Ĕçлĕ калаçу


Интервью-пароди

 

«Тулли уй-хир» хаçат корреспонденчĕ Вахитов районта малта пыракан «Алга» колхоз председателĕпе Сабитовпа сĕтел хушшинче ĕçлĕ калаçу тапратса янă.

КОРРЕСПОНДЕНТ: Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăх иртнĕ çул калама çук пысăк ӳсĕмсем турĕ, районта мала тухрĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, хисеплĕ Рашит Рахимович, эсир кашни гектартан хĕрĕх центнер ытла тĕш-тырă, икçĕр утмăл центнер çĕрулми, виççĕр центнер сахăр кăшманĕ пухса кĕртрĕр. Тĕлĕнмелле çитĕнӳ ку! Тыр-пул çеç-и! Аш-пăшпа сĕт-çу илесси те сирĕн хуçалăхра çулсеренех ӳссе пырать. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, «Алга» колхоз кашни ĕнерен виçĕ пин те çичçĕр килограмм сĕт, кашни çĕр сурăхран çĕр утмăл путек илни те шутсăр пархатарлă, мухтава тивĕçлĕ ĕç пулса тăрать. Умра — Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă Рашит Рахимович, сире эпир «Тулли уй-хир» хаçата вулакансем ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу хыççан ăнăçу тума çирĕп сывлăх сунатпар.

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Тавтапуç...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Хисеплĕ Рашит Рахимович! Эсир хăвăр такăрлатса хытарнă çулпа çирĕппĕн утни «тавтапуç» сăмаха пĕр иккĕленмесĕр, пĕр такăнмасăр каланинченех аван сисĕнет. Эппин, хаклă Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăхăр малалла тата та анлăраххăн ярса пусĕ. Çĕнĕ çул, каламасăрах паллă, кашнин умнех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем кăларса тăратать. Çавăнпа та эпир, хисеплĕ Рашит Рахимович, сирĕнтен хăвăр ĕмĕт-тĕллевсем çинчен кăштах та пулин ыйтса пĕлесшĕн, сирĕнтен пысăках мар интервью илесшĕн. Пĕр çур сехет каялла кăна эпир сирĕн колхозри мастерскойне кĕрсе куртăмăр. Механизаторсем карах сырса илчĕç пире. «Техникăна лайăхрах хатĕрлессипе ăмăрту пуçарса ятăмăр», — теççĕ вĕсем.

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Çапла...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Каламасăрах паллă, çуракине лайăх та вăхăтра ирттересси — пысăк ыйту. Вăл хальхи вăхăтри кашни хресчене канăç памасть: шухăшлаттарать, хăй тунă ĕç çине тĕплĕн, тепĕр хут çаврăнса пăхма хистет. Тĕпчесе пĕлтĕм эп: кăçалхи вăйлă тыр-пулшăн колхоз ĕçченĕсем иртнĕ кĕркуннех хĕрӳ кĕрешĕве тухнă иккен. Тырă тупăшлă пулни сире ĕççинчех кăçал çуркунне акмалăх паха вăрлăх хатĕрлесе хăварма май панă иккен. Вăрлах хатĕрлеме ятарласа звено тунă. Çапла-и?

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Çапла...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Ăна сирĕн агроном Шибаев юлташ ертсе пырать. Вăл ырми-канми тăрăшнипе вăрлăхăн тăхăрвун сакăр процентне кĕркуннех пĕрремĕш класс шайне çитернĕ иккен. Ăна эсир Тунгусов кладовщик аллине шанса панă. Калас пулать, вăрлăха вăл асăрхасах тăнă. Пĕр-икĕ кун каялла вăрлăхсене гранозанпа имçамлама тытăннă. Тĕрĕс калатăп-и эпĕ, хисеплĕ Рашит Рахимович?

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Тĕр...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Апла аван. Аттуш эпир йăнăшма та пултаратпăр. Кăçал сирĕн колхозăн 1250 гектар çине тĕштырă акса хăвармалла, çав шутра çуртри — çич-çĕр гектар. Çĕрулми лаптăкĕ те пĕчĕк мар — икçĕр гектар. Унсăр пуçне виççĕре яхăн гектар çинче ешĕл кукуруза туса илмелле. Выльăх кăшманне çитмĕл гектар чухлĕ акса хăварма палăртнă иккен. Çурхи тырăсене акса хăварма та кĕркуннех хатĕрленни пире, хисеплĕ Рашит Рахимович, савăнтармаллипех савăнтарать. Пысăк лаптăксем çине торфпа тислĕк ытлă-çитлех кăларнă эсир, вăхăтра, пысăк пахалăхпа çĕртме сухи туса хăварнă. Кăçалхи çуракине хатĕрленсе, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах аммиак шывĕ турттарса килнĕ, механизаторсем ăна çак кунсенчех тата хĕрĕх тонна кӳрсе килме тивĕç. Хĕллехи вăхăта та сая яман эсир. Хĕл каçипе Атăл леш енчен 1800 тонна торф кӳрсе килнĕ, унтан паха компост тунă, тислĕк те 5 200 тонна хатĕрлесе хунă. Çаплах пуль, Рашит Рахимович?

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Çапл...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Ĕçчен кайăк тутă пулнă тенĕ халăхра. Питĕ тăрĕс каланă пирĕн бабайсем. Вăт халь, урлă-пирлĕ шутласан, мĕн тери хăватланса кайрĕ сирĕн «Алга» колхоз юлашки вунă çул хушшинче кăна. Вăл тĕпрен улшăнчĕ. Колхозри кашни ялах хула сăнĕ килсе çапрĕ. Колхозри кашни кил — хăйне майлă кермен. Аслă вĕсем! Çутă вĕсем! Чаплă! Кашни килтех телевизор асамат кĕперĕ пек тĕлкĕшет, кашни килтех радно та холодильник, магнитофон та кĕпе çумалли машина. Сирĕн хуçалăхра пĕтĕмпе пин те çичçĕре яхăн кил иккен. Пин те çичçĕр килте — икçĕр вăтăр машина. Мотоциклсемпе велосипедсене шута та илсе тăрас килмест. Ырлăх-çăтмах мар-и ку, Рашит Рахимович?

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Ырл...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Тĕрĕс! Ырлăх, çĕр çинче тупнă рай-çăтмах. Сире «Тулли уй-хир» хаçата вулакансем ячĕпе, хисеплĕ Рашит Рахимович, çĕнĕрен саламлатпăр, хамăра çакăн пек ăшшăн, сума суса кĕтсе илнĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Халлĕхе, хаклă Рашит Рахимович, сывă пулăр-ха эппин. Тепре тĕл пуличчен!..

 

Корреопондент, ручкăпа блокнот таврашне васкавлăн чиксе, председателе алă тытса, васкавлăн тухса каять.

 

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Уфф (çамкине аллипе шăлать), лачкам тара ӳкерчĕ ку. Çăмăлах мар иккен интервью пама...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: