Тусан
Эп тустартăм паян кĕнеке çӳлĕкне,
тирпее кăшт кӳртме ĕмĕтлентĕм.
Эп çĕклерĕм пӳртре сăр тусан пĕлĕтне,
чыхăнса, сывлаймасăр тертлентĕм.
Кантăка яр! уçатăп, чĕнетĕп çиле:
Кил, юлташăм, пӳрте уçăлтар-ха!
Тахçанах эп кӳртменччĕ сана хам киле —
туслашса, чĕререн калаçар-ха.
Кĕнеке çӳлĕкне сăр тусан витнĕрен,
хам пӳртрен те йăлтах писрĕм, тартăм.
Эс ытла, çил, маттур. Çуркунне çитнĕрен
чечексен шăршипе савăнтартăн.
Ак паян эп — çил-тăвăл. Тустартăм урсах,
сар кĕççе пек тусан сырса илнĕ
кĕнеке çӳлĕкне яра кун вăй хурсах —
ман чуна çĕнĕ сăвă халь килнĕ.
Ах... мĕскер эп куратăп? Ак, пĕр кĕнеке —
çын алли пĕрмаях тытнăран-и —
тусанпа хупланман, тăрса юлнă чикке:
ир те каç куç хупмасть çыраканĕ.
Вăл чĕнет пурăнма, ĕçлеме, кĕрешме —
сăввинче тĕлĕрмест лăпкă канăç.
Йĕркисем — çил-тăман е ем-ешĕл ĕшне,
йĕркисем — çухату, пысăк шанăç.
Халь тесессĕн халех эс пуçтарăн çула,
унпала ĕç чысне çĕклемешкĕн.
Чăм шыва ӳкиччен тус-йышпа ав хулла,
ăнтăл, талпăн мала — çĕнтермешкĕн.
Кĕнеке, çывăх тус пек, çул тыттăр пĕрле
вăл ялавçă пек пытăр, тăванăм,
Çак таса тивĕçе тупиччен эс мĕнле
поэта хак параймăн, ăнланăн.
Ĕненетĕп: чунра çуралан йĕркене
ларас çук шелсĕр вăхăт тусанĕ.
Тупма çук кивелми сăвăсен еккине —
нимле чăркăш редактор юсаймĕ.
Кĕрхи сар çулçăсем пек вĕçеç урамра
кун курман сăвăсем — шеллеместĕп.
Пăлтăр-пăлтăр тусан кăларса, ман тавра
ашкăнать çил ачи — çук, пӳлместĕп.
Пит аван тумтире çул тусанĕ пуссан,
çын çакна астуса ĕмĕр юлтăр:
чĕрене нихăçан та ан пустăр тусан —
вуламан кĕнеке пек ан пултăр!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...