Çĕнĕ Çул юмахĕ


Чаплăран та чаплă Çĕнĕ çул çывхарса килет. Пирĕн килте чăрăш та çук. Çавăнпа пĕр кунхине шăллăмпа иксĕмĕр вăрмана уява илем кӳрекен йывăçа касма кайрăмăр.

Вăрман тăрăх утсан-утсан, хамăра кирлĕ чăрăша шыраса эпир таçтах çитрĕмĕр. Часах хама килĕшекен çӳллĕ йывăçа тупрăм. Ун патне юр аша-аша çитрĕм, йĕри-тавра утса çаврăнтăм. Манăн шăллăм таçта çĕтрĕ: те вăл те чăрăш шыраса çухалчĕ, те çӳллĕ йывăçа пула курăнми пулчĕ. Тунсăх пуснипе куççуль тухса кайрĕ. Сисмерĕм те — макăрма тытăнтăм.

— Ан макăр аппа, — сасартăк илтех кайрăм çинçе сасса.

Çаврăнса пăхрăм та пĕчĕк мулкач çури ман умра чĕтресе ларнине куртăм. Алла илтĕм те сывлăшпа вĕрсе ăшăтма пуçăнтăм.

— Эпĕ пĕчĕк пулин те, манăн тем пысăкăш хуйхă пулин те макăрмастăп. Çавăнпа эсĕ те куççуль ан кăлар, — чĕвĕлтетрĕ çинçе сассипе ăшăнма пуçланă мулкач çури.

Унтан хăйĕн амăшне кашкăр Çĕнĕ çул уявĕн сĕтелĕ валли çиме илсе кайнине каласа кăтартрĕ. Мана пĕчĕк чĕр чуна питĕ шел пулчĕ. Эпĕ ăна пулăшма сăмах патăм. Хам вара кашкăра шырама тытăнтăм.

Чылай çӳрерĕм эпĕ. Кăçатă ăшне тулнă юра та шаккаса йăлăхрăм. Ывăнса та çитрĕм. Кашкăр вăрман чăтлăхĕнче пурăннине хĕллехи кайăксем çул кăтартса ячĕç.

Каç пулнă çĕре чăтлăхри пĕр пӳрт умне çитсе тăтăм. Шала кĕтĕм те сĕтел умĕнче пĕр аллине вăрăм çĕçĕ, тепринче пысăк чашăк тытнă кашкăра куртăм. Вăл мулкач амăшне пусасшăн иккен.

— Кашкăр тус, эпĕ сана Çĕнĕ çул уявĕпе юрă юрласа парăп. Уншăн эсĕ мулкач амăшне ирĕке яр, вăл та уява савăнăçлă, килте ачи-пăчипе ирттертĕр.

Те ман сăмахсем чĕри патне пычĕç, те юрă сăмахĕсем кăмăлне кайрĕç — кашкăр мулкач амăшне ирĕке ячĕ. Мулкач амăшĕ мана хăйне вилĕмрен çăлнăшăн тав турĕ те йывăçсем хушшине кĕрсе çухалчĕ.

Эпĕ килелле утрăм. Анчах шăллăмсăр мана киле кĕртмеççĕ-çке! Хурланнипе юр тĕмески çине лартăм та макăрса ятăм.

— Ан макăр, хĕрĕм! Эсĕ çухалса кайнă пулас тата тăван шăллуна шыратăн. Эпĕ сана пулăшăп, мĕншĕн тесен эсĕ манăн туса — мулкача — вилĕмрен çăлнă. Çавăншăн сана уяв ирттерме, мана çавăнта пулăшма ыйтатăп. Юрпике пулăн унта, чĕр чунсемпе ачасене тутлă çимĕçсемпе хăналăн, — терĕ Хĕл Мучи.

Хĕл Мучи мана хăй пӳртне илсе кайрĕ, апат çитерчĕ, вырăн сарса çывăрма вырттарчĕ. Тепĕр кун ирех уяв ирттерме кайрăмăр. Хĕл мучи мана хитре кĕпе парнелерĕ, эпĕ ăна уява кайма тăхăнтăм.

Уява тем чухлĕ чĕр чун, ача пухăннă. Пурте Çĕнĕ çула, Хĕл мучие, Юрпикене халалласа юрăсем юрлаççĕ, сăвă вулаççĕ, ташлаççĕ. Уншăн вĕсене эпĕ пылак канфетпа сăйларăм. Уяврах эпĕ шăллăма тупрăм. Ăна та Çĕнĕ çул парнисемпе хăналарăм.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: