Тăхăрьял мухтавĕ
(Легенда)
Тăхлан шывлă Сĕве кукринче
«Шуйттан тĕмĕ» текен вырăн пур.
Хĕл çитсен ун тăрри — кĕленче,
Ял енне вĕçтермест шурă юр.
Çак синкерлĕ, усал вырăна
Пĕр енчен хӳтĕлет сĕм вăрман.
Кăнтăрпа хĕвел тухăç енне
Çул туман, çӳллĕ сăрт пулнăран.
Çурçĕре ултçĕр утăм тусан,
Сарăлса ларать ватă Элшел.
Ку ялтан çичĕ çухрăм утсан
Куç умне тухать сарă Пӳркел.
Çак ялсем тахçанах, ĕлĕкех
Пулнă тет хальхинчен те ĕлккен.
Çак ялсен варринче пур масар,
Нихăçан та ăна манар мар.
Ылтăн-тимĕр нихçан тутăхмасть,
Чĕрене витнĕ шар манăçмасть.
Кам илтмен ун çинчен — илттĕрех,
Масарта кураймастăн хĕрес.
Ак пĕрре Элшелсем ĕç пĕтсен
Пуçтараççĕ хăна килĕрен.
Хăнасем пулнă тăхăр ялтан:
Тăхăр хĕр, тăхăр каччă пĕр тан.
Сакăр кун ĕçсе çинĕ пĕрле,
Анчах тăххăрмĕш каç сĕм çĕрле
Кăнтăртан килсе тухнă тăшман,
Ял çине ӳкнĕ сивĕ тăхлан.
Тăхăр хĕр, тăхăр каччă пĕр тан
Тăшмана хирĕç тухнă ялтан.
Кутамас çарĕ пысăк иккен,
Ăна йышсăр çĕнме çук иккен.
Шăнасем-пăвансем пек ялта
Вĕсем вĕçнĕ кайра та малта.
Пăр тустарнă мĕнпур пурлăха,
Хĕрхенмен ĕçлекен халăха.
Ялкăшса çуннă хăтлă çуртсем,
Тӳсеймесĕр ахлатнă çынсем.
Чи маттур хĕрсене сĕтĕрсе
Кутамас патне пынă илсе.
Шăши тытнă кушак пекех леш
Мăрăлтатнă элес те мелес.
Хирĕç тăнă хĕрсен кăкăрне
Касса хунă сĕтелĕ çине.
Тарçисем вара çав хĕрсене
Вăркăнтарнă Сĕве авăрне.
Мĕн вăл çылăх — эсрел чухлаймасть,
Эсрелтен кая мар Кутамас.
Парăнмасть, çапăçать-ха Элшел,
Ту çинчен ак хăпарчĕ хĕвел.
Тăшмансем чарăнмаççĕ килме,
Кил-çурта, хуралта çĕмĕрме.
Сĕве шывĕ хĕрелчĕ юнпа,
Урамсем тулчĕç вилнĕ çынпа.
Чакма хушрĕ Чармак хăй çарне
Майĕпен Пӳркел ялĕ енне.
Ăнланать вăл тăшман йышлине,
Пĕр ялпа çĕнтерме çуккине.
Ӳкнĕ ĕнтĕ хăна каччисем,
Ӳкнĕ ĕнтĕ хăна хĕрĕсем.
Çил пек вĕçрĕ инкеклĕ хыпар:
Тăшманпа кĕрешме кар тăрар!
Çак усал хыпара илтнĕрен
Килсе çитрĕç часах Мертлĕрен.
Пимĕрсел те Тилçел, Таккавар
Хăвăрт янă пухса утлă çар.
Çуран çар та вăрах кĕттермен,
Ертсе пынă ăна Этремен.
Вăл аван пĕччен пăтă çиме,
Ушкăнпа — тăшманпа кĕрешме.
Ăнланаççĕ çакна пӳркелсем,
Килсе çитнĕ унтан нӳкерсем.
Тăшмана сарса памĕ тӳшек —
Хĕçпе сăнă туптанă Киштек.
Раккасси те выртса çывăрман,
Утлă çар ертсе тухнă Патман.
Пурте кĕнĕ хăрушă вăрçа,
Тăшмана пырса çапнă аçа.
Элшел çуннă вутпа, тĕтĕмле,
Кăмрăка çаврăнса пĕтĕмпе.
Тăхăр кун, тăхăр каç çапăçсассăн тăшман
Çĕр çинчен урине çĕклесе тарайман.
Чăвашра паттăрсем пулнă çав, пулман мар,
Çапса хуçнă тăшман урине пĕрре мар.
Тăхăр кун, тăхăр каç пухнă виле,
Юлташла масара тунă тет Элшеле.
Тăшмансен виллине пытарман çĕр айне,
Лашапа турттарса янă тет Сĕвене.
Тăхăрьялăн çĕрне ан варлаччăр тесе,
Ăçтан килнĕ унта юхса кайччăр тесе.
Халăх çак вырăна усалпа асăнса
«Шуйттан тĕмĕ» текен ят хăварнă иккен.
Ĕлĕкрен-авалтан унта ӳснĕ кикен,
Ĕлĕкрен-авалтан унта ӳçнĕ тилпрен.
Чăвашсем вилене çĕр алтса пытарса,
Йăлана пăхăнса, юпа лартнă касса.
Анчах çав юпасем çĕрсе пĕтнĕ тахçан,
Халапсем, юмахсем халь тăраççĕ асра.
Тăхăрьялĕ тени — вăрçăран юлнă ят.
Тăхăрьял тенĕ ят халь çурта пек çунать.
Тăхăрьял туслăха çухатмасть ĕмĕрне,
Ун çинчен ырă ят кайнă халь инçене.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...