăвă пек каларĕ. Ку вара Петĕре питĕ тĕлĕнтерчĕ.
— Çак пысăк цитатăна ним пăхмасăрах каларăр-и эсир? — ыйтрĕ вăл профессортан. — Пĕтĕмпех çапла астăватăр-и?
— Чăн-чăн тĕпчевçĕн ун пек цитатăсене астумалла, — терĕ профессор. — Унсăр наукăлла калаçусенче йывăр пулать... Феофан кĕнеки пирки калаçрăмăр-и-ха эпир?..
— Çапла, — пуçне ухрĕ Петĕр.
— Çак Феофан кĕнекинче çиччĕмĕш ĕмĕр çинчен çырнă. Чăнласах та çак ĕмĕрте хунсен ячĕ çухалать, ун вырăнне пăлхарсен, сăварсен, хасарсен ячĕ чапа тухса пырать. Вĕсем — чăвашсен ашшĕсем.
Профессор хăйне итлекен çине тимлĕн пăхса çаврăнчĕ.
— Эпĕ хам калавра, — терĕ, — май çитнĕ таран чăваш ашшĕсем пулакан пăлхарсемпе Европăна килсе тухнă хунсем — чăваш аслашшĕсем тата Азире пурăннă хунсем — мăн аслашшĕсем пĕр тымартан иккенне ăнлантарасшăн тăрăшрăм. Чиперех, ĕненмеллех каласа патăм пулĕ тетĕп. Çакна ĕненме археологи чăнлавĕсем те пулăшаççĕ. Акă, пăлхарсен тапхăрĕнче, урăхла каласан, чăвашсен ашшĕсем текен тапхăрта пурăннă масарсене чавса пăхсассăн, ухăсемпе çĕмренсем чылай тупаççĕ. Уххисем вăрăм, пĕр метр та 65 см таран. Çав ухăсем пирки М.И. Артамонов çапла çырать: "Луки длинные до 1,65 м., с костяными обкладками на концах и в середине. Накладки, охватывающие концы лука, состоят из четырех, позже двух несколько изогнутых пластин с вырезом на конце для крепления тетивы; средние костяные накладки широкие и тонкие с концами, с резанными углами."
— Питĕ кăсăк ухă, — тĕлĕнчĕ Петĕр. — Çапла мар-и, профессор?
— Ку вăл питĕ хăйне евĕрлĕ ухă, урăх ниçта та сарăлман — килĕшрĕ Убиев. — Пирĕн эрăччен III-II ĕмĕрсенче çакăн пек ухă Варринче Азире, хунсемпе сăкăтсем пурăннă çĕрте сарăлнă. Европăра вара шăп та лап хунсем килнĕ тапхăрта çеç курăнма тытăннă. Урăхла каласан, çак ухă епле тĕрлĕ çĕрте курăннине тĕпчесе, пирĕн авалхи тăхăмсем мĕнле çĕртен ăçта тата хăçан куçса пынине те питĕ лайăх пĕлме пулать. Çиччĕмĕш ĕмĕр хыççăн çакăн пек ухă Вăтам Атăл тăрăхĕнче сарăлма тытăнать, ăна, паллах, пăлхар-чăвашсем Çурçĕр Кавказран илсе килнĕ ĕнтĕ.
— Тавтапуçах, Михаил Николаевич, — терĕ журналист. — Питĕ лайăх каласа патăр. Пурин çинчен те... Çапах та манăн тата ыйтмалли пур-ха. Акă, Купрат патшана хальхи Украинăри Полтава облаçне кĕрекен Кĕçĕн Перещепин ялĕ патĕнче пытарнă терĕр. Кайса курнă-и эсир кунта?
Капла ыйтсан, Убиев тарăн шухăша кайрĕ.
— Тĕрĕс ыйту, — терĕ юлашкинчен. — Тĕрĕс ыйту. Тӳрех хуравлатăп. Кайса курман. Ку вара — пысăк çитменлĕх... Пысăк çитменлĕх. Анчах та тӳрлетме пулать ăна.
* * *
Журналист кайсан та Михаил Николаевич чылайччен хăй сĕтелĕ хушшине ĕçлеме лараймарĕ-ха. Шухăшласа çӳрерĕ. «Кур-ха ăна, лайăх ыйту пачĕ. Питĕ кирлĕ ыйту, — хăйпе хăй калаçрĕ вăл. — Чăнах та кайса курас пулать унта.»
Унтан сасартăк пуçне питĕ лайăх шухăш, çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ. «Ара, Купрат патша вилтăпри çине унăн тăхăмĕсен элчисем пурте пухăнсассăн.... Историлле пулăм ку?.. Пăлхарсем, чăвашсем, балкарсем, карачайсем...»
Чăнах та, паянтан пуçласа вара Убиев çак шухăша тӳрре кăларассишĕн ĕçлеме тытăнас терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...